Шырав
Шырав ĕçĕ:
Уява кӗске кӑна пуху пухса ирттернипе тата каҫхи апат тӗлне кӑшт эрех ӗҫнипе палӑртса, строительсем пролив урлӑ нефтепроводӑн иккӗмӗш ретне хурса тухма тытӑнчӗҫ.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Хӑна-вӗрле кӳртсе пит уҫҫӑн пурнатчӗ, пуринчен ытла вӑл чаплӑ праҫниксем туса ирттернипе чапа тухнӑччӗ.Жил он на широкую ногу и особенно прославился своими пышными празднествами.
VI сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.
Хӑй хальччен курса ирттернипе халь мӗн курма пурнине танлаштарсан, унччен курни ним те мар: картиш варринче пӗр пысӑк хура купа выртать.То, что ему предстояло увидеть, было ужасно: посреди двора он увидел какую-то черную кучу.
VII. Хӗрхенмелле мар! // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.
Мӗн тӳссе ирттернипе тӑнран тухас патне ҫитнӗскер, йывӑррӑн сывласа, кӑкринче темскер тирнине туйса, амӑшӗ: — Эсир маншӑн ан пӑшӑрханӑр… — тесе мӑкӑртатрӗ.
XIII // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Кун каҫа хӗвел пӗҫертнипе е ҫӗр каҫа ыйӑхсӑр ирттернипе ыратать пуль.Наверное, за день солнцем нажгло, а может, оттого, что ночь без сна провела.
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Тивӗҫлӗ ӗҫсем туса ирттернипе тӗп ударлӑ ушкӑн командующийӗ Шорин икӗ ҫарӑн шалти флангӗсене пӗрлештерме пултарнӑ-ха, ҫапах та унӑн Мамонтовӑн утлӑ корпусне тытса чарма май килмест.
XX // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Вӑл ӗнтӗ ватӑлнипе тата пысӑк хуйхӑ чӑтса ирттернипе начарланнӑ сӑнлӑ курӑнать.
IV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Ҫав тери пысӑк хӑрушлӑха чӑтса ирттернипе тата тӳсме ҫук ҫилӗ килнипе пӑхма ҫук хӑрушланса кайнӑ Матвей Юргин курӑкран тыткаласа сиксе тӑчӗ те малалла ыткӑнчӗ.
XXIV // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Иккӗленнипе аптранӑ, ҫӗре ҫывӑрмасӑр ирттернипе ывӑннӑ, сыхласа ларни ним усӑ та парас ҫуккине ӗненсех ҫитме пуҫланӑ Разметнов кил картине йӑпшӑнса кӗчӗ те пӳрт алӑкӗ умӗнче ҫенӗкрен тухакан амӑшне тӗл пулчӗ.
XXVII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Канцеляринче хутсем ҫырса ларнӑ вӑхӑтра сӳнме пуҫланӑ; унтан кӗнекесем ҫинче пурнӑҫра мӗн тума кирлине пӗлмен чӑнлӑхсене вуланипе сӳнсе пытӑм; пӗлӗшсемпе чухне сӑмах-юмахсем, элексем, йӗкӗлтенисене, усал та сивӗ шапӑлтатӑва, ниме тӑман калаҫусене итленипе, ним тӗллевсӗр, кӑмӑл туртӑмӗсӗр пурӑннипе ҫыхӑнса тӑракан туслӑха курнипе сӳнсе пытӑм; Мина пирки сӳнсе пытӑм тата вӑя пӗтертӗм: хам илекен тупӑшӑн ҫуррине ытла ӑна тӳлесе пытӑм, ӑна юрататӑп, тесе вӗҫкӗнлентӗм; Невски проспекчӗ тӑрӑх, енот тирӗнчен ҫӗлетнӗ кӗрӗкпе хӑнтӑр ҫухаллӑ ҫынсем хушшинче кичеммӗн те кахаллӑн утса ҫӳренӗ чухне, вечерсенче, хӑнара, хама юрӑхлӑ кӗрӳ вырӑнне хурса хавас кӑмӑлпа йышӑннӑ ҫӗрте, сӳнсе пытӑм; хуларан дачӑна, дачӑран Гороховӑй урамне куҫса ҫӳренипе, устрицӑсем тата омарсем тиесе килнинчен ҫуркунне пулнине уйӑрса илнипе, кӗркуннепе хӗллене — йӑлана кӗнӗ уяв кунӗсемпе, ҫуллана — уҫӑлса ҫӳренипе пӗлтӗм, мӗнпур пурнӑҫа — ыттисем пекех, кахаллӑн та канлӗн тӗлӗрсе ирттернипе сӳнсе пытӑм тата пурнӑҫӑмпа ӑсӑма ҫак вак-тӗвексемшӗн сапаласа пӗтертӗм…
IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Вӗсене нумайӑшне хӗрарӑмсем ӑсатаҫҫӗ, кашни мӗн те пулин йӑтнӑ, куҫӗсем вӗсен, ҫывӑрмасӑр ирттернипе, тен йӗнипе те пуль, — хӗрелнӗ.
7 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Урӑх майпа та, вечерсем ирттернипе тейӗпӗр-и, апла майпа та ӗмӗт каҫӑхман.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Иртнӗ каҫа куҫ хупмасӑр ирттернипе пуҫӑм та кӑштах ыратать манӑн, хушӑран-хушӑран хӑлха чанлать, кӗрлесе-шавласа тӑрать, ҫапла хӑлха, чӑнах та, хӑлха чанлать, мотор тӗлӗнмелле лайӑх ӗҫлет те…
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Вара Цицерон каларӑшле, Римри авгурсем пек куҫсенчен пӑхса, эпир ахӑлтатса кула пуҫлаттӑмӑр, унтан вара каҫа лайӑх ирттернипе савӑнса, килелле каяттӑмӑр.
Майӑн 13-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
«11. Районсенче (хуласенче) ҫул ҫитмен ҫамрӑксемпе ӗҫлекен комиссисем уйрӑм профилактика ӗҫӗсем туса ирттернипе пӗрлех Федерацин «Ҫул ҫитмен ҫамрӑксем асӑрхавсӑр ҫӳресрен тата вӗсем правӑна пӑсасран профилактика тумалли тытӑмӑн никӗсӗсем ҫинчен» саккунӗн 5 статйин 1-мӗш пункчӗн 2-мӗш, 4-мӗш, 6-мӗш, 8-мӗш ҫум пункчӗсенче кӑтартнӑ ҫул ҫитмен ҫамрӑксем, ҫул ҫитмен ҫамрӑксен ашшӗ-амӑшӗ е саккунлӑ ытти представителӗсем тӗлӗшпе вӗсем ҫул ҫитмен ҫамрӑк умӗнче ҫул ҫитмен ҫамрӑк тыткаларӑшӗ ҫине япӑх витӗм кӳрекен, правӑна хирӗҫле тата (е) обществӑна хирӗҫле ытти ӗҫсем тунӑ тӗслӗхсенче хистев мерисемпе усӑ курмалли сӑлтав пулса тӑнӑ ӗҫ-хӗле пурнӑҫлама юраманни ҫинчен тата йӗркене пӑснӑ ҫав тӗслӗхсем право тӗлӗшӗнчен мӗн патне илсе ҫитересси ҫинчен ӑнлантару ӗҫне туса ирттерес ыйтупа йышӑну тума пултараҫҫӗ.»;
Чӑваш Республикин "Чӑваш Республикинче ҫул ҫитмен ҫамрӑксемпе ӗҫлекен тата вӗсен прависене хӳтӗлекен комиссисем ҫинчен" саккунӗн 3 тата 7 статйисене тата Чӑваш Республикин "Чӑваш Республикинчи вӗренӳ ҫинчен" саккунӗн 201 статйине улшӑнусем кӗртесси ҫинчен // Михаил Игнатьев. Закон №61 от 20 сентября 2018 г.
Вӗсем саккуна пӑсса агитаци материалӗсем сарнипе, пуху-митинг ирттернипе ҫыхӑннӑ.
Суйлав йӗркеллӗ ирттӗр // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016.08.02, 120№
Ҫак квас ӑш хыпнине ирттернипе пӗрлех сывлӑхшӑн питӗ усӑллӑ пулнипе палӑрса тӑрать.
Сывлӑхшӑн паха квас // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.07.20. 28№
Патшалӑх тата муниципалитет пурлӑхӗпе усӑ курассин тытӑмӗнче правӑна пӑснӑ тӗслӗхсем ан пулччӑр тесе мӗнлерех профилактика ӗҫӗсем ирттернипе ЧР Следстви комитечӗн ертӳҫи Александр Мигушов тата Пурлӑхпа ҫӗр хутшӑнӑвӗсен патшалӑх комитечӗн председателӗ Наталья Тимофеева паллаштарчӗҫ.
Коррупципе кӗрешессине вӑйлатмалла // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.07.05, 103-104№
Чӑваш наци конгресӗн президенчӗ Николай Угаслов чӗлхесем ҫинчен калакан саккуна пурнӑҫлас енӗпе ЧНК еплерех ӗҫлени ҫинчен каласа кӑтартрӗ, мӗнле мероприятисем ирттернипе паллаштарчӗ: Константин Иванов тата Литература ҫулталӑкне халалланӑ викторинӑсем, тӗлпулусем, «ҫавра сӗтелсем», «Ҫӗнӗ ятсем уҫатпӑр» конкурс т.ыт.те…
Чӗлхемӗр аталансах пытӑрччӗ // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.06.25, 99№
Апатлану тата хускану тӗлӗшпе тӑрук улшӑнусем туса ирттернипе хырӑм ай парӗ чирлет.
Хырӑм ай парӗ тиркет // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.05.25. 20№