Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

вӗреннӗ (тĕпĕ: вӗрен) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ытла лайӑх вулама вӗреннӗ иккен эс.

Куҫарса пулӑш

Тус е тӑшман? // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 187–206 с.

Хӗллехи уяр сивӗпе хытӑркаса кайнӑ ӑпӑр-тапӑр хушшинче нумай шыраймасть вӑл: алли кӳтнипе, ун чухлӗ йышлӑ япала хушшинче пӗчӗкҫеҫҫӗ кӗленчене шыраса тупас ҫуккине ӑнланнипе, тин кӑна вӗҫме вӗреннӗ чӗкеҫ йӑвине пач чӑмнӑн, каялла, ӑшӑ пӳртелле, вӗлт кӗрсе тарать.

Куҫарса пулӑш

Тус е тӑшман? // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 187–206 с.

Малалла ӑсталӑха туптас туртӑм пысӑк пулнипе куҫӑмсӑр майпа Рязань облаҫӗнчи Спасклепики хулинчи технологи техникумӗн- че вӗреннӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӗлӗкре те тӗрӗ тӗрлет,капӑр тум ҫӗлет… // Вероника ИВАНОВА. https://kanashen.ru/2024/05/17/%d1%82e%d ... %b5%d1%82/

Иртнӗ ҫул кондитера — 8, сыр пӗҫерекене — 11, ҫӑкӑр пӗҫерекене 5 шкул ачи вӗреннӗ.

Куҫарса пулӑш

Хушма специальность пулать // Елчӗк ен. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/05/1 ... %82%d1%8c/

1949 ҫулта 14 ҫулхи хӗр ача Мускав хулине тухса кайнӑ, кунта штукатур-маляра вӗреннӗ.

Куҫарса пулӑш

Нуша курсан та хуҫӑлман // Елчӗк ен. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/05/1 ... %b0%d0%bd/

Вӗреннӗ вӑхӑтра практикӑра та ҫакӑнтах пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Вӗсен ӗҫӗ яваплӑ та пархатарлӑ // Юрий Гаврилов. http://kasalen.ru/2024/05/17/%d0%b2%d3%9 ... %bb%d3%91/

«Ӗҫ килӗшетчӗ мана. Вӑл ҫулсенче шкулта ачасем нумайччӗ. Вӗсене пурне те вӗри апатпа тивӗҫтермелле пулнӑ. Ҫӑмӑлах килмен пулсан та кӑмӑлтан вӑй хунӑ. Каҫхи сменӑпа та ӗҫленӗ. Ачасем вӑрӑмлатнӑ йӗркепе вӗреннӗ. Кӳршӗ ялсенчен ҫӳрекенсем хӗллехи сивӗ кунсенче интерната та юлнӑ. Вӗсем валли те апат хатӗрлемеллеччӗ», — аса илет Н.Мельникова.

Куҫарса пулӑш

Юратнӑ ӗҫ хавхалантарнӑ, ҫемье хӑват панӑ // Юрий Гаврилов. http://kasalen.ru/2024/05/17/%d1%8e%d1%8 ... 82-%d0%bf/

Вӑрнар районӗн хӗрӗ Нина та, Шупашкарти профтехучилищӗре пекарь пулма вӗреннӗ.

Куҫарса пулӑш

Юратнӑ ӗҫ хавхалантарнӑ, ҫемье хӑват панӑ // Юрий Гаврилов. http://kasalen.ru/2024/05/17/%d1%8e%d1%8 ... 82-%d0%bf/

«Эпӗ 1927 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Элменкасси ялӗнче ҫуралнӑ. Ачалӑх ҫӑмӑлах пулман манӑн. Мӗн пӗчӗкрен колхозра ӗҫленӗ. Хуракасси шкулӗнче 7 класс вӗреннӗ хыҫҫӑн Ҫӗрпӳри учительсем хатӗрлекен училищӗне каяс килетчӗ манӑн, анчах анне ямарӗ, ӗҫлемелле терӗ», - иртнине аса илет Зоя Васильевна.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ ачисен ватлӑхӗ канлӗ пултӑр // Р. МИХАЙЛОВА. https://marpos.cap.ru/news/2021/02/06/vr ... kanl-pultr

2020-2021 ҫулхи вӗренӳ ҫулӗнче пӗтӗмпе 1584 ача шкулта вӗреннӗ, вӑл шутра пӗрремӗш класра пурӗ 135 вӗренекен пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ачасене кӗтсе илме хатӗр-и? // А.КИРИЛЛИНА. https://alikov.cap.ru/news/2021/08/04/ac ... lme-hatr-i

Вӗреннӗ вӑхӑтра уйӑхне 10 тенкӗ укҫа пани самай пулӑш пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

Геннадий Борисова – 75 ҫул // Елчӗк ен. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/04/1 ... %83%d0%bb/

Ялти шкулта 8 ҫул вӗреннӗ хыҫҫӑн Униҫ юлташӑмпа иксӗмӗр газосварщике вӗренме кӗрес ӗмӗтпе документсене хулана ярса патӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Геннадий Борисова – 75 ҫул // Елчӗк ен. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/04/1 ... %83%d0%bb/

Ваня шкулта лайӑх вӗреннӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫамрӑка салтака ӑсатрӗҫ // Эвелина МИХАЙЛОВА. http://gazeta1931.ru/urmary/11949-camr-k ... aka-satr-c

Ун чухне ӑна хӑй вӗреннӗ Калайкасси шкулне тӗл пулӑва чӗнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Катькасри паттӑр салтак ҫӗршыва хӳтӗлет // Евстолия СЕРОВА. https://www.zp21rus.ru/glavnye-novosti/1 ... a-kh-t-let

Пуҫа ҫӗклерӗм те шкулта пӗрле вӗреннӗ тантӑшӑма, Валентина Сорокинӑна, асӑрхарӑм.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑтмахра пурӑнакана суда мӗн-ма чӗнеҫҫӗ-ха! // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Шкулта вӗреннӗ чухнех Шалтӑрма Ваҫҫи еплерех ҫыратчӗ сӑвӑ таврашне: пӗрре пӑхатӑн та Нина ятлӑ хӗре халаллать вӑл хӑйӗн «шедеврне», тепре пӑхатӑн та — Гальӑна, Вальӑна, Юльӑна…

Куҫарса пулӑш

Поэтсем ӑҫта пурӑнаҫҫӗ-ши! // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Тахҫан шкулта вӗреннӗ чух, ҫуллахи каникул вӑхӑтӗнче, ашшӗ Тамарӑна вӑрман каснӑ ҫӗре апат пӗҫерме илсе кайнӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр ҫинче чи мӑнни — ҫын аллинчи кукӑль // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

А унта, хулара, вӗреннӗ халӑх шутсӑр нумай.

Куҫарса пулӑш

Чи хӑрушши — упа мар… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

— Капла тахҫанхине, шкулта вӗреннӗ чухнехине, аса илсе, сӑвӑ ҫырас килсе кайрӗ-ха ман: Левен — Терен, Терен — Левен.

Куҫарса пулӑш

Асран кайми рифмӑсем // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Пысӑк пӗлтерӗшлӗ мероприятие паттӑрӑн тӑванӗсемпе тата тус-юлташӗсемпе, ял-йышпа пӗрле Елчӗк муниципалитет округӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ — вӗренӳпе ҫамрӑксен политикин пайӗн начальникӗ Владимир Николаев, Комсомольски тата Елчӗк округӗсен ҫар комиссарӗ Сергей Данилов, Лаш Таяпа территори пайӗн пуҫлӑхӗ Светлана Ермакова, «Яманчурино» ООО директорӗ Владимир Рахмуллин, паттӑр вӗреннӗ Лаш Таяпари В.В.Андреев ячӗллӗ пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкулти вӗрентекенсемпе вӗренекенсем хутшӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Паттӑр ячӗпе // Е.ПЕТРОВА. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/05/0 ... f%d0%b5-2/

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех