Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кулни сăмах пирĕн базăра пур.
кулни (тĕпĕ: кулни) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Таранов ӑсне-пуҫне ҫамрӑк хӗрарӑм ҫепӗҫҫӗн пӑшӑлтатни, хушшӑн-хушшӑн вӑл именчӗклӗн кӑлтӑр-кӑлтӑр кулни, унӑн хӗрӳлӗхӗ айӑн-ҫийӗн арпаштарса ячӗ: кун пек чухне ҫӗр ҫинче эс ху тата санпа юнашар выртаканни кӑна пур, урӑх ним те, никам та ҫук.

Куҫарса пулӑш

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Унтанпа икӗ эрнене яхӑн иртрӗ ӗнтӗ, анчах Саркай ахӑлтатса кулни Таранов хӑлхинче халь те чӗрине ыраттарса усаллӑн янрама чарӑнман-ха.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Унта кулӑш мар, хаяррӑн тӑрӑхласа кулни пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Чӑвашсенчен ҫапла кулни, вӗсене ҫара пакарта тени Савантере питӗ килӗшмерӗ, ун чун-чӗрине самаях ыраттарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ чиркӳ — ҫӗнӗ куҫҫуль // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Хӑйӗнчен тӑрӑхласа кулни Ишмука пӗрре те тарӑхтармарӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫул ҫинче // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫак йӗкӗтӗн кашни хусканӑвӗ килӗшет ӑна: калаҫни те, кулни те, ҫын ҫине пӑхни те, кӑштах уксахласа утни те…

Куҫарса пулӑш

Кӗтме пӗлекенсем телейлӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ахӑлтатса кулни

Куҫарса пулӑш

Кӗтме пӗлекенсем телейлӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Эпир кулни, кӑшкӑрашни таҫта илтӗнет пуль.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ ҫул елки // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Ахӑлтатса кулни, пӗр-пӗрне ятран чӗнсе ташӑ картине кӑларни каҫхи урам тӑрӑх ян та ян каять.

Куҫарса пулӑш

V // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Акӑ пӗр машина темӗнле стройматериал илсе килчӗ пулас, тавралӑха ҫынсем кӑшкӑрса калаҫни, ахӑлтатса кулни хупласа хучӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Ахӑлтатса кулни самантрах сирӗлчӗ.

Смех мгновенно смолк.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Анчах ҫавӑн пек кулни инструктора хӑйне темшӗн ӳпкеленӗ пек, кунта, мастерскоя пухӑннӑ вӗренекенсем хушшинче, Ваня юлташ ӑна малтанхи пекех ҫывӑх шутламан пек туйӑнчӗ.

Но инструктору почудилась в улыбке этой какая-то укоризна, ему показалось, что здесь, в мастерской, среди учеников, он менее близок товарищу Вапе, чем раньше.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Унӑн уҫӑ чӳречинчен чӗлӗм тӗтӗмӗ мӑкӑрланса тухать, пӳртре темиҫе ҫын ахӑлтатса кулни, ӳсӗрни илтӗнет.

Куҫарса пулӑш

XIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Чӗлӗме темӗн тӗрлӗ «мухтанӑ» чух сӑвӑҫ сасси ҫемҫен, йӑвашшӑн илтӗнет, анчах ҫав сасӑра ҫӑмӑллӑн тӑрӑхласа кулни сисӗнет; акӑ вӑл, юлашкинчен, чуна тивмелле, ҫӳҫентермелле тарӑхса тӑрӑхлама тытӑнчӗ:

Куҫарса пулӑш

III // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Ҫырма хӗрринчи хӑрах енлӗ урам кӗтессинче ҫӗр улми хумалли путвал умӗнче, хӗрарӑмсем ахӑлтатса кулни илтӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

VII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Вӑл кулни ӑна та хаваслантарчӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Михха кулни Микулана тӑна кӗртрӗ, ҫемҫеле пуҫланӑ кӑмӑлне хытарчӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Кая юласран хӑранипе мар, ҫамрӑксем тӑрӑхласа кулни вӑтантарчӗ.

Куҫарса пулӑш

XIX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ыйту ҫине ыйту тӑкӑнчӗ, унта та кунта йӑхӑлтатса кулни илтӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Йыш ӳсет // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Тепӗр чухне пӗрле ахӑлтатса кулни те пулкалать.

Куҫарса пулӑш

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех