Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кӳренчӗ (тĕпĕ: кӳрен) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Константин халӗ хӑйӗн ватӑ учителӗшӗн кӳренчӗ, унӑн ӑна йӑпатса хавхалантарас килчӗ, вӑл ҫак ниме те шута илмен чунсӑр ҫынна чӑннипех тарӑхса кайрӗ.

Он весь был во власти противоречивого и смутного чувства обиды за своего старого учителя, желания как-то приободрить и утешить его и нескрываемой досады на этого напористого и черствого человека, не считавшегося, судя но всему, ни с чем.

8 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Пробатов кӳренчӗ, куҫ харшисене пӗркелентерсе илчӗ: вӑл ҫынна хак пама васкакансене пӗртте тӳсме пултарайман.

И Пробатов досадливо поморщился: он не выносил, когда люди судили о чем-либо с маху.

8 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

— Тен, ҫапла та пуль, — килӗшрӗ Корней, ӑшӗнче кӳренчӗ пулин те.

— Может, и так, — соглашался Корней, хотя в душе был обижен.

4 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Унӑн аллин кашни хусканӑвне сӑнанӑ май Корней хӗрне кирлӗ мар ҫӗре пӗлмесӗр хутшӑннӑшӑн кӳренчӗ, унӑн ҫак айӑпне мӗнле те пулин тӳрлетес тесе, чайнӑя кайса килме шӑпах ӑна хушма шутларӗ.

Следя за каждым движением его руки, Корней досадовал на дочь, зачем она неумело вмешалась не в свое дело; и, чтобы как-то загладить ее выходку, решил именно ее попросить сходить в чайную.

3 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

— Критиклесе сӳпӗлтетмелле мар кунта! — кӳренчӗ канашлӑва пынӑ 3-мӗш батарея командирӗ.

— Тут критику нечего наводить! — обиделся присутствовавший на совещании командир 3-й батареи.

LXI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Серодобск полкӗн штаб начальникӗ, ҫамрӑк поручик Волков, кӳренчӗ.

Начштаба Сердобского полка, молоденький поручик Волков, обиделся.

LII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Атте уншӑн кӳренчӗ.

Куҫарса пулӑш

Раҫҫей ӑслайӗнчи ҫут(ӑ) сӑнар // Леонид Атлай. https://chuvash.org/content/5075-%D0%A0% ... D1%80.html

— Мӗн эсӗ манпа танлаштаратӑн? — кӳренчӗ Стефан Петрович.

— Что ты меня равняешь? — обиделся Стефан Петрович.

XXIX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

— Тем шуйттанӗ шухӑшласа кӑлартӑн та! — кӳренчӗ Тимофей Ильич.

— И такую чертовщину придумала! — обиделся Тимофей Ильич.

XXIV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

— Эсӗ каллех хӑвӑнне! — кӳренчӗ Анфиса.

— Ты опять свое! — обиделась Анфиса.

XXIV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

— Шухӑшласа кӑлартӑн та, пичче! — кӳренчӗ Мефодий.

— И такое ты, братуха, придумал! — обиделся Мефодий.

XXIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

— Мӗн эс мана суйлав положенипе хӑмсаратӑн! — кӳренчӗ старик.

— Чего ты меня не пугаешь своим избирательным положением! — обиделся старик.

XIX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

— Кирек мӗнле ӑнлансан та, — кӳренчӗ Савва.

— Да уж какое есть, — с обидой ответил Савва.

IV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Кӳренчӗ — тӗрӗсех апла, — терӗ Виктор, ку хутӗнче Сергей ҫине пӑхса.

— Обиделась, — значит, правда, — сказал Виктор, но уже обращаясь не к Ирине, а к Сергею.

IV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

— Хӑлхасӑр, хӑлхасӑр, — кӳренчӗ Тимофей Ильич.

— Глухой, глухой, — обиделся Тимофей Ильич.

XXVII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

— Шухӑшласа кӑлартӑн та, — кӳренчӗ Федор Лукич.

— И такое придумал, — обиделся Федор Лукич.

XII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

«Мӗскер эпӗ аплах пушӑ шухӑш хыҫҫӑн вӗҫрӗм? — кӳренчӗ вӑл хӑйне хӑй.

«И что это я так размечтался? — упрекнул он сам себя.

VII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Ҫав тери кӳренчӗ, куҫӗсенчен куҫҫуль сӑрхӑнса тухрӗ.

Стало так обидно, что слезы выступили на глазах.

VII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Вӑл тӗлӗнсе ӳкрӗ те, питҫӑмартийӗсем кӑвакарса симӗсленсе кайичченех кӳренчӗ.

Он изумился и обиделся до зелени на щеках.

11 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— Эсӗ, кинемей, пур ҫӗре те пуҫна чикесшӗн! — кӳренчӗ Митька.

— Ты, тетенька, кажной дыре гвоздь! — обиделся Митька.

8 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех