Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

вӗреннӗ (тĕпĕ: вӗрен) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пушӑ вӑхӑтра радиора ӗҫлеме килӗшекен ҫамрӑксене училищӗре вӗреннӗ чухнех шыратчӗҫ.

Еще во время учебы в училище искали желающих подработать на радио в свободное время молодежь.

Чӑваш ачи - чӑвашах, чунӗ ӗҫре яланах // Татьяна НАУМОВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.06.11, 22(944)№

Шкулта кӗҫӗн класра вӗреннӗ чухне юрлаттаратчӗҫ ҫапла.

В школе во время учёбы в младших классах заставляли так петь.

Чӑваш ачи - чӑвашах, чунӗ ӗҫре яланах // Татьяна НАУМОВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.06.11, 22(944)№

Хулара вӗреннӗ вӑхӑтра та каччӑ яла амӑшне пулӑшма васканӑ.

Куҫарса пулӑш

Кив Ирчемес каччи - Президент полкӗнче // А.ЗАМУТКИНА. «Пирӗн пурнӑҫ», 2016.06.10

Чӑваш студенчӗсемпе эпӗ Хусанта вӗреннӗ чухне, ҫар кафедри енӗпе салтак лагерьне кайсан паллашнӑччӗ.

С чувашскими студентами я познакомился во время учёбы в Казани, когда по линии военной кафедры был в воинском лагере.

Николай ЛУКИАНОВ: «Тӑван халӑх аталанӑвӗ кӑткӑсланса-структурӑланса, саманапа килӗшӳллӗн улшӑнса-тарӑнланса пырать» // В. СТЕПАНОВ. «Самант», 2016, 4№

— Шкулта вӗреннӗ чухнех, 17-рех, сӑвӑсем хайлама тытӑннӑ.

— Еще учился в школе, в лет 17, тогда легли и первые строки.

Кам ҫине кӑвар сиксе ӳкнӗ, ҫавӑн ҫунмалла, е Амӑшӗн пехилӗ пурнӑҫланса пырать // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016.06.03, 84-85№

Чӑваш патшалӑх ял хуҫалӑх академийӗнче, парти шкулӗнче вӗреннӗ.

Учился в Чувашской сельскохозяйственной академии, партийной школе.

Кам ҫине кӑвар сиксе ӳкнӗ, ҫавӑн ҫунмалла, е Амӑшӗн пехилӗ пурнӑҫланса пырать // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016.06.03, 84-85№

— Ринур ҫӳллӗ хыр тӑрӑх вӗренпе хӑпарма темиҫе ҫул каяллах вӗреннӗ, — пӗлтерчӗ биологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ Г.Исаков. — Ҫавӑнпа йӑвасем патне ҫитме йывӑр пулмарӗ.

Куҫарса пулӑш

Хыр тӑррине хӑпарса шутланӑ // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.06.03, 84-85№

— Чӑнах та, шкулта, вузра вӗреннӗ чухне эпӗ массӑллӑ информаци хатӗрӗсен ӗҫӗ-хӗлӗпе кӑсӑкланман.

— Действительно, когда обучался в школе, вузе, я не интересовался средствами массовой информации.

Юрий ГУРЬЯНОВ: Куллен вӗренекен ҫын кӑна ҫитӗнӳ хыҫҫӑн ҫитӗнӳ тӑваять // Дмитрий МОИСЕЕВ. «Хыпар», 2016.06.03, 84-85№

Вӗреннӗ, сведени пуҫтарнӑ вӑхӑтра кӗтмен лару-тӑру та сиксе тухма пултарать (чирлесе ӳкни, ӗҫлеме килӗшменни тата ытти те).

Куҫарса пулӑш

Ҫырава хатӗр-и? // Хресчен сасси. «Хресчен сасси», 21(2608)№, 2016.06.02

«Ҫамрӑксем шкулта вӗреннӗ чух нумай вулатчӗҫ, халӗ вӗсен аллине кӗнеке тыттараяс ҫук. Мӑшӑрӑм вара ытларах хаҫат-журнала шӗкӗлчет. Тӗп вулакан пирӗн — пӗчӗк мӑнук. Пире кашни кун кӗнеке вулаттарать. Кӗрӳ те вулама юратать, яла килсен яланах библиотекӑна васкать», — пӗлтерчӗ Л.Шикарева.

"Молодежь в школьные годы много читала, сейчас их не заставить взять в руки книгу. Супруг больше прессу изучает. Главный читатель у нас - маленький внук. Нас каждый день просит почитать. И зять любит читать, приезжая в деревню всегда торопится в библиотеку", - сообщила Л.Шикарева.

Людмила ШИКАРЕВА: Кӗнеке вулас юхӑм тепӗр хут вӑй илессӗн туйӑнать // Андрей МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.05.31, 82-83№

К.Иванов, Н.Шупуҫҫынни, А.Алка, Н.Ваҫанкка, И.Ивник, П.Хусанкай… — пурте вӗсем Пушкинран вӗреннӗ, вӗсемшӗн вырӑс поэчӗ ырӑ тӗслӗх пулнӑ, чылай чӑваш ҫыравҫисене пысӑк витӗм кӳнӗ.

К.Иванов, Н.Шубоссинни, А.Алга, Н.Васянка, И.Ивник, П.Хузангай... - все они учились у Пушкина, для них русский поэт был добрым примером, многим чувашским писателям оказал большое влияние.

Эп харсӑр Пушкина вулатӑп, Ҫунатӑп унӑн хӗмӗпе // Рима ПЕТРОВА. «Урал сасси», 2016.06.01

Валериан килти ӗҫсене пурнӑҫлама ачаранах хӑнӑхнӑ, шкула кайичченех ҫӗрулми шуратма вӗреннӗ.

Куҫарса пулӑш

Такӑнсан - тӑратӗҫ, чун нишлӗленсен - таптӗҫ // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.05.26, 20 (6113) №

Паянхи программӑсем, эпир вӗреннӗ тапхӑртипе танлаштарсан, паллах, йывӑртарах.

Сегодняшние программы, в сравнении с тем периодом, когда мы учились, намного тяжелее.

«Ырӑ тумалла», - тени маншӑн хурав мар // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

Чӑн та, эпир шӑллӑмпа Александрпа иксӗмӗр те шкулта лайӑх вӗреннӗ.

И правда, мы с братиком Александром в школе учились хорошо.

«Ырӑ тумалла», - тени маншӑн хурав мар // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

Шкулта тӑрӑшса вӗреннӗ.

Старательно училась в школе.

«Ырӑ тумалла», - тени маншӑн хурав мар // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

Муркаш шкулӗнче вӗреннӗ.

Училась в Моргаушской школе.

«Ырӑ тумалла», - тени маншӑн хурав мар // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

Вӗсене пӗр пекех тимлесе вӗреннӗ.

Их учили одинаково прилежно.

Чӑваш сӑмахлӑхӗн те черечӗ ҫиттӗрех // Денис ГОРДЕЕВ. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

Чӑвашла та, вырӑсла тӗрӗс калаҫма та тӗрӗс ҫырма вӗреннӗ.

И на чувашском, и на русском учились правильно говорить и правильно писать.

Чӑваш сӑмахлӑхӗн те черечӗ ҫиттӗрех // Денис ГОРДЕЕВ. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

Пӗрремӗш хут Светлана студент ҫулӗсенче пиччӗшӗпе Василипе пӗр класра вӗреннӗ Григорий Морозова, Пӗтӗм тӗнчери хутшӑнусен институчӗн студентне, качча тухнӑ.

Первый раз Светлана вышла замуж в студенческие годы за одноклассника своего брата Василия, студента Института международных отношений Григория Морозова.

Хӗрне ашшӗшӗн тавӑрнӑ // Анна ВЕЛИГЖАНИНА. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

Виктор шкулта вӗреннӗ чухнех тӗрлӗ спорт ӑмӑртӑвне хутшӑннӑ, бассейна ишме ҫӳренӗ.

Виктор, во время учебе в школе участвовал на разных спортивных соревнованиях, ходил на плавание в бассейн.

Тӳпере вӗҫме ӗмӗтленет // Любовь ПЕТРОВА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.05.19, 19 (6112) №

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех