Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

йышӑнмасть (тĕпĕ: йышӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫак ӑс вара обществӑшӑн ҫаплах усӑсӑр ҫухалать, общество йышӑнмасть ӑна, вӑл ӑна пусарса, пӗтерсе пырать, ҫак ӑса йышӑннӑ пулсан, пӗтерсе пыман пулсан, вӑл ӑс усса кайнӑ пулсан, этемлӗх историйӗ малалла вунӑ хут хӑвӑртрах кайнӑ пулӗччӗ.

И этот ум остается без пользы для общества, оно отвергает его, оно подавляет его, оно задушает его, а история человечества пошла бы в десять раз быстрее, если бы этот ум не был опровергаем и убиваем, а действовал бы.

XVIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Чи витӗмлӗреххи ак ҫакӑ пулать: Марья Алексевнӑпа Павел Константинычӑн хӑйсен сӑмахӗнчен тухнӑ хӗрне тата Лопухова, хураха, ылханни ҫинчен, ҫав ылхан пурпӗрех ҫитесси ҫинчен пӗлтермелле, — ашшӗ-амӑшӗ ылханнӑ ҫынсен ӳтне ҫӗр те йышӑнмасть, ку паллӑ ӗнтӗ.

Самый патетический состоял в том, чтобы торжественно провозгласить устами своими и Павла Константиныча родительское проклятие ослушной дочери и ему, разбойнику, с объяснением, что оно сильно, — даже земля, как известно, не принимает праха проклятых родителями.

XXIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

— Какая чунӑм йышӑнмасть

— Мяса душа не примает…

14-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Урӑхла нимле чӗннине те йышӑнмасть вӑл — Томна Матвеевна кӑна темелле.

Никто ее по-другому никогда не называл.

Ванчӑк чӳрече // Денис Гордеев. «Халӑх шкулӗ – Народная школа» №5/2019 стр. 56-60

Ҫӗр вӑл — пурне те йышӑнмасть, ӑна хӑйне юратакансем кирлӗ, уншӑн тӑрӑшакансем, чӑн-чӑн ӑстаҫӑсем… — Захар куҫне аллапипе хупласа пӗлӗтелле пӑхрӗ.

Земля — она ведь не каждого примет, ей радеющие люди нужны, заботники, мастера первой руки… — Захар прикрыл ладонью глаза, посмотрел на небо.

32-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Каларӑм вӗт йышӑнмасть тесе.

— Говорила я — не запишет.

3-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпир ют ҫӗршыва кайма хатӗрлентӗмӗр; эпӗ ӑна чӗнме ятӑм та: «чирлӗ, никама та йышӑнмасть», терӗҫ — тӗл пулаймарӑмӑр вара.

Мы собрались за границу; я послала к нему — сказали, что болен, не принимает: так и не видались.

IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Ӳкерсе илни, паллах, ҫул иртнӗҫемӗн ҫухалса пырать, пасарать вӑл, ахальтен мар-тӑр, ӗлӗк чух пленка футлярӗсем ҫинче пленкӑна фабрикӑран хӑҫан кӑларнӑ: вӑхӑта кӑтартатчӗҫ, ҫав кӑтартнӑ вӑхӑт иртнӗ пулсан, сӑнӳкерчӗкӗ курӑнмасть пулсан та фабрика хӑй ҫине айӑпа йышӑнмасть.

Как известно, снимок с годами слабеет или покрывается вуалью — недаром на футлярах всегда указывается срок, после которого фабрика не ручалась за отчётливость изображения.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Вӑл сана государь тесе йышӑнмасть пулсан, унӑн сан патӑнта хӳтӗлӗх шырамалли те ҫук, вырӑна хурать пулсан, мӗншӗн вӑл Оренбургра ку таранчченех санӑн тӑшманусемпе пӗрле ларнӑ?

Если он тебя государем не признает, так нечего у тебя и управы искать, а коли признает, что же он до сегодняшнего дня сидел в Оренбурге с твоими супостатами?

Вунпӗрмӗш сыпӑк. Пӑлхавлӑ слобода // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Ҫитменнине, ҫав ҫӗрӗре мӗнле асамлӑ вӑй пытанса тӑнине пӗлсен, ҫӗрре пачах йышӑнмасть.

А когда узнала, какая волшебная сила таится в кольце, то совсем не хотела брать его.

15 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Ҫак шухӑшпа вӑл икӗ кун иртсен Мински патне каллех пынӑ; анчах ҫар ҫынни лакей ӑна сиввӗн: улпут никама та йышӑнмасть, тесе пӗлтернӗ те малти пӳлӗмрен кӑкӑрӗпех тӗртсе кӑларса янӑ, хыҫӗнчен алӑка шатлаттарса хупса хунӑ.

Для сего дни через два воротился он к Минскому; но военный лакей сказал ему сурово, что барин никого не принимает, грудью вытеснил его из передней и хлопнул двери ему под нос.

Станца пуҫлӑхӗ // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936

Калӑп тӑхӑнтарнӑ атӑ тасатса тӑракан ҫар ҫынни лакей ӑна: улпут ҫывӑрать, вун пӗр сехете ҫитиччен никама та йышӑнмасть, тесе пӗлтернӗ.

Военный лакей, чистя сапог на колодке, объявил, что барин почивает и что прежде одиннадцати часов не принимает никого.

Станца пуҫлӑхӗ // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936

Ҫак пунктӑн виҫҫӗмӗш абзацӗнче кӑтартнӑ требованисене тивӗҫтермен сӗнӳсене яваплӑ комитет пӑхса тухма йышӑнмасть тата вӗсене саккунсем кӑлармалли пуҫару правипе усӑ куракан субъектсене тавӑрса параҫҫӗ.

Предложения, не отвечающие требованию, указанному в абзаце третьем настоящего пункта, ответственным комитетом к рассмотрению не принимаются и возвращаются субъектам права законодательной инициативы.

Чӑваш Республикин уйрӑм саккунӗсен акчӗсене улшӑнусем кӗртесси ҫинчен // Михаил Игнатьев. Закон №44 от 04 июня 2019 г.

Вӑл ансат ӑнлавсемпе шухӑшлама хӑнӑхнӑ, ун пек экспериментсене йышӑнмасть.

Он привык рассуждать легкими понятиями, такие эксперименты не принимает.

Чӗлхе Туррин хӳхлевӗ // Сувар. Сувар, 2017.05.12

Пӗрисен аппарачӗ йышӑнать, теприсен — йышӑнмасть.

У одних аппарат принимает, у других - не принимает.

Транспорт реформи — ырламалла е хурламалла? // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/content/4736-%D0%A2% ... 0%BC%D0%B0

Ку кулла халӑх нимпе те йышӑнмасть.

Куҫарса пулӑш

Ӑмӑр сӑн-пит наци палли-ши? // Елена ФЕДОРОВА. «Канаш», 21(1370)№, 2016.05.27

Кулнӑ чухне Америка ҫыннисем пек ҫӳлти тата аялти шӑлӗсене туллин кӑтартнине пирӗн культура йышӑнмасть.

Куҫарса пулӑш

Ӑмӑр сӑн-пит наци палли-ши? // Елена ФЕДОРОВА. «Канаш», 21(1370)№, 2016.05.27

32. Вӑл Хӑй курнине-илтнине каласа кӑтартать, анчах Вӑл каласа кӑтартнине никам та йышӑнмасть.

32. и что Он видел и слышал, о том и свидетельствует; и никто не принимает свидетельства Его.

Ин 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

14. Таса Сывлӑшсӑр ҫын Турӑ Сывлӑшӗ пӗлтернине йышӑнмасть; Турӑ Сывлӑшӗ пӗлтернине вӑл ӑссӑрлӑх вырӑнне хурать, ӑна ӑнласа илме те пултараймасть, мӗншӗн тесессӗн ҫакӑн ҫинчен калама Таса Сывлӑшлӑ пулмалла.

14. Душевный человек не принимает того, что от Духа Божия, потому что он почитает это безумием; и не может разуметь, потому что о сем надобно судить духовно.

1 Кор 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

10. Ҫавӑнпа ӗнтӗ эпӗ унта хам пырсассӑн вӑл тӑвакан ӗҫсем ҫинчен астутарӑп, вӑл пире усал сӑмахпа хӑртать, кунпа ҫеҫ ҫырлахмасть-ха, тата хӑй те ӗненекен тӑвансене йышӑнмасть, йышӑнас теекенсене те чарса тӑрать, ӗненекен ушкӑнран хӑваласа ярать.

10. Посему, если я приду, то напомню о делах, которые он делает, понося нас злыми словами, и не довольствуясь тем, и сам не принимает братьев, и запрещает желающим, и изгоняет из церкви.

3 Ин 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех