Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

йӑлтӑртатса (тĕпĕ: йӑлтӑртат) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Паян вӑл йӑлтӑртатса ҫунмасть.

Сегодня она не горит.

4 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Унӑн сарӑ френчӗн сулахай ҫанни ҫинче кӗтеслесе ҫӗлесе лартнӑ темиҫе ылтӑн йӑрӑм йӑлтӑртатса тӑраҫҫӗ.

На левом рукаве его желтого френча блестело несколько сшитых углами золотых полосок.

1 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Сасартӑк бинокль кантӑкӗ ҫинче темӗн йӑлтӑртатса илчӗ.

Вдруг в стеклах блеснула какая-то вспышка.

2 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Шураличченех хырса тасатнӑ урайпа пӳлме хӑмисем кашт йӑлтӑртатса илеҫҫӗ.

Чуть мерцали выскобленные добела полы и тесовые переборки.

5. Тырӑпа тимӗр // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Халь анчах сӑрланӑ, мастикӑпа сӑтӑрнӑ урай йӑлтӑртатса выртать.

Свежевыкрашенные и натертые мастикой полы блестели.

3. «Вӗҫме хатӗрлен!» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Ҫивиттисемпе карнизсем ҫинчен пӑр шӑрҫисем ярӑмланнӑ, хӗвел ҫинче йӑлтӑртатса, унта та кунта тумла вӗҫсе иртет; кашнине уйрӑм илсен, вӗсем пӗр сисӗнмесӗр тумланӑ, анчах пурте пӗрле вӗсем МТС-ӑн пысӑк килкартине кӗмӗл тӗспе ҫутатнӑ, янравлӑ сасӑпа тултарнӑ.

С крыш и карнизов свисало ледяное кружево, и то там, то здесь сверкнув на солнце, пролетали быстрые капли, каждая из них в отдельности была мгновения и незаметна, но все вместе они наполняли большой двор МТС серебром и звоном.

3. «Вӗҫме хатӗрлен!» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Юрпа витӗннӗ уйсем йӑлтӑртатса выртаҫҫӗ.

Поля, покрытые снегом, сверкали.

1. «Кивви ҫӗнӗлле» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Ҫак самантра унӑн ҫӑмламас куҫхарши айӗнчи куҫӗсем ӑшшӑн та чеен йӑлтӑртатса илчӗҫ.

Глаза Нестерова при этом добродушно и лукаво блеснули из-под нависших мохнатых бровей.

2 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Тепӗр минутран сӑмсах леш енчи тӳпе каллех йӑлтӑртатса илчӗ.

Через минуту небо за мысом опять сверкнуло.

4 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Сӑрӑ тӗтреллӗ тавракурӑмра хӑватлӑ вут ҫути йӑлтӑртатса илчӗ.

Серый, туманный горизонт озарила яркая вспышка.

4 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Френсисӑн ватӑ куҫӗсем йӑлтӑртатса илчӗҫ.

Старческие глаза Френсиса блеснули.

5 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Шуратман килти пиртен тунӑ таса скатерть сарнӑ сӗтел тавра венски пукансем лартса тухнӑ, сӑрланӑ урайӗ йӑлтӑртатса ҫеҫ тӑрать, чӳрече патӗнче, катка ҫинче фикус илемленсе ларать.

Вокруг стола, накрытого свежей скатертью из сурового полотна, стояли венские стулья, крашеный пол блестел, возле окна красовалась кадка с фикусом.

1 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Хӗвелтухӑҫ енче ылтӑн тӗслӗ вӑрӑм йӑрӑм йӑлтӑртатса ҫунать.

На востоке горела длинная золотистая полоса.

7 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Потылихинӑн хӗвелпе пиҫӗхсе кайнӑ типшӗм сӑн-сӑпачӗ ҫинче янкӑр-кӑвак хӗсӗк куҫӗсем йӑлтӑртатса илчӗҫ.

На сухом загорелом лице Потылихина ярко и быстро, что молния, сверкнули прищуренные ярко-голубые глаза.

7 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Хунарсем ҫинче, ҫӳлтен пӑхсан курӑнмалла мар тунӑ хӑйне уйрӑм хӳтлӗхсем айӗнче, электричество йӑлтӑртатса ҫунма тытӑнчӗ.

Вспыхнуло электричество под особыми колпаками на фонарях, делающими свет невидимым сверху.

1 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

— Вара? — министрӑн сарӑ куҫӗсем йӑлтӑртатса илчӗҫ.

— Да? — Глаза министра блеснули.

1 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Сӗтел ҫинче сигнал лампи йӑлтӑртатса илчӗ.

На столе загорелась сигнальная лампочка.

2 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Ҫак шупка хӗрлӗ тырӑ юхакан тӗнчере, праҫникри пек йӑл-йӑл кулакан тата хура алӑсемлӗ ҫынсен тӗнчинче, Алеша ячӗ савӑнӑҫлӑ шавра янӑранӑ ҫӗрте, Алеша чӗрӗ пулнӑ пек, кунта, кӗлтесемпе машинӑсем хыҫӗнче, унӑн кӑвакрах куҫӗсем тата унӑн кулли кашни минутра йӑлтӑртатса илме пултарнӑ пек, Алеша тырри ҫинчен ытла чӑнласа калаҫнӑ ҫӗрте Ленӑна аван та, ҫав вӑхӑтрах йывӑр та пулчӗ.

Ей было и хорошо и трудно в этом мире текучего розового зерна, праздничных улыбок и темных рук, где Алешине имя летело в веселом шуме, где об Алешином урожае говорили так естественно, словно он был живехонек и каждую минуту могли блеснуть голубоватые белки его глаз и его улыбка, здесь, за снопами и машинами.

7. Тырӑ пулчӗ // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Унӑн ырхан та хӗвелпе пиҫнӗ хӗрлӗ питҫӑмартийӗсенче ача чухнехи купшек сӑн ҫук ӗнтӗ, унӑн питӗнче тӗреклӗ сӑн палӑрать, анчах куҫӗсем халичченхи пекех йӑлтӑртатса та кулса пӑхаҫҫӗ.

Похудевшее и загорелое лицо его с жарким румянцем на щеках утратило ребяческую округлость, стало мужественнее, но глаза сохранили прежнее, светлое и улыбчивое выражение.

6. Иртен те ир пулаканни // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Кашни курӑк ҫинчи ҫумӑр тумламӗнче вуншар пӗчӗк хӗвелсем йӑлтӑртатса, ялкӑшса ҫунаҫҫӗ.

На каждой травинке в дождевых каплях сверкали, горели и лучились десятки маленьких солнц.

4. Фрося сӑрчӗн хӗрринче // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех