Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: V

Пай: Умӗн

Автор: Михаил Рубцов

Ҫӑлкуҫ: Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

Ҫул: 1955; Хушнӑ: 2020.06.29 17:03

Пуплевӗш: 139; Сӑмах: 1372

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Паллӑ мар

Шубин мӗн ҫӗрле пуличченех хӑй пӳлӗмӗнчен тухмарӗ. Берсенев Анна Васильевнӑпа, Еленӑпа тата Зойӑпа сывпуллашса хӑй юлташӗн пӳлӗм алӑкӗ патне пынӑ вӑхӑта пачах тӗттӗмленсе ҫитрӗ, шупка уйӑх тӳпере ҫӳлте пулчӗ, хуркайӑк ҫулӗ шуралчӗ, ҫӑлтӑрсем те йӑлкӑшма пуҫларӗҫ. Вӑл, алӑк питӗрӗнсе тӑнине курсан, шаккама тытӑнчӗ.

— Кам унта? — илтӗнчӗ Шубин сасси.

— Эпӗ, — терӗ Берсенев.

— Мӗн кирлӗ сана?

— Кӗрт-ха мана, Павел, текех ан юнтар; мӗнле намӑс мар сана?

— Эпӗ юптармастӑп, эпӗ тӗлӗкре Зойӑна курса ҫывӑрса выртатӑп.

— Чарӑн, тархасшӑн. Эсӗ пӗчӗк ача мар-ҫке ӗнтӗ. Кӗрт мана. Манӑн санпа калаҫмалли пур.

— Эсӗ Еленӑпа калаҫса тӑранаймарӑн-им?

— Ҫитет ӗнтӗ, ҫитет. Кӗрт мана!

Хирӗҫ чӗнес вырӑнне Шубин юриех харлаттарма тытӑнчӗ. Берсенев вара хулпуҫҫине сиктеркелесе илчӗ те килнелле утрӗ.

Каҫ ӑшӑ та уйрӑммӑнах лӑпкӑ; йӗри-таврара мӗн пурри пӗтӗмпех итленӗ пек, сыхласа тӑнӑ пек туйӑнать; хускалми тӗттӗмре тӑракан Берсенев та ирӗксӗрех чарӑнса тавралӑха итлет, хураллать. Ҫывӑхри йывӑҫ тӑррисем, хӗрарӑм кӗпи арки чӑштӑртатнӑ евӗр, вӑхӑтран-вӑхӑта чӗлтӗртетсе илни Берсенев чӗринче кӑмӑллӑ та хӑрушӑ, кӑштах шиклентерекен туйӑма хускатать; унӑн пӗр сасӑ кӑлармасӑр утасси, пытанса, йӑпшӑнса пырасси килет. Айккинчен пӗр кас ҫил вӗрсе иртрӗ те, вӑл кӑштах ҫӳҫенсе илчӗ, унтан тӑруках чарӑнса тӑчӗ; ыйхӑллӑ нӑрӑ туратран вӗҫерӗнсе ҫул ҫине патлатса ӳкрӗ; Берсенев шӑппӑн кӑна; а! тесе кӑшкӑрчӗ те каллех утма чарӑнчӗ. Анчах вӑл Елена ҫинчен шухӑшлама пуҫласан, час иртсе каякан туйӑмсем пурте пӗр харӑс сирӗлчӗҫ: ҫӗрлехи таса сывлӑш та уҫӑлса ҫӳренӗ чухне вӑй-хал паракан асаилӳсем кӑна юлчӗҫ; унӑн пӗтӗм чӗрине ҫамрӑк хӗр сӑнарӗ ҫавӑрса илчӗ. Берсенев пуҫне чиксе утрӗ, Елена сӑмахӗсене, унӑн ыйтӑвӗсене аса илчӗ… Ӑна хӑй хыҫӗнче такам хӑвӑрттӑн та хыттӑн пусса чупни илтӗннӗ пек туйӑнса кайрӗ; Вӑл тимлӗн итлеме тытӑнчӗ… Такам чупать, такам хӑваласа ҫитесшӗн пулас ӑна, акӑ тытӑнчӑклӑн сывлани те илтӗнме пуҫларӗ. Унтан сасартӑк пысӑк йывӑҫсен мӗлки айӗнчен ун умне тӑрмаланнӑ ҫӳҫлӗ, уйӑх ҫутине пула кӑвакарса кайнӑ пек курӑнакан ҫӗлӗксӗр Шубин сиксе тухрӗ.

— Эсӗ ҫак ҫулпа кайнӑшӑн савӑнатӑп эпӗ, — терӗ вӑл аран-аран, — сана хӑваласа ҫитмен пулсан, ҫӗрӗпех куҫ хупайман пулӑттӑм. Пар аллуна. Эсӗ килне каятӑн вӗт?

— Киле.

— Эпӗ сана ӑсатса яратӑп.

— Ара, эсӗ ҫӗлӗксӗр мӗнле пырӑн-ха…

— Темех мар. Эпӗ галстука та салтрӑм. Халь ӑшӑ.

Вӗсем темиҫе утӑм ярса пусрӗҫ.

— Эпӗ паян питӗ айванла хӑтлантӑм, тӗрӗс вӗт? — кӗтмен ҫӗртен ыйтрӗ Шубин.

— Тӳррипе каласан, ҫапла. Эпӗ сана ӑнланса илме пултараймарӑм. Эсӗ паянхи пек пулнине эпӗ нихҫан та курманччӗ. Тата мӗн пирки ҫиленсе кайрӑн, пӗлместӗп. Ниме тӑман пустуй япалашӑн-и?

— Кхм, — мӑкӑртатрӗ Шубин. — Акӑ мӗнле калаҫатӑн эсӗ, маншӑн пулсан вара пӗртте пустуй мар. Куратӑн-и? — хушса хучӗ вӑл, — эпӗ сана астутарма тивӗҫ, эпӗ мӗн… мӗн… Ман ҫинчен кирек мӗнле шутла… эпӗ… каласах пулать, эпӗ Еленӑна юрататӑп!

— Эсӗ Еленӑна юрататӑн-и? — терӗ те ун хыҫҫӑн Берсенев чарӑнса тӑчӗ.

— Ҫапла, — хӑй сӑмахне кӑмӑлсӑррӑн малалла тӑсрӗ Шубин. — Ку сана тӗлӗнтерет-и? Эп сана тата ытларах та калӑп. Вӑл мана хӑҫан та пулсан юратасса эпӗ кӗҫӗрхи каҫчен ҫаплах шанса пурӑнаттӑмччӗ-ха… Анчах ун пек пуласса шанма ҫуккине паян ӗнентӗм. Вӑл — урӑххине юратать.

— Урӑххине? кама вара?

— Кама? Сана! — тесе кӑшкӑрчӗ те Шубин Берсенева хулпуҫҫинчен ҫапса илчӗ.

— Мана!

— Сана ҫав, — терӗ Шубин тепӗр хут.

Берсенев пӗр утӑм каялла ярса пусрӗ, унтан чарӑнса тӑчӗ. Шубин ун ҫине тинкерчӗ.

— Ку сана тӗлӗнтерет-и? Эсӗ вӑтанакан каччӑ. Анчах вӑл сӑна юратать. Ку тӗлӗшпе эсӗ шанма пултаратӑн.

— Мӗн кирлӗ мара супӗлтететӗн! — терӗ юлашкинчен Берсенев тарӑхса.

— Ҫук, ку пустуй мар. Тепӗр тесен, ма тӑратпӑр-ха эпир? Малалла утар. Утнӑ чухне калаҫма ҫӑмӑлтарах. Эпӗ ӑна тахҫантанпах пӗлетӗп. Эпӗ йӑнӑшма пултараймастӑп. Эсӗ унӑн кӑмӑлне кайрӑн. Ӑна эпӗ килӗшнӗ вӑхӑтсем те пулнӑ: анчах эпӗ уншӑн ытла та ҫӑмӑлттай, эсӗ вара типтерлӗ ҫын, йӑла тӗлӗшпе те, кӗлеткӳпе те чыслӑ, ку пӗрремӗшӗ, — эсӗ тӑхта-ха, эпӗ каласа пӗтермен, — эсӗ тӳрӗ кӑмӑллӑ вӑтам энтузиаст, наукӑна чунтан парӑнса ӗҫлекенсен чӑн-чӑн представителӗ, вӗсемпе, ҫук вӗсемпе мар, вӗсене вырӑссен вӑтам дворянстви тивӗҫлипе мухтать! Иккӗмӗш: нумай пулмасть Елена эпӗ Зоя аллине чуптуса тӑнине курчӗ.

— Зойӑнне?

— Ҫапла, Зойӑнне. Мӗн тӑвас тетӗн? Унӑн хулпуҫҫийӗсем ҫав тери илемлӗ.

— Хулпуҫҫийӗ?

— Ҫапла ҫав, хулпуҫҫийӗ, аллисем — пӗрех мар-и? Елена ҫакна кӑнтӑрлахи апат ҫисе тухнӑ хыҫҫӑн курчӗ, кӑнтӑрла ҫитиччен кӑна эпӗ ӑна ун умӗнче вӑрҫса илнӗччӗ… Шел ӗнтӗ, ҫавӑн евӗрлӗ хирӗҫӳсем вырӑнлӑ пулнине Елена ӑнланса илеймест. Кунта тата эсӗ килсе тухрӑн, эсӗ ӗненетӗн… мӗне ӗненетӗн-ха эсӗ? Хӗрхенетӗн, вӑтанатӑн, Шиллершӗн, Шеллингшӑн хуйхӑратӑн (вӑл вӗт яланах чаплӑ ҫынсене тупасшӑн), акӑ ӗнтӗ эсӗ ҫӗнтертӗн те, эпӗ вара, телейсӗрскер, шӳтлеме тӑрӑшатӑп… тата… ҫав хушӑра…

Шубин сасартӑк йӗрсе ячӗ, ҫул айккине пӑрӑнса ҫӗре ларчӗ те ҫӳҫне тӑрмаласа тытрӗ.

Берсенев ун патне ҫывхарчӗ.

— Павел, — терӗ вӑл, калаҫма пуҫласа: — мӗн ача-пӑчаланатӑн? Итле-ха. Турӑ ҫырлахтӑр. Мӗн пулчӗ сана паян? Темле кирлӗ мар шухӑш пырса кӗнӗ сан пуҫна, макӑратӑн. Чӑнах та, эсӗ юри хӑтланнӑ пек туйӑнать мана.

Шубин пуҫне ҫӗклерӗ. Унӑн питҫӑмартийӗ ҫинчи куҫҫулӗ уйӑх ҫутипе йӑлтӑртатать, анчах вӑл йӑвашшӑн кулать.

— Андрей Петрович — терӗ вӑл, — эсӗ ман ҫинчен мӗн шухӑшлас тетӗн, ҫавна шухӑшлама пултаратӑн. Халь эпӗ мана юри хӑтланатӑн тенипе те килӗшетӗп, анчах эпӗ, туршӑн та, Еленӑна юрататӑп. Тепӗр тесен, эпӗ сана киле ӑсатса хӑварма пултӑм, ҫитерсе хӑваратӑпах.

Вӑл тӑчӗ.

— Каҫӗ мӗнле! кӗмӗл тӗслӗ, тӗттӗм, ҫамрӑк каҫ! Мӗн тери лайӑх халь юратнисене! Мӗнле хавас вӗсене ҫывӑрмасӑр ҫӳреме! Эсӗ ҫывӑрма выртатӑн-и, Андрей Петрович?

Берсенев хирӗҫ чӗнмерӗ, васкарах утма пуҫларӗ.

— Ӑҫта васкатӑн эсӗ? — малалла калаҫрӗ Шубин. — Ӗнен ман сӑмаха — ҫакӑн пек каҫ сан пурнӑҫунта урӑх пулмасть — килте вара сана Шеллинг кӗтет. Тӗрӗс, вӑл сана пулӑшрӗ паян. Апла пулсан та ан васка; юрла, пӗлетӗн пулсан, тата хытӑрах юрла; пӗлместӗн пулсан — шлепкӳне хыв та, пуҫна каҫӑртса, ҫӑлтӑрсем ҫине пӑхса ӑшшӑн кул. Вӗсем пурте сан ҫине пӑхаҫҫӗ, пӗр сан ҫине ҫеҫ: ҫӑлтӑрсен мӗнпур ӗҫӗ те пӗр-пӗрне савакансем ҫине пӑхасси кӑна, ҫавӑнпа та вӗсем илемлӗ те… Эсӗ юратса пӑрахнӑ вӗт, Андрей Петрович?.. Эсӗ мана хирӗҫ шарламастӑн… Мӗншӗн ответлеместӗн-ха? — терӗ Шубин каллех. — О, эсӗ ху телейлине туятӑн пулсан — ан чӗн, ан чӗн! Эпӗ пакӑлтататӑп, мӗншӗн тесен эпӗ телейсӗр, эпӗ никам юратман ҫын, мыскараҫӑ, артист, шӳт тӑвакан; анчах мӗнле хавхаланнӑ пулӑттӑм-ха эпӗ ҫак ҫӗрлехи сывлӑшпа ҫак ҫӑлтӑрсен, ҫак алмазсен айӗнче — хама юратнине пӗлнӗ пулсан!.. Берсенев, эсӗ телейлӗ-и?

Берсенев ҫаплах хирӗҫ сӑмах чӗнмерӗ, тикӗс ҫулпа хӑвӑрттӑн малалла утрӗ. Малта, йывӑҫсен хушшинче, вӑл пурӑнакан ялӑн хӑй ҫутисем курӑнса кайрӗҫ; унта мӗнпурӗ те пысӑках мар вунӑ дачӑ кӑна. Яла кӗрес ҫӗртех, ҫулӑн сылтӑм енче, икӗ лапсӑркка хурӑн айӗнче, вак-тӗвек япаласем сутакан лавкка ларать. Унӑн чӳречисем хупӑ ӗнтӗ, анчах уҫса пӑрахнӑ алӑкӗнчен тухакан ҫутӑ пайӑркисем таптаса пӗтернӗ курӑк ҫине анлӑн ӳкеҫҫӗ, йывӑҫсем тӑрӑх шуса, усӑнса аннӑ ҫӑра ҫулҫӑсен тӳнтер шупка енӗсене ҫутатаҫҫӗ. Горничная евӗрлӗ хӗр, ҫурӑмӗпе алкум енне тӑрса, хуҫапа хаклашать; пуҫӗ ҫине хурса янӑ хӗрлӗ тутӑрне ҫара аллипе янахӗ айӗнчен тытса тӑнипе унӑн ҫаврака питҫӑмартипе ҫинҫе мӑйӗ те кӑшт ҫеҫ курӑнаҫҫӗ. Ҫамрӑк ҫынсем ҫутӑ ӳкекен тӗле ҫитрӗҫ… Шубин лавкка ӑшне пӑхса илчӗ те, чарӑнса тӑрса: «Аннушка!» тесе кӑшкӑрса ячӗ. Хӗр ҫийӗнчех ҫаврӑнса пӑхрӗ. Унӑн хавас хӑмӑр куҫлӑ, хура куҫхаршиллӗ, кӑштах сарлакарах ҫамрӑк сӑн-пичӗ курӑнчӗ. «Аннушка!» — тепӗр хут кӑшкӑрчӗ Шубин. Хӗр малтанах ун ҫине тинкерсе пӑхрӗ, хӑраса ӳкрӗ, вӑтанчӗ, вара, илес тенӗ таварне илсе пӗтереймесӗрех крыльца ҫинчен анчӗ, вӗсен ҫумӗпе хӑвӑрттӑн иртсе кайрӗ, унтан кӑштах йӗри-тавра ҫаврӑнса пӑхрӗ те, ҫул урлӑ каҫса, сулахаялла утрӗ. Лавккаҫӑ, хула тулашӗнче вак-тӗвекпе сутӑ тӑвакан ытти лавккаҫӑсем пекех, тӗнчере мӗн пулса иртнипе интересленмен самӑркка ҫын, каякан хӗр ҫине пӑхса анасларӗ, Шубин вара ҫав вӑхӑтра Берсенева: «ку… ку вӑт, куратӑн-и… кунта манӑн пӗр паллакан ҫемье пур… ҫак вара вӗсем патӗнче… эсӗ мӗн тесе ан шутла…» терӗ те каласа пӗтермесӗрех хӗр хыҫҫӑн чупрӗ.

— Куҫҫульне те пулин шӑлса иль хуть, — кӑшкӑрчӗ ӑна Берсенев, кулса ямасӑр чӑтса тӑраймасӑр. Анчах килне таврӑнсан, унӑн сӑн-питӗнче хаваслӑх пулмарӗ; вӑл урах кулмарӗ ӗнтӗ. Шубин мӗн каланине пӑртак та ӗненмерӗ пулсан та, илтнӗ сӑмахсем ун чӗрине кӗрсе вырнаҫрӗҫ. «Павел мана улталарӗ, — тесе шухӑшларӗ вӑл, — анчах… вӑл хӑҫан та пулсан юрататех… Кама юратӗ-ши вӑл?»

Берсеневӑн пӳлӗмӗнче фортепьяно ларать; вӑл пысӑках мар, ҫӗнӗ мар, анчах уҫах мар пулсан та, кӑмӑллӑ та ҫемҫе саслӑ. Берсенев ун патне ларчӗ те кӗрлеттерсе ячӗ. Вӑл, ытти вырӑс дворянӗсем пекех, ҫамрӑк чухне музыка калама вӗреннӗ тата, ытти вырӑс дворянӗсем пекех, начар каланӑ; апла пулсан та, музыкӑна чӗререн юратать. Тӗрӗссипе каласан, унра вӑл искусствӑна тата унӑн формисене мар (симфонисемпе сонатӑсем ҫеҫ мар, оперӑсем те ӑна кичемлентернӗ), унӑн стихийине: паллӑ мар та чуна килентерекен; тӗлсӗр те чӗрере шӑранакан сасӑсене, йӑлтах хӑй енне ҫавӑракан туйӑмсене юратать. Сехет ытла ларчӗ вӑл фортепьяно умӗнче, шӑпланакан септимӑсем ҫинче чарӑнса, ҫав аккордсенех темиҫе хутчен каласа, майсӑррӑн ҫӗнӗ кӗвӗсем шырарӗ. Чӗри ыратрӗ унӑн, куҫӗсем пӗр хутчен ҫеҫ мар шывланчӗҫ. Берсенев вӗсенчен вӑтанмарӗ: вӑл куҫҫульне тӗттӗмре юхтарчӗ. «Павел тӗрес калать, — шухӑшларӗ вӑл, — эпӗ сисетӗп: ҫакӑн пек каҫ тепӗр хут пулмасть». Юлашкинчен вӑл тӑчӗ, ҫурта ҫутрӗ, халат тӑхӑнчӗ, ҫӳлӗк ҫинчен Раумерӑн Гогенштауфенсен историйӗ произведенин иккӗмӗш томне илчӗ те, пӗр-икӗ хутчен ассӑн сывласа янӑ хыҫҫӑн, тимлӗн вулама пуҫларӗ.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех