Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: XXIV

Пай: Шурӑ хурӑн. 1-мӗш кӗнеке –> Пӗрремӗш пайӗ

Автор: Феодосия Ишетер

Ҫӑлкуҫ: Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Хушнӑ: 2019.12.28 11:34

Пуплевӗш: 75; Сӑмах: 905

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Паллӑ мар

Ӗҫ ӑннине кура хытӑ хавасланса, Матвей Юргин яланхинчен ытларах ҫапӑҫасшӑн ҫуна пуҫларӗ. Халь ӗнтӗ ӑна паллама та ҫук. Ҫапӑҫу хаярлӑхӗ ӑна пӗтӗмӗшпех алла илчӗ те урӑхлатса ячӗ. Хускаласси-тӑвассине те вӑл йӑлтах урӑхла, темле, ытла тӑрук, вӑр-вартарах хускалма тытӑнчӗ. Сӑнӗ-пичӗ те унӑн кашни самантрах улшӑнса пырать: пӗрре вӑл, ытла тимлӗн пӑхнӑран тата хаярланнӑран темле урӑхланса каять, тепре телейпе ҫутӑлса илет. Сывлӑшӗ пӳлӗнсе килнипе вӑл час-часах ҫӑварне карса, шултра шурӑ шӑлӗсене йӗрет. Пӗҫерсе тӑракан тӗксӗм питҫӑмартийӗсем тӑрӑх, каски айӗнчен хура тар юхса, йӑрӑмланса анать. Куҫ шӑрҫийӗсем, тӗттӗмри пек, чарӑлса кайнӑ, юн килсе тулнипе куҫӗсем пӑхма та хӑрушшӑн туйӑнаҫҫӗ.

Ҫунакан танк хӑй ҫинчи ҫулӑма сӳнтерме хӑтланнине пӑхса тӑнӑ пирки, Матвей Юргин пӗр хушӑ ҫапӑҫу хирӗнче мӗн пулса иртнине асӑрхаймарӗ, — салтак вӑл яланах ҫапӑҫу вӑхӑтӗнче хӑй ҫывӑхӗнче мӗн-мӗн пулса иртнине кӑна курать, ӑна та пулин уйрӑммӑн ҫеҫ, пиҫсе хӗрелсе кайнӑ куҫ тӗлне ӑнсӑртран пырса лекнӗ картинӑсене ҫеҫ курса юлать. Танк канавалла лексе чарӑнса тӑрсан тин, хӑй тӗлӗнче вилӗм ялавӗ вӗлкӗштернӗ пек, тӗтӗмлӗ хутӑшлӑ хӗрлӗ ҫулӑм мӑкӑрлантарма пуҫласан тин, Матвей Юргин аяккалла лӑпкӑраххӑн пӑхса илчӗ. Унтан вара, йӗри-тавра снарядсем ҫурӑлнине курсан, пульӑсем шӑхӑрнине илтсен, чи малтан Андрей ҫинчен аса илчӗ.

— Андрей! — кӑшкӑрса ячӗ вӑл, унӑн окопне куҫпа шыраса.

Ҫакӑнта вара вӑл, пӗр ҫӗр метр малтарахра, кӑшт сылтӑмарахра, сӑрт хыҫӗнчен тата тепӗр танк тухнине курчӗ. Тикӗсех пымасть вӑл: унӑн ҫурри таран типӗ вӑрӑм курӑк ӑшне пулнӑ кустӑрмисем пӗрре пит ерипен ҫаврӑнаҫҫӗ, тепре тата сасартӑк пӗрле шӑратса тунӑ дисксем пек пулаҫҫӗ те гусеницисем вара вӗсем ҫинче ҫӗленсем пек авкаланса пыраҫҫӗ. Ҫывӑхри окопсенчен стрелоксемпе пулемётчиксем унӑн пӑхмалли щельне тӗллесе переҫҫӗ, малти пайӗпе башни ҫинче вара пӗрмаях хӗлхем йӑлтлатса илет, хӗвел ҫуттинче те аван курӑнать вӑл. Вӑраххӑн пынӑҫем вӑраххӑнтарах пырса, танк окопсем ҫинелле тупӑран перет; тулхӑра-тулхӑра тӗтӗмпе ҫулӑм пӗрӗхтерсе пынӑнах туйӑнать вӑл. Кӗрлесе тӑракан уй-хир тӑрӑх аран сӗтӗрӗнет тейӗн.

Пӗшкӗнкелесе, Юргин хӑйӗн окопӗ патнелле ыткӑнчӗ, — вӑл астуса илчӗ: унта пӗр ҫыхӑ граната выртатчӗ. Анчах граната ҫыххи бруствер патӗнче курӑнмасть. «Ӑҫта-ха вӑл? — шухӑшларӗ Юргин. — Е эпӗ ӑна персе ятӑм-ши?» Вӑл окопалла пӑхрӗ. Окоп тӗпӗнче! Глухань ятлӑ боец хӑяккӑн выртать. Юргин вара чухласа илчӗ — васканипе вӑл йӑнӑшнӑ иккен: ҫын окопӗ патне пырса тухнӑ.

— Глухань! — кӑшкӑрчӗ вӑл. — Эсӗ мӗн? Мӗн эсӗ? — Анчах ҫавӑнтах асӑрхарӗ: Глухань каскине пуля шӑтарса тухса кайнӑ иккен, хӑлхи патӗнче, гимнастёрка ҫухи ҫинче тата ҫурӑмӗ ҫинче те юн юхнӑ йӗр пур. — Ах, Глухань! — кӑшкӑрса ячӗ Юргин, хӑй мӗн тума кӑшкӑрнине хӑй те пӗлмесӗр.

Вилнӗ боеца лайӑхрах курас тесе, вӑл окопалла сикрӗ. Ура тӗпне темскер, хытӑскер лекрӗ. Ку граната ҫыххи пулчӗ иккен. Ӑна курсан, Юргин танка аса илчӗ. Граната ҫыххине ярса илчӗ те пуҫне кӑларса пӑхрӗ.

Танк питӗ ҫывӑхра. Вӑл Глухань окопӗнчен кӑшт сылтӑмарахра пырать, майӗпен, хӑйне хӑй питех шанман пек, пырать: механик-водитель пӑхса пымалли шӑтӑк тӗлне хура тӑхлан шӑранса ҫыпӑҫса ларнӑ-ларнах курӑнать, водителӗн куҫӗсем те аманнӑ-и тен.

Танк ҫулӗ ҫинче сасартӑк пӗр боец кӗлетки курӑнса кайрӗ. Пӗр самантлӑха ӑна ҫӑмӑл тӗтӗм карри карса, хупласа лартрӗ, анчах хӗвел ҫутатса илчӗ те Юргин курах кайрӗ: боец, ухмаха ернӗ пек, тем кӑшкӑрса, танка хирӗҫ утать иккен. Сулахай аллипе вӑл пӗр ҫыхӑ граната тытнӑ. Сылтӑм алли чавса таран татӑлса ӳкнӗ, ҫӗтӗк-ҫатӑк ҫанни ӑшӗнчен юн пӗрхӗнсе, сирпӗнсе пырать. Юргин ҫак боеца палласа илчӗ: «Мартьянов!» терӗ те окопран сиксе тухрӗ. Сиксе тухрӗ те тӳрех курчӗ: Мартьянова пуля лекнӗ-мӗн. Вӑл курӑк ҫине хӑрах чӗркуҫҫипе чӗркуҫленсе ларнӑ та тем кӑшкӑрса, граната ҫыххине сулахай аллипе ҫӳлелле ҫӗклеме хӑтланать. Танк ӑна тӗшӗрсе ӳкерчӗ — ҫав секундрах сывлӑш хумӗ Матвей Юргина аяккалла ҫапрӗ ӳкерчӗ, хӑлха чиккинчен йывӑр чышкӑпа янклаттарса янӑ пекех туйӑнчӗ.

Ҫав тери пысӑк хӑрушлӑха чӑтса ирттернипе тата тӳсме ҫук ҫилӗ килнипе пӑхма ҫук хӑрушланса кайнӑ Матвей Юргин курӑкран тыткаласа сиксе тӑчӗ те малалла ыткӑнчӗ. Мартьянова таптаса пӑрахсан, аяккине дракон ӳкерсе хунӑ тӗксӗм кӑвак танк тӑруках сылтӑмалла ҫаврӑнса кайрӗ, — ҫӳремелли пайӗнче унӑн чылаях суран пулнӑ пулмалла. Хӑмсарса янӑ аллинче граната ҫыххи тытса, Юргин танк ҫулне пӳлмелле темиҫе метр хушши чупрӗ те, пӗтӗм пӗвӗпе ыткӑнса илсе, граната ҫыххине вӑркӑнтарса ячӗ, ӑҫталла ывӑтнине курмасӑрах ывӑтрӗ, хӑй вара, вӑйран сулӑннӑ пек, типӗ курӑк ӑшне тӗршӗнчӗ.

Ӑна хытӑ лӑкаса, силлесе илчӗ. Тепӗр секундран вӑл пуҫне ҫӗклесе пӑхрӗ: танк хӑйӗн сылтӑм енчи гусениципе окопалла анса кайса, шӑлан тӗми ҫумне чалӑшшӑн пырса тӑрӑннӑ та, турткаланать, моторӗпе хӑртлатать, шӑршласа ҫул пӗлме тӑрӑшнӑ пек, башнине, туппин кӗпҫине пӑркалать, анчах хӑй вырӑнтан тапранаймасть. Танк леш енче каллех тем сиксе ҫурӑлса кайрӗ, Юргина тӗтӗм пырса ҫапрӗ. Аяккалла сирӗлсе кайнӑ тӗтӗм хумӗ хыҫӗнче боец кӗлетки мӗкӗлтетсе илчӗ. Матвей Юргин, танк патнелле ыткӑнса, кӑшкӑрса ячӗ:

— Кунталла-а-а! Килӗ-ӗр!

Чупса пынӑ ҫӗртех темрен ярса тытса, танк ҫине сиксе хӑпарчӗ те вӑл, каялла ҫаврӑнса пӑхса, аллисемпе сулса, татах кӑшкӑрса ячӗ:

— Кунталла-а-а!

Чи малтан леш хайхи боец, амантнӑ танк ҫине Юргин хыҫҫӑн граната пӑрахаканни чупса ҫитрӗ. Вӑл Дегтярев пулнӑ иккен. Аллинче ун винтовка. Юргин ӑна пӗр шарламасӑрах Дегтярев аллинчен тытса илчӗ те, урса кайсах, броня ҫинчи щельсене штыкпа чышма тытӑнчӗ. Штыкӗ шатӑрт! турӗ. Юргин Дегтярев ҫинелле ҫаврӑнса пӑхрӗ те, сӑмахпа мар, пуринчен ытла аллисемпе кӑтарткаласа, приказ пачӗ:

— Хӑйӑрпа! Жалюзине!

Танк тустарса пӗтернӗ окоп брустверӗ ҫинчен Дегтярев тӑпра ывӑҫласа илчӗ.

— Каскӑпа! — терӗ Юргин. — Каскӑпа!

Дегтярев каскипе тӑпра ӑсса илчӗ те жалюзин вӗри решетки ҫине тӑкрӗ. Решетке айӗнче ҫаплах-ха мотор хӑртлаткаласа илет, ӗҫлеме тытӑнасшӑн ӗнтӗ. Ҫак самантра танк патне тӑмпа лапӑртанса пӗтнӗ Умрихин чупса ҫитрӗ, ун хыҫҫӑн вара — тӗрлӗ енчен — ытти боецсем те.

— Парӑр лайӑхрах! — хавасланса кӑшкӑрса ячӗ Юргин.

Вӑл танк пуҫнелле куҫрӗ те винтовка приклачӗпе пулемёт кӗпҫине ҫапрӗ. Йӗри-тавра кӑшкӑрса ячӗҫ. Ҫапӑҫнипе, ӗҫ ӑнӑҫнипе хӗрсе кайнӑ салтаксем вара, йӗри-тавра мӗн пурри-ҫуккине пӑхмасӑр, ним илтмесӗр, мӗн алла лекнӗ — ҫавӑнпа, хытах суранланнӑ танка пӑчлантарма тытӑнчӗҫ. Пӗри тӗрлӗ шӑтӑксенчен перет, тепри пур, щельсене тӑпра чышать, теприсем тата, винтовкӑсемпе, чул муклашкисемпе, тупӑпа пулемёт кӗпҫине, танк бронине кӳпкеҫҫӗ.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех