Шырав
Шырав ĕçĕ:
Вӗчӗхсе пӑхать хӗвелтухӑҫӗн телейлӗ кӗрен тӗсӗ ҫине.
14 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Ҫывӑхра ҫурхи шывпа тулма пуҫланӑ юханшыв ҫуталса, хӑйӗн сулхӑнлӑхӗпе хӑй патне кӑчӑк туртса выртать; хӑшпӗр ҫӗрте пӗчӗк утравсем симӗссӗн кӑтраланаҫҫӗ; леш енче ӗнесем шыв ӗҫме анаҫҫӗ — тӑмлӑ тӑпра тусанӗ кӗтӳ ҫинче кӗрен тӗтӗм пек мӑкӑрланать.
XXVI // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Туратлӑ пучахсем патне Варвара Сергеевнӑна магнит пек туртрӗ; вӑл Глашӑна хул айӗнчен тытрӗ, хӑйӗн пысӑк та хӑюллӑ утӑмӗпе пӗр стенд ҫине те пӑхмасӑрах утса кайнӑ пулӗччӗ, эрех тӑвас ӗҫри чапа тухнӑ маҫтӑрсен стенчӗ умӗнче делегатсен чылай пысӑк ушкӑнӗ кӗпӗрленсе тӑнӑ ҫӗре те пырса пӑхман пулӗччӗ, — ку стенда тулли бутылкӑсем купаласа хунӑ та вӗсем, аялтан ҫутатнипе, тӗрлӗ тӗслӗн йӑлтӑртатаҫҫӗ, ҫавӑнтах тата пичкерен кӗрен эрех пӗр тӑкӑнмасӑр стакана юхса тӑрать.
XIX // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Мулкач тирӗнчен ҫӗленӗ ҫӗлӗкне ӗнсе ҫине антарса лартса, аллине куҫӗсем патне тытнӑ та, вӑл пӗрре ҫӳхе пӑрпа витӗннӗ юпасем ҫине, тепре шурӑ мар, кӗрен пас тытнӑ пралуксем ҫине, тимлесе пӑхать; пралук ҫинче ту хыҫне пытаннӑ хӗвелӗн йӑлтӑркка хӗрлӗ ҫути выляса тӑрать.
XIII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Пӑхатӑн та, унта ҫынсен чылай пысӑк ушкӑнне тиенӗ полуторка тусан мӑкӑрлантарать — ҫеҫенхирте ҫав ушкӑн юрлани янӑрать: унта симӗс нӑрӑ пек «Москвич» тулӑ хушшипе вӗҫтерсе, сӑрталла улӑхать те, чечекленекен хӗвелҫаврӑнӑш ӑшне кӗрсе, нумай вӑхӑтлӑха ҫухалать; унта «Победа» сӑрталла ҫӑмӑллӑн та лӑпкӑн ярӑнса улӑхать; унта, пӑхатӑн та, шурӑмпуҫӑн кӗрен ҫути ҫине илемлӗ мӗлке пек ӳксе, бурка тӑхӑннӑ икӗ юланутҫӑ иртеҫҫӗ; унта авӑ, тӑвайккинчен вӑрӑм урапа чупса анать, вӑл ытла хытӑ чупнипе ҫамрӑк ача-кучер урапан малти хӑми ҫине урипе тӗреленсе, тилхепине пӗтӗм вӑйран туртать; унта сӑрт хыҫӗнчен икӗ самӑр ҫӳрен ӑйӑрсене кӳлнӗ тачанка чупса тухса, ҫил пек малалла чуптарать; ӑйӑрӗсем витере тӑрса йӑлӑхнӑ та халӗ ҫилхисене вӗҫтерсе чупма тӳр килнишӗн хӗпӗртеҫҫӗ.
XXIV // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Тул ҫутӑлчӗ, вӑл яланхи пекех, нимӗнпе те уйрӑмах палӑрса тӑмасть: садсенче, курӑксем ҫинче сывлӑм нумай, станица ҫывӑхӗнчи ту айлӑмӗнче кӗрен тӗтӗм ҫакӑнса тӑрать — пӗр сӑмахпа каласан, кун пек ир ҫулла сахал мар пулать, анчах Сергее вара вӑл темшӗн илемлӗ те ҫутӑ туйӑнчӗ…
XIII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Горизонт ҫулӑм пек ялкӑшать, ҫавӑнпа уй-хир ҫине хӗллехи пек сӑрӑ мар, кӗрен мӗлке ӳкрӗ, сӑрт-тусем вара, шӑрӑх тӗтрипе витӗнсе, мрамор тӗслӗ пулса тӑчӗҫ; ту айӗнчи лутра вӑрмана хӗрлӗ тӗс пӗтӗмпех хупласа илнипе ун ҫине пысӑк пушарӑн ҫути ӳкнӗ пек туйӑнать.
VI // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Пӗр ҫӗрте тулла веялкӑпа алласа тасатнӑ та, вӑл бронза пек ҫуталса выртать — арҫынсемпе хӗрарӑмсем ӑна михӗсене тултарса машинӑсем ҫине илсе каяҫҫӗ, тепӗр ҫӗрте — халь анчах комбайнсем патӗнчен илсе килнӗ тулӑ — вӑл чӗрӗ, арпаллӑ, хӑльчӑклӑ, — каччӑсемпе хӗрсем ӑна ҫӳхе сийӗн саркаласа, йывӑҫ кӗреплесемпе тураҫҫӗ, кӗреҫесемпе пӑлхатаҫҫӗ; виҫҫӗмӗш вырӑнта — тасатаҫҫӗ: ултӑ веялкӑна юнашар лартнӑ, йӗтем ҫинче кӗрен тусан капланса тӑрать, татти-сыпписӗр шав кӗрлет, шестернясем кичемлӗн шакӑртаттарни янӑрать.
IV // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Ӳплере мӑйне кӗрен лента ҫыхнӑ пӗр хура сысна утӑ ҫинче кишӗр ҫисе выртать.Там на сене лежит черная, как сажа, свинья с розовой ленточкой на шее и кушает морковь.
Сысна ҫури йӑли // В. Абакаев. О. Генри. Сысна ҫӳри йӑли // Илемлӗ литература: журнал. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1941. — №4. — 118-126 с.
Анчах ҫав тумламсем часах ҫухалчӗҫ, ваткӑ аяла анчӗ, вӑл шурӑ мар, кӗрен пулса тӑчӗ, ун ҫийӗнче вара хӗвел шевли вылярӗ.Но вскоре вата ушла вниз, — она стала не белая, а розовая, и на ее поверхности заиграло солнце.
XVII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Хӗвелтухӑҫӗ, ӑна аялтан вут чӗртнӗ пек, хӗмлӗн хӗрелсе кайнӑ, ҫавӑнпа аэродром ҫийӗнчи тӑрӑхӑн сарса хунӑ тутӑр пек вӑрӑм пӗлет те, ирхи сывлӑмпа пӗрле пӗлӗтрен ӳкнӗ пек туйӑнакан йӗпе тӗтре те кӗрен тӗспе сӑрланнӑ; хӑйсен станицинче Ирина ҫакӑн пек ҫӳллӗ тӳпене те, ҫакӑн пек пӗлӗте те, ҫакӑн пек тӗтрене те нихҫан та курман; тӗтре витӗр, шурӑ кантӑк ҫинчи ӳкерчӗксем пек, пысӑк самолетсен хура мӗлкисем курӑнаҫҫӗ, Иринӑна вӗсем хула ҫывӑхӗнче ҫӗр каҫнӑ кайӑк кӗтӗвӗ пек туйӑнаҫҫӗ, вара вӑл ҫак кайӑксенчен хӑшӗ ӑна пӗлӗтсем хушшине илсе каясси ҫинчен пӑшӑрханса шутлать.
XVII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Станица хыҫӗнче анса ларакан хӗвел ҫунать, унӑн хӗп-хӗрлӗ те кӗрен хӗлхемӗсем пӗлӗтелле кармашаҫҫӗ.За станицей горел закат, и по небу тянулись багряно-розовые полосы.
X // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Станицӑсемпе хуторсем витӗр тухнӑ чухне, ҫынсемпе калаҫнӑ чух, Сергей тӗлӗнмелле улшӑну пулнине туйма пуҫларӗ, ӗнер анчах кӗрен тӗспе витӗнсе тӑракан япаласем паян уншӑн йӑлтах урӑхла курӑнчӗҫ.
XXVI // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Шыв ҫийӗнчи тӗтре те сирӗлет, хӗвелтухӑҫӗнчи кӗрен тӗс те ҫухалчӗ — йӑлтӑркка ҫутӑра пурте хӑй вырӑнне ларчӗ, пурне те яланхи тӗс ҫапрӗ; вӗрипе хӗрсе саралнӑ чуллӑ сӑртсем те, шуркутсем йӑва туса чечче пек шӑтарса пӗтернӗ тӑм тӑвайкки те, ҫаралса юлнӑ тӗмескесем те, чӑнкӑ ҫырансенчи шыв та, хырсен сӑрӑ вуллисем те, стенисене кизякпа сӗрнӗ хура выльӑх вити те — пурте, пурте яланхи пекех.
XXVI // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Палатка карнӑ ҫӗрте, кӗрен ҫулҫӑллӑ ҫамрӑк юман патӗнчи тӗмӗсем хушшинче пӗр чун та ҫуккине пӗлсе тӑнӑ ҫӗртенех, вӑл каллех йӗри-тавра шиклӗн пӑхса илчӗ.
X // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
…Сарай хыҫӗнче, пахча кӗтессинче, талккӑшпех кӗрен тӗс ҫапнӑ лӑпсака пилеш айӗнче тин ҫеҫ алтнӑ шӑтӑк курӑнать, шӑтӑкпа юнашар — хура тӑпра купи.
II // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Ҫӳлӗ кӗлет умӗнче ҫап-ҫамрӑк хӗрарӑм тӑрать иккен — ҫӑмӑл кӗлеткеллӗскер, хура куҫлӑскер, шукӑль мар кӗрен кӗпе тӑхӑннӑскер.
II // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Ту чейӗн тураттисем тӑрӑх юр катӑкӗ шуса анса ӳкрӗ; йывӑҫӑн тӗксӗм те йӑлтӑркка ҫулҫисем тӑкӑнкаларӗҫ те турат каллех тӳрленсе ларчӗ; юн тӗслӗ кӗрен чечекӗсем татах илемлӗреххӗн курӑнма пуҫларӗҫ.
Хупахра // Аркадий Малов. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 76–92 стр.
Вӗсем кӗрен тӗслӗ пулнӑ, куҫӗсем те уҫӑлман-ха.
Кроликсем тата кушак // Николай Петров. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 45–52 стр.
Айван кӑмӑллӑ, ӑссӑр чӗрчунсем хӑйсен вӑрӑм кӗрен хӑлхисене чӑнк тӑратса, сӑмсине вылятса ларатчӗҫ.
Кроликсем тата кушак // Николай Петров. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 45–52 стр.