Шырав
Шырав ĕçĕ:
Дон ҫийӗнчи Новочеркасскра, нимӗҫсен хӳттинче, «Дона ҫӑлса хӑтаракан круг» ятлӑ ушкӑн пуҫтарӑннӑ; казак офицерӗсемпе станицӑсенчи пуянсем ҫак пухура, нимӗҫсем тӗллесе кӑтартнӑ тӑрӑх, ҫивӗч чӗлхе-ҫӑварлӑ ҫамрӑк генерала, Краснова, Дон ҫинчи «всевеликое войско» атаманӗ пулма суйласа лартнӑ; вара Краснов — «Круга» — кӗркунне тӗлне пӗтӗм Дон округӗсене, Атӑл ҫинчи Царицын хулипе пӗрле, хӗрлисенчен йӑлтах тасатӑп, тесе сӑмах парса пуҫҫапнӑ.
1 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Дон… Дон… Дон… — янӑрать инҫетри чан.
Улттӑмӗш сыпӑк // Никифор Ваҫанкка, Алексей Этмен, Илле Тукташ. Алексеев, М. А. Большевиксем: роман / вырӑсларан Н. Ваҫанкка, А. Этмен, И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгиз, 1936. — 242 с.
Секретев дивизийӗпе пӗрлешсенех повстанецсен утлӑ полкӗсене Донӑн сылтӑм ҫыранне каҫарса яма май килтӗр тесе, офицер шыв урлӑ каҫма мӗн кирлине пурне те халех хатӗрлесе хума сӗнчӗ; резерври чаҫсене Дон ҫывӑхнерех туртса килме канаш пачӗ, канашлу пӗтес умӗн вара, хӗрлисене йӗрлесе каякан чаҫсене, Дон урлӑ каҫарса, малалла куҫарса пымалли плана хатӗрлесе ҫитернӗ хыҫҫӑн, ҫапла ыйтрӗ:
III // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Сирӗн величествӑран, Мускаври совет влаҫӗсене хӗсӗрлесе, вӗсене Аслӑ Дон Ҫарне тата Донпа Кавказ союзне кӗрес текен ытти державӑсен ҫӗрӗсене хӑйсен приказӗпех Хӗрлӗ Ҫаран вӑрӑ-хурахла отрячӗсенчен тасаттарма, Мускавпа Дон Ҫарӗ хушшинче тепӗр хут йӗркеллӗ, мирлӗ хутшӑнусем йӗркелеме май пама ыйтма.
IV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Облаҫшӑн ют пулса тӑракан отрядсем Дон ҫине килсе кӗмесен, правительство граждан вӑрҫи пулмасть тесе шутлать, мӗншӗн тесен правительство Дон ҫӗрне ҫеҫ хӳтӗлет, мӗнле те пулин наступленисем тӑвас тесе хатӗрленмест, Российӑн ытти пайӗсене кунти пек йӗркесем тума хистемест, ҫавнашкалах Дона хӑйсем патӗнчи пек йӗркесемпе ҫыхса хума кам та пулин айӑкран ирӗксӗрленине те йышӑнмасть.
XI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Казаксем урсах кайрӗҫ тейӗн — кӑшкӑрашаҫҫӗ: «Дон!.. Пирӗн Дон! Лӑпкӑ Дон! Аттемӗр, савӑнӑҫӑмӑр! Ур-р-ра-а-а-а-а!» — унтан хайхи кантӑк витӗр, кӗперӗн тимӗр карлӑкӗ урлӑ тӳрех шывалла, карттусӗсене, кивӗ шинелӗсене, минтер пичӗсене, кӗпи-йӗмӗсене, ытти ӑпӑр-тапӑрӗсене ывӑтма пуҫлаҫҫӗ.
X // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Дон хусахӗсем — хӑйне ҫуратса ӳстернӗ ирӗк Дон хусахӗсем — пулӑшмарӗҫ ӑна.
Юлашки ҫапӑҫу // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Дон хӗрринче 5-мӗш арми, эшелонсене хӳтӗлесе, чӑнкӑ пӗкӗ пек авӑнса, вырнаҫса тӑрать, — радиуспа шутласассӑн, вӑл пӗр вунпилӗк ҫухрӑма яхӑн пулать: хӗвеланӑҫӗнче унӑн центрӗ Лисинские текен сӑртсем патӗнче пулнӑ; сулахайри фланг — Чир ҫырми тӑрӑх лапамлӑ-тӗмеллӗ вырӑнсемпе пырса, Нижнечирски станици умне ҫитнӗ; сылтӑмри — Рачков тӗлӗнче Дон хӗрринех пырса тӑрӑннӑ.
4 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Казаксен восстанийсем халӗ ӗнтӗ чикӗ ҫывӑхӗнчех, Дон патӗнчех пуҫланаҫҫӗ, Дон шывӗн сулахай енче те пӑлханма тытӑнаҫҫӗ.Казачьи восстания подступили теперь к самому рубежу — к Дону — и перекидывались на левый его берег.
1 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
— Дон пулнӑ — Донах юлӗ! — кӑшкӑрчӗ Иона.
9 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Ҫапла, Дон ҫинчи Ростовра, суднӑсем юсакан «Красный Донра»… тен, илтнӗ те пулӗ?Да, в Ростове на Дону, на судоремонтном «Красный Дон», может быть, слыхал?
Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Ҫав кунсенче пирӗн ҫар, нимӗҫсене Дон патӗнче ҫапса аркатса, вӗсене Дон тӑрӑхӗнчи ҫеҫенхирсемпе хӑваласа пынӑ.В эти дни наша армия, разбив немцев на Дону, гнала их донскими степями.
11 // Леонид Агаков. Горбатов Б.Л. Парӑнманнисем (Тарас килйышӗ): повесть; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1944. — 159 с.
Пур ҫӗре те, Дон патне ҫитиччен те, Дон урлӑ та, пур хуласемпе ялсене те…Во все места, до самого Дона и за Дон, во все деревни и города…
VIII // Леонид Агаков. Василевская В.Л. Асамат кӗперӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1945. — 200 с.
Вӗсем хушшинче ак ҫаксене — вунсаккӑрмӗш-ҫирӗммӗш ҫулсенче карательсен отрячӗсенче ҫӳренӗ, кӗҫӗн командирсен составӗн сентябрьти мобилизацийӗнчен пӑрӑнса юлнӑ ӗлӗкхи Дон ҫарӗн уретникӗсене, вахмистрӗсемпе подхорунжийӗсене, пӗлтӗр Тури Дон округӗнчи восстани вӑхӑтӗнче тыткӑна лекнӗ хӗрлӗармеецсене пере-пере пӑрахса паттӑра тухнӑ повстанецсене, — кӗскен каласан, совет влаҫӗпе пачах ҫула майлӑ мар ҫынсене курма пулнӑ.
X // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Ҫыран ҫывӑхӗнче пӑр ҫӑтӑр-ҫатӑр ваннӑ сасӑ илтӗнсе тӑрать, ҫыран хӗрринче шыв чӑпӑл тӑвакан вак чул ҫемҫен чӑшӑлтаткаласа илет, Дон варринче вара, шыв хӑвӑрт та тикӗссӗн юхса выртнӑ тӗлте, Григорий кимӗн сулахай хӗрри патӗнче явӑнса ҫӳрекен хумсем хуллен шӑмпӑлтатнӑ, Дон ҫумӗпе тӑсӑлакан вӑрманта ҫил ним шӑпланмасӑр кашланӑ сасӑсене ҫеҫ илтрӗ.
VII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Анчах ӗҫ пачах та вӑл кӗтнӗ пек пулмарӗ: хӑйӗн тусӗсемпе пӗрле таҫта Дон леш енне тарса кайнӑ Кирилл Громов, Махно ҫывхарса килни ҫинчен илтсе, Донӑн сылтӑм енне ӳкнӗ те тӳрех Краснокутски станицӑна (сас-хура ҫӳренӗ тӑрӑх, Махно бандин малти отрячӗсем ҫавӑнта ҫитнӗ) ҫул тытнӑ.
V // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Мартӑн 25-мӗшӗнче ирхине Григорипе Платон Рябчиков Иккӗмӗш Дон корпусӗн чаҫӗсем карапсем ҫине тиенесси ҫинчен пӗлме тесе пристане кайрӗҫ, мӗншӗн тесен ҫакӑн умӗн ҫеҫ казаксем хушшинче Деникин генерал хӗҫпӑшалпа утсене упраса хӑварнӑ Дон чаҫӗсене пурне те Крыма илсе тухма приказ панӑ текен хыпар сарӑлчӗ.
XXVIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Кубаньпе Терек тӑрӑхӗнчи станицӑсенче Дон ҫарӗсене те доброволецсене сивленӗ пекех хытӑ кураймаҫҫӗ, таҫта Кореновски станици патӗнче Дон дивизийӗпе Кубань пластунӗсем хушшинче малтанхи пысӑк ҫапӑҫу та пулса иртнӗ тесе ҫине тӑрса калаҫаҫҫӗ.
XXVII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Коновалов генералӑн 2-мӗш корпусӗпе пӗр вӑхӑтра тенӗ пекех Клетски станици ҫывӑхӗнче тӑнӑ 1-мӗш Дон корпусӗ те хӑйӗн участокӗнче Дон урлӑ каҫса кайрӗ.
XXIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Хӑйӗн составӗнче 8000 штыкпа 6000 ытла хӗҫ шутланакан 3-мӗш Дон корпусӗ Павловскран инҫех мар Дон урлӑ каҫрӗ, хӗрлисен 56-мӗш дивизине сирсе ывӑтрӗ те хӗвелтухӑҫнелле ӑнӑҫлӑн куҫса пыма тытӑнчӗ.
XXIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.