Шырав
Шырав ĕçĕ:
Володьӑна галерея стенисем кӑшт сарӑлнӑн, чул мачча ҫын пуҫӗсем патнех анса ларнӑн туйӑнчӗ.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Ромашов ӗнерхи ҫапӑҫӑва яр-уҫҫӑн та тертлӗн-асаплӑн аса илчӗ, йӑлт курпунланса тӗршӗнсе, пит-куҫне пӗркелентерсе, хӑйне ҫав мӑшкӑлла асаилӳсен чӑтмалла мар йывӑрӑшӗпелен лапчӑнса ларнӑн туйса, хаҫат хыҫне пытанчӗ, куҫне те пулин хыттӑн хӗссе хучӗ.
XX // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Пуринчен ытла ӑна, пӗр каҫрах пӗтӗм пурлӑхне выляса янӑ опытсӑр вылявҫӑ евӗр, сасартӑк, питӗ-питӗ уҫӑмлӑн та питӗ илӗртӳллӗн, ним начарри те пулман пекех, хитре, илемлӗ Ромашов подпоручик генерал умӗнчен церемониаллӑ маршпа ҫав тери лайӑх иртнӗн мӗнпурин мухтавне тивӗҫ пулнӑ, халь хӑй те юлташӗсемпе пӗрле офицерсен пуххин ҫутӑ столовӑйӗнче кула-кула, ахӑлтата-ахӑлтата хӗрлӗ эрех ӗҫсе ларнӑн туйӑна-туйӑна кайрӗ.
XVI // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Ромашова сасартӑк ҫу уйӑхӗн ҫиҫсе ялтӑракан кунӗ ҫийӗнчех тӗттӗмленсе ларнӑн, хулпуҫҫийӗсем ҫине вилӗ, ют йывӑрлӑх хӑйӑр тӑвӗ евӗр пусӑрӑнтарса выртнӑн, музыка кичеммӗн те тӗксӗммӗн вылянӑн курӑнса кайрӗ.
XV // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Ҫыннисем унта, суйласа илнӗ тейӗн, пурте чӑп-чӑмӑрччӗ, чӗп-чӗрӗ, кирек мӗнле начальствӑна та куҫран ӑстӑнпалан та хӑюллӑн пӑхӑҫҫӗ; мундирсемпе кӗпесем те пулин вӗсем ҫинче, ытти ротӑрисемпе танлаштарсан, темле чипертерех, илемлӗрех ларнӑн курӑнаҫҫӗ.
XV // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
— О путсӗр йӗксӗк — шанӑҫ пӗтсе ларнӑн, чашкӑрса пӑшӑлтатрӗ те вӑл, вара залӑ тӑрӑх хӑвӑрттӑн-хӑвӑрттӑн хӗрарӑмсен пӳлӗмнелле таплаттарчӗ.— О, подлец-мерзавец! — прошептала она трагически и быстро пошла через залу в уборную.
IX // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Ҫавӑнта кукаленӗ май, Ромашов ҫутӑ каврӑҫ рама ӑшне вырнаҫтарнӑ стена ҫумӗнчи трюмо витӗр хӑй ҫине темиҫе хутчен те пӑха-пӑха илчӗ, кашни хутӗнчех ӑна пичӗ ирсӗрле шурса, илемсӗрленсе ларнӑн, темле этемле мар пулса тӑнӑн туйӑна-туйӑна кайрӗ, сюртукӗ ытла хӑршӑлса та пакунӗсем питӗ хуҫкаланса пӗтнӗн курӑнчӗҫ.
VII // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Ҫиҫӗм ялтӑртатса ҫуталсан, лавсем хускалми пулнӑн, лавҫӑсем хытса ларнӑн туйӑнаҫҫӗ, Васьӑн ҫӗкленӗ урине вара ҫывӑрса кайнӑ тейӗн…
VII // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
Ыйха пула пичӗ унӑн лапчӑнса-пӗркеленсе пӗтнӗ тата вӑл икӗ хут пӗчӗкленсе ларнӑн туйӑнать.Лицо его от сна помялось, поморщилось и, казалось, стало вдвое меньше.
II // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
Ҫавна май шӑрӑха пула унӑн пуҫ миминче те темле лайӑх та хаваслӑ шухӑш хытса ларнӑн туйӑнать.Казалось, что и хорошая, веселая мысль застыла в его мозгу от жары…
I // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
Кунӗ-кунӗпех пӑрлӑ нӳхрепре е асаплантарса вӗлермелли вырӑнта ларнӑн туяттӑм эп хама, ҫакӑ ӗнтӗ темле урӑх сӑлтава пула мар, ҫивӗт ҫуккишӗн кӑна.
Ҫӳҫ ҫинчен // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 46–53 стр.
Унӑн чӗри шыҫӑнса кайнӑ пекех пулчӗ, вӑл карланки патнех пырса ларнӑн туйӑнчӗ.
12-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Унан чӗри пӗтӗм шанчӑка ҫухатрӗ: унта пурнӑҫ вӑхӑтлӑха пӗтсе ларнӑн туйӑнчӗ.
XII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Сывлӑш ахаль те чӑтмалла мар пӑчӑччӗ, вӑл халӗ йӑлтах ҫунӑк эрех, сухан, сурӑх тирӗнчен ҫӗленӗ тӑлӑпсен, хӑватлӑ бакун махоркӑн, таса мар ӳтӗн шӑршипе кӑмӑла лӗклентермеллех тулса ларнӑн туйӑнать.
XII сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.
Хӑшпӗр чух, ҫанталӑк пӑсӑкрах кунсенче, тӗл пулаймастӑмӑрччӗ эпир, кунашкал вӑхӑтсенче эпӗ хама пӗтсе ларнӑн, пурнӑҫра чи-чи тӗппине, чи хаклине ҫухатнӑн туяттӑм.
XI сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.
Шутсӑр шӑлса кайнӑ чухнехи пекех Гекӑн чӗри те пӑрланса ларнӑн туйӑнчӗ.
29-мӗш сыпӑк. Гек тӑлӑх арӑма ҫӑлать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Бекки, никам та хӑй хутне кӗрсе пулӑшакан ҫук пекех, хӑйне пӑшалпа тӗллесе пеме тесе хӑваланипе ӗшеннӗ кролик пекех, мӗскӗннӗн пӑхса ларнӑн туйӑнчӗ.
20-мӗш сыпӑк. Том паттӑрла хӑтланни // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Ҫапах та тӑшман салтакӗсем сыхланса, тимлӗрех ларнӑн туйӑна пуҫларӗ.
Лаох // Василий Алентей. Василий Алентей. Лаох. Хырсем ӗмӗрех ем-ешӗл. Повестьсем. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970
Ботаника пахчи пурнӑҫӗ мана иртнӗ ӗмӗрӗн 90-мӗш ҫулӗсенче чарӑнса ларнӑн туйӑнчӗ.Мне показалось, что жизнь ботанического сада приостановилась в 90-е годы прошлого века.
Ботаника пахчи — илемлӗ те кӑсӑклӑ вырӑн // Аҫтахар Плотников. http://chuvash.org/blogs/comments/2788.html
16. Турӑ пулӑшнипе вӗсем хулана ярса илнӗ, шутсӑр нумай ҫынна вӗлернӗ, ҫывӑхри икӗ стади сарлакӑш кӳлӗ юнпа тулса ларнӑн курӑннӑ.
2 Мак 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.