Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кулни сăмах пирĕн базăра пур.
кулни (тĕпĕ: кулни) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑл йӑх-йӑх кулни те паян пушшех аван мар туйӑнать.

Ухмылка стала теперь еще более наглой.

24 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Иван Львович хамӑра ӑсатнӑ чухне юлашки сӑмах калани, шӑлне ҫыртса, пирӗн ҫине пӑхса, нимле мар пулса кулни, пӗрре те манӑн асӑмран каймасть.

У меня не выходит из головы Иван Львович — в ту минуту, когда, провожая нас, он говорил прощальную речь и вдруг замолчал, сжав зубы и осмотревшись с какой-то беспомощной улыбкой.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Пугачев кулни манӑн кӑмӑла кӑштах ҫӗклентерчӗ.

Насмешка Пугачева возвратила мне бодрость.

Вунпӗрмӗш сыпӑк. Пӑлхавлӑ слобода // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Хупнӑ алӑк хыҫӗнче йӑшӑлтатни, пӗр-пӗринпе каварлашни, пулас кулӑшӑн малтанах хӗпӗртесе кулни илтӗнет.

Слышала, как за закрытой дверью перешептываются, взвизгивают от восторга, сговариваясь и предвкушая.

2 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Вӑл ӑнланмалла мар калаҫни, темле хӑрушшӑн хӑйӑлтатса кулни — пурте кӑмӑла каятчӗҫ мана.

Мне все нравилось – и как он говорит совершенно непонятно, и как смеется с таким страшным, ржавым скрипом,

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Трамвайсем хавассӑн янраса, чӑнкӑртатса чупрӗҫ, памятник патӗнчи тусанлӑ хӑйӑр ҫинче чаваланакан ачасем — Мускавӑн пӗчӗк гражданӗсем кӑмӑллӑн кулни илтӗнчӗ.

Задорно звенели и дребезжали трамваи, и славно смеялись маленькие москвичи, бледные, худенькие, сосредоточенно рывшиеся в теплом и пыльном песке у подножия памятника.

1 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

— Нимех те мар, нимех те мар, пӗтӗмпех лайӑх пулӗ ак! — тет те ҫак ҫын сасартӑк, кӑвайтӑн юлашки хӗрлӗрех ҫутинче унӑн ҫуркаланса пӗтнӗ тута хӗррисем инҫетри шухӑшӗсемпе йӑпанса кулни курӑнать.

– Ничего, ничего, все будет хорошо! – говорит вдруг этот человек, и при последних багровых отсветах костра видно, что он улыбается растрескавшимися губами каким-то своим далеким мыслям.

8 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Вӑл хӑрана ерчӗ, анчах та темле ӑнланмалла марскерне: кунта шикленсе ӳкни те, мӗн пулса тухасса чӑтӑмсӑррӑн кӗтни те, хунӗшӗн хӑтланӑвӗнчен хӑй ӑшӗнче кулни те пурччӗ.

Он испугался, но как-то странно: был и страх, и жгучее любопытство, и смех брал над тестем.

Кашкӑрсем // Хветӗр Агивер. Василий Шукшин. Пахчапа мунча хуҫи. Вырӑсларан Хв. Акивер куҫарнӑ. КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1989. — 3–10 стр.

— Ҫакӑн пек лайӑх кулни вӑл укҫа кӗсъере юлнипе пӗрех, мӗншӗн тесен вӑл тухтӑра укҫа парса тӑкакланассинчен те хӑтарать.

Такой здоровый смех не хуже денег в кармане, потому что доктору придется меньше платить.

30-мӗш сыпӑк. Томпа Бекки ҫӗр ӑшӗнчи шӑтӑкра // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Ачасем ушкӑнӗпех ҫыраналла тухрӗҫ, часах вара вӑрманта инҫетре тата чул сӑрт тӑррисем ҫинче кӑшкӑрашни, кулни янрама пуҫларӗ.

Толпа высыпала на берег, и скоро повсюду в лесу и на крутых склонах раздались крики и смех.

29-мӗш сыпӑк. Гек тӑлӑх арӑма ҫӑлать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

(Ырласа хи-хи! тесе кулни илтӗнчӗ.)

(Одобрительное хихиканье).

4-мӗш сыпӑк. Вырсарникунхи шкулта «Мухтанса хӑтланни» // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

«Сӑлтавсӑр кулни ухмаххине пӗлтерет», — теҫҫӗ кун пек чухне.

Куҫарса пулӑш

Ӑмӑр сӑн-пит наци палли-ши? // Елена ФЕДОРОВА. «Канаш», 21(1370)№, 2016.05.27

Пирӗн хирӗҫ пӑхса кулни калаҫу пуҫармаллине пӗлтерет.

Куҫарса пулӑш

Ӑмӑр сӑн-пит наци палли-ши? // Елена ФЕДОРОВА. «Канаш», 21(1370)№, 2016.05.27

Таврара ҫава туптани, ача-пӑча кӑшкӑрашни, кулни янӑраса тӑрать.

Куҫарса пулӑш

Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№

Хӗрупраҫ пуҫҫӑн ҫамрӑк салтакран кулни аван мар.

Куҫарса пулӑш

Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№

Тырӑ акса ӳстерсе илейменни — ҫӗртен кулни.

Куҫарса пулӑш

Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№

7. Ӑрӑмҫӑсен ӑсталӑхӗнчен кулни, ӑстӑнпа мухтаннине питлени куҫ умнех тухса тӑнӑ: 8. асаплӑ чуна пулӑшма — хӑранине, сехӗрленнине хӑваласа яма — пулнисем хӑйсем те намӑсла хӑраса ӳкнӗ.

7. Пали обольщения волшебного искусства, и хвастовство мудростью подверглось посмеянию, 8. ибо обещавшиеся отогнать от страдавшей души ужасы и страхи, сами страдали позорною боязливостью.

Ӑсл 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Хӑвран куҫкӗрет мӑшкӑлласа пурӑнакан ҫынран хӑйӗнчен ыттисем кулни, ӑна Узурпаттӑр сарайӗнче мӑкӑль лартса яни, урлӑ-пирлӗ лайӑх шутламасан, Ваҫукшӑн савӑнмалли япала пек кӑна темелле.

Куҫарса пулӑш

5 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Нумай та вӑхӑт иртмерӗ, урамра ҫынсем кулни, шавлани илтӗнме пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Ял варринче вӗсем шавлӑ калаҫни, кулни илтӗнет.

Куҫарса пулӑш

Ҫул курки пушанса тӑмарӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех