Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ирӗксӗрех (тĕпĕ: ирӗксӗр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Каҫ ӑшӑ та уйрӑммӑнах лӑпкӑ; йӗри-таврара мӗн пурри пӗтӗмпех итленӗ пек, сыхласа тӑнӑ пек туйӑнать; хускалми тӗттӗмре тӑракан Берсенев та ирӗксӗрех чарӑнса тавралӑха итлет, хураллать.

Ночь была тепла и как-то особенно безмолвна, точно всё кругом прислушивалось и караулило; и Берсенев, охваченный неподвижною мглою, невольно останавливался и тоже прислушивался и караулил.

V // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

Санчаҫе кайсан, ӑҫта та пулин госпитале чикме пултараҫҫӗ, вара ирӗксӗрех ыттисенчен тӑрса юлма лекет!

Идти в санчасть и вдруг загреметь в какой-нибудь госпиталь, остаться здесь, когда все уедут?

1946-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Хам ирчченех ирӗкли ҫинчен ман ӑна питӗ пӗлтерес килсе тӑрать, анчах унӑн ывӑнчӑк сӑнлӑ пит-куҫне куратӑп та ирӗксӗрех ал сехечӗ ҫине пӑхатӑп.

Мне все хотелось сказать ей, что я свободен до утра, но я видел ее усталое лицо и помимо воли поглядывал на руку.

1945-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Ун патӗнче никам та курӑнмарӗ, эп вара, ирӗксӗрех утӑма хӑвӑртлатрӑм.

Возле него никого не было, и я невольно прибавил шаг.

1945-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Ирӗксӗрех гимнастеркин кӗсйине булавкӑпа тирнӗскерне, вӗҫертме тиврӗ.

Пришлось расстегнуть гимнастерку, отколоть булавку.

1945-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Лейтенант пӳрте каялла кӗмерӗ, ҫавӑнпа Макака ирӗксӗрех хыпӑнса ӳкрӗ:

Лейтенант к нам не зашел, и Макака нехотя заторопился:

1944-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Анчах эп ирӗксӗрех вӑл кам пулни ҫинчен шухӑшларӑм.

Но невольно подумал о том, кто она.

1944-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Эпӗ ирӗксӗрех хамӑн сулахай енчи кӳршӗ еннелле ҫаврӑнтӑм.

Я невольно посмотрел на соседа слева.

1942-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Енчен эсӗ ирхине пиллӗкре тӑратӑн, улттӑра ӗҫе ҫитетӗн пулсан, тӑхӑр сехет тӗлнелле сана ирӗксӗрех кӑнтӑрла ҫитнӗн туйӑнать.

Если ты просыпаешься в пять, а в шесть уже находишься на работе, то начало девятого тебе невольно кажется серединой дня.

1941-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Эпӗ ирӗксӗрех вара хамӑрӑн икшер экземпляр тухса тӑракан «Симӗс шав» ятлӑ журналӑн черетлӗ номерне хатӗрлеме тытӑнатӑп.

И я готовил очередной номер журнала «Зеленый шум», выходивший тиражом в два экземпляра.

1940-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Маориецсем патӗнче виҫӗ кун тыткӑнра пурӑннӑ чухне Жак Паганелӗн ӳтне лешсем ирӗксӗрех тӗрлесе янӑ пулнӑ…

Жак Паганель за три дня своего пребывания в плену у маорийцев был подвергнут татуировке.

Ҫирӗм иккӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Кедр йывӑҫҫисенчен ҫӗнӗ мачта лартас шухӑша ирӗксӗрех пӑрахмалла пулнипе Крозе киввисенех юсама хушнӑ.

Вынужденный отказаться от мысли поставить новые мачты из кедровых стволов, Крозе приказал починить старые.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Экипаж каҫарусӑр алхасса кайнине пула Джон Мангльсӑн ирӗксӗрех судно мӗнле пынине куҫ илмесӗр астуса пымалла пулнӑ.

Эта непростительная распущенность экипажа заставляла Джона Мавгльса непрерывно следить за управлением судном.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Ӑнсӑртран кунта килсе кӗнӗскер, вӑл ирӗксӗрех кил-йыш драмине хутшӑнса пыра пуҫларӗ.

Случайно занесенный сюда, он невольно становился участником семейной драмы.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Халь сире тӗпчеме тытӑнатӑп, сирӗн ирӗксӗрех хӑвӑр ҫинчен каласа памалла пулать.

Сейчас займусь допросом, и вам волей-неволей придется рассказать о себе все.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

— Ассенизаци обозӗнче! — ҫапла ответлерӗ те, лешсем ахӑлтатса янипе ирӗксӗрех кӑрт сиксе илчӗ.

— В ассенизационном обозе! — и невольно вздрогнул от их хохота.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Телеграфиска такам кантӑкран шакканӑ пекех туйӑнчӗ, вӑл пуҫне ҫавӑрса пӑхрӗ те ирӗксӗрех кантӑк ҫинчи сивӗ тӗрленӗ ӳкерчӗксене курса, вӗсемпе йӑпанса кайрӗ.

Телеграфисту почудилось, что кто-то постучал в окно, он повернул голову и невольно залюбовался красотой морозного рисунка на стеклах.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Аннӑн ирӗксӗрех чунӗ ҫӳҫенет.

Анну невольно охватило беспокойство.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Амӑшӗ ирӗксӗрех йӑлкӑшса илчӗ.

Заставил мать улыбнуться.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Хӑй хӗрелнине сисрӗ те ирӗксӗрех салхуланчӗ.

Почувствовав, что краснеет, недовольно нахмурился.

Пӗрремӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех