Шырав
Шырав ĕçĕ:
Пӗр пӗлӗтсӗр кӗрен ирӗн савӑнӑҫлӑ ҫутинче вӗсен пичӗсем тӗссӗр-кӑваккӑн, шыҫӑнса ялтӑранӑн та мӗскӗннӗн курӑнчӗҫ.В радостном свете розового безоблачного утра их лица казались серыми, глянцевитыми и жалкими.
XV // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Икӗ барышни те хӑйсем ӑсталанӑ, симӗс хӑюсемлӗ, йӳнӗрех, анчах питӗ килӗшӳллӗ пӗрешкел шурӑ платьесемпеччӗ; иккӗш те кӗрен питлӗ, хура ҫӳҫлӗ, тӗттӗм куҫлӑ та кук терриллӗ; иккӗшӗн те куҫа йӑмӑхтарасла шурӑ, анчах тӗрӗс мар вырнаҫнӑ шӑлсем, апла пулин те ҫакӑ вӗсен тап-таса, чип-чипер ҫӑварӗсене пач уйрӑм илем ҫех кӳрсе тӑрать; иккӗш те кӑмӑллӑ, хаваслӑ, хӑйсем, уйӑрса илмелле мар тейӗн, ытла та пӗр тӗслӗ, ҫакӑнпа пӗрлех вӗсенче ҫав тери илемсӗр пиччӗшӗн сӑнӗ те пурччӗ.
XIII // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Чӳрече патнерехри стена ҫумӗнче тӑвӑр, лутра, пӗкӗ пек, йӑлт авӑнса ӳкнӗ, питӗ имшеркке кравать ларать, калӑн, ун тимӗрӗсем ҫинче пурӗ те пӗртен-пӗр кӗрен пике утиял ҫех выртать; тепӗр стена ҫумӗнче — сӑрламан ахаль сӗтел те кӗрӗс-мерӗсле ик тӑваткал пукан.
V // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Ромашов пит-куҫне пӗркелентерсе илчӗ те вӑрӑм, ансӑр, кӗрен конверта ҫурса уҫрӗ, унӑн пӗр кӗтесӗнче сӑмсипе ҫыру хӗстернӗ кӑвакарчӑн вӗҫетчӗ.
III // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Пӗчӗкҫеҫ ҫыру сӗтелӗ ҫинче ларакан кӗрен тюльпан-калпаклӑ лампа, унпа юнашар васкаса таккакан шӑнкӑравлӑ сехетлӗ мопс евӗрлӗ чернил савӑчӗ; стена ҫине кравате тӑрӑххӑн ҫакнӑ тигрлӑ та сӑнӑпа тӑракан юланутҫӑ-араблӑ кӗҫҫе кавир; пӗр кӗтесре кӗнекесем хунӑ лӗнчӗркке этажерка та тепринче шалт тӗлӗнтермелле ӗмӗлкеллӗ виолончель хупӑлчи; пӗртен-пӗр чӳрече тӑрринелле труба евӗр чӗркесе хӑпартнӑ улӑм каркӑҫ; алӑк патӗнчи ҫипуҫа хуплаттарса карнӑ простынь.
III // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Хӗвел вӗсен ҫурӑмӗсене хыта ҫунтарчӗ, вӗсене шӑнасем ҫыртрӗҫ, халӗ ӗнтӗ иккӗшӗн ӳчӗ те кӗрен мар, хура кӗрен тӗслӗн курӑнма тытӑнчӗ.А солнце жгло им в спины, кусались мухи, и тела их из лиловых стали багровыми.
V // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
Инҫет кӑнтӑрлахи пекех, самай уҫӑмлӑн курӑнать-ха, анчах аякра халь ӗнтӗ каҫ сӗмлӗхӗпе витӗннӗ кӗрен тӗссем ҫук, пӗтӗм ҫеҫенхир, Мойсей Мойсеич ачисем вителӗк айӗнче пытаннӑ пек, каҫ тӗксӗмлӗхӗпе витӗннӗ.
IV // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
Егорушка пӑхас килмен ҫӗртенех умри тӗксӗм кӗрен инҫетлӗхелле пӑхма тытӑнчӗ, ҫавна май хальхинче ӑна ҫунаттисемпе хӑлаҫланакан арман кӑштах ҫывхарма тытӑннӑ пек туйӑнчӗ.
I // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
Хӗвелпе пиҫнӗ хӑмӑр симӗс сӑртлӑхсем, аякран кӗрен тӗслӗ туйӑнаканскерсем, мӗлке пек лӑпкӑ выртаканскерсем, тата тӗтреллӗ анлӑ тӳремлӗхпе ун ҫийӗн ӳпӗннӗ тӳпе, вӑрмансӑр, ҫӳллӗ тусемсӗр ҫеҫенхирте калама ҫук тарӑн та таса курӑнаканскер, — ҫаксем пурте халь ӗнтӗ, йӑлтах-йӑлтах тунсӑхпа тулса-хытса, вӗҫсӗр-хӗрсӗр ӳкерчӗксем евӗр туйӑнчӗҫ…
I // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
— Пассажа! — терӗ хура тумлӑ хӗрарӑм, анчах халӗ ӗнтӗ вӑл хура тумпа мар: ҫутӑ кӗрен платье, кӗрен шлепке, шурӑ мантилья тӑхӑннӑ, аллинче букет.
Улттӑмӗш сыпӑк // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
«Эсӗ, Анюта, кӗрен кӗпӳне тӑхӑннӑ, мӗншӗн ӑна тӑхӑнтӑн?»
I // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Хӗрӗн ахаль чухне тӑхӑнмалли икӗ кӗпе пур: шурӑ тата кӗрен кӗпе; вӑл кӗрен кӗпине тӑхӑнать те хайхи, теприне вара ун чунӗпе чӗлхине хыҫма май килсе те тухать.
I // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Ара, кӗрен питлӗ те сарлака кӑкӑрлӑ, — стетоскоппа паллашас ҫук вӑл.Да, румянец здоровый и грудь широкая, — не познакомится со стетоскопом.
I // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Вӗсем нумайччен пуҫӗсене пӑркаласа, йӗри-тавра пӑхкаласа ларчӗҫ, ҫӗнӗ вырӑна хӑнӑхрӗҫ; унтан аҫи кӗрен урисене йӗрӗннӗ пекрех те шукӑллӗн ҫӗклекелесе, мӑрье тавра сапнӑ вараланчӑк пурӑ ҫийӗпе утса иртрӗ, тӗршӗнсе, пуҫне каялла ывӑтрӗ те хӑюсӑррӑн кӑлтӑртатса илчӗ.
XXI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Макарӑн пичӗ кӗрен пӑнчӑсемпе чӑпарланчӗ, куҫӗнче темскер хуралса килчӗ.У Макара выступили на скулах малиновые пятна и потемнели глаза.
XX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Картина ҫинчи кӗрен пиншак тӑхӑннӑ хӑюллӑ тореадор пӗтӗм вӑйпа малалла талпӑнакан урнӑ вӑкӑр мӑйракине ҫиппе йӑлланӑ та, пӗр аллипе ӑна тытса тӑрать, тепринпе, тирпейсӗррӗн хӗҫӗ ҫине тайӑннӑ.
XV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Эсӗ мана шурри терӗн, анчах эпӗ — хӑмӑрланнӑ арбуз пекех кӗрен; шуррисем патӗнче те пулнӑ, симӗссисемпе те икӗ эрне ҫапкаланса ҫӳренӗ, хӗрлисем патӗнче те пулса курнӑ.
XIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Тӗксӗм кӑвак тӳпен хӗвелтухӑҫ енчи кӗрен йӑрӑм ӳссех, сарӑлсах пырать.Росла, ширилась багряная полоска на восточной окраине темно-синего неба.
XI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Тухӑҫра хӗвел тухас умӗнхи кӗрен йӑрӑм, паҫӑр пӗлӗтпе хупланнӑскер, сарӑлсах пычӗ.На востоке шире стала сокрытая тучей багряная полоса солнечного восхода.
VIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Анӑҫри хура пекех курӑнакан тӗксӗм кӑвак пӗлӗтсен тӗсӗ майӗпен улшӑнса пычӗ: малтан вӗсен аялти хӗрри тӗксӗмрех кӗрен тӗспе витӗнчӗ, унтан ӑна витӗрех юн пек хӗрлӗ шевле ҫапрӗ, шевле хӑвӑрт ҫӳлелле хӑпарса кайрӗ те ҫур пӗкӗ пек пулса, тӳпене ыталаса илчӗ.
VII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.