Шырав
Шырав ĕçĕ:
Тӑрсан-тӑрсан е шурӑ кӑмака, е Игорӗн урмӑшса кайнӑ пичӗ курӑнса каять, е ҫутӑ самовар хӗвел пек ялтӑраса илет.
25 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Эпӗ ирхи нӳрлӗрех сулхӑн сывлӑша ҫӑтатӑп, бензин тата вучах шӑрши пӑртакҫӑ сисӗнет, ахӑрех, инҫех те мар кӑмака хутнӑ пуль.
21 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Вӑл вырӑнӗнчен хӑпмарӗ, ҫаплах халтан кайнӑ пек, ӗмӗтне татнӑ ҫын пек, кӑмака умӗнчех тӑрса юлчӗ.Он не тронулся с места, так и остался у печки, усталый и в полном отчаянии.
Ҫирӗм виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Кораблев, хулӑм та лапсӑркка френч тахӑннӑскер (вӑл ӑна ӳсӗрӗлсен е чирлесен-тусан тӑхӑнатчӗ), кӑмака умӗнче вут ҫине пӑхса ларатчӗ.
Ҫирӗм виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Анчах эпӗ хӑнана маар — тӑшмана; килте кӑмака хыҫӗнче ларса маар — ирӗклӗ ҫул юппинче те сӗм вӑрманта; хӗрарӑм элекӗпе мар — пурттӑршшипе те кистенпе вӗлернӗ, — терӗ Хлопуша.
Вунпӗрмӗш сыпӑк. Пӑлхавлӑ слобода // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940
Ытти: саксем, сӗтел, кантра ҫинче ҫакӑнса тӑракан рукомойник, пӑта ҫинчи алшӑлли, кӗтесри ухват, анлӑ кӑмака анинчи чӳлмексем — ахаль пӳртри пекех.
Вунпӗрмӗш сыпӑк. Пӑлхавлӑ слобода // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940
Манӑн ӑна паҫӑрах, шӑнса хӗрелсе кайнӑскерне, килсе кӗрсенех питне кӑмака ҫумне тытнӑ самантрах, чуптӑвас килетчӗ.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
— Сивӗ-тӗк — сивӗ, — терӗ вӑл, унтан пит ҫӑмартине кӑмака ҫумне тытрӗ, — пӗр икҫӗр градус та пулӗ!— Вот так мороз, — сказала она и приложилась щекой к печке, — градусов двести!
Саккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Вӑл, шӑнса кӳтнӗскер, чӗкӗнтӗр пек хӗрелсе кайнӑскер, салтӑнмаллм пӳлӗмрех, эпӗ унӑн пальтовӗпе калушне панӑ вӑхӑтра, кӑмака патне чупса кайрӗ.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Пӗрле кӑмака хутаттӑмӑр, вутӑ ҫураттӑмӑр, савӑт-сапа ҫунӑ ҫӗрте те пулӑшкалаттӑм.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Аллӑмсене кӗсьене чиксе куҫӑмпа эпӗ пӗр-пӗр япала ҫине, чӳрече, кӑмака, витре ҫине кӑтартаттӑм.Положив руки в карманы, я глазами показывал на что—нибудь – на окно, на печь, на ведра –
Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Манӑн хӑна ӑшӑ кӑмака ҫумӗнче выртрӗ.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Савельич кӑмака ҫине хӗсӗнме шут тытрӗ; кил хуҫи урайне выртрӗ.
Иккӗмӗш сыпӑк. Вожатый // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940
Эпӗ пӳрте кӗтӗм: пӳртре икӗ тенкел пур, пӗр сӗтел, кӑмака ҫумӗнче пӗр пысӑк арча пур.Я взошел в хату: две лавки и стол, да огромный сундук возле печи составляли всю его мебель.
Тамань // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Пӗр бутылка кахетински эрех апатӑмӑр пӗр чашкӑра ҫеҫ иккенне асӑнтармарӗ те пире, чӗлӗмсене тивертрӗмӗр те вырнаҫса лартӑмӑр: эпӗ чӳрече патне лартӑм, вӑл хутнӑ кӑмака ҫумне ларчӗ, кунӗ нӳрлӗрехчӗ, сулхӑнччӗ.
Максим Максимыч // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Вӗсем кӑмака ҫинчен анчӗҫ.
2 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Лётчиксем ҫаплах кӑмака ҫинче выртрӗҫ, вӑл кашни бомба ӳксе ҫурӑлмассеренех енчен енне сулӑнкаласа, сиккелесе тӑчӗ.Летчики, распластавшись, лежали на печи, качавшейся и подпрыгивавшей от каждого разрыва.
2 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Вӗсем кирпӗчсем ҫине лӑпчӑнса выртрӗҫ, ҫав вӑхӑтрах пысӑк осколок кӑмака трубине лексе ывӑтса ячӗ, Мересьевпа Петров ҫине хӗрлӗ тусан, типӗ тӑм тӑкӑнчӗ.
2 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
— Ложись! — кӑшкӑрчӗ вӑл, таврари арканчӑк варринчи кӑмака ҫинче чӗркуҫленсе ӑнран тухса кайнӑ пек унӑн-кунӑн пӑхкаласа тӑракан Петрова.
2 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Сӗтел ҫинчи лампӑна тӳрлетрӗ, каллех кӑмака ҫинелле пӑхрӗ, унтан ҫывӑракансем урлӑ алӑк патнелле хуллен-хуллен утса кайрӗ.Поправила на столе лампу, опять оглянулась на печь и тихо-тихо пошла через спящих к двери.
2 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950