Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

илесшӗн (тĕпĕ: ил) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Анне, эсир мана темскер тӑвасшӑн пулас, ман пӳлӗм алӑкӗн уҫҫине кӑларса илесшӗн е мӗн те пулин ҫавӑн пек тӑвасшӑн-и?

— Маменька, вы что-то хотите сделать надо мною, вынуть ключ из двери моей комнаты или что-нибудь такое.

VII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

— Вера, — пуҫларӗ Павел Константиныч, — Михаил Иваныч пире чыс тӑвать, вӑл сана качча илесшӗн.

— Вера, — начал Павел Константиныч, — Михаил Иваныч делает нам честь, просит твоей руки.

VII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Пӗр сӑмахпа каласан, Сторешников авланасси пирки кунтан кун ытларах та ытларах шухӑшланӑ, тепӗр эрнерен, вырсарникун, кӑнтӑрлахи кӗлӗрен кая юлса таврӑннӑ Марья Алексевна ӑна мӗнле алла ҫавӑрса тытмалли ҫинчен шухӑшласа ларнӑ вӑхӑтра, Сторешников хӑй вӗсем патне пычӗ те: «Эпӗ Верочкӑна качча илесшӗн», — тесе пӗлтерчӗ.

Словом, Сторешников с каждым днем все тверже думал жениться, и через неделю, когда Марья Алексевна, в воскресенье, вернувшись от поздней обедни, сидела и обдумывала, как ловить его, он сам явился с предложением.

VII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Эсир ун валли урӑх хӗр тупса хунӑ, эсир ӑна пирӗнтен туртса илесшӗн тесе шутларӑм эпӗ, — мур пуҫӗ, сирӗн умра ҫылӑха кӗтӗм, каҫарсамӑрах ырӑ кӑмӑллӑ пулса.

Я думала, у вас ему другая невеста приготовлена, вы его у нас отбить хотите, — погрешила на вас, окаянная, простите великодушно.

IV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Сторешник ӑна сутӑн илесшӗн!

Сторешник хочет купить ее!

II // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Ванькӑ Обнизов илесшӗн

За Ваньку Обнизова…

XXIV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Ӑс-тӑн пирки вӑл мана ярса илесшӗн!

Это он мне-то насчет ума закинул!

XVI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

— Мӗншӗн тесен, вӗсем ман ӗҫе ниепле те шута илесшӗн мар.

— Да потому, что они мою работу никак не хотят учитывать.

X сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Вара эсӗ партие ӗҫ вырӑнӗсем илесшӗн кӗреҫҫӗ, тесе шухӑшлатӑн-и?

Ты думаешь, что в партию ради должностей вступают?

37-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Андрей урӑх хӗрарӑма илесшӗн мар.

Не хочет другую брать.

5-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

— Хӑй ҫакӑнса вилчӗ те, ун пурнӑҫне те туртса илесшӗн ӗнтӗ.

— Сама завесилась и от него жизню отымет.

5-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Эсӗ пур, малтан сӳсменне туянасшӑн, кайран, сӳсменӳ мӗнлине кура, лаша илесшӗн.

А ты хочешь вперед хомут купить, а по хомуту уж коня покупать.

4-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ушкӑн ӑна хирӗҫех тем кӑшкӑрать, аллисене сулкалать, вӗсемпе полицейскин сарлака хулпуҫҫийӗсене ярса илесшӗн, тейӗн, анчах вӑл кӑшкӑрашнинче ӗнтӗ, унӑн кӑшкӑрашӑвӗ тем пек ҫилӗллӗн янӑрать пулин те, темле мӗскӗнлӗх те илтӗнсе тӑрать.

Она что-то кричит ему в лицо, размахивает щупальцами, как будто хочет обнять ими широкие плечи полицейского, но уже в ее крике, хотя и раздраженном, звучит нечто жалобное.

«Мов» // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 684–692 стр.

«Мов» вӑл кам иккенне те пӗлет, ун ҫинчен, ӑна ухмаха ернӗ ҫын вырӑнне хурса, хаҫатсенче ҫыраҫҫӗ — вӑл государствӑна аркатса тӑкасшӑн, вӑл хуҫасенчен мӗнпур фабрикӑсене, чугун ҫулсене, пӑрахутсене, пӗтӗмпех туртса илесшӗн

«Mob» тоже знает, кто он, о нем часто пишут в газетах как о сумасшедшем, который хочет разрушить государство, отнять все фабрики, железные дороги, суда,- всё отнять.

«Мов» // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 684–692 стр.

Ҫав чее ҫутӑсем ҫыннӑн ӗҫлесе илнӗ пур-ҫук укҫине кӗсйинчен кӑларса илесшӗн йӑлкӑшаҫҫӗ, — вӗсем куҫ хӗссе илеҫҫӗ те сӑмахсем пулса тӑраҫҫӗ, ҫав сӑмахсем вара рабочисене ним тӗшне тӑман киленӗҫ патнелле илӗртсе чӗнеҫҫӗ, лайӑх япаласем сӗнеҫҫӗ…

Его хитрое сверкание полно острой жажды вытянуть из карманов людей ничтожные крупицы их заработка, — он слагает свои подмигивания в огненные слова и этими словами молча зовет рабочих к дешевым удовольствиям, предлагает им удобные вещи…

Сарӑ шуйттан хули // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 659–670 стр.

Пурте сыснасем ун умӗнче, пурте пӗр япаланах шыраҫҫӗ, кашниех тата хӑйне ытларах илесшӗн те сахалтарах тӳлесшӗн.

И все перед ней свиньи, все одного и того же ищут, и каждый норовит, чтобы побольше взять, да поменьше заплатить.

Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.

Вӑл мана нимсӗр-мӗнсӗрех алла илесшӗн пулчӗ, анчах та эпӗ парӑнмарӑм.

Он хотел сразу так себе взять меня, но я не далась.

II сыпӑк // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 50–69 стр.

— Эсӗ «мӗскерлетсе» ан тӑр-ха, ыйтнине хирӗҫ кала: эсӗ гайкӑна мӗн тума кӑларса илесшӗн пулнӑччӗ?

— Ты это свое «чаво» брось, а отвечай на вопрос: для чего ты отвинчивал гайку?

Усал шухӑшлӑ ҫын // Иван Мучи. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 63–70 стр.

Халӗ, Челкаш: кордонсем! — тесе пӑшӑлтатсан, Гаврила кӑртах ҫӳҫенсе илчӗ: чун-чӗри витӗр ҫивӗч, ҫунтаракан шухӑш чупса иртрӗ, иртрӗ те хытарса карӑнтарнӑ нервисене сӗртӗнчӗ — Гаврила кӑшкӑрасшӑн, хӑйне пулӑшма ҫынсене чӗнсе илесшӗн пулчӗ…

Теперь, когда Челкаш шепнул «кордоны!», Гаврила дрогнул: острая, жгучая мысль прошла сквозь него, прошла и задела по туго натянутым нервам, — он хотел крикнуть, позвать людей на помощь к себе…

II сыпӑк // Ҫемен Элкер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 20–49 стр.

Мучи туйине вӗҫӗнчен тытса турат хушшине чиксе ячӗ, ачана йӗмӗнчен ҫаклатса илесшӗн пулчӗ:

Дед просунул загогулину клюшки сквозь ветки и попытался зацепить мальчика за штанину:

27-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех