Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

куҫӗсенчен (тĕпĕ: куҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Ҫамрӑк чухне пурте хастар та пултаруллӑ пулнӑ, — хӑйӗн куҫӗсене секретарӗн, шӑтарса пӑхакан куҫӗсенчен тартса, хуллен хуравларӗ Корней.

— Смолоду мы все были бравые да удалые, — уводя глаза от проницательного взгляда секретаря, тихо ответил Корней.

7 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Упӑшкин аллине хӑйӗн хулпуҫҫийӗ ҫинчен илмесӗр, вӑл ун ҫине тата тачӑрах тӗршӗнчӗ те, унӑн сивӗрех куҫӗсенчен пӑхса, ачашшӑн та хӑюсӑррӑн сӑмах хушрӗ:

Не снимая мужниной руки с плеч, она еще ближе прижалась к нему и, заглядывая в его диковатые глаза, с нежной робостью посоветовала:

4 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Юманлӑх, акаци тӗмӗсемпе ҫамрӑк тирексен ҫӑра хунавӗсем брустверӑн сарӑ тӑпрасне хӗрлӗармеецсен куҫӗсенчен пытараҫҫӗ.

Дубняк, кусты чилизника и густая поросль молодых тополей скрывали желтую насыпь бруствера от глаз красноармейцев.

LXI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Стариксем, хӗрарӑмсем, каччӑ пӳне ҫитмен ҫамрӑксем тыткӑнри коммунистсен кӳпчесе кайнӑ, юнланса пӗтнӗ, юнӑхса кӗсенленнӗ пичӗсенчен мӗн алла лекнӗ ҫавӑнпа ҫапрӗҫ, сурчӗҫ, чулпа, типӗ тӑпра муклашкисемпе печӗҫ, хӑрушла хӗнесе пӗтернипе хӗсӗнсе ларнӑ куҫӗсенчен тусанпа, кӗлпе ывӑҫла-ывӑҫла сапрӗҫ.

Старики, бабы, подростки били, плевали в опухшие, залитые кровью и темнеющие кровоподтеками лица пленных коммунистов, бросали камни и комки сохлой земли, засыпали заплывшие от побоев глаза пылью и золой.

LIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Мулкачӑнни майлӑ, ача сассине аса илтерекен сасӑпа ҫак салтак: «Ай питӗ ап-ап-ҫке, анне!» тесе ҫухӑрса ярӗ те, унӑн куҫӗсенчен вӗтӗ-вӗтӗ куҫҫуль тумламӗсем йӑпӑртатса юхӗҫ.

Крикнет «воин» заячьим, похожим на детский, криком: «Родимая моя мамунюшка!» — и дробные слезы сыпанут у него из глаз.

XLVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Хӑш ялав айӗнче службӑра ҫӳрерӗн? — йӑл кулчӗ Григорий Мишка аллине тытса чӑмӑртанӑ май, унӑн чакӑр куҫӗсенчен тинкерсе.

Под каким знаменем службицу ломал? — Григорий улыбнулся, сжимая руку Мишки, засматривая в голубые его глаза.

XVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Бунчук унӑн пӳрнисене пӑчӑртаса хуллен шӑтӑртаттарчӗ, чарса пӑрахнӑ, тӑшманла пӑхакан тӗссӗр хура куҫӗсенчен вичкӗннӗн шӑтарса тинкерчӗ, пуҫне шалкӑм ҫапнӑ пек чӗтрентерсе, тытӑнчӑклӑн ыйтрӗ:

Бунчук сжал ее пальцы так, что они слабо хрустнули, в расширенные, смутно черневшие, враждебные глаза врезал свой взгляд, спросил, заикаясь, паралично дергая головой:

XX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ӑна хӑйӗн куҫӗсенчен юн сӑрхӑнса тӑнӑ пек, пӗтӗм тӗнче — хӑйӗнчен темӗнле куҫа курӑнман чаршавпа картланнӑ вӗҫӗ-хӗррисӗр тӗнче, чӗввӗн ҫӗкленсе, ура айӗнчен вӗҫерӗнсе тухма пикеннӗ пек туйӑнса пычӗ.

Ему казалось, что из глаз его сочится кровь, а весь мир, безбрежный, неустойчивый, отгороженный от него какой-то невидимой занавесью, дыбится, рвется из-под ног.

VII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Бунчук ӑна, ҫӗре тӗшӗрӗлсе анма пуҫланӑскерне, чупса пырса тытрӗ те пӗркеленсе пӗтнӗ пӗчӗк питӗнчен, хӑраса ӳкнипе тата ӑсран кайса хӗпӗртенипе тӗксӗммӗн ҫуталса пӑхакан куҫӗсенчен чуп турӗ, куҫӗсене вӑйсӑррӑн та хӑвӑрт сиктерсе мӑчлаттарчӗ.

Бунчук подхватил ее уже падающую, целуя маленькое сморщенное лицо, потускневшие от испуга и безумной радости глаза, моргал беспомощно и часто.

IV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

— Мӗнле ҫилленес ман сана? — терӗ Сергей, унӑн ачаш куҫӗсенчен юратса пӑхса.

— Да как же мне на тебя сердиться? — сказал Сергей, смотря любящим взглядом в ее глаза.

XXVII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

— Сергей Иринӑна вӑйлӑ аллисемпе хулӗсенчен тытрӗ те ун куҫӗсенчен пӑхрӗ.

— Сергей взял Ирину за плечи сильными руками и посмотрел ей в глаза.

XXVII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Сергей, Анфисӑн чӗрӗ куҫӗсенчен пӑхса, ӑна пуҫ сулчӗ.

Сергей, смотря на живые глаза Анфисы, кивнул ей.

XXVI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

— Пулӑш, хӑтар, Федор Лукич, — тилмӗрчӗ Нарыжный, Хохлаков ун куҫӗсенчен куҫҫулӗ тухнине курчӗ.

— Пособи, выручи, Федор Лукич, — взмолился Нарыжный, и в глазах его Хохлаков увидел слезы.

XVI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Анчах ҫав вӑхӑтра та вӑл тек нихҫан та хӑй ӗлӗкхи пек янӑравлӑн ахӑлтатса кулма пултараяс ҫуккине, хӑйӗн куҫӗсем шалалла путса кӗнине, пит шӑммисем шӗвӗрӗлсе тухнине сиссе тӑчӗ; пӗчӗк ачана тытса чуп тунӑ чух унӑн таса куҫӗсенчен тӳррӗн те уҫҫӑн пӑхма хӑйне ытла та йывӑр килессе те туйрӗ вӑл; улача хӑю тулли хӗрессемпе хӑйне чин тӗлӗшӗнчен ӳстерсе пыни мӗн хака ларнине те аван пӗлчӗ.

Но знал, что больше не засмеяться ему, как прежде; знал, что ввалились у него глаза и остро торчат скулы; знал, что трудно ему, целуя ребенка, открыто глянуть в ясные глаза; знал Григорий, какой ценой заплатил за полный бант крестов и производства.

IV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Григорий куҫне хӗстерсе пӑхать ун ҫине, пӑхать те — ҫӑлтӑрӑн янкӑрах мар, анчах куҫа йӗп пек чикекен пӑрлӑ ҫути чӗпӗтнипе хӑйӗн куҫӗсенчен те куҫ тӗкӗсем хушшипе ҫавӑн евӗр сивӗ тумламсем пӑчӑртанса тухнине туять.

Григорий, щурясь, глядел на нее, и от ледяного света звезды, неяркого, но остро коловшего глаза, под ресницами выступали такие же холодные слезы.

IV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Валет, унӑн сарлака утӑмӗсемпе тан ӗлкӗрме тӑрӑшса вӗттӗн лӗпӗстетсе чупнӑ май, Иван Алексеевич куҫӗсенчен аялтан ҫӳлелле тӗмсӗлсе пӑхрӗ.

Валет, поспешая за его крупным шагом, перебивал на рысь, снизу вверх засматривал Ивану Алексеевичу в глаза.

III // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ҫав тери кӳренчӗ, куҫӗсенчен куҫҫуль сӑрхӑнса тухрӗ.

Стало так обидно, что слезы выступили на глазах.

VII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Амӑшӗ пӗшкӗнчӗ те ывӑлӗн хупӑ куҫӗсенчен икӗ пӗчӗк тумлам куҫҫулӗ тухнине курчӗ.

Мать наклонилась и увидела между ворсинок закрытых ресниц две крохотных слезинки…

III сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Григорий ӑна кунтах, пӑлтӑртах, ыталаса чуптурӗ, куҫӗсенчен тинкерсе пӑхрӗ.

Григорий обнимал ее здесь же в сенцах, заглядывал в глаза.

24 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Пӗтӗм пичӗ-куҫӗ унӑн хӑранипе чулланса хытса ларнӑ, сиксе тухнӑ куҫӗсенчен пичӗ тӑрӑх юнлӑ куҫҫуль юхать.

Все лицо его — сплошной крик, по щекам из вывалившихся глаз — кровяные слезы.

20 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех