Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

вӑрманалла (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Шурлӑхри тӗмескесем хушшипе, имшеркке чӑрӑшлӑх витӗр йӗпе сукмакпа эпир вӑрманалла кӗрсе каятпӑр.

Входим в лес по мокрой тропе, среди болотных кочек и хилого ельника.

III. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.

Кирилле хӑйӗннех ҫаптарать: «Урӑх ҫакӑн пек, сирӗн кӗтӳҫӗ пулса пурӑнас килмест манӑн, вӑрманалла каятӑп!..» тет.

А он — своё: «Не хочу боле этак жить, пастухом вашим, уйду в леса!»

III. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.

Каҫалапа пирӗн Кирилле — вӑл сивӗ кӑмӑллӑ арҫынччӗ, чылай ҫулланнӑскерччӗ, — ура ҫине тӑчӗ, ҫӗлӗкне хыврӗ те ҫапла калать: «Ну, ачасем эпӗ сирӗншӗн малалла начальник мар, тарҫӑ мар, хӑвӑрах кайӑр, эпӗ кунтан вӑрманалла пӑрахса каятӑп!» — тет.

Под вечер Кирилло наш суровый был мужчина и в летах — встал на ноги, шапку снял, да и говорит: «Ну, ребята, я вам боле не начальник, не слуга, идите — сами, а я в леса отойду!»

III. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.

Вӑрманалла чакнӑ чухне тата тепри ӳкрӗ.

Пока они добрались до леса, упал еще один.

33 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.

Унтан вӑл, пулемета илсе, вӑрманалла майӗпен утрӗ.

Потом взял пулемет и тихонько пошел к лесу.

33 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.

Нимӗҫсем вӑрманалла чакса кӗчӗҫ те урӑх шарламарӗҫ…

Немцы отошли в лес и замолкли…

32 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.

Хумсем малтан вӗсене уҫланкӑ тӑрӑх ҫавӑрса ҫӳрерӗҫ, унтан вӑрманалла илсе кайрӗҫ.

Волны сначала покружили его по всей поляне, а затем понесли в лес.

III // Л. Борисова. Сенкевич Генрик. Ҫӑкӑр шыраса: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 62 с.

Ҫав самантра тенӗ пекех йывӑҫсем ҫинчен темиҫе арҫын сиксе анчӗҫ те пулӑшма чупрӗҫ, анчах вӗсене хумсем ярса илчӗҫ, ҫавӑркаласа ҫӳрерӗҫ те вӑрманалла — пӗтме илсе кайрӗҫ.

Почти в ту же минуту несколько мужчин соскочили с деревьев и бросились на помощь, но волны подхватили их, закружили в водовороте и унесли в лес на погибель.

III // Л. Борисова. Сенкевич Генрик. Ҫӑкӑр шыраса: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 62 с.

Тӗттӗмленсен, Ӑмӑрткайӑк пӑшал илчӗ те вӑрманалла уттарчӗ.

Когда стемнело, Орлик взял ружье и ушел в лес.

III // Л. Борисова. Сенкевич Генрик. Ҫӑкӑр шыраса: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 62 с.

Партизансем ура ҫине сиксе тӑчӗҫ те Уча хыҫҫӑн вӑрманалла кӗрсе кайрӗҫ.

Партизаны вскочили и направились вслед за Учей поглубже в лес.

28 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.

Шикленнипе ним ӑнланмасӑр Уча пулеметне ҫӗрелле тытнӑ та вӑрманалла пӑхса тӑрать.

Онемев от страха, всеми забытый, Уча стоял, опустив пулемет и глядя в лес.

28 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.

Темиҫе партизансӑр пуҫне, вӗсен хушшинче Вуксан тата Учаран хӑпман Малиша та пур, ыттисем пурте ниме пӑхмасӑр ҫӑра вӑрманалла чупаҫҫӗ.

Кроме нескольких человек, среди которых были Вуксан и Малиша, не отстававший от Учи, все без оглядки мчались в густой лес.

28 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.

Болгарсене чи кая юлса йӗрлеме чарӑннӑ Гвозден хресченсем патне пычӗ, пиншак тӑхӑннӑ ача ҫинчен ыйтса пӗлме тытӑнчӗ, анчах лешсем ӑна ним те калама пултарайманнипе вӑл ӑна шырама вӑрманалла кӗрсе кайрӗ.

Гвозден вышел из боя последним, он подошел к крестьянам, стал расспрашивать о мальчике в гуне, но ничего не узнал и отправился искать его в лесу.

15 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.

Тул ҫутӑлса килнӗ вӑхӑтра айлӑмра пӑшал сассисем илтӗннипе пӑшӑрханнӑ Гвозден кӑвайт умӗнчен тӑрса вӑрманалла кӗрсе кайнӑранпа та таврӑнмарӗ.

Когда рано поутру в лагерь донеслись звуки стрельбы, Гвозден, лежавший у костра, встал и, встревоженный, направился в лес.

15 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.

Гвозден ура ҫине тӑчӗ, вӑрманалла кӗрсе кайрӗ, пӑшал сассисене тимлесех итлеме тытӑнчӗ.

Гвозден встал, пошел глубже в лес и остановился, напряженно прислушиваясь.

13 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.

Эпӗ, ҫурӑм хыҫне патак тытса, сунара кайнӑ пек пултӑр тесе, вӑрманалла утсан, Володя, аллисене пуҫӗ айне хурса, ҫурӑмӗ ҫине выртрӗ те: «Мана та хӑвпа пӗрле пынӑ пек шутла,» — терӗ.

Когда, воображая, что я иду на охоту, с палкой на плече, я отправился в лес, Володя лег на спину, закинул руки под голову и сказал мне, что будто бы и он ходил.

VIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Павӑл хӑйӗн ушкӑнӗпе тата аманнисемпе кӑштах ларсан, сылтӑма, вӑрманалла, пӑрӑнса, Упа шӑтӑкӗсем патнелле анаталла анса кайрӗ; аманнисене унта хӑварма шутларӗ вӑл.

Павле, обождав немного, свернул вправо в лес и стал спускаться по склону к Мечьим Рупам, где намеревался оставить раненых.

8 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.

— Вӗшле йытӑсем?! — тенӗ Тилӗ хӑраса ӳксе, хӑй ҫавӑнтах вӑрманалла вӗҫтерне.

— Борзые? — ахнула лиса и побежала.

Тилӗ, тӗве, кашкӑр, арӑслан тата путене // Михаил Андреев. Казах юмахӗсем: юмахсем. — Шупашкар: Чӑвашсен государство издательстви, 1938. — 60 с. — 45–50 с.

Кӗтӳҫ ҫак сӑмахсене илтсенех вӑр-вар патак илет те кашкӑр вара вӗлт кӑна вӑрманалла виркӗнет.

Пастух, услышав эти слова, быстро берет палку, и волк стремительно убегает в лес.

Xӳре // Михаил Андреев. Казах юмахӗсем: юмахсем. — Шупашкар: Чӑвашсен государство издательстви, 1938. — 60 с. — 27–32 с.

Виҫҫӗре яхӑн салтак тӗрлӗ ушкӑнсене пайланса малалла вӑрманалла чупнӑ.

Куҫарса пулӑш

Аттесен ҫулӗпе… аттесен йӗрӗпе… // Надежда Кириллова. https://chuvash.org/blogs/comments/5620.html

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех