Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Улттӑмӗш сыпӑк

Пай: Хурҫӑ мӗнле хӗрнӗ –> Иккӗмӗш пайӗ

Автор: Максим Данилов-Чалдун

Ҫӑлкуҫ: Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Ҫул: 1948; Хушнӑ: 2020.06.15 18:13

Пуплевӗш: 406; Сӑмах: 3976

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Паллӑ мар

Гостиницӑн концерт залне кӗнӗ ҫӗрте иккӗн тӑраҫҫӗ. Пенсне тӑхӑннӑ ҫӳллӗ ҫыннин ҫанни ҫинче «комендант» тесе ҫырнӑ хӗрлӗ пусма.

— Украина делегачӗсен заседанийӗ ҫакӑнта-и? — тесе ыйтрӗ Рита.

— Кунта. Анчах, мӗн ӗҫпе? — ответлерӗ ҫӳллӗ ҫынни официально.

— Кӗме ирӗк парӑр.

Ҫӳллӗ ҫын кӗмелли алӑка ҫурри таран пӳлсе тӑрать. Вӑл Ритӑна пӑхса илчӗ те:
— Мандат пур-и? Сасӑлакан е канашлакан карточкӑпа делегатсене анчах кӗртеҫҫӗ, — терӗ.

Рита сумкӑран ылттӑнпа пичетленӗ билет кӑларчӗ. «Центральнӑй комитет членӗ» тесе вуларӗ ҫӳллӗ ҫын. Унӑн официальноҫӗ пӗр самантрах сирӗлчӗ, хӑй сасартӑк ҫемҫен те «хамӑр ҫынла» калаҫакан пулчӗ.

— Иртӗр, иртӗр, ав сулахайра пушӑ вырӑнсем пур.

Рита пукансен ӗречӗ хушшипе кайрӗ те пушӑ вырӑн тупса ларчӗ. Делегатсен канашлӑвӗ вӗҫнелле ҫывхарать пулас. Рита председатель каланине итлеме тытӑнчӗ.

Палланӑ сасӑ пекех туйӑнчӗ ку ӑна.

Ҫапла ӗнтӗ, юлташсем, пӗтӗм Российӑри съездӑн сеньорен-конвентне суйланнӑ делегацисен представителӗсене делегацисен советне те суйларӑмӑр. Съезд икӗ сехетрен уҫӑлать. Килнӗ делегатсен списокне тепӗр хут тӗрӗслесе тухма ирӗк парӑр.

Рита Акима палларӗ, хушаматсене васкаса вулаканни вӑл иккен.

Хушамачӗсене каласанах, хӗрлӗ е шурӑ мандат тытнӑ алӑсем ҫӗкленеҫҫӗ.

Рита тимлӗн итлесе ларать.

Ака пӗр пӗлекен хушамат:

— Панкратов.

Рита ҫӗкленнӗ ҫине ҫавӑрӑнса пӑхрӗ, анчах ларакансен ретӗнче грузчикӑн паллакан сӑн-питне кураймарӗ. Ятсем чупаҫҫӗ, вӗсем хушшинче каллех пӗлекен ят — «Окунев», ун хыҫӗнченех тепри — «Жаркий».

Рита Жаркие курать. Вӑл унран инҫех те мар. Акӑ унӑн манма пуҫланӑ сӑнӗ… Ҫапла, ку Ваня. Ӑна курманни темиҫе ҫул та пулать ӗнтӗ.

Ятсем пӗрин хыҫҫӑн тепри чупаҫҫӗ, сасартӑк вӗсенчен пӗри Ритӑна чӗтретсе ячӗ:

— Корчагин.

Малта, инҫетре, алӑ ҫӗкленсе анчӗ, тӗлӗнмелле — Ритӑн тарӑхсах хӑйӗн вилнӗ тусӗпе пӗр хушаматлӑ ҫынна курас килсе кайрӗ. Вӑл, куҫ илмесӗрех, алӑ ҫӗкленнӗ еннелле пӑхать, анчах пуҫсем пурте пӗрешкелех курӑнаҫҫӗ. Рита тӑчӗ те стена ҫумӗпе малти ретсем патнелле кайрӗ. Аким чарӑнчӗ. Пукансем кӗмсӗртетме, делегатсем хыттӑн калаҫма пуҫларӗҫ, ҫамрӑксен кулли янӑраса кайрӗ. Аким залри шава ҫӗнтерме тӑрӑшса кӑшкӑрать:

— Кая ан юлӑр!.. Аслӑ театрта, ҫичӗ сехетре!..

Алӑк умӗнче ҫынсем капланса тӑчӗҫ.

Рита ҫак тӗркӗшӳре хӑй халь кӑна ятне илтнӗ ҫынсене пӗрне те тупас ҫуккине ӑнланса илчӗ. Акима та пулин куҫран ҫухатас марччӗ, ун урлӑ ыттисене те тупма пулать. Вӑл делегатсен юлашки ушкӑнне ирттерсе ярса, Аким патнелле утрӗ.

— Ну, Корчагин, эпир те кайӑпӑр, авалхи тус, — тенӗ илтӗнчӗ хыҫалтан. Ун хыҫӗнченех ҫав тери пӗлекен, ҫав тери астӑвакан ҫывӑх сасӑ ответлерӗ:

— Кайӑпӑр.

Рита хӑвӑрт ҫавӑрӑнса пӑхрӗ. Ун умӗнче хаки тӗслӗ гимнастёрка, кӑвак рейтуза тӑхӑннӑ, ҫинҫе кавказ пиҫиххи ҫыхнӑ ҫӳллӗ те хура ҫамрӑк ҫын тӑрать.

Куҫӗсене чарса пӑрахса, нумайччен пӑхса тӑчӗ ун ҫине Рита, анчах лешӗ унӑн аллисене ӑшшӑн тытса, чӗтрекен сасӑпа хуллен: «Рита» тенӗ хыҫҫӑн, вӑл ӑнланчӗ, — ку, никам та мар, Павел Корчагин.

— Эсӗ вилмен апла?

Ку сӑмахсем Павела унӑн пӗтӗм шухӑшне пӗлтерчӗҫ. Павел вилнӗ тенӗ хыпар тӗрӗс мар пулнине вӑл пӗлмен.

Зал пушанчӗ, уҫӑ чӳречерен хулан вӑйлӑ юн тымарӗ пулса тӑракан Тверской урамӗн шавӗ илтӗнет. Сехет хыттӑн ултӑ хут ҫапрӗ, вӗсене иккӗшне те халь темиҫе минута каярах ҫеҫ тӗл пулнӑн туйӑнать. Анчах сехет Аслӑ театра чӗнет. Сарлака пусмапа аннӑ хушӑра Рита Павел ҫине тепӗр хут пӑхса илчӗ. Павел халӗ унран ҫур пуҫ ҫӳллӗрех. Хӑй йӑлт ӗлӗкхиех, анчах халь вӑл кӗрнеклӗрех те лӑпкӑрах.

— Ӑҫта ӗҫлени ҫинчен те ыйтаймарӑм санран.

— Эпӗ ҫамрӑксен окуржком секретарӗ, е, Дубава калашле, «аппаратчик», — Павел кулса ячӗ.

— Эсӗ ӑна куркаланӑ-и?

— Курсаччӗ, анчах вӑл тӗл пулу аван мар асаилӳ хӑварчӗ.

Вӗсем урама тухрӗҫ. Кунта иртсе ҫӳрекен автомобильсем кӑшкӑртни, ҫынсем каллӗ-маллӗ утни, шавласа калаҫни хупласа илчӗ.

Аслӑ театр патне ҫитиччен вӗсем калаҫмасӑр, шухӑша кайса пычӗҫ. Театр умне темӗн чухлӗ халӑх пухӑннӑ, — ҫине тӑракан, чӑрсӑр халӑх. Кашниех красноармеецсем сыхлакан алӑксенчен кӗрсе кайма хӑтланать. Анчах ӳкӗте кӗме пӗлмен часовойсем делегатсене кӑна кӗртеҫҫӗ, лешсем хӑйсен мандачӗсене мӑнкӑмӑллӑн кӑтартаҫҫӗ те чарса тӑракан ункӑ витӗр кӗрсе каяҫҫӗ.

Театр йӗри-тавра — комсомолецсен тинӗсӗ. Ҫак йыш пӗтӗмӗшпех, йыхрав билечӗсене илеймен пулин те, мӗнле те пулин съезд уҫӑлнӑ ҫӗре кӗме тӑрӑшать. Шухӑрах комсомолецсенчен хӑшпӗрисем делегатсен ушкӑнӗ вырӑнне кӗрсе тӑраҫҫӗ те, хӑйсен шухӑшӗпе мандат вырӑнне пулма тивӗҫ хӗрлӗ хут кӑтартса, тепӗр чухне шӑп алӑк умнех ҫитсе тӑраҫҫӗ. Теприсене тата алӑкран кӗрсе кайма та май килет. Анчах ҫавӑнтах вӗсем хӑнасене ҫӳлти яруса, делегатсене — партера яракан дежурнӑй ЦК членӗ патне е комендант патне пырса ҫакланаҫҫӗ. Кусем вара, ытти «билетсӑрсен» кӑмӑлне тенӗ пекех, вӗсене алӑкран каялла кӑларса ӑсатаҫҫӗ.

Театр съезда кӗрес текенсен ҫирӗм пайӗнчен пӗр пайне те шӑнӑҫтараймасть.

Ритӑпа Павел, хӗсӗнкелесе, аран алӑк патне ҫитрӗҫ. Делегатсем хутшӑнсах пыраҫҫӗ: вӗсене трамвайсем, автомобильсем иле-иле килеҫҫӗ. Алӑксем патӗнче тӑвӑр. Красноармеецсене — вӗсем те комсомолецсемех — йывӑр пула пуҫларӗ, вӗсене ҫатах стена ҫумне хӗстерсе лартрӗҫ, ҫав вӑхӑтра театр умӗнче:
— Хӗстерер, бауманецсем, хӗстерӗр! — тесе хыттӑн кӑшкӑраҫҫӗ.

— Хӗстерӗр, ачасем, пирӗнни ҫӗнтерет!

— Да-е-ш-шь!..

Ритӑпа Корчагин хушшинчен КИМ паллилӗ ҫивӗч куҫлӑ ача хӗсӗнсе кӗчӗ те, комендант аллинчен вӗҫерӗнсе кайса, ҫавӑнтах фоене чӑмрӗ. Пӗр самантрах вӑл делегатсем хушшинче курӑнми те пулчӗ.

— Ларар ҫакӑнта, — терӗ Рита партере кӗрсен, «креслӑсем хыҫӗнчи вырӑнсем» текен ҫӗре кӑтартса.

Пӗр кӗтессе кӗрсе ларчӗҫ.

— Эпӗ пӗр ыйтӑва хирӗҫ ответ илесшӗн, — терӗ Рита. — Чӑн та, вӑл ӗнтӗ иртнӗ кунсенчи ӗҫ, анчах эсӗ ҫапах та каласа парӑн тесе шутлатӑп: мӗншӗн эсӗ ҫавӑн чух занятисене ҫӳреме пӑрахрӑн, иксӗмӗр хушӑмӑрти туслӑха та татрӑн?

Ку ыйтӑва Корчагин тӗл пулнӑ минутранпах кӗтнӗ, ҫапах та халь нимӗнле мар пулса тӑчӗ. Вӗсен куҫӗсем тӗл пулаҫҫӗ, Павел ӑнланчӗ: Рита пӗлет.

— Эсӗ пӗтӗмпех пӗлетӗн пулӗ тесе шутлатӑп эпӗ, Рита. Вӑл виҫӗ ҫул каярах пулнӑ, халӗ эпӗ уншӑн Павкӑна ҫеҫ айӑплама пултаратӑп. Пӗтӗмӗшпе илсен, Корчагин хӑйӗн пурӑнӑҫӗнче пӗчӗк йӑнӑшсем те, пысӑк йӑнӑшсем те тунӑ, вӗсенчен пӗри эсӗ ыйтаканни пулать.

Рита йӑлкӑшса илчӗ.

— Ку аван умсӑмах. Анчах эпӗ ответ кӗтетӗп!

Павел хуллен калама пуҫларӗ.

— Вӑл ӗҫре эпӗ кӑна мар, «Овод» та, унӑн ревоциллӗ романтики те айӑплӑ. Пултаруллӑ, ҫирӗп ӗмӗтлӗ, хытӑ чӗреллӗ, пирӗн ӗҫе вӗҫӗмсӗр парӑннӑ революционерсем ҫинчен ҫырнӑ кӗнекесем ман пуҫра нихӑҫан ҫухалми сӑнсем хӑваратчӗҫ, манӑн хамӑн та вӗсем пекех пулас килетчӗ. Эпӗ ун чухне «Овод» кӗнекери пек шухӑшланӑ. Халӗ ку мана кулӑшла туйӑнать, анчах кулӑшлинчен ытла чӗрене ыраттарать.

— Апла «Овода» урӑх хак патӑн пулать халь эсӗ?

— Ҫук, Рита, пӗтӗмӗшпе илсен, апла мар! Эпӗ хамӑн ӑшри вӑя сӑнаса тарӑхтаракан юрӑхсӑр трагизма ҫеҫ кӑларса пӑрахнӑ. Анчах эпӗ халь те «Оводӑн» чӑн пахишӗн — унри ҫирӗп чунлӑхшӑн, унри чӑтӑмлӑхшӑн, тӗрлӗ йывӑрлӑхсене кашни ҫынна пӗлтермесӗр чӑтса ирттерме пултаракан ҫыншӑн тӑратӑп. Эпӗ халӑх ӗҫӗшӗн тӑрӑшакан, хӑйшӗн ҫеҫ кирлӗ ӗҫе ним вырӑнне хуман революционер сӑнлӑхне кӑмӑллатӑп.

— Ҫак виҫӗ ҫул каярах пулмалли калаҫу халь тин пулнӑшӑн хӗрхенмелли ҫеҫ юлать, Павел, — терӗ Рита темскер шухӑшланӑ май кӑмӑллӑн кулса илсе.

— Эпӗ саншӑн нихӑҫан та юлташран ытла никам та пулма пултарайман пирки мар-ши хӗрхенмелле, Рита?

— Ҫук, Павел, ытларах та пулма пултарнӑ.

— Ӑна тӳрлетме пулать.

— Халь кӑшт каярах пулчӗ ӗнтӗ, Овод юлташ.

Рита, шӳт тунӑ май, кулса илчӗ те Павела ӑнлантарса пачӗ:

— Манӑн пӗчӗк ҫеҫ хӗрача пур. Унӑн ашшӗ манӑн ҫывӑх тус. Эпир виҫсӗмӗр те килӗштерсе пурӑнатпӑр, халлӗхе ку трио пӗр-пӗринчен уйӑрӑлми ҫирӗп.

Унӑн пӳрнисем Павелӑн аллине сӗртӗнчӗҫ. Ку Павела лӑплантарас шутпа пулчӗ, анчах Рита ҫавӑнтах ку хускану вырӑнсӑррине ӑнланса илчӗ. Ҫапла, Павел ҫак виҫӗ ҫул хушшинче пӗвӗпе ҫеҫ мар ӳснӗ. Рита пӗлет: Павела халь йывӑр, ун ҫинчен унӑн куҫӗсемех пӗлтереҫҫӗ, анчах та вӑл нимӗнле илемлӗ сӑмах калама тӑрӑшмасӑрах тӗрӗссипе каларӗ:

— Ҫапах та манӑн халь мӗн ҫухатнинчен нумай ытлараххи те юлать.

Павелпа Рита тӑчӗҫ. Сцена ҫывӑхнерех вырӑн йышӑнма вӑхӑт. Вӗсем Украина делегачӗсем ларакан креслӑсем патне утрӗҫ. Оркестр калама пуҫларӗ. Темӗн пысӑкӑш хӑмачсем хӗрлӗн йӑлкӑшса ҫунаҫҫӗ, вӗсем ҫинче ҫутӑ саспаллисемпе: «Малашлӑх пирӗнте» тесе ҫырса хунӑ. Партера, ложӑсене, яруссене пиншер ҫын вырнаҫса ларать. Ҫак пинсем кунта, нихӑҫан сӳнми пӗр вӑй пулса, хӑватлӑ трансформаторпа пӗрлешеҫҫӗ. Гигант-театр хӑйӗн стенисен ӑшне аслӑ индустри йӑхӗн ҫамрӑк гвардин чи лайӑх ҫыннисене йышӑнчӗ. Темиҫе пин куҫ, ҫав пин куҫран кашни мӑшӑрӗнчех «Малашлӑх пирӗнте» тесе йывӑр чаршав тӗлӗнче ҫиҫсе тӑракан саспаллисем хӗмленеҫҫӗ. Халӑх хумӗ хутшӑнсах пырать; акӑ тата темиҫе минут ҫеҫ иртет — чаршавӑн йывӑр бархачӗ хуллен уҫӑлать, РКСМ Центральнӑй Комитечӗн секретарӗ, чаплӑ минутӑра пӗр самант хӑйне хӗл ҫирӗп тытма вӑй тупаймасӑр тӑрать те ҫапла пуҫлать:

— Ҫамрӑксен Российӑри коммунистла союзӗн улттӑмӗш съезчӗ уҫӑлнӑ тесе шутлатӑп.

Корчагин-боеца, строителе пурӑнӑҫ большевизмӑн ҫамрӑк гвардин ҫӗнтерӳллӗ чаплӑ съездне курасси патне илсе ҫитерчӗ, ҫав пурӑнӑҫах ӑна сӑмахпа каласа пама ҫук мӑнаҫлӑх та савӑклӑх пачӗ, ҫавӑн пек савӑк самантпа тата революцин ӑслӑлӑхӗпе хӑватлӑхне вӑл — Корчагин — халиччен нихӑҫан та хальхин пек уҫҫӑн, ҫакӑн пек тарӑнӑн туйман.

Съезд иртен пуҫласа каҫченех пырать, ҫакна пула Павел Ритӑна тепӗр хут юлашки заседанире ҫеҫ курчӗ. Вӑл ӑна украинецсен хушшинче тӗл пулчӗ.

— Ыран, съезд хупӑнсанах, эпӗ тухса каятӑп, — терӗ вӑл. — Пӗлместӗп, юлашкинчен курнӑҫса калаҫма май киле-ши пире. Ҫавӑнпа эпӗ паян хамӑн ӗлӗк ҫырнӑ икӗ тетраде тата пӗчӗк ҫыру ҫырса хатӗрлерӗм. Эсӗ вӗсене вула та почтӑпа каялла ярса пар. Ҫав ҫырнисенчен эпӗ сана калаймасӑр хӑварнисене пӗтӗмпех пӗлӗн.

Павел Рита аллине чӑмӑртарӗ те, сӑнне асра хӑварас тесе тӑрӑшнӑ пек, ун ҫине тинкерсе пӑхрӗ…

Вӗсем, калаҫса хунӑ пекех, тепӗр кунне варринчи алӑк умӗнче тӗл пулчӗҫ те, Рита ӑна хут чӗркемӗ тата ҫыпӑҫтарса хунӑ ҫыру тыттарчӗ. Йӗри-таврах ҫынсем пулчӗҫ, ҫавӑнпа та вӗсем часах сывпуллашрӗҫ. Павел мӗнпурӗ те ҫавна ҫеҫ асӑрхаса юлчӗ: Ритӑн тӗтреленнӗ куҫӗсем ун ҫине ӑшшӑн пӑхрӗҫ, вӗсенче кӑшт хурланчӑк та сисӗнчӗ.

Тепӗр кунне поездсем вӗсене тӗрлӗ еннелле илсе кайрӗҫ.

Украинецсем темиҫе вагона вырнаҫрӗҫ. Корчагин Киев делегачӗсемпе ларчӗ. Каҫхине, пурте выртса пӗтсен, юнашар койка ҫинче выртакан Окунев та ҫывӑрса кайсан, Корчагин ҫутӑ патнерех сиксе ларчӗ те ҫырӑва уҫрӗ.

