Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: XXI

Пай: Крейцер сонати

Автор: Ваҫлей Игнатьев

Ҫӑлкуҫ: Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 3–86 стр.

Хушнӑ: 2020.01.20 05:15

Пуплевӗш: 129; Сӑмах: 1752

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Паллӑ мар

Ҫав ҫын пирӗн пата килсе кӗнӗ вӑхӑтра эпир ҫапла пурӑнаттӑмӑр та ӗнтӗ. Килсе ҫитрӗ Мускава ҫав ҫын — вӑл Трухачевский хушаматлӑ — вара ман пата кӗчӗ. Ун чух ирхинеччӗ. Эпӗ ӑна йышӑнтӑм. Тахҫан эпир унпа эсӗ тесех калаҫаттӑмӑр. Эсӗ те, эсир те тесе калаҫкаланӑ май вӑл эсӗ тесех калаҫма тӑчӗ, анчах эпӗ ӑна тӳрех ӑнланмалла: «Манпа эсир тесе калаҫӑр» тесе систертӗм те, вӑл пӑхӑнчӗ. Чи малтанхи хут пӑхсах вӑл мана питӗ кӑмӑла каймарӗ. Анчах тӗлӗнмелле, темшӗн, темӗнле ӑнланмалла мар вӑй пулӑшнипе эпӗ ӑна хам патӑмран аяккалла сирме пултараймарӑм, пачах та урӑхла — ҫывӑхланма ҫеҫ май патӑм. Унпа сиввӗнрех калаҫнӑ пулсан, арӑмпа паллаштармасӑрах сывпуллашнӑ пулсан, питӗ те ансат пулатчӗ ӗнтӗ. Анчах та ҫук, эпӗ, юри тенӗ пекех, вӑл сӗрме купӑс калани ҫинчен сӑмах хускатрӑм та: — Халь вара эсир калама пӑрахнӑ, теҫҫӗ, — терӗм. — Ҫук, пачах та урӑхла, эпӗ халь унчченхинчен нумайрах калатӑп, — терӗ вӑл. Унтан эпӗ те ӗлӗк сӗрме купӑс калани ҫинчен аса илме пуҫларӗ. Эпӗ халь хам текех каламанни, анчах ман арӑм лайӑх калани ҫинчен пӗлтертӗм.

Тӗлӗнмелле япала! Малтанхи кунах, тӗл пулсан пӗрремӗш сехетрех эпӗ ун ҫине кайран мӗн пулса иртни хыҫҫӑн епле пӑхмаллаччӗ, ҫавӑн пек пӑхрӑм. Унпа калаҫма та мана темӗнле ҫӑмӑл марччӗ: эпӗ вӑл е хам каланӑ кашни сӑмахах асӑрхаса пытӑм, ҫав кашни сӑмахах хӑйне майлӑ тарӑн шухӑш патӑм.

Эпӗ ӑна арӑмпа паллаштартӑм. Тӳрех музыка ҫинчен калаҫу пуҫланчӗ те, вӑл ман арӑмпа пӗрле сӗрме купӑс калама кӑмӑл туни ҫинчен пӗлтерчӗ. Юлашки вӑхӑтра арӑм яланах капӑр та илемлӗччӗ, илӗртӳллӗччӗ; унӑн илемлӗхӗ темӗнле канӑҫсӑрлӑх ҫурататчӗ. Халь те вӑл шӑп кӑна ҫавӑн пекчӗ. Трухачевские вӑл, ахӑртнех, пӗрре пӑхсах кӑмӑлласа пӑрахрӗ пулас. Унсӑр пуҫне вӑл сӗрме купӑс калама май килнишӗн савӑнса кайрӗ. Вӑл ӑна питӗ юратать-ҫке-ха, ҫавӑншӑнах театрти сӗрме купӑсҫӑна тара тытатчӗ.

Арӑм пит-куҫӗнче савӑнӑҫ палӑрчӗ. Анчах вӑл мана курчӗ те эпӗ мӗн шухӑшланине тӳрех ӑнланчӗ, хӑйӗн сӑн-сӑпатне улӑштарчӗ. Пуҫланчӗ вара ҫапла пӗр-пӗрне улталассин вӑййи. Эпӗ, хама пурте питӗ кӑмӑла кайнӑ пек туса, кӑмӑллӑн кулкаларӑм. Трухачевский, хӑйне мӗн ҫинчен калаҫни ҫеҫ интереслентернӗ пек туса, мӗнпур аскӑнҫӑсем хитре хӗрарӑм ҫине епле пӑхаҫҫӗ, ман арӑм ҫине те ҫавӑн пекех пӑхрӗ. Мӗн ҫинчен калаҫни, тӗрӗссипе, ӑна пачах та интереслентермен. Арӑм хӑйне ним пулман пекех тыткалама тӑрӑшрӗ, анчах эпӗ, кӗвӗҫекен ҫын, мӗнле юриех кулкаланӑ пек туни тата Трухачевский аскӑнла пӑхкалани ӑна, ахӑртнех, канӑҫ памарӗ пулас. Малтанхи хут тӗл пулсанах эпӗ унӑн куҫӗсем епле ҫуталса кайнине куртӑм. Эпӗ кӗвӗҫнипе пулас, вӗсем хушшинче ҫавӑнтах, темле, электричество токӗ пулса тӑнӑн туйӑнчӗ: вӗсем епле пӑхкалани, кулкалани пӗр евӗрлехчӗ. Арӑм хӗрелсен — вӑл та хӗрелет, арӑм кулсан — вӑл та кулать. Музыка ҫинчен, Париж ҫинчен, тӗрлӗрен урӑх вак-тӗвексем ҫинчен калаҫрӑмӑр. Вӑл ура ҫине тӑчӗ те, шӗлепкине илсе, кайма хатӗрленчӗ. Эпир мӗн тӑвассине кӗтнӗ пекех, пӗрре арӑм ҫине, тепре ман ҫине пӑхса тӑчӗ. Хӑйӗн пӗҫҫисем чӗтрекелеҫҫӗ. Ҫав минута эпӗ халь те астӑватӑп, мӗншӗн тесен ҫав минутра эпӗ ӑна татах килсе кай темесен те пултарнӑ, вара нимӗн те пулман пулӗччӗ. Анчах эпӗ ун ҫине, арӑм ҫине пӑхса илтӗм. «Ан та шутла, эпӗ кӗвӗҫместӗп», — ӑшра каларӑм арӑма, — «ҫавӑн пекех санран та хӑрамастӑп», — ӑшра каларӑм Трухачевские, вара ӑна каҫхине, арӑмпа пӗрле калама, сӗрме купӑсне хурса килме сӗнтӗм. Арӑм ман ҫине тӗлӗнсе пӑхрӗ, хӗрелсе кайрӗ, унтан, хӑраса ӳкнӗ пек, хирӗҫлеме пуҫларӗ, эпӗ лайӑхах калама пӗлместӗп, терӗ. Вӑл ҫапла хӑтланни мана пушшех вӗчӗхтере пуҫларӗ, эпӗ вара хам каланӑ сӑмах ҫине тата ытларах тӑтӑм. Трухачевский, кайӑк манерлӗ сиккелесе, тухса кайрӗ. Ҫавӑн чухне эпӗ унӑн ӗнси ҫине, ик еннелле те туранӑ хура ҫӳҫӗ айӗн уйрӑмах шуррӑн курӑнакан мӑйӗ ҫине епле тӗлӗнмелле туйӑмпа пӑхса юлнине халь те астӑватӑп. Ҫак ҫын пур чух хам асапланмасӑр тӑма пултарайманнине, йывӑр пулсан та, мана йышӑнма тиврех. «Унпа урӑх нихҫан та тӗл пулас марччӗ, ҫакна тума эпӗ пултаратӑп», — шухӑшларӑм эпӗ. Анчах ун пек тӑвас пулсан, эпӗ унран хӑранӑ пек пулса тухать. Ҫук, эпӗ унран хӑрамастӑп! Ку вӑл хама ытла та пӗчӗке хуни пулӗччӗ, шухӑшларӑм эпӗ. Вара ҫакӑнтах, малти пӳлӗмре, ӑна темиҫе хутчен те: епле пулсан та паян каҫхинех кил, — тесе каларӑм. Арӑм илтессине эпӗ пӗлнӗ. Вӑл килме килӗшрӗ те ларса кайрӗ.

Каҫхине вӑл сӗрме купӑсне илсе килчӗ те, вӗсем арӑмпа иккӗш харӑс каларӗҫ. Анчах килӗштерсе калама вӗсем чылайччен пултараймарӗҫ. Вӗсене кирлӗ нотӑсем пирӗн ҫукчӗ, пуррисемпе калама вара арӑм малтан хатӗрленмесӗр пултараймасть. Эпӗ музыкӑна питӗ юрататтӑм та вӗсене хӗрхентӗм, Трухачевские пюпитра лайӑхрах ларта-ларта патӑм, нота страницисене уҫса тӑтӑм. Вӗсем ҫапах та сӑмахсӑр темӗнле юрӑсене, Моцартӑн пӗчӗк сонатине вылякаларӗҫ. Вӑл питӗ чаплӑ каларӗ, унӑн тон тенӗ япала питӗ те ҫителӗклӗччӗ. Унсӑр пуҫне, хӑйӗн характерӗ начар пулин те, вӑл мӗнле музыка лайӑххине ӑнланни сисӗнчӗ.

Вӑл, паллах, музыка енӗпе арӑмран чылай вӑйлӑрахчӗ. Ӑна вӑл пулӑшса пычӗ, ҫав вӑхӑтрах сума суса мухтарӗ. Вӑл хӑйне хӑй питӗ лайӑх тыткаларӗ. Арӑм та пӗртен-пӗр музыкӑпа ҫеҫ интересленнӗ пек туйӑнчӗ, юри хӑтланас тени унра нимӗн те курӑнмарӗ. Эпӗ вара, музыкӑпа интересленнӗ пек тума тӑрӑшрӑм пулин те, тӑршшӗпех кӗвӗҫсе асаплантӑм.

Эпӗ куртӑм: пӗрремӗш минутрах, вӗсем пӗр-пӗрин ҫине пӑхса илсен, вӗсен ӑшӗнче ларакан тискер кайӑк, йӗркене пӗр пӑхӑнса тӑмасӑр: «Юрать-и?» — тесе ыйтрӗ, унтан ҫапла хуравларӗ: «О, юрать, питӗ те юрать». Эпӗ куртӑм: Трухачевский Мускавра пурӑнакан манӑн арӑм ҫавӑн пек илӗртӳллӗ хӗрарӑм пулма пултарасси ҫинчен шутламан та; халь вӑл ҫавӑншӑн питӗ савӑнчӗ, мӗншӗн тесен ман арӑм хирӗҫлеме пултарасси пирки вӑл пӗрре те иккӗленмен. Чӑркӑш упӑшки ҫеҫ ан кансӗрлетӗрччӗ — пӗтӗм ыйтӑвӗ те ҫакӑнта кӑна. Эпӗ хам таса пулнӑ пулсан, ҫакна ӑнланман та пулӑттӑм, анчах авланиччен эпӗ, ытти арҫынсем пекех, хӗрарӑмсем пирки ҫапла шутланӑ, ҫавӑнпа та Трухачевский ӑшӗнче мӗн пуррине ҫырса хунӑ пекех вуларӑм. Эпӗ тӳрех кураттӑм: ман тӗлӗшпе илес пулсан, арӑмӑн вӗчӗхнисӗр, ҫӗтӗлсе кӑна тӑнисӗр пуҫне урӑх нимӗнле туйӑм та ҫукчӗ, сайра хутра ҫеҫ вӑл хӑнӑхнӑ йӗркепе ҫемҫелетчӗ, ку ҫыннине илес пулсан вара, вӑл ман арӑма килӗшесси ҫеҫ мар, ӑна пӗр иккӗленсе тӑмасӑрах ҫӗнтересси, лутӑркаса тӑкасси, ӑна пӗтӗрсе пӑрахса унран пӑяв явса хурасси, унпа мӗн тӑвас тенӗ, ҫавна тӑвасси пӗтӗмпех паллӑччӗ, мӗншӗн тесен: вӑл капӑр, пачах та ытти ҫынсем пек мар; музыка енӗпе пӗр иккӗленӳсӗр талантлӑ; пӗрле купӑс калани вӗсене ҫывӑхлатать тата арӑмӑн туйӑмлӑ чунне музыкӑпа, уйрӑмах сӗрме купӑспа, вӑл хускататех. Ҫаксене пула эпӗ питӗ асапланаттӑм. Ҫаксене курмасӑр тӑма эпӗ пултарайман, ҫавӑнпа манӑн чун ырататчӗ. Анчах ӑна пӑхса тӑмасӑрах (тен, шӑпах ҫавна пула?) мана темӗнле вӑй ирӗксӗрлесех унпа йӗркеллӗ калаҫма кӑна мар, ырӑ кӑмӑллӑ пулма та хушатчӗ. Ҫакна эпӗ, хам унран хӑраманнине кӑтартас тесе, уншӑн тунӑ-и, арӑмшӑн тунӑ-и е тата, хама хам улталас тесе, хамшӑнах тунӑ-и — пӗлместӗп, анчах эпӗ малтанхи тӗлпулусенчех ун умӗнче ӑшра лӑпкӑ пулаймарӑм. Ӑна халех вӗлерес килекен ан пултӑр тесе, манӑн ун умӗнче ырӑ кӑмӑллӑ пулма тиврӗ. Каҫхи апат ҫинӗ чух эпӗ ӑна хаклӑ йышши эрехпе хӑналарӑм, вӑл сӗрме купӑспа мӗнле чаплӑ каланинчен тӗлӗнтӗм, унпа ачашшӑн кулкаласа калаҫрӑм, унтан тепӗр вырсарникун хӑнана чӗнтӗм, арӑмпа пӗрле каллех сӗрме купӑс калӑр, терӗм. Музыкӑна юратакан хамӑн хӑшпӗр пӗлӗшсене те чӗнме пултӑм.

Позднышев, питӗ пӑлханса кайнӑскер, урӑхла майлашса ларчӗ, хӑйӗн темле йышши сассипе хӑйӑлтаткаласа илчӗ.

