Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

капитанӑн (тĕпĕ: капитан) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Апла пулсан, евитлесе хуратӑп, Петерсон капитанӑн ыйтӑвӗсене эпӗ пӗрне те хуравламастӑп, — терӗ Ромашов.

— В таком случае заявляю, что ни на один из вопросов капитана Петерсона я отвечать не буду, — сказал Ромашов.

XX // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.

Ҫу уйӑхӗн чи вӗҫӗнче Осадчий капитанӑн ротинче ҫамрӑк салтак ҫакӑнса вилчӗ, кунашкалли ҫак ротӑра иртнӗ ҫулта та пулнӑччӗ, шӑпа ӑнланмалла маррӑн йӗркелесе хунипех пулӗ, ҫакӑнасса вӑл шӑп та шай ҫав кунах ҫакӑнчӗ.

В самом конце мая в роте капитана Осадчего повесился молодой солдат, и, по странному расположению судьбы, повесился в то же самое число, в которое в прошлом году произошел в этой роте такой же случай.

XVIII // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.

Ромашов хыҫал енчи пусма ҫине хӑпарнӑччӗ ӗнтӗ, анчах, столовӑйра Слива капитанӑн тарӑхуллӑ та тӑрӑхлакан сассине уйӑрса илсе, сасартӑк чарӑнчӗ.

Ромашов уже взошел на заднее крыльцо, но вдруг остановился, уловив в столовой раздраженный и насмешливый голос капитана Сливы.

XVI // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.

Халех приказ: «Ҫав-ҫав капитанӑн нервисем хавшак. Ан тив, пӗлтӗр, службӑра ӑна никам та вӑйпалан тытса тӑмасть».

Сейчас приказ: «У капитана такого-то слабые нервы. Пусть помнит, что на службе его никто насильно не удерживает».

X // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.

Капитанӑн пӗтӗм отрячӗ хастарлӑ та хӑюллӑ ҫапӑҫнӑ.

Весь капитанский отряд действовал дружно и храбро.

Ҫирӗм саккӑрмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Ҫаксенчен пӗри карап ҫинчи платник, тепри капитанӑн иккӗмӗш помощникӗ пулнӑ.

Оказалось, что это корабельный плотник и второй помощник капитана.

Ҫирӗм саккӑрмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Мачтӑна хӑварсан, карап тинӗсе путать тесе боцман ӑнлантарма тытӑнсан вара капитанӑн ирӗксӗрех килӗшмелле пулчӗ.

Но боцман стал доказывать, что, если мачту оставить, корабль пойдет ко дну, — и капитан поневоле согласился.

Иккӗмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Капитанӑн пулӑшаканне тав туса Крыловсем ҫӳле хӑпараҫҫӗ.

Поблагодарив помощника капитана, Крыловы поднимаются наверх.

Улттӑмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.

Капитанӑн пулӑшаканӗ Халӗ вӗсене машина ӗҫлекен уйрӑма ертсе каять.

Помощник капитана ведет их в машинное отделение.

Улттӑмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.

Юнашарах капитанӑн пулӑшаканӗ Иртсе пынине курсан Николай Александрович унран пӑспа ӗҫлекен машинӑна анса курма ирӗк ыйтать.

Мимо проходит помощник капитана, Николай Александрович просит у него разрешения посмотреть паровую машину.

Улттӑмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.

Эсӗ Татаринов капитанӑн экспедицине тупрӑн — мӗн ӗмӗтленни ҫитет ҫав, хӑш чухне ача халлапӗ пек кӑна туйӑнаканни те пурнӑҫра тӗрӗсе килсе тухать.

Ты нашёл экспедицию капитана Татаринова — мечты исполняются, и часто оказывается реальностью то, что в воображении представлялось наивной сказкой.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Анчах капитанӑн юлашки ҫырӑвӗсемпе пӗрлех эпир ӗҫ хучӗсене те тупрӑмӑр.

Но среди прощальных писем капитана мы нашли и деловые бумаги.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫак ятуллӑ шӑплӑхра вара эпӗ капитанӑн рапорчӗпе юлашки ҫыруне вуласа патӑм:

И в этой торжественной тишине я прочитал рапорт и прощальное письмо капитана:

Саккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Экспедици ҫӳренин наукӑллӑ историйӗ ҫине куҫмашкӑн та вӑхӑт ҫитнӗччӗ ӗнтӗ, вара эпӗ Татаринов капитанӑн экспедицийӗ тунӑ ӗҫсем халиччен те хӑйсен уссине ҫухатман-ха тесе калама тытӑнтӑм.

Но пора было переходить к научной истории дрейфа, и я начал её с утверждения, что факты, которые были установлены экспедицией капитана Татаринова, до сих пор не потеряли своего значения.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Каласа патӑм вара ӑна эпӗ — Татаринов капитанӑн тӑпри, терӗм, вӑл хӑйне пытармалли вырӑнта ҫавӑнтан та лайӑххине вӑл ӗмӗтленесшӗн те марччӗ пулӗ, терӗм.

Я отвечал, что прах капитана Татаринова покоится на берегу Енисейского залива и что он сам, вероятно, не пожелал бы для себя лучшей могилы.

Ҫиччемӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Анчах вӑл Татаринов капитанӑн хучӗсем хушшинче шӑпах хам тӗрӗс пулнине кӑтартакан ҫырусем пуррине пӗлмест-ха, вӗсем пирки хаҫатсенче те ҫырмарӗҫ.

Но он не знает — в печати об этом не появилось ни слова — о том, что среди бумаг капитана Татаринова обнаружены бесспорные, неопровержимые доказательства моей правоты…

Ҫиччемӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Капитанӑн сылтӑм алли айӗнче авланнӑ чух илнӗ ҫӗрӗ пурччӗ, ҫӗрӗ кӑшӑлӗн шал енне М. Т. тесе лартнӑ инициалсем пурччӗ.

Под правой рукой капитана было найдено обручальное кольцо с инициалами М. Т. на внутренней стороне ободка.

Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

«Эсӗ Татаринов капитанӑн пурнӑҫӗ ҫинчен вуланӑччӗ, — терӗм эпӗ хама, — анчах юлашки страница хупӑнчӗ-ха».

«Ты прочёл жизнь капитана Татаринова, — так говорил я себе, — но последняя её страница осталась закрытой».

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Тухса кайнӑ чух эпӗ Катьӑна капитанӑн юлашки ҫырӑвӑсене парса хӑвартӑм.

Уходя, я отдал Кате прощальные письма капитана.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

…Ӗнтӗ пурин ҫинчен те темиҫе хут калаҫнӑччӗ пулӗ, капитанӑн юлашки ҫырӑвӗсене те икӗ хут алла тытнӑччӗ — эп вӗсене доктора кӑтартас тесе Полярнӑя илсе пытӑм, экспедицийӗн ытти материалӗсене полкра хӑварнӑччӗ.

…Уже всё, кажется, было переговорено, уже дважды мы наткнулись на прощальные письма капитана — я привёз их в Полярное, хотел показать доктору; другие материалы экспедиции остались в полку.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех