Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

вӑрманалла (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ача-пӑча ушкӑнӗ ял ҫумӗнчи вӑрманалла ҫул тытнӑ.

Куҫарса пулӑш

Пӗчӗкҫӗ паттӑрсем // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 275–277 с.

Ҫуркунне выльӑхсене тин кӑна юр айӗнчен тухнӑ ҫерем ҫине кӑларса пысӑкланнӑ Именчӗк, теме сиссе, нумаях та ҫӳремерӗ, ҫывӑхри вӑрманалла чуп-тарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӑши пӑрушӗ // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 272–273 с.

Ӑна-кӑна кӗтмен упа ҫури юпа ҫинчен йӑкӑр-якӑр шуса анчӗ, каялла пӗрре ҫаврӑнса пӑхмасӑр вӑрманалла тарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Музыкант // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 269–271 с.

Ҫавах та тӑрмашса ҫырана тухрӗҫ те вӑрманалла сиккипех чупса кайрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

I // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Ҫаксене илтсе, кашкӑрсем тек тытӑнса тӑмарӗҫ, ертӳҫи хыҫҫӑн каялла вӑрманалла юртрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

I // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Сарайран пуртӑ илчӗ, ҫунашка туртса тухрӗ, вара вӑрманалла вутӑ патне уттарчӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Левен шоссе хӗррине пешкесе те ҫитнӗччӗ ӗнтӗ, вӑрманалла газик пӑрӑнса кӗнине асӑрхать.

Куҫарса пулӑш

Хуняман асран кайми авансӗ // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Ҫул, пӑрӑнса, вӑрманалла авкаланса кӗрсе каять.

Куҫарса пулӑш

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

Ҫак чӑрсӑр шухӑш Актая халь вӑрманалла ҫул тыттарчӗ.

Куҫарса пулӑш

9 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Венюк туртӑнса тӑмарӗ, купӑсне лартрӗ те вӑрманалла кӗрсе кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

7 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Мӑран лаша килнӗ ҫулпах вӑрманалла уттарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Малтанхи юр ларсанах Откан аппа, пӑшалне ҫакса, вӑрманалла тухса курма шутларӗ.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Гранатӑсем пӗтсен, Макаров сержант хӑйӗн салтакӗсене вӑрманалла чакма хушрӗ.

Куҫарса пулӑш

«Вилнӗ-шим эпӗ?..» // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ирхи хӗвел ҫӳлелле ҫӗкленнӗҫем ҫуллахи кун янравӗ ял тӑрӑх, хирсем урлӑ вӑрманалла хӑвӑртран хӑвӑрт сарӑлса пычӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Кӑшт тӑхтасан, кашкӑр каялла тухрӗ те мана, малтанхи пекех, кӗпе ҫаннинчен ҫавӑтса, ҫул ҫине кӑларса ячӗ, хӑй вӑрманалла васкарӗ.

Куҫарса пулӑш

Кашкӑр парни // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 100–105 с.

Кашкӑр мана вӑрманалла туртать.

Куҫарса пулӑш

Кашкӑр парни // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 100–105 с.

Ӑна пуҫӗнчен темскер ҫапрӗ, вӑл самолетран тухса ывтӑнчӗ, анчах тӑнне ҫухатмарӗ, вӑрманалла чупрӗ.

Куҫарса пулӑш

5. Кун пекки урӑх пулмасть // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

«Сывлӑш!» тесе кӑшкӑрсан вара пурте кузовран сиксе тухаҫҫӗ те вӑрманалла чупаҫҫӗ, анчах шофер машинне ҫул ҫинчен парса антарма килӗшмест, мӗншӗн тесен анма ҫӑмӑл, анчах Волхов тӑрӑхӗнчи шурлӑхсенчен каялла тухма ҫук…

Куҫарса пулӑш

4. Ҫӑра курӑк тата ҫӑлтӑрсем // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Орел сасартӑк ҫултан пӑрӑнчӗ те вӑрманалла ҫӑтӑр-ҫатӑр тутарса кӗрсе кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

XXI сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Вӗсем ним чӗнмесӗрех пахча карти урлӑ каҫрӗҫ те йывӑррӑн кӑштӑртатакан симӗс шерепеллӗ, тӗл-тӗл ҫил хуҫкаласа ҫатралатнӑ хӑмӑллӑ сӗлӗ ани урлӑ выртакан сукмакпа вӑрманалла утрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

4 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех