Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ытах кашни ача хӑйӗн начальникӗн йӑлисем ҫинчен хӑй ӑнкарнӑ пек калаҫма пуҫласан, хӑйӗн ҫӑмӑл ӑслӑ та пӑтранчӑк пуҫне киревсӗр юлташлӑх йӑвисемпе тултарса лартсан, — ҫавӑн пек юлташлӑхӑн тупсӑмӗ вара ашкӑнланассине пытарасси пулса тӑрать пулсан, ача вӗрентекене те пӑхӑнми пулать, эппин мӗн тума кирлӗ-ши вара вӗрентекенсем?
Гимназие вӗренме кӗни // Уйӑп Мишши. Гарин-Михайловский Н.Г. Тёмӑн ача чухнехи пурнӑҫӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 164 с. — 3–157 с.
Вӗсен пур йӑлисем те ҫӗрле ҫӳрекен тискер кайӑксенни пек пулнӑ, Вандеецсен ҫапӑҫури меслечӗ вӑл — яланах ӑнсӑртран тапӑнасси.
V. Вӗсен вӑрҫӑри пурнӑҫӗ // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.
Унӑн чӑн-чӑн ҫар ҫыннин йӑлисем пурри палӑрать.
4 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.
Соломонӑн йӑлисем мӗнлерех, ҫавна ан ман эсӗ.
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Кашни вилтӑпри ҫинчех чиркӳ йӑлисем хушнӑ пек кӗлтусан, каҫсӑр та ӗлкӗреймесрен хӑрарӗ.
I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Агитпропра пулса иртнӗ ӗҫ пурне те хускатнӑ, судра пурӑнӑҫ йӑлисем ҫинчен ҫивӗч тавлашусем пуҫланса кайрӗҫ.Случай в агитпропе взбудоражил всех, и суд развернулся в острую бытовую полемику.
Улттӑмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
Кунти ҫанталӑк йӑлисем чӗрчунсем ҫине те, ҫавӑн пекех ҫынсем ҫине те, пӗр пек вӑйпах пырса тивеҫҫӗ.Влияние климата распространяется здесь на животных так же, как и на людей.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Юрать хӗрлӗ кашкӑрсен йӑлисем ҫинчен Гленарван кӗнекесем ҫинче вуланӑ, атту пулсан, Талькав сӑмахӗсемпе аллипе кӑтартнисене тем тусан та ӑнланас ҫукчӗ.
Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Тигрпа барс йӑлисем ҫинчен эпӗ нумай илтнӗччӗ, ку чӑнах та ҫавӑн пекех пулчӗ: вӗсем яланах хӑйсем хыҫҫӑн йӗрлекен ҫынна хӑйне хыҫалтан сыхласа ҫӳреҫҫӗ.
Барс // Гаврил Молостовкин. Пришвин М.М. Ылтӑн ҫаран: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 200 с. — 40–42 с.
Ку мӗнрен килнине каласа пама йывӑр: ку Базаровӑн дворянлӑх, хӑйне иментерекен тата шиклентерекен ҫӳлти общество йӑлисем ҫуккине хӑй ӑнланмасӑрах сиснинчен килнӗ-и, тен.
XXIII // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.
Анчах та, паллах, кусем начар пурӑнӑҫ йӑлисем.
VII // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.
Ку вӗт пурте харпӑр хӑйне юратни, арӑслан йӑлисем, вӗҫкӗнлӗх кӑна.
VI // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.
Испанире халӑх йӑлисем питӗ те сарӑлнӑ иккен!
Ухмаха ернӗ ҫын ҫырса пынисем // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 75–95 с.
Вӑл ал-хапӑлах Мишкӑна унӑн мӗн-мӗн тумалли ҫинчен ӑнлантарчӗ, тепӗр куннех вара ӑйӑрсен ӑсӗ-чунӗпе йӑлисем ҫинчен каласа кӑтартрӗ те, кулӑпа ейӗлсе, канаш пачӗ:
II // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
— Йӑлисем ҫаплах, нимех те пулман, анчах сан тусу кӑмӑла кайманни вӑл урӑх юрӑ.— Порядки в доме такие, как и были, а что не по душе мне твой дружок, так это совсем другая песня.
XX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Ҫулсем пирки, лашасен йӑлисем пирки, кӗтӳ кӗтмелли вырӑнсем ҫинчен тата лашасене шӑвармалли шывсем ҫинчен калаҫма юратать.Любил рассудительно поговорить о дорогах, о повадках лошадей, о выпасе и водопое.
X сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Ҫакӑн пек ытармалла мар сехетсенче хӑйне евӗр йӑлисем пур ҫав вӑл юханшывӑн.
I // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Ватӑ гребенецсен йӑлисем унта ытти станицӑсенчен ытларах сыхланса юлнӑ тата ҫак станицӑн хӗрарӑмӗсем авалтанпах пӗтӗм Кавказ тӑрӑх хӑйсен илемӗпе палӑрса тӑнӑ.
IV // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.
Унӑн йӑлисем пит тӗлӗнмелле пулнӑ пулин те, кашниех Рахметова питӗ ӑслӑ тесе шутланӑ; вӑл ҫынпа питӗ хыттӑн калаҫнӑ, анчах ҫавӑншӑн ӑна тӑнлӑ-пуҫлӑ пӗр ҫын та кӳренмен, тата хӑй питӗ йӗркесӗр пулин те, тӗпрен илсен, питех те ҫепӗҫ ҫын пулнӑ.
XXIX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Обломовкӑри шухӑш-кӑмӑлсем, пурнӑҫ йӑлисем, хӑнӑхусем Верхлӗвӑра та пур; ҫак ял та тахҫан авал Обломовка пулнӑ вӗт-ха; унта, Штольц ҫуртӗнчисӗр пуҫне, пур ҫӗрте те тӗнче пуҫланичченхи юлхавлӑх, ахаль йӑласем, лӑпкӑлӑх, хускалусӑрлӑх палӑрса тӑнӑ.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956