Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

вӗреннӗ (тĕпĕ: вӗрен) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ачасем лабораторире пуҫа ватса ларнӑ чухне, пӗр вӑрра вӗреннӗ ҫын вӑрлама пӑрахаймасть теҫҫӗ ҫав, асамат кӗперӗ пек йӑлтӑртаттарса тӑракан йывӑҫа каллех милӗклӗх пултӑр тенӗ-и, ҫын ан куртӑр тесе вӑрттӑн кӑна йӑпшӑнса пынӑ та ун ҫине пурттине кач! ҫеҫ лартнӑ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ йывӑҫҫи // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

— Ҫӗр ҫинче йӑркеленнӗ тӗрлӗ-тӗрлӗ япаласен ҫаврӑнӑшне эсир пӗлетӗр ӗнтӗ, вӗреннӗ.

Куҫарса пулӑш

Протоценоз // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Яков Инедеркинӑн ашшӗ те, Андрей Трофимович, вӗреннӗ ҫын пулнӑ, 1914 ҫулта вӑрҫа хутшӑнса Георгий хӗресне те, ытти наградӑсене те тивӗҫнӗ.

Куҫарса пулӑш

73 ҫул иртсен… // А.КАРПОВА. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/1484- ... -ul-irtsen

Ҫутҫанталӑк зонисене вӗреннӗ чух эпир кашни зонӑри тӑпрасемпе, ӳсентӑрансемпе тата чӗрчун тӗнчипе паллашрӑмӑр.

При изучении природных зон мы познакомились с почвами, растительностью и животным миром каждой зоны.

Ҫутҫанталӑк зонисем // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Ҫутҫанталӑк зонисене вӗреннӗ чух эпир ССР Союзӗн темӗн пысӑкӑш талккӑшӗнче климат пур ҫӗрте те пӗр пек маррине куртӑмӑр.

При изучении природных зон мы видели, что на громадном пространстве СССР климат не везде одинаков.

Климат // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Халӑх пӗтӗмпе пекех хут вӗреннӗ.

Почти все население грамотно.

Кавказӑн Хура тинӗс хӗрринчи хуҫалӑх тата халӑх пурӑнӑҫӗ мӗнле лайӑхланса пырать // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Вӑл Тӑвайрах ҫуралса ӳснӗ, И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУра «истори» специальноҫпе вӗреннӗ.

Он родился и вырос в Янтиково, учился в ЧГУ им. И.Н.Ульянова по специальности «история».

Тӑвай округӗн администрацине Олег Ломоносов ертсе пырӗ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/36382.html

Ҫынсем вут тупма тата упрама вӗреннӗ.

Люди научились добывать и сохранять огонь.

Вут-ҫулӑм - этемӗн тусӗ тата тӑшманӗ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/kh-rushs-rl- ... an-3486647

Пӗр-пӗрне ӑнланнине, пӗр-пӗрне пулӑшнине кӑтартма вӗреннӗ, мӗншӗн тесен кашни ҫынна хисеплени — ҫирӗп коллектив никӗсӗ.

Учились проявлять взаимопонимание и взаимопомощь, так как уважение к каждому его участнику - основа крепкого коллектива.

Пишпӳлекри 2-мӗш вӑтам шкулта «Коллективра пӗр-пӗринпе хутшӑнасси» темӑпа урок тулашӗнчи заняти иртнӗ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... tn-3473239

Вӗренекенсем пӗр класра вӗренекенсемпе хутшӑнусем йӗркелеме вӗреннӗ, ҫакӑ туслӑ коллектива упраса хӑварма пулӑшать.

На занятии учащиеся учились выстраивать отношения с одноклассниками, что способствует сохранению дружного коллектива.

Пишпӳлекри 2-мӗш вӑтам шкулта «Коллективра пӗр-пӗринпе хутшӑнасси» темӑпа урок тулашӗнчи заняти иртнӗ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... tn-3473239

Акци вӑхӑтӗнче экологи культурине вӗреннӗ.

В ходе акции приобрели навыки экологической культуры.

Ҫӗр Планета — пирӗн пӗрлехи ҫурт // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/ekologi/2023 ... rt-3471319

Ача-пӑча ҫуртсем умӗнче вылянӑ, ухӑ пеме вӗреннӗ, пӗчӗк хӳшӗсем тунӑ.

Дети играли у жилищ, учились стрелять из луков, строили маленькие хижины.

Негр ялне аркатни // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Авалхи чи вӗреннӗ грек халӑхӗсенчен географи карттисем юлнӑ. вӗсенчен пӗрин ҫине ун чухне пӗлнӗ пӗтӗм ҫӗр-шыва ӳкернӗ.

От древних греков, самого образованного в то время народа, сохранились географические карты. Одна из них изображает весь известный тогда мир.

Авал ҫынсем ҫӗре мӗнле тесе шутланӑ // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Юханшывсен вай-хӑвачӗпе этем хӑйӗн хуҫалӑхӗнче усӑ курма вӗреннӗ.

Люди научились пользоваться силою рек для своего хозяйства.

Этем юханшывсемпе епле усӑ курать // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Ҫутҫанталӑк ҫинчен вӗреннӗ чухне эсир шыв хӑйӑрпа тӑм витӗр епле сӑрхӑнса кӗнине пӗлсе тесе тунӑ опыта аса илӗр-ха.

Вспомните опыт, который вы делали на уроке естествознания для выяснения того, как просачивается вода через песок и глину.

Ҫӗр айӗнчи шыв // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Географи вӗреннӗ вӑхӑтра эсир хамӑр пурӑнакан ҫӗр ҫинчен нумай ҫӗнӗ, интереслӑ япаласем ҫинчен пӗлме пултаратӑр.

Много нового и интересного вы узнаете о земле, на которой мы живем.

Малтан паллаштарни // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

— Манӑн пӗр палланӑ йӗкӗт пурччӗ, Вася ятлӑскер, эпир унпа пӗрле вӗреннӗ

Куҫарса пулӑш

20. «Ан ӗненӗр ӑна, ан ӗненӗр!..» // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

«Вӗреннӗ эпӗ…»

Куҫарса пулӑш

15. Эпӗ нимӗн те манмастӑп // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

— Эп ӑнланатӑп, эсир мана вӗреннӗ вӑхӑтра пулӑшрӑр, халь сирӗн патӑрта пурӑнатӑп, ҫавӑнпа та манӑн сирӗн пур ыйтусене хирӗҫ те ответ парас пулать.

Куҫарса пулӑш

12. Ыйтусемпе ответсен каҫӗ // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Эпир пӗрле вӗреннӗ.

Куҫарса пулӑш

12. Ыйтусемпе ответсен каҫӗ // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех