Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Чӑваш Республикин "Чӑваш Республикинче ҫул ҫитмен ҫамрӑксемпе ӗҫлекен тата вӗсен прависене хӳтӗлекен комиссисем ҫинчен" саккунӗн 3 тата 7 статйисене тата Чӑваш Республикин "Чӑваш Республикинчи вӗренӳ ҫинчен" саккунӗн 201 статйине улшӑнусем кӗртесси ҫинчен

Автор: Михаил Игнатьев

Ҫӑлкуҫ: Закон №61 от 20 сентября 2018 г.

Хушнӑ: 2019.07.31 19:47

Пуплевӗш: 20; Сӑмах: 428

Текст тӗсӗ: Саккун

Вырӑсла Тема: Вӗренӳ

Чӑваш Республикин «Чӑваш Республикинче ҫул ҫитмен ҫамрӑксемпе ӗҫлекен тата вӗсен прависене хӳтӗлекен комиссисем ҫинчен» саккунӗн 3 тата 7 статйисене тата Чӑваш Республикин «Чӑваш Республикинчи вӗренӳ ҫинчен» саккунӗн 201 статйине улшӑнусем кӗртесси ҫинчен

Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗ 2018 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 14-мӗшӗнче йышӑннӑ.

1 статья

Чӑваш Республикин «Чӑваш Республикинче ҫул ҫитмен ҫамрӑксемпе ӗҫлекен тата вӗсен прависене хӳтӗлекен комиссисем ҫинчен» 2005 ҫулхи раштав уйӑхӗн 29-мӗшӗнчи 68 №-лӗ саккунне (Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн ведомоҫӗсем, 2006, 66, 69 №-сем; 2012, 95 №; Чӑваш Республикин Саккунӗсен пуххи, 2013, 10 №; 2015, 6, 12 №-сем; 2017, 5 №; «Республика» хаҫат, 2017, чӳк уйӑхӗн 8-мӗшӗ) ҫакӑн пек улшӑнусем кӗртес:

1) 3 статьян 1-мӗш пайӗн 3-мӗш пунктӗнче «ӗҫе вырнаҫма тата» сӑмахсене кӑларса пӑрахас, «патшалӑх пулӑшӑвӗ кирлӗ,» сӑмахсем хыҫҫӑн «ҫул ҫитмен ҫамрӑксене ӗҫе вырнаҫма пулӑшасси (вӗсен ирӗкӗпе),» сӑмахсем хушса хурас;

2) 7 статьяра:

а) 1-мӗш пайра:

7-мӗш пунктра «ӗҫе вырнаҫма тата» сӑмахсене кӑларса пӑрахас, «патшалӑх пулӑшӑвӗ кирлӗ,» сӑмахсем хыҫҫӑн «ҫул ҫитмен ҫамрӑксене ӗҫе вырнаҫма пулӑшасси (вӗсен ирӗкӗпе),» сӑмахсем хушса хурас;

8-мӗш пункта ҫакӑн пек ҫырса хурас:

«8) Федерацин «Раҫҫей Федерацийӗнчи вӗренӳ ҫинчен» 2012 ҫулхи раштав уйӑхӗн 29-мӗшӗнчи 273-ФЗ №-лӗ саккунӗпе пӑхса хӑварнӑ тӗслӗхсенче ҫул ҫитмен вӗренекен ҫамрӑксене вӗренӳ ӗҫ-хӗлне пурнӑҫлакан организацисенчен кӑларса ярас ӗҫпе ҫыхӑннӑ ыйтусене тата вӗсене пӗлӳ парас ӗҫпе ҫыхӑннӑ ытти ыйтусене пӑхса тухаҫҫӗ;»;

ӑ) ҫакӑн пек ҫырса 11-мӗш пай хушса хурас:

«11. Районсенче (хуласенче) ҫул ҫитмен ҫамрӑксемпе ӗҫлекен комиссисем уйрӑм профилактика ӗҫӗсем туса ирттернипе пӗрлех Федерацин «Ҫул ҫитмен ҫамрӑксем асӑрхавсӑр ҫӳресрен тата вӗсем правӑна пӑсасран профилактика тумалли тытӑмӑн никӗсӗсем ҫинчен» саккунӗн 5 статйин 1-мӗш пункчӗн 2-мӗш, 4-мӗш, 6-мӗш, 8-мӗш ҫум пункчӗсенче кӑтартнӑ ҫул ҫитмен ҫамрӑксем, ҫул ҫитмен ҫамрӑксен ашшӗ-амӑшӗ е саккунлӑ ытти представителӗсем тӗлӗшпе вӗсем ҫул ҫитмен ҫамрӑк умӗнче ҫул ҫитмен ҫамрӑк тыткаларӑшӗ ҫине япӑх витӗм кӳрекен, правӑна хирӗҫле тата (е) обществӑна хирӗҫле ытти ӗҫсем тунӑ тӗслӗхсенче хистев мерисемпе усӑ курмалли сӑлтав пулса тӑнӑ ӗҫ-хӗле пурнӑҫлама юраманни ҫинчен тата йӗркене пӑснӑ ҫав тӗслӗхсем право тӗлӗшӗнчен мӗн патне илсе ҫитересси ҫинчен ӑнлантару ӗҫне туса ирттерес ыйтупа йышӑну тума пултараҫҫӗ.»;

б) 2-мӗш пайӑн 5-мӗш пункчӗ хӑйӗн вӑйне ҫухатнӑ тесе йышӑнас.

2 статья

Чӑваш Республикин «Чӑваш Республикинчи вӗренӳ ҫинчен» 2013 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 30-мӗшӗнчи 50 №-лӗ саккунӗн (Чӑваш Республикин Саккунӗсен пуххи, 2013, 7 №; 2014, 3, 6, 11, 12 №-сем; 2015, 6, 10, 12 №-сем; 2017, 2, 9 №-сем; «Республика» хаҫат, 2018, ҫӗртме уйӑхӗн 27-мӗшӗ) 201 статйине ҫакӑн пек ҫырса хурас:

«201 статья. Йӗркерен тухнӑ (обществӑшӑн хӑрушӑ шутланакан) вӗренекенсене пӗлӳ парассине йӗркелесси

Йӗркерен тухнӑ (обществӑшӑн хӑрушӑ шутланакан), воспитани пама тата вӗрентме ятарлӑ условисем кирлӗ тата ятарлӑ педагогика мелӗсем кӑна усӑ кӳме пултаракан вӗренекенсем валли Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗ вӗренӳ организацийӗсем (Чӑваш Республикин уҫӑ тата хупӑ йышши ятарлӑ вӗренӳпе воспитани учрежденийӗсем) туса хурать, ҫул ҫитмен граждансене ҫав вӗренӳ организацийӗсене ямалли йӗркене тата вӗсем ҫавнашкал учрежденисенче пурӑнмалли условисене Федерацин «Ҫул ҫитмен ҫамрӑксем асӑрхавсӑр ҫӳресрен тата вӗсем правӑна пӑсасран профилактика тумалли тытӑмӑн никӗсӗсем ҫинчен» 1999 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 24-мӗшӗнчи 120-ФЗ №-лӗ саккунӗпе палӑртаҫҫӗ.».

3 статья

Ҫак Саккун ӑна официаллӑ йӗркепе пичетлесе кӑларнӑ кун хыҫҫӑн вунӑ кун иртсен вӑя кӗрет.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех