Шырав
Шырав ĕçĕ:
Хӗл кунӗсенче пысӑках мар ҫуртра эпир Галя йӑмӑкӑмпа иксӗмӗр кукаҫейпе кукамай калаҫӑвӗсене киленсех итлесе лараттӑмӑр.
Кукамай шӑплӑхӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 116–122 с.
Киленсех тӑрмашнӑ вӑл ҫав ӗҫсемпе.
Ҫӗпӗрех ҫӗрне шӑварать куҫҫуль… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 106–115 с.
Вӑрманпа пынӑ май уҫланкӑсем те тӗл пулаҫҫӗ, унта Кирук майра кӗпҫи, хурӑн кӗпҫи татса илет те сӗтеклӗскерсене киленсех ҫиет.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.
Чӗлтӗрти курӑк пуснӑ ҫерем ҫинче, ҫӑтӑ-ҫӑтӑ ҫапнӑ, симӗс сӑрпа сӑрланӑ хӑма карта ҫывӑхнерех, пӗр кӑнттам, элес-мелес хура йытӑ, пойнтер, хырӑмӗпе выртса хӳрине ҫекӗлле авса хунӑ та киленсех умӗнче шуррӑн-тӗксӗммӗн купаланса выртакан шӑмӑсене тӗшӗрет.
Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.
Вӑл та киленсех Кӗтерне инке панӑ панулмие чӑмлать.
Xӑнара // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 94–102 с.
Киленсех ӗҫрӗҫ вара хӗрсемпе каччӑсем тин сӗрнӗ сӑрана; васкамасӑр, тутӑ ҫынсем пек, какайне тирпейлӗн иле-иле хыпрӗҫ, пӑттине ҫирӗҫ.
12. Аслӑ чӳк // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
— Эп поэтсене ӑнлансах каймастӑп, ҫапах та хамӑр поэт сӑввисене киленсех итленӗ пулӑттӑм.
7. Поэтпа хан // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Сӗлтӗ тума кӗл алласа хучӗ те халӗ вӑл мунча умӗнче киленсех чӗлӗм сӑвӑрса ларать.Затем заготовил золы для щелока и присел возле бани на чурбак, с удовольствием раскурил трубку.
Аптранӑ кӑвакал // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Шӑрттан таткине киленсех чӑмланӑ май, хуҫана мӗн каласси пирки пуҫне ватса ларчӗ таркӑн.
Аптранӑ кӑвакал // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Йывӑҫсен сулхӑнне лараттӑмӑр та вара, пулас пурнӑҫ ҫинчен киленсех калаҫаттӑмӑр.
Юлташ сӑмахӗ // Валентин Урдаш. «Ялав», 1948, 11№ — 27–28 с.
Кунта вӗсем лайӑх кӑна хӑна пулчӗҫ тата шӗкӗр хулари хыпарсене киленсех итлерӗҫ.
4. Ҫӗнӗ хан // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Ӑна вырӑн ҫине ирсерен шӑккалат савӑчӗпе сивӗ шыв курки параҫҫӗ; шӑккалатне тепӗр чух пачах тӗкӗнмест, шывне вара кӑмӑлпах тата киленсех ӗҫсе ярать.
VII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.
Ҫак чӑрмавсем — капӑркка, анчах часах йӑлӑхтараҫҫӗ, — лашасене, утсене утма хистеҫҫӗ, ҫак самантсенче хамӑн ӑйӑр тӳсӗмлӗ пулнине киленсех ҫирӗплетрӗм.
V. Бигӑн ту ҫул // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 385–426 с.
Хӑй вара перекенсен вӑрӑм вучӗсене киленсех сӑнать, вӗсен ҫутинче шурӑ бурпуссен пӑнчисем тата ӑҫта лекнӗ унталла кӗрӗслеттерекен перӳҫӗсен йӑлкӑшакан куҫӗсем ҫиҫкӗнеҫҫӗ.
VII. Зимбауэни каварҫисем // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
Хавасланнипе эпӗ киленсех кайрӑм, ун патнелле утса пыма тытӑннӑччӗ анчах, директор мана патаккипе яра пачӗ, ҫапать те ҫапать, татах хӗртет, штейгерӗ чӗрнисемпе таптаса кӗҫенет…
VI сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
Мартӑн та ҫитес ҫул арӑм пулса тӑмалла — пӑрахут машинисчӗн, — ҫавӑнпа вӑл ашшӗпе Гравелотӑн сӑмахӗсене киленсех итлет.
I сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Вӑл киленсех кӗвӗ итлеме пуҫларӗ.
VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 301–345 с.
Никифоров та парӑнчӗ ӑна, симӗс хӑмӑр кительне хывса аллине тытрӗ те уҫӑ та ӑшӑ сывлӑша киленсех кӑкӑр туллин сывласа пычӗ.
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Тахҫантанпах путлӗн ҫӑвӑнса курманскер, Калюков сивӗнсе ӗлкӗреймен мунчара кӑҫалхи милӗкпе киленсех ҫапӑнчӗ, пӗтӗм кирӗкне ҫуса тасатрӗ, пӗчӗк чӳречене хура сатин татӑкӗпе карса, ҫиччӗллӗ лампа ҫутсах хырӑнчӗ.
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Салтаксем, винтовкисене хӑйсен умне чавнӑ ҫӗр купи ҫине хурса, ҫурӑмӗсене хӗвел енне туса выртаҫҫӗ; хӑшпӗрисем кӗписене хывса, хыҫкаланса, киленсех шӑмшакӗсене хӗртсе кантараҫҫӗ.
3 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.