Шырав
Шырав ĕçĕ:
Унӑн куҫӗсем йӑлтӑртатнӑ, вӑл пилоткине тӑхӑнма та манса кайнӑ, йӗтӗн сӳсӗ пек тӳрӗ ҫӳҫӗсем унӑн ҫамки ҫинелле усӑнса аннӑ.Его глаза блестели, он забыл надеть пилотку, и прямые льняные волосы падали ему на лоб.
Улттӑмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Эммануил Казакевич. Ҫӑлтӑр: повесть; вырӑсларан И.С. Васильев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 1622 с.
Халь вӑл хӑйӗн типшӗм, кайӑкӑнни пек сӑн-питне ҫӗнӗлле ҫутатса тӑракан ҫӗлен тӗслӗ нимӗҫ формипе чухне, унӑн тимер татӑкӗ йӑлтӑртатнӑ евӗр ҫунакан куҫӗсем уйрӑммӑнах сиввӗн те тинкерсе пӑхаҫҫӗ.
V // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Лампочкӑсем хальчченхи пекех ҫуттӑн ҫунаҫҫӗ пулсан та, вӗсен ҫути ҫуртсене, садсене тата картасене кирек хӑш каҫри пекех ҫутатнӑ пулин те, Сергее тарӑн ыйха кайнӑ станица ҫинче ҫутӑсем шӑпах ҫак сехетре тӗксӗммӗн йӑлтӑртатнӑ пек туйӑнать; ӑна юпасем ҫинчи, пӳртсем умӗнчи хунарсем ун ҫине савӑнӑҫлӑн мар пӑхнӑ пек, кула-кула куҫӗсене хӗснӗ пек туйӑннӑ.
XXV // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Ҫакӑн пек пӗр-пӗрне пӑхнине вӗсем, тен, хӑйсем те туйнӑ пулӗ, ҫавӑнпа вӗсем, кулса, кашни хӑй ӑшӗнче шутланӑ: Наталья Павловна тахҫан ӗлӗк хӑй те Ирина пек хитре те ҫамрӑк пулни ҫинчен; ҫакӑн пекех ӑна та кирек епле кӗпе те килӗшнӗ; унӑн ҫамрӑк кӑвак куҫӗсем те ҫакӑн пекех йӑлтӑртатнӑ…
XXII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Оленин, ун хыҫӗнчен крыльца ҫине тухса, пӑшал хӗлхемӗсем йӑлтӑртатнӑ еннелле, ҫӑлтӑрлӑ тӗттӗм тӳпе ҫине ним чӗнмесӗр пӑхса тӑчӗ.
XXVIII // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.
Поляницӑн хуратут пуснӑ сарлака пичӗ ҫинче чее кулӑ ҫиҫет, пӗчӗк хура куҫӗсем кӑмӑллӑн йӑлтӑртатнӑ пек туйӑнаҫҫӗ.
XV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Тепӗр самантра, ялан тап-таса тутӑрне пӳрнипе кӑшт тӗксе тӳрлетсен, вӑл пуҫне ҫӳлелле ывӑтнӑ, тӑрӑхласа, шӑтарас пек пӑхнӑ, вӑтанман, пӗтӗмпех пӗлекен усал куҫсем тӗксӗм йӑлтӑртатнӑ.
III сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Ҫӗрле юмахри пек вут-ҫулӑм йӑлтӑртатнӑ пулсан, кӑнтӑрла вара ҫав вырӑнта пӗлӗтелле кармашнӑ шурӑ ҫуртсем ҫеҫ курӑнаҫҫӗ.Днем на месте огненной сказки видны только белые воздушные здания.
Кичемлӗх патшалӑхӗ // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 671–683 стр.
Халӗ, кирек ӑҫта та ҫутӑ йӑлтӑртатнӑ вӑхӑтра, вӑл тата ытларах, ҫӗнӗрен вӑйланса каять.
Сарӑ шуйттан хули // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 659–670 стр.
Лашасен йывӑр ури сассисем хӑваласа ҫите пуҫланӑ, салтаксем уланӑ, вӗсен лашисем аманнисем, ӳкнисем, вилнисем урлӑ каҫа-каҫа кайнӑ, хӗҫӗсем йӑлтӑртатнӑ, вӑхӑчӗпе хурҫӑ шӑхӑрса илсе, шӑмӑ ҫумне ҫапӑнни илтӗннӗ…
Январӗн 9-мӗшӗ // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 133–155 стр.
Аманнисем те кӑшкӑрнӑ, чӑмӑрӗсемпе юнанӑ: пур ҫын пичӗ те сасартӑк урӑхланса кайнӑ, пур куҫсем те темле ухмаха ернӗ чухнехи пек йӑлтӑртатнӑ.
Январӗн 9-мӗшӗ // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 133–155 стр.
Куҫӗсем вут пек йӑлтӑртатнӑ, сасси чӗтренӗ.
Январӗн 9-мӗшӗ // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 133–155 стр.
Куҫсем йӑлтӑртатнӑ, анчах ҫынсем пӗр-пӗрин ҫине, хӑйсем сӑмах тытнине ӗненмен пек, хӑйсенчен хӑйсем тӗлӗннӗ пек пӑхнӑ.
Январӗн 9-мӗшӗ // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 133–155 стр.
Таҫта, хыҫалта, вӑрман ҫинче аслати кӗмсӗртетнӗ, кунта — хӗвел йӑлтӑртатнӑ, ҫеҫенхир кӑкӑр тулли сывланӑ, курӑк ҫинче ҫумӑр тумламӗсем ахах-мерченӗн ҫиҫнӗ, юханшыв та ылтӑнӑн ҫуталнӑ…
III сыпӑк // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 50–69 стр.
Ак Данко чӗринче ҫынсене хӑтарасах, вӗсене ҫӑмӑл ҫула илсе тухасах ӗмӗт кӑвар пек ялкӑшса илнӗ; ҫав ӗмӗтӗн вӑйлӑ ҫулӑмӗ вара паттӑрӑн куҫӗсенче хӗлхемленсе йӑлтӑртатнӑ…
III сыпӑк // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 50–69 стр.
Пичӗ ун шуранка пулнӑ, тути — йӑм-хӗрлӗ хӑю евӗр; хумлӑ-хумлӑ ҫӳҫӗ тӗм-хура, унра, Аэрмон хысакӗн тӗксӗм тӳпинчен ӳкекен ту шывӗсен кӗмӗл ҫипписем пек, кӑвак тӗс — ӑслӑлӑх эрешӗ — йӑлтӑртатнӑ; Ассири патшисен йӑлине вӗтӗ-вӗтӗ йӗрсемпе пӗр тикӗссӗн пӗтӗрттере-пӗтӗрттере кӑтралатнӑ хура сухалӗнче те кӑвак пӗрчӗсем ялтӑранӑ унӑн.
II сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.
Анчах ҫак тӗрлӗ ӗмӗрсенчи сӗтел-пукан, картинӑсем хушшинче никамшӑн та ним тӗшне тӑман, ҫапах Ольгӑпа Штольца телейлӗ сехете, асран кайми саманта аса илтерекен япаласем хушшинче, тем чухлӗ кӗнекесемпе нотӑсем хушшинче вӗсен ӑшӑ пурнӑҫӗ сисӗннӗ, вӗсен ӑсӗпе эстетикӑллӑ туйӑмӗ киленнӗ; йӗри-тавра ӗмӗрхи ҫутҫанталӑк илемӗ йӑлтӑртатнӑ пекех, ҫакӑнта пур ҫӗрте те лӑпланма пӗлмен шухӑш пурри сисӗннӗ, е этем ӑсӗн илемӗ йӑлтӑртатса тӑнӑ.
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Хӗҫсем ҫине хӗвел ӳксе йӑлтӑртатнӑ.
XXI. Тупата // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Вӑл йӑлтӑртатнӑ пулин те, ҫиелтен витӗр курӑннӑ пулин те, тарӑн тӗлте хӑрушӑ хуран пек пулнӑ.
XV. Кимӗ тинӗсре // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Аялта ҫулхӑн пулнӑ, тӗпӗнче пӗчӗк ҫаврашка шыв йӑлтӑртатнӑ.
IV. Шӑвармалли вырӑн // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949