Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кӑларчӗ (тĕпĕ: кӑлар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Том урайӗнчен уйӑх ҫутипе йӑлтӑртатса выртакан таса хыр хӑма татӑкки илчӗ, кӗсйинчен хӗрлӗ сӑрӑ татӑкки туртса кӑларчӗ, хӑма татӑкӗ ҫине ҫутӑ ӳкмелле ларчӗ те ҫакӑн пек йӗркесем чӗркелесе ҫырчӗ; ҫӳлтен аялалла аннӑ кашни йӗрех вӑл чӗлхипе пулӑшрӗ, ҫавӑн чухне чӗлхине шӑлӗсем хушшине пӑчӑрта-пӑчӑрта тытрӗ, аялтан ҫӳлелле йӗр тунӑ чухне чӗлхине кӑларчӗ.

Он подобрал сосновую щепку, белевшую в лунном свете, достал из кармана кусок сурика, сел так, чтобы свет падал на его работу, и с трудом нацарапал следующие строчки, прикусывая язык, когда выводил толстые штрихи, и высовывая его, когда выводил тонкие.

10-мӗш сыпӑк. Йытӑ улани инкек пулассине систерет // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Поттер пысӑк хуҫмалла ҫӗҫӗ кӑларчӗ, усӑнса тӑракан кантра вӗҫне татса илчӗ те ҫапла каларӗ: — Йӑлт хатӗр, мӑйпӑран господин.

Поттер достал из кармана большой складной нож, обрезал болтающийся конец веревки и сказал: — Ну, все готово, господин Живодер.

9-мӗш сыпӑк. Масар ҫинче пулнӑ трагеди // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Том хӑйӗн курткипе йӗмне вӑр-вар хывса пӑрахрӗ, пӗр йӗм кантрине пиҫиххи ҫыхнӑ пек ҫыхса лартрӗ, ҫӗрӗк пӗрене хыҫӗнчи шанкӑ купине салатрӗ те унтан яках мар касса тунӑ ҫӗмренпе ухӑ, йывӑҫ хӗҫ тата шӑвӑҫ труба туртса кӑларчӗ.

Том сбросил куртку и штаны, сделал из подтяжек пояс, разгреб хворост за поваленным деревом и обнаружил там самодельный лук и стрелы, деревянный меч и жестяную трубу.

8-мӗш сыпӑк. Пулас харсӑр пират // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Вӑл хӑйӗн ырлӑхӗсем пытармалли шӑтӑкӗ патне таврӑнчӗ те хӑй шарика персе янӑ чухне епле тӑнӑ, халӗ те ҫавӑн пекех тӑчӗ, унтан кӗсйиичен тепӗр шарик кӑларчӗ те ӑна та лешне пенӗ еннеллех персе ячӗ.

Тогда он вернулся к тайнику, стал на то самое место, с которого бросал шарик, вынул из кармана второй шарив и бросил его в том же направлении.

8-мӗш сыпӑк. Пулас харсӑр пират // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Вара Том хӑйӗн чи хаклӑ япалине — камин решеткин пӑхӑр шарикне — туртса кӑларчӗ те, унпала Бекки куҫӗ умӗнче суллакаласа ҫапла каларӗ: — Ну, Бекки, тархасшӑн…

Том достал самую главную свою драгоценность — медную шишечку от тагана, протянул ее Бекки через плечо, так, чтобы она видела, и сказал: — Бекки, пожалуйста.

7-мӗш сыпӑк. Сӑвӑса чуптарса ҫӳрени тата аманнӑ чӗре // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Джо курткине хуҫлатса лартнӑ тӗлтен булавка туртса кӑларчӗ те арестленӗ сӑвӑса вӗрентес тӗлӗшпе хӑйӗн юлташне пулашмӑ пуҫларӗ.

Джо вынул булавку из лацкана курточки и тоже помог муштровать пленного.

7-мӗш сыпӑк. Сӑвӑса чуптарса ҫӳрени тата аманнӑ чӗре // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Вӑл ачасенчен вӑрттӑнтарах кӗсйинчен пӗчӗк коробка туртса кӑларчӗ.

Потихоньку он извлек на свет коробочку из-под пистонов.

7-мӗш сыпӑк. Сӑвӑса чуптарса ҫӳрени тата аманнӑ чӗре // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Ача васкасах урине утиял айӗнчен кӑларчӗ те пысӑк пӳрнине сӑнаса пӑхма пуҫларӗ.

Он сейчас же выставил «больной» палец из-под простыни и стал его рассматривать.

6-мӗш сыпӑк. Том Беккипе паллашать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Сасартӑк Том хӑй кӗсйинче мӗнле ырӑ япала пуррине астуса илчӗ те ӑна васкаса туртса кӑларчӗ.

Но вдруг он вспомнил, какое у него имеется сокровище, и извлек его на свет.

5-мӗш сыпӑк. Ҫыртакан нӑрӑпа йытӑ ҫури // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Унтан Мэри Томӑн капӑр костюмне туртса кӑларчӗ, икӗ ҫул ӗнтӗ вӑл костюма вырсарникунсенче ҫеҫ тӑхӑнкаланӑ.

Потом Мэри достала из шкафа костюм, который вот уже два года Том надевал только по воскресеньям.

4-мӗш сыпӑк. Вырсарникунхи шкулта «Мухтанса хӑтланни» // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Том, алӑкран тухсан, тазне пӗчӗк сак ҫине лартрӗ, унтан супӑнне шыв ӑшне чиксе кӑларчӗ те малтанхи вырӑнне хучӗ; унтан васкамасӑр ҫаннисене тавӑрчӗ, тазри шыва хуллен ҫӗр ҫинелле тӑкса ячӗ, вара кухньӑна пырса кӗчӗ те алӑк хыҫӗнче ҫакӑнса тӑракан алшӑллипе хӑйӗн питне мӗнпур вӑйӗпе сӑтӑрма пуҫларӗ.

он вышел за дверь и поставил таз на скамейку, потом окунул мыло в воду и опять положил его на место; закатал рукава, осторожно вылил воду на землю, потом вошел в кухню и начал усердно тереть лицо полотенцем, висевшим за дверью.

4-мӗш сыпӑк. Вырсарникунхи шкулта «Мухтанса хӑтланни» // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Ют ача кӗсйинчен икӗ пысӑк пӑхӑр укҫа кӑларчӗ те, мӑшкӑлласа, Тома пама тӑчӗ.

Новый мальчик достал из кармана два больших медяка и насмешливо протянул Тому.

1-мӗш сыпӑк. Том вылять, ҫапӑҫать, тарать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

1984 ҫулта Александр Спиридонович хаҫат-журналта пичетленнӗ, сунтӑхра выртнӑ статйисемпе рецензийӗсене пуҫтарса «Пурнӑҫ чӑнлӑхӗпе писатель ӑсталӑхӗ» кӗнеке кӑларчӗ.

В 1984 году Александр Спиридонович напечатался в прессе, собрав лежащие в сундуке статьи и рецензии, выпустил книгу "Правда жизни и мастерство писателя".

Тиркевӗ те ырӑ суннипе пӗрехчӗ // Денис Гордеев. https://chuvash.org/wiki/%D0%A2%D0%B8%D1 ... 1%87%D3%97

Аппа пӳрте кӗчӗ те ӑшшӑн кулса пирӗн пата пычӗ, кӗсйинчен виҫӗ пӗчӗк шурӑ катӑк кӑларчӗ те пӗшкӗнсе пире валеҫсе тухрӗ.

Сестра домой зашла и, ласково улыбаясь, подошла к нам, вынув из кармана три маленьких мела, раздала нам.

Сахӑр катӑкӗ // Николай Ларионов. https://chuvash.org/lib/haylav/7332.html

Вӑл нумаях пулмасть «Хӑнтӑрча таврашӗнче» повеҫ ҫырчӗ, иртнӗ ҫул каллех «Чапаев ҫинчен» ятлӑ калавсен пуххи кӑларчӗ, Чапаев тӑванӗсем ҫинчен очерксем пичетлерӗ.

Куҫарса пулӑш

1962 ҫулхи чӑваш литератури. Прозӑ // Г. Я. Хлебников. «Вопросы чувашского языкознания и литературоведения». Ученые записки, выпуск XXVI, Чебоксары — 1963. 206–226 стр.

Сӑнарлӑ тӑвас тенӗ пулӗ те автор, анчах сӑмах купи ҫеҫ пулса тухнӑ: «Усал кӑмӑлӗ Антун арӑмне (?) йӗнерлесе утланчӗ те: атя шӑл ҫыртса, алӑ чӑмӑртаса, харкашма каятпӑр!» — тесе тинкине кӑларчӗ» (8 стр.).

Куҫарса пулӑш

1962 ҫулхи чӑваш литератури. Прозӑ // Г. Я. Хлебников. «Вопросы чувашского языкознания и литературоведения». Ученые записки, выпуск XXVI, Чебоксары — 1963. 206–226 стр.

Пирӗн ватӑлма пӗлмен писатель Ҫемен Элкер иртнӗ ҫул хӑй ҫырнисен пиллӗкмӗш томне кӑларчӗ, унччен пичетленнӗ япаласемпе юнашар унта ҫӗнӗ повеҫ «Хурапа шурӑ» пур.

Куҫарса пулӑш

1962 ҫулхи чӑваш литератури. Прозӑ // Г. Я. Хлебников. «Вопросы чувашского языкознания и литературоведения». Ученые записки, выпуск XXVI, Чебоксары — 1963. 206–226 стр.

Иртнӗ ҫул пирӗн чи пултаруллӑ прозаиксенчен пӗри А. Артемьев «Алтӑр ҫӑлтӑр» повеҫне пичетлесе пӗтерчӗ те тепӗр повеҫ — «Ахманеевсем» ятлӑскер — ҫырса кӑларчӗ.

Куҫарса пулӑш

1962 ҫулхи чӑваш литератури. Прозӑ // Г. Я. Хлебников. «Вопросы чувашского языкознания и литературоведения». Ученые записки, выпуск XXVI, Чебоксары — 1963. 206–226 стр.

В. Алентей, юратупа ҫемье ыйтӑвӗсемпе ҫырнӑ ӑшӑ кулӑллӑ, лирикӑллӑ калавсем тата «Пилеш пӑхма хитре те» ятлӑ повеҫ кӑларчӗ.

Куҫарса пулӑш

1962 ҫулхи чӑваш литератури. Прозӑ // Г. Я. Хлебников. «Вопросы чувашского языкознания и литературоведения». Ученые записки, выпуск XXVI, Чебоксары — 1963. 206–226 стр.

Г. Алентей хӑйӗн хӗрӳллӗ ҫамрӑклӑхӗ ҫинчен «Тантӑшсем» повеҫ, юптаруҫӑ Н. Евдокимов — роман ҫырчӗ, М. Николаева кирлӗрен те кирлӗ темӑпа — сектантсен сиенлӗ сӗрӗмӗ ҫинчен — чип-чипер повеҫех ҫырса кӑларчӗ.

Г. Алендей написал роман о своей пылкой юности повесть «Подруги», баснописец Н. Евдокимов — написал роман, М. Николаева написала славную повесть на очень необходимую тему — о вредном угаре сектантов.

1962 ҫулхи чӑваш литератури. Прозӑ // Г. Я. Хлебников. «Вопросы чувашского языкознания и литературоведения». Ученые записки, выпуск XXVI, Чебоксары — 1963. 206–226 стр.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех