Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

вӑрманӑн (тĕпĕ: вӑрман) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Анчах кимӗ ҫырана ҫитсе чарӑниччен Увар Ивановича хӑйӗн юлташӗсене тепӗр хут тӗлӗнтерме тӳр килчӗ: вӑл, вӑрманӑн пӗр кӗтессинче сасӑ ытла та уҫҫӑн янӑраса илтӗннине асӑрхаса, сасартӑк путене пек пӗтӗлтетсе авӑтма пуҫларӗ.

Но прежде чем лодка пристала к берегу, Увару Ивановичу еще раз удалось удивить своих знакомых: заметив, что в одном месте леса эхо особенно ясно повторяло каждый звук, он вдруг начал кричать перепелом.

XV // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

Каҫ пулса килсен, ҫав хунарсен ӑшӗнче ҫутатакан газӑн ҫап-ҫут пайӑркисем тивсе каяҫҫӗ; ун пек газсене чӑтлӑх вӑрманӑн варринче ларакан заводра тӑваҫҫӗ.

С наступлением темноты в этих фонарях загорались белые языки светильного газа, вырабатываемого на маленьком газовом заводе, укрытом в чаще.

Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Ҫулҫӳревҫӗсем пурте вӑрманӑн ҫак уйрӑмлӑхне асӑрхарӗҫ, ҫак пулма пултарайман япала мӗнрен пулса тӑнине пӗлеймесӗр хытӑ тӗлӗнчӗҫ.

Все путешественники обратили внимание на эту особенность леса и очень удивились, не зная, чем объяснить это необычайное явление.

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Выҫӑхса, ывӑнса ҫитнӗскерсем ушкӑнпа апатланма ларсан, ҫакӑ паллӑ пулчӗ: вӑрманӑн янӑравлӑ шӑплӑхӗнче вӗсем пурин ҫинчен те — кӗтмен ҫӗртен сиксе тухнӑ инкеке те, пуҫа устаракан йывӑр шухӑшӗсене те — маннӑ-мӗн.

Голодные и усталые, сели обедать всем табором, то показалось, что среди этой звонкой лесной тишины забыли всё — и о своей неожиданной беде и о своих тяжелых думах.

Ҫутаттӑр // Олимпиада Таллерова. Гайдар, Аркадий Петрович. Ҫутаттӑр: калав; вырӑсларан О.Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1971. — 44 с.

Шутласа ҫеҫ ил-ха: тен эпӗ каҫхи вӑрманӑн тӗлӗнмелле вӑрттӑнлӑхне пӗлнӗ пулӑттӑм!

Подумать только: теперь уж я, может быть, знал бы такую интересную тайну ночного леса! Первый на всём свете узнал бы её!

Каҫхи вӑрман вӑрттӑнлӑхӗ // Михаил Рубцов. Виталий Бианки. Йӗр тӑрӑх; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1952. — 102–106 с.

Анчах вӑрманӑн мӗлки Атӑл ҫине ӳксе парома хунӑрласа илчӗ, ҫыран хӗрри кӑна мар, хумсем те ҫуталми пулчӗҫ.

Но от леса на всю Волгу легла густая тень, накрыла паром, в не только у берега — повсюду погасли, перестали светиться волны.

Ҫирӗммӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

Тусан витӗр кӑшт ҫеҫ курӑнакан хӗрлӗармеецсем, аллӑ ҫынна яхӑн, сапаланса кайса, сӑрт тӗмески еннелле чакмалли ҫула пӳлсе, вӑрманӑн сылтӑм хӗррипе атакӑна ывтӑнса килеҫҫӗ.

Справа над опушкой леса, чуть видные сквозь пыль человек пятьдесят красноармейцев, развернувшись лавой, отрезая путь к отступлению на бугор, шли в атаку.

XIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Ӗҫлесе ывӑннӑ хыҫҫӑн Пантелей Прокофьевич, курткине хывса хурса, касса купаланӑ шанкӑ ҫине ларчӗ те, шанса кайнӑ ҫулҫӑсен тӑкӑсрах шӑршине йӗтӗмленсе ҫӑтнӑ май, ҫӳхе кӑвак тӗтрепе пиеленнӗ инҫетри пӗлӗт хӗрри еннелле, юлашки илемӗпе йӑлтӑртатса ҫуталакан аякри вӑрманӑн кӗр кунӗсем ылтӑнланӑ картисем ҫинелле чылайччен сӑнаса пӑхрӗ.

Наработавшись, Пантелей Прокофьевич снял куртку, присел на ворох нарубленного хвороста и, жадно вдыхая терпкий запах увядшей листвы, долго глядел на далекий горизонт, повитый голубой дымкой, на дальние перелески, вызолоченные осенью, блещущие последней красотой.

XXIV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Вӑрманӑн чӗмсӗр те акӑш-макӑш тӑптӑм илемӗ Пантелей Прокофьевичӑн тӑвӑнчӑк чунне пусӑрӑнтарса лӑплантарчӗ.

Молчаливая, строгая красота леса умиротворяюще подействовала на Пантелея Прокофьевича.

XXIV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Хӑй ҫине шӑна пуҫланӑ шӑлан чечекӗсем тӑкӑнса тулнӑ Аксинья ҫаплах ҫывӑрчӗ-ха, вӑрманӑн сивлекрех шавне те, Дон леш енче ҫӗнӗрен пеме тапратнине те илтмерӗ вӑл, ҫара пуҫне тӳперен хӗвел пӗҫертнине те туймарӗ.

Осыпанная призавядшими лепестками шиповника, спала Аксинья и не слышала ни угрюмоватого лесного шума, ни возобновившейся за Доном стрельбы, не чувствовала, как ставшее в зенит солнце палит ее непокрытую голову.

I // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Тӑрана пӗлмесӗр ҫӑтрӗ вӑрманӑн тӗрлӗ-тӗрлӗ шӑршисене шӑлан тӗмӗ патӗнче хускалмасӑр ларакан Аксинья.

Ненасытно вдыхала многообразные запахи леса сидевшая неподвижно Аксинья.

I // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Вӗтлӗх вӑрманӑн ҫара тӑррисем ҫинче пӑртак ҫуталчӗ, ҫӗре тачӑ хупӑрласа тӑракан пӗлӗтсем сайралчӗҫ, вӗсен хыҫне пытаннӑ уйӑх ҫути тӗксӗм тӳпере татӑкӑн-татӑкӑн сапаланчӗ.

Над голыми вершинками перелеска вдруг посветлело, облака, плотно кутавшие землю, поредели, за ними пряталась луна, и свет ее едва брезжил, растекаясь мутными пятнами в небе.

6 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Вӗсем ҫине пӑхсан хӑй тӗллӗн ҫитӗнекен вӑрманӑн ирӗклӗхне тата ытларах ҫивӗчреххӗн аса илетӗн, вӑл асаилӳ чуна тата ытларах ыраттарать.

И еще резче и больней вспоминается при взгляде на них дикое приволье леса.

23 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Сталин тата унпа пӗрле ҫӳрекен генералсем пысӑках мар ушкӑнпа вӑрманӑн хӗвеланӑҫ хӗррине тухса тӑчӗҫ.

Сталин и сопровождавшие его генералы вышли небольшой группой на западный край леса.

XXIV // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Тупӑсем ҫӗре чӗтретсе кӗмсӗртетнӗ хушӑра гварди бригадин танкӗсем атакӑна кӗмелли вырӑна, вӑрманӑн кӑнтӑр енчи хӗррине, тухрӗҫ.

Под гул артподготовки танки гвардейской бригады двинулись на рубеж атаки — к южной опушке леса.

VII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Эпӗ — ҫак вӑрманӑн хӗвеланӑҫ енчи уҫланкинче, леҫник ҫурчӗ патӗнче пулатӑп.

Я — на западной опушке этого леса, возле дома лесника.

Иккӗмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Эммануил Казакевич. Ҫӑлтӑр: повесть; вырӑсларан И.С. Васильев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 1622 с.

Вӗсене тата вӑрманӑн тӗттӗм сӗмлӗхӗ хупӑрлать.

Еще их окружал темный мрак леса.

XXII // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.

Ҫак ту тӑрринче вара, хуп-хура йывӑҫсем хушшинче, ырӑ шӑршӑллӑ тӗттӗм курӑк ҫинче, вӑрманӑн канакан ама-турри евӗр, ӑнланма ҫукла, питӗ-питӗ илемлӗ шур хӗрарӑм выртать.

И на этой горе, между черных деревьев, в темной пахучей траве, лежала, как отдыхающая лесная богиня, непонятная прекрасная белая женщина.

XIV // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.

Халӗ ӗнтӗ, вӑрманта ҫӳрекен виҫӗ ҫынна шутламасан (вӗсем вӑрманӑн тепӗр енне кӗрсе кайнӑ пулмалла), пирӗн виҫӗ тӑшман ҫеҫ юлчӗ, вӗсенчен пӗри ҫӑмӑл аманнӑ.

Теперь, не считая трех человек, которые, вероятно, зашли в другую часть леса, у нас оставалось только три противника, из которых один был легко ранен.

Ҫирӗм улттӑмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Ҫавӑнпа та вӗсем, вӑрӑм каҫсенче, наркӑмӑш пек йӳҫӗ шурлӑхра вӑрманӑн кичем шавне итлесе, тарӑн шухӑша кайса салхуллӑн ларнӑ.

И потому они сидели и думали в длинные ночи, под глухой шум леса, в ядовитом смраде болота.

III сыпӑк // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 50–69 стр.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех