Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Сахӑр катӑкӗ

Автор: Николай Ларионов

Ҫӑлкуҫ: https://chuvash.org/lib/haylav/7332.html

Хушнӑ: 2019.02.27 00:17

Пуплевӗш: 101; Сӑмах: 845

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Ҫемье

Ҫӗнӗ ҫул уявӗ шавлӑн иртсе кайрӗ. Ҫичӗ ҫулхи Вирук валли вӑл мӗн чухлӗ пылак парне илсе килчӗ! Малтан садикра елка пулчӗ, унта Хӗл Мучи ачасене канихвет-шӑккалат нумай валеҫрӗ. Вируксен килне тӑванӗсем, кӳршисем нумайӑн пычӗҫ — пурте тутлисемпе. Амӑшӗн ӗҫӗнчен те, ашшӗн ӗҫӗнчен те хӗрача валли канихвет курупкисем парса янӑ. Амӑшӗ хӑй те хӗрӗ валли лавккаран пылаккине туянса килчӗ. Ашшӗ вара хулана кайнӑччӗ — вӑл та пушӑ алӑпа таврӑнмарӗ. Халӗ Вирукӑн пылакки — ҫисе пӗтерейми!

Хӗрача юлашки вӑхӑтра яшкапа пӑтӑ ҫиме те пӑрахрӗ. Амӑшӗ ӳкӗтлени те усӑсӑр.

— Ҫиес килмест ман! — тет вӑл ӑна хирӗҫ.

— Ҫиес килмест теме юрамасть. Тӑрантӑм тесе каламалла, хӗрӗм. Пӗлетӗп, эсӗ канихвет ҫисе тӑраннӑ. Анчах канихвете пӗр вӗҫӗмсӗр ҫимелле мар, вӑл ҫиес килнине пӗтерет, вар-хырӑм ӗҫне пӑсать. Кашни кун яшка та, пӑтӑ та ҫимелле. Вӗсемсӗр лайӑх ӳсейместӗн, пысӑк пулаймастӑн, — ӑнлантарать хӗрачана амӑшӗ.

Вирука вара — пурпӗрех! Ун пылакки нумай, вӑл ӑна юратать, ялан шӑккалат та канихвет чӑмлать. Пылак-ҫке, тутлӑ-ҫке! Хӗрача килте пылак ҫиме ытла нумайланса кайнипе вӗсене суйлама та тытӑнчӗ ӗнтӗ, вӗсенчен хӑшӗ-пӗри «тутлӑ мар» пулма тытӑнчӗҫ.

— Кун пекки тутлах мар, ун пеккине ҫиместӗп, ку начар! — текелет вӑл канихветсене пӗчӗк аллипе чаштӑртаттарса суйласа ларнӑ майӑн.

Аптӑранӑ енне хӗрача шӑккалатсемпе выляма та тытӑнчӗ, вӗсене пукане ҫӑварне чикнӗ пек тӑвать, ун тутине сӗрсе ярать.

— Ҫи, ҫи, Маша, ман кун пекки нумай! — тет вӑл пукане тутине шӑккалатпа вараласа.

Хӑй вара канихветсене ҫуррине ҫиет те сӗтел ҫине хурать, хӑш чухне диван ҫине те пӑрахса хӑварать. Кайран пырать те ним асӑрхамасӑр ун ҫине ларать, кӗпине варалать. Компьютер умӗнче те ҫисе пӗтереймен канихвет е шӑккалат татӑкӗсем выртаҫҫӗ, сӗтелӗ хӑмӑр тӗспе вараланнӑ. Канихвет хучӗсем — унта та кунта йӑваланаҫҫӗ.

Пӗррехинче вара кукамӑшӗ ҫӳп-ҫап витринче те ҫур плитка шӑккалат тупрӗ!

— Ай-яй-ай! Мӑнукӑм, мӗн япали ку/ Витрене шӑккалат кам пӑрахнӑ/ — ыйтрӗ вӑл тӗлӗнсе Вирукран.

— Тутлӑ мар вӑл, кукамай. Ҫӑвара йӳҫӗ калать, ҫавӑнпа пӑрахрӑм. Ман ун пеккисем тата нумай-ха кунта! — савӑнса хуравларӗ Вирук.

— Эй, мӑнукӑм… Эсӗ тӑраннӑ иккен пылак ҫимерен, сан куҫу кӑна выҫӑ ӗнтӗ… — тӑссарах ассӑн сывласа ячӗ кукамӑшӗ. — Лар-ха, эппин, диван ҫине. Эп сана ачалӑхри пӗр интереслӗ япала ҫинчен каласа кӑтартам.

Вара вӑл мӑнукне ачашшӑн аллинчен тытрӗ те хӑй ҫумне вырнаҫса ларма пулӑшрӗ. Унтан васкамасӑр калаҫма тытӑнчӗ:
— Эпӗ Аслӑ вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче ӳснӗ.
Арҫынсем пурте тӑван ҫӗршыва сыхлама тухса кайнӑччӗ. Ман атте те фронтраччӗ. Ялта хӗрарӑмсемпе ачасем ҫеҫ юлнӑ. Анне пире — мана тата икӗ шӑллӑма — киле хамӑра кӑна пӑрахса хӑварса калхус ӗҫне ҫӳретчӗ. Апат ҫитместчӗ. Ялан ҫиес килетчӗ. Ҫӑкӑра пире анне пӗчӗк татӑксем туса касса паратчӗ те кайран ыттисене пир татӑкӗпе типтерлӗн чӗркесе арчана хуратчӗ, ҫӑрапа питӗрсе илетчӗ. Уҫҫине вара саппун кантри ҫине ҫакса яратчӗ. Хӑшӗсен вара ҫӑкӑр та пулман. Вӗсем мӑян пуҫтарнӑ, ӑна ҫуклӑ-пурлӑ ҫӑнӑхӗпе хутӑштарса пашалу пӗҫернӗ. Мӗнле тутлӑ пулнӑ-ха вӑл! Е ҫӗрулми анкартинче крахмал пуҫтарнӑ. Крахмал вӑл — кӗркунне пуҫтарса илеймен, юр айӗнче хӗл каҫнӑ ҫӗрулми. Вӑт ҫавна та пашалу пек лапчӑтса пӗҫерсе ҫинӗ е яшка ҫине янӑ. Вӑл та тутлӑччӗ, мӗншӗн тесен урӑххи пулман. Ҫынсем вӗлтӗрен татса пӗҫерсе ҫинӗ, ҫырмасенче вӗлтӗрен те юлманччӗ. Курӑк е ҫӑка ҫулҫи пӗҫерсе ҫинӗ. Канихвет-шӑккалат мӗн иккенне те пӗлмен эпир… Вӑт ҫапла пулнӑ ун чух пурнӑҫ… Атте те фронтран таврӑнмарӗ. Эпир ҫурма тӑлӑха юлтӑмӑр…

Пӗррехинче эпир — виҫӗ пӗртӑван — килте шурӑ пурӑпа ҫырмалла вылятпӑр. Анне те пур. Пӳрт стенине сӑрламанччӗ, ун ҫине патаксем, ункӑсем ӳкеретпӗр, пӗлекен саспаллисене кукӑртса хуратпӑр. Ҫав вӑхӑтра пирӗн пата аннен иккӗмӗш сыпӑкри тӑванӗ — Марче аппа хӑнана килчӗ. Вӑл хулара учителе вӗренетчӗ. Аппа пӳрте кӗчӗ те ӑшшӑн кулса пирӗн пата пычӗ, кӗсйинчен виҫӗ пӗчӗк шурӑ катӑк кӑларчӗ те пӗшкӗнсе пире валеҫсе тухрӗ. Эпир савӑнса кайрӑмӑр — пирӗн валли пурӑ илсе килнӗ! Тӳрех шурӑ катӑксемпе стена ҫине ҫырма пикентӗмӗр. Мӗн ку/ Шурӑ та хытӑ катӑксем ҫырмаҫҫӗ!

— Аппа, ҫырмасть-ҫке ку пурӑ! — тесе эпир вӑта шӑллӑмпа иксӗмӗр кӑмӑлсӑрлантӑмӑр, катӑксене алӑк патнелле ывӑтса ятӑмӑр. Вӗсем шакӑртатса кусса кайрӗҫ.

Марче аппа пире улталарӗ пулӗ тетпӗр. Кӗҫӗн шӑллӑм вара аллинчи катӑкне темле майпа ҫӑварне хыпса пӑхнӑ иккен, чӗлхипе сӗртӗннӗ.

— Тутлӑ ку, тутлӑ! Пылак ку! — тесе кӑшкӑрса ячӗ вӑл ҫийӗнчех.

Эпир те ывӑтса янӑ катӑксем патне хӑвӑрт чупса кайса урайӗнчен илтӗмӗр те тӳрех ҫӑвара чикрӗмӗр. Эх, тутлӑ пулса кайрӗ ҫӑварта! Чӑнах та — пылак иккен! Эх, пылак! Часах шурӑ катӑк ҫӑварта ирӗлме тытӑнчӗ. Эпир пӗр-пӗрин ҫине пӑхса савӑнатпӑр, пӗр чарӑнми ҫӑварти шурӑ катӑка сурчӑкпа йӗпетсе чӗлхепе ҫавӑратпӑр, туртсах ӗметпӗр. Часах вара ҫӑварта унран нимӗн те юлмарӗ, йӑлтах ирӗлсе кайрӗ.

Шурӑ та хытӑ катӑк — сахӑр пулса кайрӗ иккен! Аппасене педучилищӗре Ҫӗнӗ ҫул ячӗпе кӑштах сахӑр панӑ пулнӑ. Вӑл ӑна хӑй ҫимен. Пире, выҫӑ ачасене, тутантарса пӑхтарас, кӑштах савӑнтарас шутпа яла илсе килнӗ. Вӑт ҫавӑн чухне тутлӑччӗ, вӑт пылакчӗ ҫӑварта! Мӗн чухлӗ вӑхӑт иртрӗ ӗнтӗ — ку саманта ниепле те манаймастӑп! Ӑна аса илсенех ҫӑварта пылак пулса каять.

Вӑт ҫапла ӳснӗ эпир, вӑрҫӑ ачисем. Халӗ вара сирӗн пурте пур: ҫимелли те сӗтел тулли, тӑхӑнмалли те темиҫе шкап. Эсир выҫлӑх, сивӗ пӳрт, тӑхӑнмалли ҫукки мӗн иккенне пӗлместӗр, вӗсене курман. Курмалла та ан пултӑр! Ҫавӑнпа хакла пӗлместӗр эсир ҫимене, шӑккалата та ҫӳп-ҫап витрине пӑрахатӑр. Пирӗншӗн вара сахӑр ҫисе курни те пысӑк савӑнӑҫ пулнӑ — уяв пекех…

Вирук кукамӑшӗ каласа панине тимлӗн, пӗр сасӑ кӑлармасӑр итлесе ларчӗ. Унтан ура ҫине сиксе тӑчӗ те ун енне ҫаврӑнса ҫапла каларӗ:
— Кукамай, эпӗ халӗ ӑнлантӑм.
Шӑккалата урӑх нихӑҫан та ҫӳп-ҫап витрине те, урайне те пӑрахмастӑп. Ҫимене пӑрахма юрамасть. Малашне эпӗ шӑккалата ҫисе яраймасан холодильника пуҫтарса хуратӑп та тепрехинче илсе ҫиетӗп.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех