Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ҫакӑн пек туни хӑйне ҫеҫ мар, ыттисене те сиен кӳни ҫинчен те шухӑшласшӑн мар!И даже не подумала, что этим она подводит всех, не одну себя.
Ҫӗнӗ ҫул каҫӗ // Макар Хури. Космодемьянская Л.Т. Зойӑпа Шура ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 232 с.
Сӑмах парсан та тултараймасан — ку колхозсене сиен кӳни пулать.
4. «Металлургсем» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Анчах та, тен, вӗсем хыҫӗнче урӑххисем пур, вӗсене тен, тупӑш, хӑйсене усӑ кӳни ҫеҫ кирлӗ?А может — за ними другие есть, которым — лишь бы выгода была?
XVIII // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Ҫавах та, «саппас» хромосома пурнӑҫ тӑршшӗне «ӳстерме» май парать пулин те, тӗрлӗ чӗрчун тӗсӗсен ку виҫе самай уйрӑлса тӑрать, ҫапла май пурнӑҫ вӑрӑмӑшне ку фактор ҫеҫ витӗм кӳни пирки калама юрамасть.
Пӗрешкел арлӑх хромосомӗсем хӗрарӑмсене ытларах пурӑнма май параҫҫӗ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/24579.html
Травкин Германи ҫарӗнчи йышлӑ пуҫлӑхсене хӑйсем ҫакӑн чухлӗ пысӑк чӑрмав кӳни ҫинчен пӗлмен.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Эммануил Казакевич. Ҫӑлтӑр: повесть; вырӑсларан И.С. Васильев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 1622 с.
Ку ӑслӑлӑх мар, колхоза сиен кӳни кӑна!
I // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Эпӗ Российӑн пӗтӗм обществӑлла тытӑмне крепостной право мӗнле сиен кӳни ҫинчен «Тribune»-не темиҫе статья ҫырса патӑм.
XX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Хамӑр революцисем пирки сӑмах хускалсан, эпир яланах маньчжурсем Янчжоу хулинче ҫынсене вунӑ кун хушши асаплантарни е Цзядинра асап кӳни ҫинчен сӳпӗлтетсе каятпӑр, чӑннипе, ку хӑйне евӗр мел кӑна, тӗрӗссипе каласан, вӑл вӑхӑтра китаецсем хӑйсен ҫӗршывне пӑхӑнтарнӑшӑн мар, хӑйсене хистесех ҫивӗт ӳстерсе ҫӳретнӗшӗн кӑна хирӗҫ тӑнӑ вӗт.
Ҫӳҫ ҫинчен // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 46–53 стр.
Эппин сире ҫакна каласа парам-ха, рабочи юлташ: ҫав юлташлӑх вӑл коллективизацирен мӑшкӑллани тата совет влаҫне ҫав тери сиен кӳни ҫеҫ пулать, — терӗ Нагульнов, палӑрмаллах хумханса.
2-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Аслӑ класра «девиация компаса» текен ҫӗнӗ предмет хушӑнчӗ, вӑл компасӑн магнит йӗппине карап ҫинчи металсем витӗм кӳни ҫинчен вӗрентет.
Тӑххӑрмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
Ненец ҫыннисем ӑна «ӑмансем хӑваласа кӑларакан» тетчӗҫ те килти хуҫалӑхра примус мӗнле усӑ кӳни ҫинчен канашлама та ун патне пыратчӗҫ.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Хӗвеланӑҫ ҫулне пысӑк усӑ кӳрекен порта ҫуркунне нимӗҫсем пысӑк сиен кӳни ҫинчен ӑнсӑртран ҫеҫ илтнӗччӗ эпӗ.
Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Пурне те куртӑм эп, пурне те ӑнлантӑм: пытарса усракан зенит батарейисем вырнаҫнӑ Марсовӑй уйри пахчасене те, Ленинградри ытарма ҫук ҫӗкленнӗ ешӗл йывӑҫсемпе чечексене те; капӑрланса тӑран хулана та куртӑм эпӗ, — епле 1942 ҫулхи ҫуркунне Ленинград урамӗсене виҫҫӗр пин ҫын тухса пӗтӗмпех тирпейлӗх кӳни ҫинчен кунта тухса килес умӗн ҫеҫ хаҫатсенче вуланӑччӗ эпӗ.
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Ҫак историшӗн вилнӗ Климовӑн дневникӗсем мӗн тери пысӑк усӑ кӳни ҫинчен те ӑнлантарса патӑм.Объяснил, какое значение имеют для этой истории дневники покойного Климова.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Француз пусмӑрӗнчен тарса ӳкнӗ ҫынсем каланӑ тӑрӑх, ҫичӗ ют мӗнле юхӑну, мӑшкӑл, асап кӳни пуриншӗн те паллӑ пулчӗ.
9 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Ҫак ҫырупа сире, хурал аллинчен тухса тарнӑ Дон казакӗ тата раскольник Емельян Пугачев, вилнӗ ӗмпӳ III-мӗш Петр ятне хӑй ҫине йышӑннине калама ҫук иртӗнсе, Яик ялӗсенче пӑлхану туни, темиҫе крепӑҫе тытса илсе ҫаратни, пур ҫӗрте те хурах пусса вилӗм кӳни ҫинчен пӗлтеретӗп.
Улттӑмӗш сыпӑк. Пугачевщина // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940
Виҫҫӗмӗш импери столицинче ӗҫлесси уншӑн пӗчӗк вырӑна лартни тата… пысӑк сиен кӳни пулнӑ.Перевод в столицу Третьей империи был для него понижением и принес ему крупные убытки.
Манӑн гестаповец // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953
2. Тавралӑха сыхласси ҫинчен калакан саккунсемпе килӗшӳллӗн III категориллӗ объектсен шутне кӗртнӗ тата патшалӑхӑн регионти экологи надзорне тума тивӗҫлӗ объектсенче атмосфера сывлӑшне сиенлӗ (таса мар) япаласем кӑларас тӗллевпе, радиоактивлӑ хутӑшсем кӑларнисӗр пуҫне, экологи енӗпе комплекслӑ ирӗк панине илме тата тавралӑх хутлӑхӗ ҫине витӗм кӳни ҫинчен калакан декларацие ҫырма кирлӗ мар.
Чӑваш Республикин "Чӑваш Республикин общество палати ҫинчен" саккунне тата Чӑваш Республикин "Чӑваш Республикин территорийӗнче правӑн тавралӑх хутлӑхне сыхлассипе тата экологи хӑрушсӑрлӑхне тивӗҫтерессипе ҫыхӑннӑ уйрӑм хутшӑнӑвӗсене йӗркелесси ҫинчен" саккунне улшӑнусем кӗртесси ҫинчен // Михаил Игнатьев. Закон № 31 от 07 мая 2019 г.
«1. Тавралӑха сыхласси ҫинчен калакан саккунсемпе килӗшӳллӗн II категориллӗ объектсен шутне кӗртнӗ тата патшалӑхӑн регионти экологи надзорне тума тивӗҫлӗ объектсенче атмосфера сывлӑшне сиенлӗ (таса мар) япаласем кӑларас ӗҫе, радиоактивлӑ хутӑшсем кӑларнисӗр пуҫне, полномочиллӗ органа тавралӑха сыхласси ҫинчен калакан саккунсемпе килӗшӳллӗн тӑратакан тавралӑх хутлӑхӗ ҫине витӗм кӳни ҫинчен калакан декларацие тӗпе хурса пурнӑҫлаҫҫӗ.
Чӑваш Республикин "Чӑваш Республикин общество палати ҫинчен" саккунне тата Чӑваш Республикин "Чӑваш Республикин территорийӗнче правӑн тавралӑх хутлӑхне сыхлассипе тата экологи хӑрушсӑрлӑхне тивӗҫтерессипе ҫыхӑннӑ уйрӑм хутшӑнӑвӗсене йӗркелесси ҫинчен" саккунне улшӑнусем кӗртесси ҫинчен // Михаил Игнатьев. Закон № 31 от 07 мая 2019 г.
«тавралӑха сыхласси ҫинчен калакан саккунсемпе килӗшӳллӗн II категориллӗ объектсен шутне кӗртнӗ тата патшалӑхӑн регионти экологи надзорне тума тивӗҫлӗ объектсенче хуҫалӑх тата (е) ытти ӗҫ-хӗле пурнӑҫлакан юридически сӑпатсенчен тата уйрӑм предпринимательсенчен тавралӑх хутлӑхӗ ҫине витӗм кӳни ҫинчен калакан декларацисем йышӑнасси;
Чӑваш Республикин "Чӑваш Республикин общество палати ҫинчен" саккунне тата Чӑваш Республикин "Чӑваш Республикин территорийӗнче правӑн тавралӑх хутлӑхне сыхлассипе тата экологи хӑрушсӑрлӑхне тивӗҫтерессипе ҫыхӑннӑ уйрӑм хутшӑнӑвӗсене йӗркелесси ҫинчен" саккунне улшӑнусем кӗртесси ҫинчен // Михаил Игнатьев. Закон № 31 от 07 мая 2019 г.