«Павлуша, чунӑм!

Эпӗ ҫакна сӑмахпа та каласа пама пултарнӑ, ҫапах та капла аванрах. Мана пӗр япала ҫеҫ пӑшӑрхантарать: иксӗмӗр съезд уҫӑлас умӗн калаҫнисем санӑн пурӑнӑҫӑнта йывӑр йӗрсем ан хӑварччӑр. Эпӗ пӗлетӗп, санӑн вӑй нумай, ҫавӑнпа эсӗ каланисене ӗненетӗп, эпӗ пурӑнӑҫ ҫине формально пӑхмастӑп, хӑш чухне — чӑн та вӑл питӗ сайра пулать, — хамӑрӑн пӗр-пӗрин хушшинчи ҫыхӑнӑва, вӗсем питӗ тарӑн пулсан, улӑштарма та пулать. Вӑл улшӑнӑва эсӗ тивӗҫлӗ, анчах эпир иксӗмӗр курнӑҫнӑ хыҫҫӑн хамӑрӑн ҫамрӑклӑх ыйтнине кӑмӑл тума килӗшмерӗм. Мӗншӗн тесен, вӑл пире пысӑк савӑнӑҫ пама пултарайманнине пӗлетӗп. Павел хӑвна ху ытлашши хытӑ тытни кирлӗ мар. Пирӗн пурӑнӑҫра, кӗрешӳ кӑна мар, лайӑх сисӗмлӗхӗн савӑнӑҫӗ те пур.

Санӑн ытти пурӑнӑҫушӑн, урӑхла каласан, пурӑнӑҫӑн тен содержанийӗшӗн эпӗ пӗрре те шикленместӗп. Аллусене хытӑ чӑмӑртатӑп. Рита».

Павел шухӑша кайса, ҫырӑва ҫурчӗ те аллине кантӑкран кӑларчӗ, ҫил хут таткисене пӳрнесем хушшинчен вӗҫтерсе илсе кайрӗ.

Ирччен икӗ тетрадне те вуласа тухса, хутпа чӗркесе хучӗ. Харьковра украинецсен пӗр-пайӗ поезд ҫинчен анса юлчӗ, вӗсен шутӗнче Окунев, Панкратов тата Корчагин пулчӗҫ. Николайӑн, Анна патне юлнӑ Тальӑна илме, Киева ҫитиччен каймалла. Панкратовӑн, Украина комсомолӗн Центральнӑй Комитетне суйланнӑскерӗн, хӑйӗн ӗҫӗсем пулнӑ. Корчагин вӗсемпе Киева ҫитиччен кайма, май килнӗ чухне Жаркийпе Анна патӗнче пулма шутларӗ. Вӑл тетрадьсене Рита патне ярас ӗҫпе вокзалӑн почта уйрӑмӗнче тытӑнса тӑчӗ, кайран поезд патне тухрӗ те юлташӗсенчен никама та курмарӗ. Трамвай ӑна Аннӑпа Дубава пурӑнакан ҫурт патне илсе пычӗ. Павел пусма тӑрӑх иккӗмӗш хута хӑпарчӗ те, сулахайри алӑка — Анна пурӑнакан пӳлӗмӗн алӑкне шаккарӗ. Шакканине хирӗҫ никам та чӗнмерӗ. Вӑхӑт ир, Анна халех ӗҫе тухса кайма пултарайман. «Ҫывӑрать пулмалла» — шутларӗ Павел. Ҫав вӑхӑтра юнашар пӳлӗмӗн алӑкӗ уҫӑлчӗ те плошадка ҫине ыйхӑллӑ Дубава тухса тӑчӗ. Сӑнӗ сарӑхнӑ, куҫхаршисен айӗнче кӑвак ункӑсем. Хӑйӗнчен йӳҫек сухан шӑрши кӗрет тата ҫавӑнтах Корчагин унтан эрех шӑрши кӗнине те сисрӗ. Хупӑнайман алӑк хушшинчен Корчагин кровать ҫинче темле самӑр хӗрарӑм выртнине, тӗрӗссипе каласан, унӑн хулӑм ҫара ура хырӑмне тата хулпуҫҫисене курчӗ.

Дубава Корчагин пӑхнине асӑрхарӗ те урипе тапса, алӑка хупрӗ.

— Эсӗ мӗн, Борхарт юлташ патне-и? — ыйтрӗ вӑл тытӑнкӑ сассипе, таҫта кӗтесселле пӑхса. — Вӑл кунта ҫук ӗнтӗ. Эсӗ ун ҫинчен пӗлмен-и вара?

Корчагин ун ҫине сиввӗн пӑхса илчӗ.

— Пӗлмен. Ӑҫта куҫнӑ вӑл?

Дубава сасартӑк ҫиленсе кайрӗ.

Вӑл ӑҫта куҫни мана пӗртте интереслентермест. — Унтан, какӑрса илчӗ те, ҫиллине пусарса хушса хучӗ. — Эсӗ ӑна йӑпатма килтӗн-им? Шӑп вӑхӑтра ҫитрӗн. Вырӑн пушӑ, яра пар. Вӑл сана тиркес ҫук, ку пушшех те аван. Мана вӑл пӗрре кӑна мар каланӑ сан ҫинчен. Эсӗ ӑна килӗшетӗн, ну… хӗрарӑмсем мӗнле калаҫҫӗ-ха, — ҫавсем те. Лайӑх саманта ярса тыт, унта сире чун пӗрлӗхӗ те ӳт пӗрлӗхӗ те пулӗ.

Павелӑн пичӗ пӗҫерсе кайрӗ. Вӑл, хӑйне хытарса, хуллен, каларӗ:

— Ӑҫта ҫитсе перӗнтӗн эсӗ, Митяй? Эпӗ санран ҫакӑн пек сволочь пуласса кӗтменччӗ. Ӗлӗкрен начар ачах пулманччӗ-ҫке эсӗ. Мӗншӗн тискерленетӗн-ха?

Дубава стена ҫумне тайӑнчӗ. Ӑна цемент урайӗнче ҫара уран тӑма сивӗ пулас, вӑл ӗнтӗркенӗ. Алӑк уҫӑлчӗ те ыйхӑллӑ, мамӑк пек ҫемҫе янахлӑ хӗрарӑм пуҫне кӑларчӗ.

— Котик, кил кунта, мӗн унта тӑратӑн?

Дубава ӑна калама памарӗ, алӑка шалтлаттарса хупрӗ те алӑк ҫумне тайӑнса тӑчӗ.

— Пуҫламӑшӗ аван… — терӗ Павел!  — Мӗнле ҫынсем кӗрте пуҫланӑ ху патна, ӑҫта илсе ҫитерӗ ку япала сана?

Дубавӑна ку калаҫу йӑлӑхтарчӗ пулмалла, вӑл кӑшкӑрса пӑрахрӗ:

— Эсир мана кампа ҫывӑрмаллине кӑтартса парас теместӗр-и тата! Ҫитет мана ку тери акафистсем вулани! Ӑҫтан килнӗ, ҫавӑнталлах лапӑстатма пултаратӑн! Кай та, Дубава ӗҫет, аскӑн хӗрсемпе ҫывӑрать, тесе каласа пар.

Павел ун патнерех пычӗ те пӑлханса каларӗ:

— Митяй, кӑларса яр ҫав инкеке, эпӗ санпа тӗпӗр хут, юлашки хут калаҫасшӑн…

Дубава пичӗ тӗксӗмленчӗ. Вӑл ҫавӑрӑнчӗ те пӳлӗмне кӗрсе кайрӗ.

— Эх, ҫӗлен! — шӑппӑн каласа хучӗ Корчагин, картлашка тӑрӑх хуллен аннӑ май.

Икӗ ҫул иртрӗ. Ӳкӗте кӗмен вӑхӑт — кунсене, уйӑхсене шутласа пырать, ҫак хушӑрах ыткӑнса пыракан тем тӗрлӗ те тем тӗслӗ пурӑнӑҫ вӑл кунсене, ҫиелтен пӑхсан пӗр майлӑ курӑнан кунсене, яланах темле ҫӗнӗ, ӗнерхи пек мар япалапа тултарса пырать. Тӗнчере хӑйӗн калама ҫук аслӑ ытарайми ҫӗрӗн, ҫав ҫӗршыври вӗҫӗмсӗр нумай пуянлӑхсен хуҫи пулнӑ ҫӗр утмӑл миллион халӑх, паттӑр та тимлӗн ӗҫлесе, вӑрҫӑпа ҫӗмӗрӗлсе пӗтнӗ хуҫалӑха хӑпартса пырать. Ҫӗршыв ҫирӗпленсе, вӑйланса пырать, ак халӗ ӗнтӗ нумай пулмасть пӑрахӑҫа тухнӑ кичемлӗ, пурӑнӑҫсӑр, тӗтӗм кӑлармасӑр ларакан мӑрьеллӗ заводсем те текех курӑнмаҫҫӗ.

Ҫак икӗ ҫул Корчагиншӑн питӗ хӑвӑрт иртсе кайрӗ… вӑл вӗсене асӑрхаймарӗ те. Вӑл канӑҫлӑ пурӑнма, ире юлхавӑн анасласа кӗтсе илме, кунсерен шӑп вунӑ сехетре ҫывӑрма выртма вӗренмен. Вӑл пурӑнма васкать. Хӑй сӑна мар, ҫынсене те хӑйпе пӗрле васкатать.

Ҫывӑрма вӑхӑт сахал юлса пырать. Унӑн пӳлӗмӗнче ҫӗрле тем таранчченех хӑй ҫути пуррине, унта сӗтел ҫине пуҫӗсене пӗксе ларакан ҫынсене сахал мар курма пулнӑ. Кунта вӗренӳ пынӑ. Икӗ ҫул хушшинче вӗсем «Капиталӑн» виҫҫӗмӗш томне вӗренсе пӗтернӗ. Капиталистла эксплоатацин чи чее механизмне ӑнланса ҫитнӗ.

Корчагин ӗҫлесе пурӑнакан округа Развалихин пырса лекет. Ӑна губком райком секретарӗ тума сӗнсе янӑ. Корчагин вӑл вӑхӑтра таҫта ӗҫпе ҫӳренӗ пулнӑ, вӑл ҫук чухне бюро Развалихина района янӑ. Корчагин килсенех ун ҫинчен пӗлет, анчах нимӗн те каламасть.

Уйӑхран Корчагин Развалихин патне, района пырса ҫитрӗ. Нумай фактсемех палӑртмарӗ вӑл, анчах ҫав фактсем хушшинче — ӗҫнисем, хӑй тавра йӑпӑлтатма юратакансене пухни, лайӑх ачасене аяккинелле тӗртсе хӑварнисем куҫ умӗнчех, Корчагин ҫаксене пурне те бюрова лартрӗ. Сӳтсе-явнӑ чухне пурте Развалихина хытӑ ятлама сӗнчӗҫ, анчах Корчагин тӑчӗ те кӗтмен ҫӗртенех:
— Малашне кӗме права памасӑр кӑларса пӑрахмалла, — тесе хучӗ.

Ку пурне те тӗлӗнтерсе ячӗ, ытлашширех пек туйӑнчӗ, анчах Корчагин хӑйӗн сӑмахне тепӗр хут татса каларӗ.

Кӑларса пӑрахмалла, путсӗре. Ҫак гимназист чӗппине ҫын пулма темиҫе хут та май панӑ, вӑл пирӗн ҫумма ҫыпҫӑннӑ ҫын ҫеҫ, — терӗ.

Унтан вӑл Берездоври ӗҫсем ҫинчен каласа пачӗ.

— Эсӗ Корчагин каланине ҫине тӑрсах хирӗҫлетӗн. Вӑл калани пӗр-пӗрин хушшинчи кӗвӗҫӳ ҫеҫ, вӑл ман ҫинчен тем те суйса пама пултарать. Корчагин документсем, кирлӗ фактсем тупса патӑр. Ара ахалӗн эпӗ те вӑл контрабандӑра ӗҫленӗ тесе калама пултаратӑп-ҫке. Апла пулсан, ӑна та кӑлармалла-и? Ҫук, малтан вӑл документсем тупса патӑр! — кӑшкӑрать Развалихин.

— Ан васка, документсем те ҫырӑпӑр-ха эпир,— ответлерӗ Корчагин.

Развалихин тухрӗ. Тепӗр ҫур сехетрен Корчагин «Ют элемент пулнӑран Развалихина комсомол ӗретӗнчен кӑларас», текен резолюци йышӑнтарчӗ.

Ҫулла юлташсем пӗрин хыҫҫӑн тепри канма кайса пӗтеҫҫӗ. Камӑн сывлӑхӗ начартарах, вӑл тинӗс ҫывӑхнерех кайма тӑрӑшать. Ҫулла пурне те канас шухӑш ҫавӑрса илет. Ҫавна кура Корчагин хӑйпе пӗрле ӗҫлекенсене путёвкӑсем, пулӑшусем тупса парса, пӗтӗмпех санаторисене ярса пӗтерет. Лешсем, шуралса, начарланса кайнӑскерсем, савӑнӑҫлӑн туха-туха каяҫҫӗ. Вӗсен ӗҫӗ Корчагин ҫине тиенет, вӑл вара сӑрт ҫине тулли урапана туртса хӑпаракан ырӑ лаша пекех пӗтӗм ӗҫе сӗтӗрет. Ачасем курортран хӗвелпе пиҫсе, вӑй пухса савӑнӑҫлӑ таврӑнаҫҫӗ. Вӗсем вырӑнне вара теприсем каяҫҫӗ. Ҫу каҫа ӗҫре яланах кам та пулин ҫук пулать, анчах ун пирки пурӑнӑҫ хӑйӗн утӑмне чарса лартмасть, — Корчагин яланах хӑйӗн пӳлӗмӗнче, вӑл унта пулман кун пӗртте иртмест.

Ҫапла иртет ҫу.

Кӗркуннепе хӗллене Павел юратмасть, вӗсем ӑна нумай асап кӳреҫҫӗ.

Ҫак ҫӑва Корчагин ытах та кӗтрӗ. Вӑйӗ ҫулсерен чакса пынипе килӗшме ӑна тем пекех йывӑр. Малашне унӑн икӗ ҫул ҫеҫ юлать: е хӑй йывӑр ӗҫе текех чӑтма пултарайманнине, хӑй инвалид пулса тӑнине йышӑнмалла е, ӗҫлеме май пур чухне, хӑй вырӑнӗнчех юлмалла. Корчагин юлашкине суйласа илет.

Пӗрре окружком партбюровӗнче ун ҫумне ватӑ подпольщик, округри сывлӑх хӑйӗн пуҫлӑхӗ Бартелик пырса ларать.

— Сан сӑну чаплах мар, Корчагин. Сывлӑха тӗрӗслекен комиссире пулнӑ-и? Сывлӑху мӗнле? Пулман вӗт? Унта пулнине астумастӑп эпӗ сана, тусӑм, ҫавӑркаласа пӑхсан, аван пулнӑ пулӗччӗ. Кӗҫнерникун каҫпа пыр-ха.

Павел, комиссие каяймарӗ, — ӗҫ пулчӗ унӑн. Анчах Бартелик манман, вӑл ӑна хӑй чӗнсе илсе каять. Тухтӑрсем тӗплӗн пӑхнӑ хыҫҫӑн (Бартелик ӑна, невропатолог пулнӑ майпа, хӑй те пӑхать) ҫапла ҫырса хураҫҫӗ:

«Комисси Корчагина халех отпуск памалла, Крыма ярса чылай вӑхӑт хушши сыватмалла, малалла та ҫине тӑрса сывлӑхне юсаса пымалла, унсӑрӑн чирӗ хӑрушӑланса кайма пултарать, тесе шутлать».

Ҫакӑн умӗн латинла ҫырнӑ темӗн чухлӗ чир ячӗсем, вӗсене вуласан, Корчагин ҫакна ҫеҫ пӗлет: чи хӑрушши урара мар, тӗп нерв системи пӑсӑлнинче-мӗн.

Бартелик — комисси йышӑннине партбюрона тӑратать. Кунта Корчагина халех ӗҫрен хӑтарассине никам та хирӗҫ пулмасть, анчах Корчагин хӑех комсомол окружкомӗн оргпай пуҫлӑхӗ Сбитнев отпускран таврӑниччен кӗтме килӗшет. Корчагин комитет пушанса юласран шикленет. Бартелик кӑна хирӗҫ пулин те, ыттисем Корчагинпа килӗшеҫҫӗ.

Ӗмӗр тӑршшӗнче пӗртен-пӗр илнӗ отпуск вӑхӑчӗ ҫитесси виҫ эрне юлать, Евпаторине каймалли путёвка та сӗтел сунтӑхӗнчех выртать.

Корчагин ҫак кунсенче пикенсех ӗҫлет, вӑл округри комсомол пленумне пухса ирттерет, отпуска пӗр шухӑшсӑр тухса каяс тесе, вӑйне шеллемесӗрех, туса пӗтереймен ӗҫсене вӗҫлеме тӑрӑшать.

Анчах шӑп ҫав вӑхӑтра, ыран канма каяс умӗн, хӑйӗн ӗмӗрӗнче нихӑҫан курман тинӗсе курса савӑнас умӗн, хӑй кӗтмен ӑссӑр, нимӗне юрӑхсӑр япала пулса тӑрать.

Павел, заняти пӗтнӗ хыҫҫӑн, партин агитпроп пӳлӗмне пырать те агитпроп ларӑвӗ уҫӑласса кӗтсе, кӗнеке шкапӗ хыҫӗнчи уҫӑ чӳрече ҫине ларать. Вӑл кӗнӗ чухне пӳлӗмре никам та ҫукчӗ. Часах темиҫе ҫын пырса кӗрет. Шкап хыҫӗнче ларакан Павел вӗсене курмасть, анчах пӗрин сассине уйӑрса илет. Вӑл — округри халӑх хуҫалӑх пайӗн пуҫлӑхӗ, ҫар тумӗпе ҫӳрекен ҫын, ҫӳллӗ те хитре Файло. Павел ун ҫинчен вӑл ӗҫме, кашни илемлӗрех хӗр хыҫҫӑн сӗтӗрӗнсе ҫӳреме юратать тесе калаҫнине сахалах мар илтнӗ.

Файло тахҫан партизан та пулнӑ. Май килнӗ чухне вӑл кула-кула Махно ҫыннисен пуҫӗсене кунне вуншар-вуншарӑн касни ҫинчен каласа парать. Корчагин ӑна юратмасть. Пӗрре Павел патне пӗр комсомолка пырать те йӗре-йӗре Файло ӑна качча илетӗп тесе илӗртни ҫинчен, анчах пӗр эрне пурӑннӑ хыҫҫӑнах хирӗҫ пулсан та сывпуллашмасӑр ҫӳреме тытӑнни ҫинчен каласа кӑтартать. Контроль комиссинче, хӗр каласа панисене ҫирӗплетмелли хутсем ҫук пирки, Файло айӑпран хӑтӑлса юлать, анчах Павел хӑй енчен хӗр сӑмахӗсене ӗненет.

Пӳлӗме кӗнӗ ҫынсем унта Павел пурри ҫинчен пӗлмен. Корчагин вӗсем калаҫнине итлесе ларать.

— Ну, Файло, ӗҫсем мӗнле санӑн? Ҫӗнӗрен мӗнле мыскарасем турӑн-ха?

Куна Файло юлташӗсенчен пӗри, Файлӑпа пӗр шая килекен Грибов ыйтрӗ. Грибов ӑҫ-пуҫ тӗлӗшӗнчен кая юлнӑ ҫын, тӑмсай пулин те, темле майпа пропагандист шутӗнче шутланса тӑрать, анчах пропагандист ячӗпе хӑй кашни кирлӗ-кирлӗмар ҫӗрте мухтанса ҫӳрет.

— Мана мухтама пултаратӑн, эпӗ ӗнер Коротаевӑна ҫавӑртӑм. А эсӗ мана, нимӗн те тухас ҫук, тетӗн. Ҫук тӑванӑм, эпӗ кама та пулин куҫ хывам ҫеҫ, ӗҫ пуласса шансах тӑр, — терӗ те Файло, ҫав вӑхӑтрах намӑс сӑмах хушса хучӗ.

Корчагин шӑмшакӗ ҫӳҫенсе илчӗ, вӑл ҫав тери тарӑхса кайрӗ.

Коротаева округри хӗрарӑм пайӗн пуҫлӑхӗ пулса ӗҫлет. Вӑл кунта ӗҫлеме Павелпа пӗр вӑхӑтрах килнӗ. Ҫак кӑмӑллӑ ҫын хуйхине чӗрене хывакан, хӑй патне хӳтлӗхпе канаш ыйтма пыракан кашни хӗрарӑмпа кӑмӑллӑ калаҫакан партийкӑна Павел лайӑх пӗлет. Комитетра ӗҫлекенсем Коротаевӑна хисеплеҫҫӗ. Коротаева качча тухман хӗр. Пӗр иккӗленмелли те ҫук, Файло ҫавӑн ҫинчен калать ӗнте.

— А эсӗ суймастӑн-и, Файло? Тем, ун йышши мар пек вӑл.

— Эпӗ суятӑп-и? Кам тесе шутлатӑн вара эсӗ мана? Эпӗ ун пеккисене ҫеҫ мар ҫавӑрнӑ. Пӗлни кӑна кирлӗ, кашнин патнех уйрӑм майсемпе пырас пулать. Хӑшӗ тепӗр куннех парӑнать, анчах тӗрӗссипех калас пулать, ун пеккисем кӑпӑр-капӑрсем ҫеҫ вӗсем. Теприн хыҫҫӑн вара уйӑх та чупма лекет. Пуринчен ытла хӗрарӑмӑн психологине пӗлес пулать. Пур ҫӗрте те уйрӑм майпа ҫывхармалла. Ку, тӑванӑм, наукӑран та кая мар, анчах эпӗ вӑл ӗҫре профессор. Ха-ха-ха!..

Файло, кӑмӑлӗ тулнипе, ахӑлтатать. Ун тавра пухӑннисем ӑна татах калама хӗтӗртеҫҫӗ. Вӗсен ӗҫӗ мӗнле пулнине пӗтӗмпех пӗлесшӗн вӗчӗрхенсе тӑраҫҫӗ.

Корчагин хумханнипе чӗри хӑвӑрт та хыттӑн тапма пуҫланине сиссе, чышкисене чӑмӑртарӗ те ура ҫине тӑчӗ.

— Коротаевӑна «ҫара алӑпа» илесси ҫинчен шухӑшлама та ҫуккине эпӗ пӗлсех тӑнӑ, анчах манӑн ӑна вӗҫертес килмерӗ, ҫитменнине тата эпӗ ун пирки Грибовпа вуникӗ бутылка портвейнла тавлашнӑ. Ну, хайхи диверсие пуҫласа ятӑм. Вара пӗрре кӗретӗп, иккӗ. Куратӑп, чалӑшшӑн пӑхать. Ҫитменнине кунта ман ҫинчен лӑпӑрти сӑмахсем ҫӳреҫҫӗ, вӗсем ун хӑлхине те пырса перӗннӗ пулас… Пӗр сӑмахпа каласан, айккинчен пынипе ӗҫ тухмарӗ. Эпӗ вара инҫетрен, инҫетрен пуҫларӑм. Ха ха ха. Ӑнланатӑн-и эсӗ мана, тетӗп, вӑрҫӑра ҫӳрерӗм, купи-купипех халӑха пӗтертӗм, тӗнче тӑрӑх ҫапкаланса ҫӳресе сахал мар тӳсрӗм, анчах хама юрӑхлӑ хӗрарӑм тупаймарӑм, акӑ пӗр пӗччен йытӑ пек пурӑнатӑп, маншӑн ни ҫепӗҫлӗх, ни ӑшӑ сӑмах ҫук, тетӗп. Пуҫларӑм вара ҫавӑн майла авӑрттарма. Пӗр сӑмахпа каласан, ҫемҫерех вырӑнсене тӗллесе пыратӑп. Нумай муталанма тиврӗ унпа. Пӗррехинче: лач! сурам та пӗтӗм комедие пӗтерсе хурам, тесе те шутларӑм. Анчах кунта ӗҫ принципра-ҫке, ҫав принцип пиркиех вара эпӗ унран хӑпмарӑм. Юлашкинчен аллине тытас патне ҫитрӗм. Хамӑн чӑтӑмлӑха кура, эпӗ арӑм вырӑнне хӗр патне пырса ҫапӑннӑ-мӗн. Ха-ха! Эй, кулса вилӗн ҫав.

Файло хӑйӗн ирсӗр халапне ҫаплах пӗтермест. Корчагин хӑй Файло патне епле пырса тӑнине те лайӑх астумасть:
— Выльӑх! — кӑшкӑрса ячӗ вӑл.

— Эпӗ-и выльӑх, е эсӗ? Мӗн ҫынсем калаҫнине вӑрттӑн итлесе тӑратӑн?

Павел татах та тем каланӑ пулмалла, мӗншӗн тесен Файло ӑна кӑкӑртан ярса тытрӗ.

— Эсӗ мана ҫапла мӑшкӑл тума-и?

Каларӗ те, Корчагина ҫапрӗ. Вӑл хӗрӗнкӗрех пулнӑ.

Корчагин, юман пукан ярса илчӗ те, пӗрре ҫапсах Файлӑна ҫӗре тӗшӗрсе антарчӗ; ҫав вӑхӑтра Корчагинӑн кӗсъинче револьвер пулман, — ҫавӑ ҫеҫ Файлӑна вилӗмрен ҫӑлса хӑварчӗ.

Анчах тӑрлавсӑр япала пулса тӑчех: Крыма тухса кайма шутласа хунӑ кун — Корчагин парти сучӗ умне тӑчӗ.

Хулари театра пӗтӗм парторганизаци пухӑннӑ. Агитпропра пулса иртнӗ ӗҫ пурне те хускатнӑ, судра пурӑнӑҫ йӑлисем ҫинчен ҫивӗч тавлашусем пуҫланса кайрӗҫ. Йӑла ыйтӑвӗсем пӑхса тухакан ӗҫе пӗтӗмпех аяла хупласа хӑварчӗҫ. Ку ӗҫ сигнал пулса тӑчӗ. Файло судра хӑйне хӑй чӑрсӑр тыткаларӗ, намӑса пӗлмесӗр кулкаласа тӑчӗ. Вӑл — ку ӗҫе халӑх сучӗ пӑхса тухассипе, халӑх сучӗ Корчагина, унӑн пуҫне ҫапса шӑтарнӑшӑн, ирӗксӗр ӗҫ памалла тӑвассипе хӑратрӗ. Хӑйӗнчен ыйтнисене хирӗҫ ответлеме пӗтӗмпех те килӗшмерӗ.

— Мӗн, ман ҫинчен калаҫса чӗлхӗрсене хыҫас тетӗр-им эсир? Каҫару ыйтатӑп. Ман ҫумма эсир тем те ҫыпӑҫтарма пултаратӑр, анчах тӳрех калатӑп: кунта мана хӗрарӑмсем ҫиленсе кайнине илсен, вӑл пӗтӗмпех эпӗ вӗсем ҫине ҫавӑрӑнса пӑхманнинчен килет. Мӗнпур ӗҫӗ те ҫисе янӑ ҫӑмарта хуппине тӑмасть. Пуласчӗ ку ӗҫ вунсаккӑрмӗш ҫулта, эпӗ ҫак пӑсӑк ӑслӑ Корчагинпа хам пӗлнӗ пек ҫеҫ татӑлнӑ пулӑттӑм. — Файло, ҫапла каларӗ те, тухса кайрӗ.

Председатель, хирӗҫӳ мӗнле пулса иртни ҫинчен калама, Корчагина сӑмах пачӗ. Павел лӑпкӑн, анчах хӑйне аран-аран тытса чарса, калама пуҫларӗ.

— Ҫакӑнти пыракан калаҫу пӗтӗмпех эпӗ хама тытма пӗлменнипе пулчӗ. Эпӗ пуҫпа ӗҫлессинчен ытла чышкӑсемпе ӗҫленӗ вӑхӑтсем тахҫанах иртсе кайнӑ ӗнтӗ. Авари пулса тӑчӗ, анчах ун ҫинчен хам ӑнланса иличченех Файлӑна пуҫран лекрӗ. Юлашки ҫулсенче ҫакӑн пек партизанла хӑтланни ку ман пӗрремӗш хут пулчӗ. Файлӑна пуҫӗнчен тӗрӗс лекнӗ пулин те, эпӗ ҫакна ырламастӑп. Файло пирӗн коммунистсен пурӑнӑҫӗнче ирсӗр япала. Революционер-коммунист ирсӗр выльӑх, киревсӗр ҫын пулма пултарнине ниепле те ӑнланаймастӑп, ун пек япалапа эпӗ нихӑҫан та килӗшес ҫук. Ҫак ӗҫ пире пурӑнӑҫпа йӑла ҫинчен калаҫтарчӗ, унӑн мӗн пур усӑллӑ енӗ те ҫавӑ ҫеҫ.

Парти коллективӗ пӗтӗмпе тенӗ пекех Файлӑна парти членӗнчен кӑларассишӗн сасӑларӗ. Грибова суйса каланӑшӑн строгий выговор пачӗҫ. Ыттисем, Файлӑпа калаҫнӑ ҫӗрте пулнисем, тӗрӗссипе каласа пачӗҫ. Вӗсене ятламалла тесе йышӑнчӗҫ.

Бартелик Павелӑн нервисем еплине каласа пачӗ. Партследователь Корчагина выговор парас тесе сӗннине пуху шавлӑн хирӗҫ тӑчӗ. Следователь хӑйӗн сӗнӗвне каялла илчӗ. Павел тӳрре тухрӗ.

Тата темиҫе кунран поезд Корчагина Харькова вӗҫтерсе илсе кайрӗ. Партин округри комитечӗ вӑл ҫине тӑрсах хӑйне Украинӑри комсомолӑн Центральнӑй Комитетне яма ыйтнипе килӗшрӗ. Ӑна начарах мар характеристика пачӗҫ те, вӑл кайрӗ. Комсомолӑн Центральнӑй Комитет секретарӗсенчен пӗри Аким пулнӑ. Павел ун патне кӗрсе тухрӗ, ӑна пурин ҫинчен те каласа пачӗ.

Характеристика ҫинче «партишӗн пӗтӗм чӗререн тӑрӑшса ӗҫлет» текен сӑмахсем хыҫҫӑн Аким: «Парти. дисциплини тӗлӗшӗнчен хӑйне хӑй лайӑх тытать, питӗ сайра хутра ҫеҫ ытла хӗрсе каять. Ку — унӑн нерв системи пӑсӑлнӑ пирки ҫапла пулать» — тесе ҫырнине вуларӗ.

— Ҫапах та, Павлуша, эсӗ калакан факта лайӑх документ ҫинех ҫырса панӑ сана. Анчах эсӗ ан кулян, ун пек япаласем ҫирӗп ҫынсемпе те пулма пултараҫҫӗ. Кӑнтӑр енне кай та, вӑй пуҫтар. Тавӑрӑнсан, ӑҫта ӗҫлесси ҫинчен калаҫӑпӑр унта.

Аким унӑн аллине хыттӑн чӑмӑртарӗ.

ЦК санаторийӗ — «Коммунар». Роза ӳсекен клумбӑсем, йӑлтӑртатса сирпӗнекен фонтан, сад пахчинчи виноградпа явӑннӑ корпуссем. Канакансен шурӑ кителӗсем, шыва кӗмелли костюмсем. Ҫамрӑк хӗрарӑм тухтӑр, хушамата, ята ҫырать. Кӗтесри корпусри аслӑ пӳлӗм, куҫа йӑмӑхтаракан шурӑ одеялсем, тасалӑх, нимӗскер килсе пӑсман шӑплӑх. Ванӑна кӗрсе уҫӑлсан, тумтир улӑштарса тӑхӑнсан, Корчагин тинӗс хӗрнелле утрӗ.

Куҫ курнӑ таран пӗтӗмпе мрамор пек яка хура-кӑвак тинӗс сарӑлса выртать. Унӑн хӗрри таҫта, кӑвак тӗтӗм ӑшне кӗрсе ҫухалать, шӑраннӑ хӗвел унӑн ҫийӗнче пушар ҫулӑмӗ пек курӑнать. Инҫетре, ирхи тӗтре витӗр, сӑрт хысакӗн катрамӗсем курӑнаҫҫӗ.

Кӑмӑла уҫса яракан уҫӑ тинӗс сывлӑшне кӑкӑр тулли сывласа илет, куҫсем ҫак аслӑ кӑвак тинӗс ҫине ытарайми савӑнса пӑхаҫҫӗ.

Хумсем урасем патне ачашшӑн кармашаҫҫӗ, ҫыран хӗрринчи ылттӑн тӗслӗ хӑйӑра ҫулаҫҫӗ.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех