Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

йывӑртарах (тĕпĕ: йывӑр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ун пек чухне кӗсьере укҫа ҫук пулсан вара йывӑртарах килӗ.

Куҫарса пулӑш

Карттӑ та, алӑри укҫа та кирлӗ // Н.НИКОЛАЕВА. Шӑмӑршӑ хыпарӗ, 2019.07.23

Ӗне йывӑртарах пӑру- лать-и, выльӑх-чӗрлӗх ӑнсӑртран чирлесе ӳкнӗ-и – пур ҫӗре те хӑвӑрт ҫитмелле, – терӗ Ҫӗрпелти ветеринари лечебницин заведующийӗ Сергей Игнатьев.

Куҫарса пулӑш

Ветеринарсем – ӗҫ хастарӗсем // Елена ПОРФИРЬЕВА. Ҫӗнтерӳ ҫулӗ, 2019.07.24

Ку пуҫанасемпе тавлашма йывӑртарах пире…

С этими свояками тягаться нам трудно…

Виҫҫӗмӗш курӑну // Владислав Николаев. Килти архив

Вӗсем ҫапла нимӗн чӗнмесӗр ларни вара уншӑн вӗсем хӑйне хӗрхеннинчен те йывӑртарах пулчӗ.

А молчание было еще хуже жалости.

21-мӗш сыпӑк. Экзаменсем // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Ҫаптарнӑ вӑхӑтра хӑйӗн чунне тата йывӑртарах хуйхӑ пуснӑ, ҫакӑн пек пустуй япаласене пӗртте сисмен ҫын еверлӗ курӑнчӗ.

Он вытерпел порку с достойным видом человека, удрученного серьезным горем и совершенно нечувствительного к пустякам.

10-мӗш сыпӑк. Йытӑ улани инкек пулассине систерет // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Петӗр: — Мана чун валли пӗрре те ҫитет, темиҫе пулсан пӑхса ӳстерме те йывӑртарах пулать мана, чирлӗ ҫынна.

Петр: — Мне для души и одного хватить, вырастить нескольких мне будет трудно, больному человеку.

Шураҫка // Николай Ларионов. https://chuvash.org/lib/haylav/7331.1.html

Ҫакна социологсем калаччӑр, мана йывӑртарах.

Это пусть социологи скажут, мне трудновато.

Чӗлхе Туррин хӳхлевӗ // Сувар. Сувар, 2017.05.12

Вырӑс атмосферинче чылай ҫул пурӑннӑ Николай Титовичӑн вара чӑн та чӑваш чӗлхи еннелле куҫма йывӑртарах пулнӑ пуль.

Куҫарса пулӑш

Кӗрлеври ял уявне мӗншӗн чӑвашла илемлетмен? // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/content/3122-%D0%9A% ... B%D0%B5%D1

Ют ҫӗртен кӳрсе килнӗ чечек-курӑк туратне те тымарлантарма йывӑртарах.

Куҫарса пулӑш

Пӳлӗмри чечексене тымарлантаратпaр // Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх. «Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх», 2017.02.02, 4(904)№

Анчах вӗсене паян ҫунтармалли-сӗрмеллисене тупма йывӑртарах.

Куҫарса пулӑш

Агроном - пултарулӑх ҫынниех // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2015.10.07, 196№

Шӑпах ҫак сӑлтава пула нематодӑна йӑлтах пӗтерме йывӑртарах.

Куҫарса пулӑш

Нематодaран хaтaлмаллах // Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх. «Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх», 2016.07.28, 29№

Начар ҫанталӑкра ҫеҫ йывӑртарах.

Только в плохую погоду сложнее.

Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№

Ҫапах та 20 ҫул ытла пӗр сукмакпа утакансем пӗр-пӗринчен йӑлӑхнине ӑнланма йывӑртарах.

Куҫарса пулӑш

Ҫулсем тӗрлӗ еннелле авӑнчӗҫ сасартӑк... // Татьяна НАУМОВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.07.16, 27(949)№

– Эпир ППЭне хирӗҫ мар, анчах та ачасем хӑнӑхиччен йывӑртарах килет.

Куҫарса пулӑш

Тутар чӗлхине те юратса вӗренеҫҫӗ // Сувар. «Сувар», 26(704)№, 2007.06.29

– Ҫавӑнпа шкулсӑр пурӑнма мана халь йывӑртарах.

Куҫарса пулӑш

Малта — пысӑк ӗмӗтсем // Сувар. «Сувар», 25(703)№, 2007.06.22

Пӗр саланнӑ хуҫалӑха тӳрех ҫӳлти шая ҫӗклеме йывӑртарах.

развалившееся хозяйство сразу поднять на высокий уровень тяжело.

Ӑрша чупнине курасчӗ // Иван ПАТШИН. «Тантӑш», 2016.07.21, 28№

Хальхи вӑхӑтра Министрсен Кабинечӗн Председателӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Владимир Аврелькин кӗпер тӑрӑх ҫӳрессине чаракан распоряжени алӑ пуснӑ: 10 тоннӑран йывӑртарах транспорта ҫӳреме чарнӑ, ыттисене кӗперӗн пӗр пайӗпе ҫеҫ яма йышӑннӑ.

Владимир Аврелькин, на данный момент являющийся исполняющим обязанности Председателя Кабинета Министров, подписал распоряжение об ограничении движения по мосту: запрещен проезд транспорта массой выше 10 тонн, для остальных организовано движение по одной полосе.

Пӑрачкав патӗнчи кӗпер ҫӗмрӗлнӗ // Аҫтахар Плотников. http://chuvash.org/news/12955.html

Уйрӑмах ялта пушар хуралне йӗркеленӗ тапхӑра — вӑл 1929 ҫултанах пуҫланать — ҫутатма йывӑртарах тет.

Говорит, что особенно тяжело раскрыть период, когда в деревне образовалась пожарная охрана - ее история начинается аж с 1929 года.

Тӗпчевӗпе музей хӑнисем паллашаҫҫӗ // Василий ЦЫФАРКИН. «Тантӑш», 2016.06.30, 25№

Ачасем, аслӑ ҫулсенчи ҫынсем, вӑрах чирсемпе, аллергипе аптракансем ҫӗлен сӑхнине чылай йывӑртарах чӑтса ирттереҫҫӗ.

Дети, люди пожилого возраста, с хроническими заболеваниями, больные аллергическими заболеваниями особенно сложно переносят укус змей.

Ҫӗлен сӑхасран асарханӑр! // Елена ЕГОРОВА. «Сывлӑх», 2016.06.29. 25№

Ҫамрӑксемпе тупӑшма та йывӑртарах.

С молодыми и соревноваться сложнее.

Чӑвашсемпе мордвасен тупӑшӑвӗ // Андрей МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.06.28, 100№

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех