Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кӗмесӗр (тĕпĕ: кӗр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Малашне ӗнтӗ Вова пӳрте кӗмесӗр ярӑнать, темӗн чухлӗ ярӑнать!

Куҫарса пулӑш

Вова хурлӑхӗпе савӑнӑҫӗ // Антал Назул. «Сувар», 2010.01.08, 1–2№№(835–836), 14 стр.

Пӗр эрне ҫул ҫинче пулнӑ хушӑра Григорий темиҫе хутчен те Татарски казакӗсем ҫинчен ыйтрӗ, анчах вӑл иртсе кайнӑ хуторсенче вӗсем курӑнмаҫҫӗ; ахӑртнех, таҫта сулахаялла пӑрӑннӑ пулас та, украин слободисене кӗмесӗр, казак хуторӗсем витӗр Обливски станица еннелле кайнӑ-тӑр.

Находясь неделю в дороге, Григорий расспрашивал о татарцах, но в хуторах, через которые доводилось ему проезжать, татарцы не были: по всей вероятности, они уклонились влево и ехали, минуя слободы украинцев, через казачьи хутора на Обливскую.

XXVI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Аникей иккӗленсе тӑчӗ: тен, инкек курас мар-тӑк тӑхтаса тӑмалла, ҫын пулма пултармасть-им вара ун патӗнче, анчах кӗмесӗр чӑтаймарӗ.

Аникей заколебался — может быть, повременить, не испытывать судьбу, мало ли кто у нее гостит, но перебороть себя не смог.

23 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Унтан вӑл, ача ҫуртне кӗмесӗр, Ксюшӑпа курнӑҫса калаҫма шутланӑ, кайран вара — кирек ӑҫта кайма та юрать, тенӗ.

Потом он решил, им заезжая в детдом, повидать Ксюшу, объясниться О пню и тогда уже со спокойной совестью — на все четыре стороны.

5 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Ҫӳлтенех колхозсем пирки тытӑнчӗҫ пулсан, ыран пирӗн пата та ҫитет, тӗрӗслӗх Черемшанкӑна кӗмесӗр иртсе каймасть, ан пӑшӑрхан!..

Раз с верху самого за колхозы взялись, не иначе — завтра дойдет и до нас, мимо нашей Черемшанки правда не проедет, не опасайся!..

4 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

— Ан хыпалан, инке, шӑрпӑк кӗмесӗр.

— Не спеши, тетка, в лепеши.

LI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Таҫта лере, вӗсенчен кӑшт сылтӑмарахра, хыпаланса, ҫапӑҫусене кӗмесӗр, хӗрлисем чукун ҫул линийӗ еннелле чакаҫҫӗ.

Где-то правее их спешно, не принимая боя, отступали к линии железной дороги красные.

II // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Пӳлӗмре Дроздовпа Подтелков тем пирки хӗрсе кайса тавлашни ун хӑлхине кӗмесӗр юлчӗ.

И не слышал, о чем спорили Дроздов с Подтелковым в комнате.

II // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Никам патне те кӗмесӗр, тӳрех Федор Лукич Хохлаков патне пыр.

Только ни к кому не заявляйся, а иди к Федору Лукичу Хохлакову.

XVI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Хапха чӗриклетрӗ; анчах урапа нумайччен хапхаран кӗмесӗр тӑчӗ.

Ворота заскрыпели; но бричка долго не въезжала на двор.

II. Ҫул // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

«Куратӑн пуль вӗт, пит ҫуманнине», ҫаплах ӳкӗте кӗмесӗр, ҫӑварне каркаласа та ҫурӑмне хыҫкаласа, хӑйне наянланма вӑхӑт ытларах упраса хӑварасшӑн тӑрӑшса калаҫрӗ Черевик.

— Ты видишь, что я еще не умывался, — продолжал Черевик, зевая и почесывая спину и стараясь, между прочим, выиграть время для своей лени.

X // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Кунта вӑл вӑрман урлӑ, штаба кӗмесӗр килнӗ, ҫавӑнпа та Волоколамск шосси ҫинче контузи пулнӑ Озерова илсе кайнине курман.

Ехал он сюда лесной дорогой, минуя штаб полка, и поэтому не встретил контуженного Озерова на Волоколамском шоссе.

XIII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Кунта хӑрушлӑха кӗмесӗр юрамасть, ҫакна манӑн хамӑнах тумалла.

Здесь без риска нельзя, а рисковать можно только мне.

VII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

«Кӗмесӗр тӑма май ҫуках», — терӗм те эпӗ хӑвӑрт алӑка уҫрӑм.

«Да нельзя не войти», — сказал я себе и быстро отворил дверь.

XXI // Ваҫлей Игнатьев. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 3–86 стр.

Лозневой гитлеровецсемпе пӗрле ял ҫине ӑшӑ тумтир туртса илме тухнине пӗлсе тата хӑйсем патне кӗмесӗр иртсе кайма пултарайманнине ӑнланса, Марийка амӑшӗпе йӑмӑкне ҫапла каларӗ:

Узнав, что Лозневой пошел с гитлеровцами отбирать теплые вещи, и понимая, что теперь ему не миновать их дома, Марийка сказала матери и сестре:

VII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Вӑл юриех ун патне кӗмесӗр ир-ирех пӗччен уя тухса кайрӗ пулсан та, ун ҫинчен шутлама чарӑнман…

И хотя она нарочно не зашла к нему и одна рано утром уехала в степь, но думать о нем не переставала…

V // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Ӑҫтан-ӑҫтан кӑна пырса кӗмест пуль ирӗклӗх шухӑшӗ, вӑл пӗтӗмпе ҫавӑрса-ыталаса илет — сӑрт-тусене, айлӑмсене, чухӑнӑн ҫуртне-йӗрне; турра пӗччен кӗл туса пурӑнаканӑн пӳлӗмне те кӗмесӗр хӑвармасть.

Всюду со стихийной силой проникали освободительные идеи, охватывая всех и все — и горы, и равнины, и хижину бедняка, и келью отшельника.

XVI. Ӳсӗрӗлнӗ халӑх // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

— Маттурӑм, каҫар-ха эс мана, ятна манса кайрӑм, хамӑр енче пулсан, ман пата кӗмесӗр ан кай, калаҫса ларӑпӑр…

— Друг, прости, забыл твое имя, будешь опять в наших краях, заходи ко мне, поболтаем…

XXXV. Хӗл каҫмалли вырӑнта // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Фратю господин, хӑй сӑмахне май хута кӗмесӗр шӑп ларнӑшӑн самай тӗлӗннӗскер, вӑтанчӗ те вырӑнне ларчӗ.

Господин Фратю, немало удивленный тем, что никто не откликнулся на его призыв, смутился и сел.

XIV. Силистра-Йолу // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

«Ҫак ӗҫ ҫине ман хута кӗмесӗр пӑхакансен шухӑш-кӑмӑлӗнче эпӗ ҫапах та тӗрӗс мар тунӑ ҫын пулса юлатӑп пулмалла, — тетчӗ.

«Я чувствую, что все-таки останусь не совсем прав во мнении тех, кто стал бы разбирать это дело без сочувствия ко мне.

I // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех