Шырав
Шырав ĕçĕ:
Вӑл тарать, эпӗ ӑна хӑваласа ҫитетӗп те каллех хӗнетӗп, киленсех хӗнетӗп.Он бежит, а я догоняю и порю, порю с… прямо-таки с наслаждением!
27-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
— Половцев пӗр хушӑ чӗнмерӗ, чӗрҫийӗ ҫине сиксе улӑхса ларнӑ хура кушак аҫине хӑйӗн пысӑк алтупанӗпе нумайччен киленсех ачашласа ларчӗ, унтан ун сассинче хӑйне кура йӑвашлӑх, ачашлӑх илтӗнсе кайрӗ: — Мӑрлаккайӑм!
27-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Беликовӗ йӑшт ун ҫумне пырса ларчӗ те, киленсех кулса, сӑмах хушрӗ:
Хупӑлчари этем // Иван Мучи. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 100–125 стр.
Бубен кӗрлесе, янӑраса, шавласа кайрӗ те, хайхи ташӑ, тахҫанхи тӗм-хура хаяр эрех пек ӳсӗртекен урӑм-сурӑм ташӑ, вутӑн-ҫулӑмӑн ялкӑшма тытӑнчӗ: Нунча ҫӗлен пек явкаланса ҫаврӑнать ӗнтӗ, — юна вӗрилентерсе яракан ҫавӑ ташша вӑл чӗререн ӑнланатчӗ, унӑн тӗлӗнмелле илемлӗ, парӑнми ӳт-пӗвӗ мӗнле чӗррӗн вылянине пӑхса тӑрсан, чун киленсех каятчӗ.
Итали ҫинчен хунӑ юмахсем // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 166–190 стр.
Пилот аслатиллӗ пӗлӗт витӗр вӗҫсе тухнине те киленсех кӗтрӗм эпӗ, — керменсем евӗр курӑнакан ҫиҫӗм касса ҫуракан аслати пӗлӗчӗсене эпир Череповец ҫинче тӗл пултӑмӑр.
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Мучи портсигартан пирус илчӗ те, кӗсйинчен хаҫат кӑларса, ӑна пӗр кӗтессинчен тирпейлӗн чӗрчӗ, вара ун ҫине пирусри табакне силлесе чикарккӑ ҫавӑрчӗ, тӗтӗмне киленсех ҫӑтса туртма пуҫларӗ.
17 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Вӑл вара ҫак кӑткӑсене киленсех ҫиме пуҫларӗ.
12 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Вӑл банкӑ ӑшне юр тултарчӗ, сӳннӗ кӑвайтӑн кӑвак кӗлне чаврӗ те банкӑна тӗлкӗшекен кӑвар ҫине лартрӗ, кайран вара ҫав кӑштах какай тути калакан вӗри шыва пӗчӗккӗн ҫӑта-ҫӑта киленсех ӗҫсе ячӗ.
7 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Пиккене куҫса, вӑл хӑйӗн машинине халӗ ҫеҫ ҫӗр ҫумӗнчен ҫӗкленнӗ йывӑр та вӑраххӑн вӗҫекен «ломовик» ҫинелле чул пек чӑмтарчӗ те лешин дюральрен тунӑ тӑватӑ кӗтеслӗ кӳлепине пулемётран киленсех темиҫе тапхӑр ҫунтарса илчӗ.
2 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950