— Ҫак ҫын умӗнче хам мӗнле улшӑнса кайнинчен тӗлӗнмелле-ха, — каллех калама пуҫларӗ вӑл. Хӑй, лӑпкӑрах пулас тесе, ахӑртнех, питӗ тӑрӑшрӗ пулас. — Ҫакӑн хыҫҫӑн иккӗмӗш кун-и е виҫҫӗмӗш кун выставкӑран киле килтӗм те малти пӳлӗме кӗтӗм. Сасартӑк туятӑп: темскер чул пек йывӑр япала ман чуна пусса илет, мӗн япала вӑл — хам та пӗлместӗп. Малти пӳлӗмрен иртнӗ чухне эпӗ ӑна аса илтерекен темле япала асӑрхарӑм пулас. Кабинета кӗрсен ҫеҫ ҫав япала мӗн иккенне туйса илтем, вара, йӑнӑшмарӑм-ши тесе, малти пӳлӗме каялла тухрӑм. Ҫапла, эпӗ йӑнӑшман: ку вӑл унӑн шинелӗ пулнӑ. Пӗлетӗр-и, мода тӑрӑх ҫӗлетнӗ шинель. (Унпа ҫыхӑнса тӑракан япаласене эпӗ пурне те хам сисмесӗрех питӗ те тимлӗн асӑрхаса илеттӗм.) Ыйтатӑп, — ҫаплах иккен, вӑл кунта. Гостинӑй витӗр мар, класс пӳлӗмӗ витӗр залӑна кӗретӗп. Лиза; хӗрача, кӗнеке вулать, няня сӗтел патӗнче пӗчӗк ачапа ларать, темле хупкӑча ҫавӑркалать. Зал алӑкӗ хупӑ, унтан пӗр тикӗс агреggio тата унӑн сассипе арӑм сасси илтӗнет. Итлесе пӑхатӑп, анчах уҫӑмлӑн илтейместӗп. Фортепианӑна вӗсем юриех, калаҫни (тен, чуптуни те) ан илтӗнтӗр тесе, калаҫҫӗ пулас. Турӑҫӑм! мӗнле кӑна тӑвӑлса килмерӗ пуль ман чунра! Хам ӑшра ун чух мӗнле тискер кайӑк пурӑннине аса илсен, халь те сехре хӑпса тухать. Чӗре сасартӑк чӑмӑртанса ларчӗ, тапма пӑрахрӗ, унтан мӑлатукпа шакканӑ евӗр ӗҫле пуҫларӗ. Эпӗ чи малтан хама хам шеллесе пӑрахрӑм — ун пек чухне яланах ҫак туйӑм пулать. «Ачасем умӗнчех, няня умӗнчех мӗн хӑтланаҫҫӗ!» — шухӑшларӑм эпӗ. Эпӗ тискер сӑнлӑ пулса кайрӑм пулмалла, мӗншӗн тесен Лиза та ман ҫине тӗлӗнсе пӑхрӗ. «Мӗн тӑвас-ха манӑн? — хамран хам ыйтрӑм эпӗ. — Кӗрес-и? Кӗме пултараймастӑп, кӗрсен эпӗ хам мӗн туса хурассине хам та пӗлместӗп». Анчах пӑрӑнса кайма та пултараймастӑп. Няня ман ҫине эпӗ мӗнле лару-тӑрӑва кӗрсе ӳкнине пӗлнӗ пекех пӑхать. «Кӗмесӗр тӑма май ҫуках», — терӗм те эпӗ хӑвӑрт алӑка уҫрӑм. Вӑл фортепиано умӗнче ларатчӗ, хӑйӗн ҫӳлелле авӑннӑ пысӑк шур пӳрнисемпе ҫав агреggioсене тӑватчӗ. Арӑм рояль кӗтессинче, уҫса хунӑ нотӑсем патӗнче тӑрать. Вӑл эпӗ кӗнине малтан илтрӗ, малтан курчӗ, вара ман ҫине пӑхрӗ. Хӑрарӗ-и вӑл е юриех хӑраман пек турӗ, е чӑннипех те хӑрамарӗ, анчах вӑл кӑлт та сикмерӗ, хускалмарӗ, хӗрелсе кӑна кайрӗ, ӑна та пулин — кайран ҫеҫ.

— Эсӗ килнишӗн эпӗ мӗн тери хавас; эпир вырсарникун мӗнле кӗвӗсем вылямалли пирки калаҫса татӑлманччӗ, — терӗ вӑл. Иксӗмӗр кӑна чухне вӑл манпа нихҫан та ҫакӑн пек сасӑпа калаҫман пулӗччӗ. «Эпир» тесе хӑйпе ун пирки каланиех мана уртарса ячӗ. Эпӗ Трухачевские пуҫа сӗлтсе ҫеҫ сывлӑх сунтӑм.

Кӗвӗҫекен ҫынсемшӗн (кӗвӗҫекеннисем вара пурте пирӗн обществӑлла пурнӑҫра) чи асаплӑ япала вӑл — светски услови шутланать. Кунта арҫынпа хӗрарӑм ниҫтинчен те ытларах ҫывӑхланаҫҫӗ, ҫав ҫыхӑнуран питӗ асӑрханмалла. Балсенче ҫывӑхланнине, тухтӑр хӑйӗн пациенткипе ҫывӑхланнине, искусствӑна, живопиҫе, уйрӑмах музыкӑна пула пӗр-пӗринпе ҫывӑхланнине чарса тӑрас тетӗн пулсан, эсӗ ҫын кулли ҫеҫ пулса юлатӑн. Икӗ ҫын чи пархатарлӑ ӗҫ тӑваҫҫӗ — музыкӑна вӗренеҫҫӗ; ҫакна тума вӗсен пӗр-пӗринпе мӗн чухлӗ те пулин ҫывӑхланмалла, кунта ним аван марри те ҫук. Кӗвӗҫекен ухмах упӑшка ҫеҫ кунта аван мар япала пур тесе калама пултарать. Ҫав вӑхӑтрах пурте пӗлеҫҫӗ: шӑп кӑна ӗнтӗ ҫакӑн пек ӗҫсем тунӑ чух, уйрӑмах музыка урлӑ, пирӗн обществӑра аскӑнла ӗҫсен ытларах пайне тӑваҫҫӗ те. Эпӗ вӗсене чылайччен нимӗнле сӑмах та хушма пултараймарӑм, ҫавӑнпа иккӗшне те иментертӗм пулмалла. Мана ӳпӗнтернӗ тулли бутылкӑпа танлаштарма пулатчӗ: ҫав бутылкӑри шыв юхса тухаймасть, мӗншӗн тесен вӑл ытлашши тулли. Эпӗ ӑна вӑрҫса тӑкасшӑнччӗ, хӑваласа кӑларасшӑнччӗ, анчах эпӗ каллех хамӑн ыр кӑмӑллӑ та тараватлӑ пулмаллине аса илтӗм. Эпӗ ҫапла турӑм та. Эпӗ вӗсем мӗн тунине пурне те ырланӑ пек пултӑм, унтан каллех, унпа ӑшӑ кӑмӑллӑ пулма хушакан хайхи тӗлӗнмелле туйӑма пӑхӑнса, ӑна: Эсир кирлӗ кӗвӗ суйласа илме пултарассине эпӗ шанатӑп, арӑма та ҫавнах сӗнетӗп, — терӗм. Анчах унпа эпӗ мӗн чухлӗ ӑшшӑн калаҫаттӑм, мана ҫавӑн чухлӗ йывӑрччӗ.

Эпӗ хӑраса кайнӑ сӑн-питпе сасартӑк пӳлӗме кӗрсе ним чӗнмесӗр тӑнӑ хыҫҫӑн вӗсене, паллах, аван мар пулса кайрӗ. Ҫак аван мар туйӑм иртсе кайиччен вӑл тухса каймарӗ, юлашкинчен, ыран мӗнле кӗвӗсем каламалли пирки халь калаҫса татӑлтӑмӑр ӗнтӗ текелесе суйрӗ те кайрӗ. Эпӗ ним чухлӗ те иккӗленмерӗм: чӑннипех те мӗн интереслентернипе танлаштарсан, ыран мӗнле кӗвӗсем каласси вӗсемшӗн ниме те пӗлтермен.

Малти пӳлӗме ҫитиччен эпӗ ӑна питӗ хисеплӗн сума суса ӑсатрӑм (пӗтӗм ҫемье лӑпкӑлӑхӗпе телейне аркатма килнӗ ҫынна епле ӑсатса ямӑн-ха). Эпӗ унӑн ҫемҫе те шурӑ аллине питӗ ӑшшӑн чӑмӑртарӑм.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех