Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

йӑнӑш сăмах пирĕн базăра пур.
йӑнӑш (тĕпĕ: йӑнӑш) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«Йӑнӑш! Ҫапла… акӑ мӗн!» — пӑтранчӗ ун пуҫӗнче.

«Ошибка! да… вот что!» — ворочалось у него в голове.

X сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

«Йӑнӑш мар-и ку?» — ҫак шухӑш ун пуҫӗнче сасартӑк, ҫиҫӗм пек, вӗлтлетсе илчӗ, ҫак ҫиҫӗм шӑпах чӗрене пырса тиврӗ те ӑна ҫӗмӗрсе пӑрахрӗ.

«Не ошибка ли это?» — вдруг мелькнуло у него в уме, как молния, и молния эта попала в самое сердце и разбила его.

X сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Эхер те вӑл Обломовӑн чӗринчи пытанса юлнӑ ӗлӗкхи йӗрсене: кӑштах ывӑннипе, кӑштах палӑракан ыйхӑлӑха асӑрхасан, — Ольга унӑн чунне шалтанах курма пӗлет, — вал ӑна ӳпкелешет, сайра хутра ҫак ӳпкевре ӳкӗнни те, хӑй йӑнӑш тӑвасран хӑрани те хутшӑнса каять.

Если же иногда замечала она затаившиеся прежние черты в душе Обломова, — а она глубоко умела смотреть в нее, — малейшую усталость, чуть заметную дремоту жизни, на него лились упреки, к которым изредка примешивалась горечь раскаяния, боязнь ошибки.

IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Ольга хӑйне юратнине тавҫӑрса илнине вӑл Ольгӑна систерчӗ, анчах, тен, вӑл йӑнӑш тавҫӑрса илчӗ пулӗ.

Он дал ей понять, что догадался о ее любви к нему, да еще, может быть, догадался невпопад.

VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Хӗр ача хӑй тата тепӗр йӑнӑш тунине ӑнланса илчӗ.

Девочка поняла, что совершила еще одну ошибку.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив

— Темле йӑнӑш пуль ку, — тӗлӗнме пӑрахаймарӗ Женя.

— Это какая-то ошибка, — воскликнула Женя.

Улттӑмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив

— М-ман ш-шутпа, эсир пысӑк йӑнӑш тӑватӑр, ҫамрӑк ҫынсем.

— Мне к-кажется, что вы соверша-шаете ошибку, м-молодые люди.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив

— Мӗн? — хӑй йӑнӑш тунине тинех ӑнланчӗ Женя.

— Чего? — и тут Женя поняла, что совершила очень серьезную ошибку.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив

Эпӗ йӑнӑш каламастӑп пулсан, ку сирӗн аслаҫӑр пулать пулӗ?

А этот старик, если не ошибаюсь, ваш дедушка?

XXXIV. Подвалра // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Берлин ҫийӗн (Ҫӗр-планета ҫийӗн тесен те йӑнӑш пулмӗ!) ялкӑшса вӗҫнӗ ялавӑн пысӑклатса рамкӑна лартнӑ фотоӳкерчӗкне шкул директорне тыттарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗршыв хӳтӗлевҫисем шкулта ҫитӗнеҫҫӗ // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ. Ҫӗнтерӳ ҫулӗ, 2010.03.03

Анчах ку юрату та йӑнӑш пулнӑ, мӗншӗн тесен Зоя тепӗр куннех крокетла вылянӑ чухне ӑна пӗр намӑсланмасӑр улталанӑ, уншӑн ӑна крокет мӑлатукӗпе ураран лайӑхах ҫапмалла пулнӑ.

Но эта любовь оказалась ошибкой, так как на другой же день Зоя так нахально мошенничала в крокет, что пришлось ей дать хорошенько крокетным молотком по ногам.

XXIV. Юрату // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Тен, виҫҫӗмӗшӗнче йӑнӑш пемӗпӗр.

Авось в третий раз не промажем!

XVI. «Башеннӑй, пер!» // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Ҫӳлти палуба ҫинчи тенкел ҫине вырнаҫса ларсан, вӗсем хӑма купӑсӗсене каласа ячӗҫ: «На сопках Манчжурии» ятлӑ маршӑн хӑлхана ҫуракан йӑнӑш сассисем ватӑ машина ӗҫленин йывӑр сассисемпе хутшӑнса кайрӗҫ.

Усевшись на скамейке верхней палубы, они порывисто ударили в смычки, раздирающие фальшивые звуки марша «На сопках Маньчжурии» тотчас смешались с тяжелыми вздохами старой машины.

VII. Фотографи карточки // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Кудлаткӑна сутакан приказчик мӗн те пулин йӑнӑш парса янӑ пулас!

Вероятно, приказчик, продавший Кудлатку, что-нибудь да перепутал!

III. Ҫеҫенхирте // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Ҫук, эпир йӑнӑш антӑмӑр пуль.

Да нет, мы не там сошли.

12 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

— Пӗлместӗп те, тен эп йӑнӑш каларӑм пуль.

Не знаю, может быть, я ошибаюсь.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Йӑнӑш илтнӗ пек туйӑнчӗ пуль ӑна.

Наверно, решил, что ослышался.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Ҫапла каласа йӑнӑш тӑватӑн та эсӗ, Саня, — терӗ Кораблев.

— Вот тут-то ты и ошибаешься. Саня, — сказал Кораблёв.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Турӑ ҫырлах, ку вӑл — чи пысак йӑнӑш!

Боже мой, это самая страшная ошибка!

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Изьӑшӑн ӗҫни йӑнӑш туни пулчӗ ӗнтӗ, мӗншӗн тесен вӑл ҫакна ответлесе Филиппов художнике, темле ҫивӗч сӑмахсемпе тапӑнса, ҫав сӑмахсенченех пӗр-пӗччен кӑна кулса, тӗлӗнмелле вӑрӑм сӑмах калать.

Пить за Изю было ошибкой, потому что Изя в ответ произнёс огромную речь с какими-то остроумными выпадами против художника Филиппова, над которыми он один и смеялся.

Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех