Шырав
Шырав ĕçĕ:
Вӑрманӑн чи хӑрушӑ тӑшманӗ вӑл — хурт-кӑпшанкӑ.
Хаклӑ туссем // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 11–13 с.
Вӑрманӑн вӑхӑт ҫук канма: Шавлать, кӗрлет теме туйса пек.
XXXIII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.
Халӗ вӑл хӑйне ҫыран хӗрринчи вӑрманӑн курӑк-чечекӗллӗ ӑшӑ та тарӑн ҫӑл шывне антарнӑн туять.Он чувствовал себя опущенным в глубокий, теплый родник с лесными цветами по берегам.
IV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 415–430 с.
Ку — тӗрлӗ тӗслӗ, чӑпар кӗвӗ-ҫемӗ, вӑрманӑн тикӗс мар кӗрлевне евӗрлекенскер.Это была цветная, пестрая музыка, напоминающая нестройный гул леса.
III сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 415–430 с.
— Эли, — терӗ хӑйне Стар вӑрманӑн самаях пысӑк лаптӑкӗнчен иртсен, — темӗн ҫӗнӗскер мар-и ку?..— Эли, — сказал себе Стар, пройдя порядочный кусок леса, — кажется, что-то новое.
III сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 415–430 с.
— Джесси хӑйӗн ҫепӗҫ суясӑрлӑхӗпе вӑрманӑн асамҫӑ пикине аса илтерет, ҫапла мар-и?— Не правда ли, Джесси с ее милой безыскусственностью напоминает лесную фею?!
IX сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.
Урӑх майлӑ, анчах чӑн-чӑнаххӑн, — ҫакӑ искусствӑлла парксен тӗслӗхӗнче уҫӑмлӑ курӑнать; вӗсемпе танлаштарсан вӑрманӑн ӑнсӑрт курӑнӑвӗсем хӗвел вӗсене хаклӑ ешчӗкрен асӑрхануллӑн кӑларнӑн кӑна туйӑнаҫҫӗ.
II сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Чаплӑ кун сӑрт-тӑва хӗвелӗн чӗрӗ шыв сиккипе шӑварать, хӗвел шевлисем чӑтлӑх вӑрманӑн тӑвӑр уҫлӑхӗсенче ылтӑн пӑнчӑсенче, ҫиҫкӗнчӗк ҫулҫӑсенче, чике пайӑркасенче ӑнтӑлуллӑн куҫа-куҫа ирӗлеҫҫӗ; ут чӗрни айӗнчен курӑка сывлӑмпа пӗрӗхтере-пӗрӗхтере чечексем чӗтренсе юлаҫҫӗ, ансӑр сукмаксен арпашӑнчӑк тымарӗсем вара пур еннелле те тӑсӑлаҫҫӗ, ҫеҫкеленсе капӑрланнӑ кашкӑр ҫырли, акаци тата шӗшкӗлӗх ӑшнелле кӗрсе сапаланаҫҫӗ.
VII. Таврӑну // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 385–426 с.
Унтан кӗскен хаш сывласа вӗҫлерӗ; сӑнӗнче каллех тимлӗх, вара Горн тӳрленсе тӑчӗ те — шевлепе ункӑланнӑ вӑрманӑн ешӗл уҫланкисем еннелле тӗмсӗлчӗ.
VIII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.
Аван будка хулӑнӑш вулӑсем тӳпенелле ретӗн-ретӗн ӑнтӑлса ҫӗкленеҫҫӗ; Горн халӗ хӑйне — самантлӑх — пӗчӗк ача пек туять, — ӑна вӑрманӑн шанчӑклӑ, вӑрттӑн хӳтлӗхне, тарӑн шӑплӑх хуҫаланакан пӳлӗмсенчи хавхаллӑ ӗнтрӗк евӗр чӑтлӑхӑн ешӗл тарӑнӑшне шанса пачӗҫ мар-и…
VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.
Аптӑранипе пӗр вырӑнта тӑпӑртатса тӑрать, хускалма та хӑрать, вӑрманӑн тертлӗ шӑплӑхӗ, пичӗсене хупланӑ ешӗл улӑпсем ӑна ухмаха ермелле, хӑрушла сехӗрлентереҫҫӗ.
VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.
— Эпӗ? — вӑл хӑйӗн сунарне, тискер кайӑксен чӗтренӗвне, хӑрушлӑхра хӑйне ҫирӗп тытнине, каҫӑн-ҫӗрӗн тӗттӗм вӗҫевне, ирхи шуҫӑмӑн ыйхӑллӑ куҫӗсене, вӑрманӑн салху киленӗҫне аса илчӗ те — хӑпартланса ҫӗкленчӗ.
V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.
Хӗр ӑна урӑхларах ӑнланӗ-и тен, — ку темех мар, ара, уншӑн, Эстершӑн, тӗшшине тӗшмӗртни те ҫителӗклӗ, ытти вара — вӑрманӑн уҫӑмсӑр сассисем пек — хӑлха хӗррипе шуса иртет.
V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.
Ирхи шуҫӑмӑн уҫӑмлӑ, хупӑ куҫлӑ питӗнчен кӑшӑлӑн йӑлтӑркка хӗрри шӑранать; пӗлӗтлӗ сӑртсем горизонт леш еннелле шӑваҫҫӗ, вӑрманӑн эрешмен карти евӗр эрешӗ тепӗр ҫыраналла тӑсӑлать, — Горн сӑнарлавӗнче ҫаксем пурте — тӑнӑ хальлӗнех ҫывӑракан симӗс рыцарьсен ушкӑнӗсем евӗр.
IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.
Лӑш канмасӑр вулӑ хыҫҫӑн вулӑ каса-каса антарать, туратсене иртет, хуҫать, виҫе-виҫе тӗрӗслет, шӑтӑк хыҫҫӑн шӑтӑк чавать, юпа хыҫҫӑн юпа лартать; куҫӗсем вӑрманӑн симӗс чӑпарлӑхӗпе тулса карӑнчӗҫ, хӑй хусканнипе-куҫнипе тухакан сасӑсенче чунӗ ӗнтӗркесе лӑпланчӗ тейӗн, — вӑл йывӑр ӗҫ арпашулӑхне пуҫӗпех путрӗ ӗнтӗ.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.
Горн ҫулӗ — хӗвел анӑҫнелле; унӑн вӑрманӑн ҫурҫӗр пайӗпе колони хутлӑхӗнчи тип варсен вӑчӑринчен каҫмалла.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.
Вӑрманӑн ҫак панне тарӑн вар уйӑрать, ун тӗпӗнче ҫырма кӗрлесе юхать.«Эта часть леса была отделена глубоким оврагом, на дне его звонко гремел ручей.
VI. Караванри шуйттан // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
Ҫапах та вӑрманӑн ансӑр тӑрӑхне — вӑл инҫех те мар — талпӑнса ҫитмеллех; шӑпах унта ҫӗр каҫма палӑртрӗҫ.Но было все-таки необходимо пробиваться к недалекой полосе леса, где предполагался ночлег.
II. Стэнлипе Гент // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
Блюм сехечӗ ҫине пӑхса илчӗ; вӑрманӑн никам тӗкӗнмен лӑпкӑлӑхӗ сехет тиклетӗвне чӑтӑмсӑр-тӳсӗмсӗр кӗтнӗлӗхӗн кӑшкӑруллӑ, хыпӑнчӑк-канӑҫсӑр пӑшӑлтатӑвне куҫарать.
IV. Хейлӗн юлашки пӑнчи // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 383–426 с.
Вӑрманӑн чӑтлӑхсенче сапаланнӑ паллисен миллионлӑ патшалӑхӗ — вӑл унӑн ҫавра ҫилле асӗнче халиччен курнӑ тымар-тункатапа, шӑтӑк-путӑкпа, шыв тапписемпе, ҫунчӑксемпе, каснӑ лаптӑксемпе, хӑвӑлсемпе, ӳкнӗ вулӑсемпе сӑнарланчӗ; пурте пӗрле пуҫтарӑнса — хӑрушла йышлӑлӑхӗнче — вӗсем хумхантаракан пӗр енлӗхпе тулнӑ пысӑк вӑрман лаптӑкне йӗркелеҫҫӗ.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 405–413 с.