Шырав
Шырав ĕçĕ:
Вагон кустӑрмисем пӗр виҫеллӗн таклатса пыраҫҫӗ, хушӑран, пӑравус картах туртнипе, вагон сулланса илет, кӳршӗри тахӑш купере ҫурма-сасӑллӑн юрлаҫҫӗ, тӗксӗм хунартан шупка-кӑвак чалӑш мӗлкесем тасалаҫҫӗ.
14 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Урапа кустӑрмисем кӗмсӗртетнипе вӑл ҫинҫе сасӑ вӑрӑммӑн тӑсӑлса хӑйне чӗннине аран кӑна илтсе юлчӗ.
20 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Косилкӑн пӗчӗк кустӑрмисем, чӑнкӑртаткаласа, тӗссӗр-кӑвак пӳс пек тусан ӑшне путса кӗрсе, хапхаран кусса тухса кайрӗҫ.Мелкие колеса косилки, повизгивая, врезаясь в серый плюш пыли, выбрались за ворота.
16 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
— Кустӑрмисем айне савӑл хурӑр, савӑл!
XII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Урапа яланах ҫакӑн пек ярӑннӑн, лаша та пӗрмаях ҫапла пуҫҫапнӑн туйӑнать; кустӑрмисем яланах ҫакӑн пек кӗрлемесӗр чӑштӑртатса пынӑн, сывлӑшра шӑнасем пӑнчӑ пек вӗҫе-вӗҫе иртнӗн туйӑнать; ҫеҫенхир пур чухне те тӗрлӗ тӗслӗ пулнӑ тата чечеклӗ тумтир тӑхӑннӑ пек туйӑнать, — йӗри-тавра мӗнпурри пурте яланхи пекех темелле, анчах Татьянӑн чӗринче темшӗн хальчченхи пек лӑпкӑлӑх ҫук.
V // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Тачанки темле уйрӑм йышши пулсан татахчӗ хӑть, вӑл пурин пеккиех, ун пек тачанкӑсене Кубаньре шутласа та кӑларас ҫук: кустӑрмисем те ҫавӑн пекех хавассӑн шӑлтӑртатса калаҫаҫҫӗ, урапи шӑлӗсем те ҫав-ҫавах ҫемҫен пӑшӑлтатаҫҫӗ, пушаннӑ кивӗ рессорӗсене те, саланса ӳкесрен пулас, ҫинҫе пралукпа туртса ҫыхнӑ, шуҫ ҫунаттисем те мӑкӑлтанса, пылчӑкланса пӗтнӗ, ларкӑч айне ут валли хунӑ курӑкӗ те ҫав-ҫавах симӗссӗн курӑнса выртать…
VII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Колонна ҫурри ишӗлчӗк траншея урлӑ каҫнӑ хушӑра, тупӑсем пеме пуҫличчен пӗрер минут малтанрах, Андрей выртса пыракан повозкӑн малти кустӑрмисем траншейӑна кӗрсе ларчӗҫ.
XI // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Хӑш-пӗр чух повозкӑн тимӗр кӑшӑллӑ кустӑрмисем шӑн тӑпран ҫиелти сийне касса кӗрсе шурлӑхлӑ вырӑна путса лараҫҫӗ, лашисем вара, хӑрах турта ҫумӗнче тӗрткеленсе, повозкӑна аран-аран ҫеҫ типӗ ҫӗрелле туртса кӑлараҫҫӗ.
IX // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Тикӗсех пымасть вӑл: унӑн ҫурри таран типӗ вӑрӑм курӑк ӑшне пулнӑ кустӑрмисем пӗрре пит ерипен ҫаврӑнаҫҫӗ, тепре тата сасартӑк пӗрле шӑратса тунӑ дисксем пек пулаҫҫӗ те гусеницисем вара вӗсем ҫинче ҫӗленсем пек авкаланса пыраҫҫӗ.
XXIV // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Вӑрманӗнче те, вӑрман таврашӗнче те, пур ҫӗрте те, воронкӑсем курӑнаҫҫӗ, ҫунӑк машина кӗлеткисем, кӳлсе кайнӑ лаша виллисем тата урапа тенелӗсемпе кустӑрмисем йӑванкаласа выртаҫҫӗ.
XIX // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Бригада будки умӗнче, сарса хунӑ шӑналӑк ҫинче, ултӑ казак картла вылять, ҫиччӗмӗш хӑпӑннӑ пушмакӗн тӗпне ҫӗлет, саккӑрмӑшӗ — будкӑн кайри кустӑрмисем патне, сулхӑна, тӗркелесе хунӑ вараланчӑк брезент плащ ҫине пичӗпе ӳпӗнсе выртнӑ та ыйха ярать.
XIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Трактор — вӑл вӑртах ҫаврӑнса тӑрать, малти кустӑрмисем те унӑн хӑйӗн айнех кӗрсе каяҫҫӗ, вара каллех каялла ҫӗр ҫӗмӗрттерсе пырать, анчах виҫ-тӑватӑ мӑшӑр вӑкӑра апла ҫавӑрса тӑратайӑн-и?
36-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Плугсен кустӑрмисем чӗриклетсе куснӑ май, Кондрат Давыдова вӑкӑрсемпе суха тӑвас ӗҫре вуншар ҫулсем хушшинче йӑлана кӗрсе пынӑ ансат йӗркесен никӗсӗсене ӑнлантарса пычӗ.
36-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Кӗлетсем умӗнче паҫӑрхи пекех калаҫу шӑв-шавӗ сӗрлесе тӑрать, вӑрӑм урапасем лачӑртатни тата ҫӑмӑл урапа кустӑрмисем шалтӑртатни илтӗнет.
33-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Урапа кустӑрмисем путса кӗреҫҫӗ вара, лашасем халтан каяҫҫӗ.
38-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Кустӑрмисем чӗриклетни ҫӗр ҫухрӑма илтӗнет.
38-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Урапа кустӑрмисем, тикӗт сӗрменнине пула, хурлӑхлӑн чӗриклетеҫҫӗ, шӑрӑхпа аптӑранӑ лавҫӑ тӗлӗрсе пынипе, ӑна-кӑна туймасть.
38-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Урапан сылтӑм енчи ҫӗкленнӗ кустӑрмисем ҫӗр ҫумне перӗнчӗҫ, лав тӳрленчӗ те ачасене ирӗке кӑларчӗ.
21-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Лашасем шавлӑн сывлаҫҫӗ, йӗвенсем чӑнкӑртатаҫҫӗ, урапа кустӑрмисем чӗриклетеҫҫӗ, вӗсенчен тикӗт шӑрши кӗрет.Шумно дышали лошади, звенели уздечки, поскрипывали колеса, от них пряно несло запахом дегтя.
21-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Обломовӑн пурнӑҫне, телейне илсе кайнӑ каретӑн кустӑрмисем юр ҫинче чӗриклетни илтӗнми пулсанах, унӑн пӑшӑрханӑвӗ иртрӗ, пуҫӗпе ҫурӑмӗ тӳрленчӗҫ, сӑнӗ малтанхи пекех хавхаланса йӑлкӑшма пуҫларӗ, савӑннипе, кӑмӑлӗ ҫемҫелсе килнипе куҫӗсем шывланчӗҫ.
VII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956