Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

вӑрман сăмах пирĕн базăра пур.
вӑрман (тĕпĕ: вӑрман) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑрман шӑрши ытларах та ытларах сарӑлать; кӑштах ӑшӑ нӳрлӗх шӑрши кӗме тытӑнчӗ; вӑрмана пырса кӗнӗ ҫил сирӗн тӗле ҫитсе чарӑнать.

Лесной запах усиливается, слегка повеяло теплой сыростью; влетевший ветер около вас замирает.

Ермолайпа арман хуҫи арӑмӗ // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 17–28 с.

Вӑрманпа хупланнӑ ту тӑррисенчен пӗри шывран инҫетре пулнӑ, унта каснӑ йывӑҫсене аялалла антарма майӗ те пулман, мӗншӗн тесен йӗри-тавра пырса кӗме ҫук чӑтлӑх вӑрман кашласа ларнӑ, тем пысӑкӑш чулсем купаланса выртнӑ.

Один лесистый холм был в стороне от воды, так что некуда было спускать с него срубленные деревья, потому что кругом были совсем неприступные, огромными камнями заваленные дебри.

IV // Василий Хударсем. Франко И.Я. Хӑй айӑплӑ: калав. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950. — 28 с. — 3–23 с.

Кашни кун ун ҫӗнӗрен те ҫӗнӗ тум, килте мӗн кирли пурте куҫ умӗнче, халапра та каласа пӗтерес ҫук, шурӑ хут ҫине ҫырса та шӑнӑҫтарас ҫук, яланах тутлӑ апатпа чыслани, выляса кулни, лашасӑр-мӗнсӗр хитре кӳме ҫинче сӗм вӑрман тӑрӑх музыка итлесе уҫӑлса ҫӳренисем; ҫав сӗм вӑрмансем ун умӗнче ярах уҫӑлса пыраҫҫӗ, ӑна сарлака та яка ҫул парса тӑраҫҫӗ.

Всякий день ей готовы наряды новые, богатые, и убранства такие, что цены им нет, ни в сказке сказать, ни пером написать; всякий день угощенья я веселья новые, отменные: катанье, гулянье с музыкою на колесницах без коней и упряжи по темным лесам; а те леса перед ней расступалися и дорогу давали ей широкую, широкую и гладкую.

Кӗрен чечек // Владимир Ухли. Аксаков С.Т. Кӗрен чечек: юмах. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 34 с. — 5–34 с.

Эпӗ, пӗр сӑмахпа каласан, лӗпӗшсемпе нӑрӑсем ҫине пӑхмарӑм: кӗнеке питӗ аванни пулчӗ тата вӑрмантан вӗрекен кӑпӑш ҫил те кӑмӑллӑн шавлать: кӗнеке те вулатӑп, вӑрман музӑкне те итлетӗп.

Я, впрочем, не обращал внимания на бабочек и жуков, книга была увлекательной, и шелковый ветерок, долетая из лесу, приятно шумел: я читал и слушал музыку леса.

Ултавлӑ колбаса // Никита Волков. Пришвин М.М. Ярик: калавсем; вырӑсларан Н. Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1939. — 16 с. — 11–16 с.

Лини урлӑ каҫмалли ҫулсен тӗлӗнчи вӑрмана нимӗҫсем икҫӗр-виҫҫӗр метр хушши пӗтӗмпех касса тасатнӑ, вӑрман ҫулӗсем ҫине пӗренесем купаласа тултарнӑ.

У переездов лес был вырублен на 200–300 метров, на лесных дорогах, ведущих к переездам, устроены завалы.

Припять ҫинчи ҫапӑҫу // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.

Кунта пирӗн тӑван отрядсем чугун ҫулӗн икӗ енӗпе вӑрман чӑтлӑхӗсене вырӑнаҫса тухрӗҫ, Путивль отрячӗ соединени штабӗпе пӗрле вунӑ километра яхӑн тата малалла, Ворожба — Курск магистралӗ енне, кӑнтӑралла куҫса кайса, июнӗн 26-мӗшӗнче Новая Слобода вӑрманӗнчи Софронтьевски монастыре йышӑнчӗ.

Братские отряды расположились здесь в лесах по обе стороны этой дороги, а Путивльский с объединённым штабом, выдвинувшись километров на десять к югу, в сторону магистрали Ворожба — Курск, занял бывший Софронтьевский монастырь у села Новая Слобода.

Новослободск вӑрманӗнче // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.

Спадщан вӑрманӗнче икӗ рота тӑшман салтакӗсем вӑрман касса пурӑнаҫҫӗ.

В Спадщанском лесу работали две роты немцев — заготавливали лесоматериал.

Клевень шывӗ хӗрринчи лагерь // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.

Эпир вӑрман ҫыннисем, апла-капла пулас пулсан вӑрмана куҫса кайма пултаратпӑр.

В случае чего — в лес уйдём, народ мы лесной.

Партизансен столици // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.

Ҫакӑн ҫинчен пӗлсенех, эпӗ оборона линине шаларах, вӑрман ӑшнерех куҫарма шут турӑм, хамӑр кӑнтӑрла ҫапӑҫнӑ вырӑна пӗчӗк заслонсем кӑна тӑратса тухрӑм та, вӗсене тӑшман килнине курсассӑнах вӑрмана тарса кӗме хушса хӑвартӑм.

Узнав об этом, я решил линию обороны перенести дальше в лес, а на том месте, где мы оборонялись сегодня, оставить только небольшие заслоны, приказав им при появлении противника бежать в лес.

Партизансен столици // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.

Операци планне тунӑ чух эпир нимӗнрен малтан ҫакна шута илтӗмӗр: тӑшман пирӗн ҫине вӑрман енчен килсе тапӑнма шутлать, ҫавӑнпа та пирӗн ҫав вӑрмана Шалыгин енчен килекен ҫул хӗррине вӑйлӑ засада лартмалла.

Основным в нашем замысле была организация засады с сильными огневыми средствами в лесу у дороги из Шалыгино, откуда, судя по концентрации сил противника, надо было ожидать главного удара.

Веселый ятлӑ салари ҫапӑҫу // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.

Вӑл, пирӗн вӑрманти мӗнпур юханшывсем пекех, темиҫе километр тӑрӑшшӗ илемлӗн те чаплӑн вӑрман хушшипе юхса иртет.

Несколько километров тянется она среди леса, красивая и живописная, как все наши лесные реки.

«Шыв хӗрринче пурӑнатӑр – ишме пӗлместӗр!» // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.

Аякран пӑхсан, нимӗҫсем ҫапла хӑтланни питӗ кулӑшла туйӑнмалла: вӑрман ҫине вӗсем тупӑсемпе пулемётсенчен персе тӑраҫҫӗ; а вӑрманӗ шӑпӑрт та шарламасть, унта пӗр чӗрӗ чун та ҫук тейӗн.

Со стороны, вероятно, это было очень странное зрелище: по лесу палят из пушек и пулемётов, а лес молчит, ни одной живой души в нём не видно.

Партизансен крепоҫӗ // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.

Пӳрт ялкӑшсах ҫунать, унтан хура тӗтӗм мӑкӑрланса тӑрать, хура-симӗс тӗслӗ вӑрман кӑмӑлсӑррӑн туйӑнать, вӑрманта ҫӑтса яма хатӗр евӗр юр кӗрчӗсем, йӗри-тавра темле тискер шӑплӑх, ҫап-ҫара ҫул, тӗссӗр те вараланчӑк пӗлӗт тата таҫтан сивӗ ҫил киле-киле ҫапать — масар ҫинчи пекех…

Дом горит во-всю, черный дым клубами, лес строгий, черно-зеленый, сугробы в лесу такие, что утонешь, тишина какая-то зловещая, пустая дорога, небо серое, грязное, ветер ледяной откуда-то налетает, — просто как на кладбище…

Кӗпер // Николай Иванов. Тихонов Н.С. Паттӑр партизан: калавсем; вырӑсларан Н. Иванов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 47 с.

Ку Челноков пӗччен пулнӑшӑн ҫеҫ мар, ку тата ҫак пӗтӗм ӗҫ кун ҫав тери кӗске, ҫӗр вӑрӑм пулакан ҫӗрте, вӑрман ҫӑра та салху, шурлӑхсенчен тӗрлӗ пӑс хӑпарнипе сывлӑш нӳрӗ те сиенлӗ, вӑрмансенче тискер кайӑксем вӑйлӑ та хӑраман, ҫын чунсӑр, тискер кайӑк пек ҫӑмламас пулнӑ вырӑнсенче пулса иртнинчен те килнӗ.

Не только потому, что Челноков был одинок, но и потому, что это происходило в местности, где так короток день, а ночь длинна, где густ и мрачен лес, где воздух сыр и ядовит от болотных испарений, где зверь в лесах силен и непуглив, и человек — как зверь.

1. // Леонид Агаков. Фадеев, А. А. Амгуньски полк: повесть; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 40 с.

Вӑрмана эпӗ кӑвак ҫутӑ пулнӑ ҫӗрелле ҫитеттӗм, хатӗрсене майлаштарса лартаттӑм, тапӑсене ҫакса яраттӑм, вӑрман хӗррине выртаттӑм та ҫутӑ кун пулассине кӗтсе выртаттӑм.

В лес я приходил к рассвету, налаживал снасти, развешивал манков, ложился на опушке леса и ждал, когда придёт день.

VII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.

Ока хӗрринчи вӑрмансем — Касимовран Мурома ҫити, е — Атӑл леш енчи вӑрман, Урал патне ҫити каять, ия!

На Оке леса — от Касимова до Мурома, али — за Волгой лес, до Урала идёт, да!

III. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.

Юлашкинчен вӑрман касас ӗҫ пачах чарӑнчӗ; вӑрманӗ ҫеҫ ҫынсен халсӑрлӑхӗнчен кулнӑ пек шавласа ларать.

Наконец, рубка совсем прекратилась, а лес шумел, словно насмехаясь над слабостью людской.

III // Л. Борисова. Сенкевич Генрик. Ҫӑкӑр шыраса: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 62 с.

Колони пулмалли ҫӗрте вӗсем вӑрмансем, хирсем пулӗҫ тесе шутланӑччӗ, анчах кунта кӑклама палӑртнӑ вӑрман ҫеҫ ларнӑ-мӗн.

Они рассчитывали найти на участке, предназначенном для колонии, поля и леса, а нашли только леса, которые надо было корчевать.

III // Л. Борисова. Сенкевич Генрик. Ҫӑкӑр шыраса: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 62 с.

Вӑрман шӑв-шавпа тулса ларчӗ, анчах тӑшман пенӗ пек туйӑнмарӗ ӑна; вӑл перкелешӗве лайӑх илтрӗ пулин те, кӑна вӑрманпа тӗттӗм каҫ темшӗн переҫҫӗ, такампа ҫапӑҫаҫҫӗ тесе шутларӗ.

В лесу гремели выстрелы, но командиру казалось, что они как-то не имеют отношения к противнику, что стреляют, сражаются сейчас не люди, а лес и ночь.

18 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.

Куҫпа виҫсе илейми йӑлтӑркка-сарӑ уй кӑваккӑн курӑнакан ҫӳлӗ вӑрманпа пӗр енчен кӑна чикӗленет, ҫав вӑрман мана ун чухне чи инҫетри темле асамлӑ кӗтес пек, ун хыҫӗнче е тӗнче пӗтнӗн, е ҫын пурӑнман ҫӗршывсем пуҫланнӑн туйӑнатчӗ.

Необозримое блестяще-желтое поле замыкалось только с одной стороны высоким синеющим лесом, который тогда казался мне самым отдаленным, таинственным местом, за которым или кончается свет, или начинаются необитаемые страны.

VII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех