Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

йӗтӗн сăмах пирĕн базăра пур.
йӗтӗн (тĕпĕ: йӗтӗн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Унӑн йӗтӗн ҫӳҫӗ пек ҫемҫе те шурӑ ҫӑмне вӑл аллипе чылайччен сӑтӑрса тӑчӗ, лешӗ вара хура пӑнчӑллӑ сарлака та ҫӑмламас пуҫне малалла тӑсса, хӗрсе кайсах Сашӑн кӗпе аркине ӗмрӗ.

Долго гладил его по мягкой, как лен, белой шерстке, а тот, протянув широкую, лобастую, с черным пятном голову, усердно сосал у Саши край рубашки.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Михаил Юрьев. Смирнов В.И. Саша Чекалин: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1960. — 340 с.

Вожансем ҫӗр сухаласа, йӗтӗн акса, вӑрмансенче тӗрлӗ тискер кайӑксем тытса, кунсӑр пуҫне тата пулӑ тытса пурӑннӑ.

Вожане пахали землю, сеяли лен, охотились в лесах за разным зверем, ловили рыбу.

Балтика хуралӗ // Н. Ятманов. Дмитриев, Н. П. Тӑван ҫӗршывӑн чысӗ: халӑх геройӗсем ҫинчен ҫырнӑ калавсем / вырӑсларан Н. Ятманов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 126 с. — 3–19 с.

Унӑн йӗтӗн пек сарӑ ҫӳҫне ҫил вӗҫтернӗ.

Ветер трепал льняные волосы на голове.

Балтика хуралӗ // Н. Ятманов. Дмитриев, Н. П. Тӑван ҫӗршывӑн чысӗ: халӑх геройӗсем ҫинчен ҫырнӑ калавсем / вырӑсларан Н. Ятманов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 126 с. — 3–19 с.

Кӑнтӑрла тӑхӑнма ҫӗленӗ кӗпесене, кофтӑсене хаклӑ чӗнтӗрсемпе, тӗрӗсемпе, вӗтӗ шӑрҫасемпе эрешлемеҫҫӗ, хӑю тытса ҫӗвӗ машинине вӑрӑммӑн пустарса ҫӗлесе, йӗтӗн чӗнтерӗ тытса сӑпайлӑ кӑна хитрелетеҫҫӗ.

Дневные платья и блузки не украшают дорогими кружевами и вышивками, сверкающим бисерным шитьем, здесь предпочтительнее скромное украшение, такое, как кайма, строчка, толстые льняные кружева и т. п.

Кӗпе-тумтир // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.

Вӑштӑрах та вӑштӑр, ай, ҫил вӗрет, Йӗтӗн чечекӗсене ҫав тӑкать.

Ветер стебли тугие гнет, Л ен отряхивает пыльцу.

XVI. Ял ҫывӑрмасть // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

— Чим-ха, тете, — йӗтӗн питшӑллине хулпуҫҫинчен ҫакса ячӗ.

— Погоди, брат, — повесил льняное полотенце на плечо.

ХХХIII. Ашшӗн каламан сӑмахӗ // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Мерченпе Кӗмӗлпи, йӗтӗн ҫиппинчен тӗртсе тунӑ сӗлкӗ ҫине пуҫламан ҫӑкӑр хурса, Кантюк умне пырса тӑчӗҫ, тайма пуҫӑм парса, вӗсем ҫакӑрне сӗлки мӗнӗпех туй хуҫине тыттарчӗҫ.

Мерчень и Кемельби, неся на тонком холщовом полотенце непочатый каравай хлеба, подошли к Кандюку, опустив в поклоне головы, и вручили хлеб свадебному голове.

XXXI. Йӗпетнӗ ҫул // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Шап-шурӑ йӗтӗн ҫиппинчен тӗртсе ҫӗлетнӗ шурӑ кӗпе.

Белая, как снег, из тончайшего холста.

Х. Чӗре сасси // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Аллисенче вӗсен йӗтӗн ҫиппинчен тӗртсе тунӑ ҫӳхе сӗлкӗ, ун ҫине пӗр ҫавра ҫӑкӑр хунӑ.

В руках они несли расшитое тонкое полотенце-селке, на котором лежал каравай хлеба.

IX. Ятлӑ ҫынсем // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Тӳресене ыттисенчен часах уйӑрма пулать, вӗсем пилӗкӗсене хӗрлӗ пиҫиххи ҫыхса янӑ, пуҫӗ тавра йӗтӗн ҫиппипе тӗртсе тунӑ шурӑ сӗлкӗ чалӑмласа сырнӑ.

Судей можно сразу отличить от всех — они подпоясаны кумачовыми поясами, а вокруг голов у них белые повязки в виде чалмы из самотканого льяного полотна.

IX. Ятлӑ ҫынсем // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Питӗнчен юн тарнӑ, йӗтӗн чӳпӗкӗ пек кӗске сухалӗ ҫак кунсенче тата ытларах шуралнӑ.

Лицо его бескровно; белая, как льняные очески, куцая бороденка стала за эти несколько дней вовсе бесцветной.

Пролог // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Митя, йӗтӗн сӳсӗ пек шурӑ ҫӳҫне, итлеменскерне, кашни минут хушшинче тенӗ пек, ҫамки ҫинчен сирсе, ачасене ҫивӗччӗн каласа ӑнлантарать:

Митя, поминутно откидывая со лба непослушную прядь льняных волос, оживленно объяснял:

5 сыпӑк // Василий Хударсем. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 1-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 221 с.

Кӗпей ҫине шыв кӗйет, Йӗтӗн кӗпине ҫил илет.

Под мост течет вода, Ветер развевает платье у плачущей.

Пӗрремӗш пайӗ // Борис Чиндыков. Килти архив

Ӗлӗк чух тыр акмалли, утӑ ҫулмалли, тырпула пуҫтарса кӗртмелли, йӗтӗн татмалли, паранкӑ кӑлармалли уйӑхсем иртетчӗҫ, анчах вӑл пур уйӑхсем те пӗрин хыҫҫӑн тепри ҫав тери лӑпкӑн, савӑнӑҫлӑн иртсе пырса, ҫулталӑксем пулса пыратчӗҫ.

Бывало, проходили месяцы сева, сенокоса, уборки, сбора льна и выкапыванья картофеля, и все эти месяцы проходили один за другим, текли, сливались в годы незаметно, словно проходили мимо.

VIII // Леонид Агаков. Василевская В.Л. Асамат кӗперӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1945. — 200 с.

Йӗтӗн?

А лен?

1 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Вӑл тенкел ҫинчен сиксе тӑрса ҫар комиссарӗ патне пычӗ те, хӑйӗн, йӗтӗн пек, сарӑ хытӑ ҫӳҫне силлентерсе илсе, хӑйне кӑкрӗнчен ҫапа-ҫапа каларӗ:

Он вскочил с лавки, подошел к военкому, тряхнул прямыми желтыми и мягкими, как лен, длинными волосами и, ударив себя в грудь кулаком, сказал:

3 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Ют ҫӗршыв фирмисем йӗтӗн, сӳс, пенька, чӳпӗк, сахӑр кӑшманӗ вӑррипе йӗтӗн вӑрри, спичка тумалли шӑрпӑк, фанера, шӑрт, поташ, смала, туман тир, мамӑк-тир илсе кайнӑ.

Иностранные фирмы вывозили лен, кудель, пеньку, паклю, свекловичное и льняное семя, спичечную соломку, фанеру, щетину, поташ, смолу, шкуры, мех.

5 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Унтан леререхре йӗтӗн акнӑ тӑваткал пусӑ хӑйӗн сарӑрах-симӗс тӗсӗпе куҫсене савӑнтарать.

Дальше прямоугольник льняного поля веселил глаза канареечным желто-зеленым цветом.

7. Алеша сӑрчӗ ҫинче // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

— Ҫак йӗтӗн пире, таса та ҫинҫе ҫипрен тӗртнӗскерне, сана паратӑп эпӗ, Дуняшка, сукунс тирӗнчен ҫӗленӗ кӗрӗк шӑпах Ефросиньйӑна виҫеллӗ.

— Это полотно льняное, чистое, тонкой выработки откажу я тебе, Дуняшка, а шуба со скунсовым мехом как раз под рост Евфросинье.

6. Виҫҫӗмӗш хӑвӑртлӑхпа // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Боецӑн йӗтӗн сӳсӗ пек шурӑ пуҫӗ юнпа хӗрелчӗ, вӑл тӗршӗнсе анчӗ.

Кровь показалась на голове у Оленина, он упал.

7 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех