Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Чӳречерен курӑнакан кӳршӗ ял

Автор: Тамара ВЕРЕНДЕЕВА

Ҫӑлкуҫ: «Тӑван Ен», 47-48№, 2016.06.23-30

Хушнӑ: 2016.06.23 00:29

Пуплевӗш: 31; Сӑмах: 318

Текст тӗсӗ: Хаҫат-журнал статьи

Вырӑсла Тема: Культура

Кӑҫал ҫӗршывра кино ҫулталӑкӗ иртет, ҫавна май ӗлӗкрех ялти клубсенче эрнере 2-3 хут кино кӑтартни аса килет. Ҫӗньял-Покровскинче 50-мӗш ҫулсенче киномеханикра Павел Ермаков ӗҫлерӗ. Унӑн чиперкке арӑмӗ билет сутатчӗ. Ермаковсем киле Етӗрнекассине ҫӳретчӗҫ. Етӗрнекасси тенӗрен, ҫак ял ҫинче тӗплӗнрех чарӑнса тӑрас килет. Чӳречерен курӑнакан чи ҫывӑх ял вӑл. Колхозсем пулнӑ чухне ячӗсем те пӗр пекрехчӗ – «За коммунизм» тата «Заря коммунизма».

Кашни ялӑн хӑйӗн тавралӑхӗ. Пирӗн Ҫӗньял-Покровски, сӑмахран, Ункӑ хӗррине майӗпен анса пыракан сӑртлӑ вырӑн тайлӑкӗнче вырнаҫнӑ. Ҫавӑнпа ирхи хӗвел тури уй хапхи тӗлӗнче ҫӗкленсе чи малтан Ункӑ леш енчи сарлака уйсене ҫутатать. Ҫав уйсем Етӗрне ҫулӗпе пӗрлешиччен тӑвалла хӑпарса пыраҫҫӗ. Горизонтра, пирӗн яла хирӗҫле, Шарпаш ялӗн пӳрт тӑррисем палӑраҫҫӗ. Июнь уйӑхӗнче хӗвел Шарпаш хыҫне анать, ытти чухне – кӑнтӑр-хӗвеланӑҫӗнче вырнаҫнӑ Етӗрнекасси ҫумӗнчи вӑрман хыҫне. Халӗ ял тавра капмар коттеджсем ӳссе ларчӗҫ. Кӑнтӑрта, Ишлей еннелле – уҫӑ та илемлӗ вырӑн, питӗ аякра – Хурамакасси, Олкаш, Шайкилт ялӗсем курӑнаҫҫӗ, уяр ҫанталӑкра – Муркаш районӗнчи Шурча та.

Етӗрнекасси пирӗн ялӑн Тури арман улӑхӗпе тӗлме тӗл пӗр 4 ҫухрӑмри тӳпемре ларать. 50 ҫул каялла икӗ шыв юппинчи лаптак чулсем урлӑ сиксе каҫса Етӗрнекасси витӗр Хӑраути пуххине ҫӳреттӗмӗр. Ӗлӗк арман тӗлӗнчи кӗперпе унталли ялсене лашапа ҫӳренӗ. Вӑрҫӑ хыҫҫӑн та кӗпер свайисем чылайччен ларчӗҫ. 1973 ҫулта пысӑк плотина тӑвиччен етӗрнекассисем Ишлей станцине поезд ҫине ҫитме пирӗн ял витӗр те тухатчӗҫ – тӳррӗн утма ҫул пурччӗ.

1936-1938 ҫулсенче ҫуралнӑ Етӗрнекассипе Шарпаш ачисем 5-7-мӗш классене вӗренме Ҫӗньял-Покровскине ҫӳренӗ. Етӗрнекасси Ишлей ял советне кӗме тытӑнсан ачасем те Ишлейре вӗренме пуҫланӑ. 8-10-мӗш классенче эпӗ Етӗрнекассинчи Михаил Трифоновпа тата Кронид Охтяровпа вӗрентӗм. Вӗсем 3 ҫул пирӗн хыҫри парта хушшинче ларчӗҫ. Ҫак ялтанах Селедкин, Лебедев, Волков, Изыков хушаматлӑ ачасем вӗреннине ас тӑватӑп. 5-мӗш класри Таня Мижеевӑна эпӗ шефа та илнӗччӗ.

Сӑмах май, Кронид Охтяровӑн аслӑ пиччӗшӗ Герман Степанович ҫав ҫулсенче Ҫӗньял-Покровски лавккинче сутуҫӑра ӗҫлерӗ. Ял халӑхӗ ӑна хисеплетчӗ. Михаил Трифоновӑн пиччӗшӗ Геннадий Федорович – геологипе минералоги наукисен кандидачӗ, философи наукисен докторӗ, профессор пулса тӑчӗ.

Ялан куҫ умӗнчи кӳршӗ ял – пирӗн пурнӑҫӑн ырӑ пайӗ. Вӑл аса илӳсене пуянлатать, ҫынсен хушшинчи ҫыхӑнусене хаклама пулӑшать.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех