Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

вӑрман сăмах пирĕн базăра пур.
вӑрман (тĕпĕ: вӑрман) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫӗртме туса хуратнӑ ансӑртарах уй урлӑ каҫса вӑрмана ҫитсе кӗрсен Таранов хайхи хӗрарӑма та, Саркая та манчӗ, мӗншӗн тесен мӗн пӗчӗкрен пӗлекен пӗчӗк вӑрман ӑна хӑйӗн кӗрхи илемӗпе чӗре туллин килентерчӗ.

Куҫарса пулӑш

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Вӑрманти пушар ҫинчен ҫак номерсемпе шӑнкӑравласа пӗлтерӗр: 8-800-100-94-00 — Вӑрман ӗҫӗсем енӗпе федерацин пӗрлӗхлӗ телефонӗ, 8(8352)40-24-00 — Чӑваш Республикинчи Ҫутҫанталӑк министерствин «Вӑрман хуралӗ» хысна учрежденийӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрмана пушартан упрар // Любовь ШУРЯШКИНА. http://kasalen.ru/2023/04/25/%d0%b2%d3%9 ... %b0%d1%80/

Куҫ умне вӑрман хӗрринче уйрӑммӑн ларакан шурӑ хуран тухса тӑчӗ, ҫавӑ хурӑн патне вӑрмантан хуп-хура куҫлӑ, чӗкеҫ ҫунатти пек куҫхаршиллӗ ҫамрӑк хӗрача ерипен утса тухни курӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Альбина // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 144–160 с.

Эпӗ те хама хаваслӑ туйса кайрӑм, ешӗл вӑрман ҫине, хӗвел ҫутинче ҫаплах йӑлтӑртатакан шултра тумламсем ҫине хӗпӗртесе пӑхрӑм, вӑрманта кайӑксем чӗвӗлтете пуҫларӗҫ…

Куҫарса пулӑш

Пӗчӗк акӑшсен ташши // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 57–75 с.

Куҫсем кӑтрашка тӑрӑллӑ вӑрман ҫине, ҫырма хӗррипе хӑпаракан шурӑ тӗтре ҫине хӗпӗртесе пӑхрӗҫ, хӑлхасем, вӑрманти кашни сас-чӗвве хӑйпе майлӑ илтсе, ман умра каллех юмахри евӗрлӗ тӗнче ҫуратрӗҫ…

Куҫарса пулӑш

Пӗчӗк акӑшсен ташши // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 57–75 с.

Вӑрман витӗр Болотников, Ермак, Разин, Пугачев отрячӗсем иртрӗҫ, вӑрманта ирӗклӗхе шыракансем ирӗклӗх юррисем юрларӗҫ…

Куҫарса пулӑш

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Виҫӗ ҫул вӑрман хушшинче пурӑнни, ансат та ырӑ чунлӑ ахаль рабочисемпе пӗрле Енисей ҫинче шыв тӑрӑх сулӑсем юхтарни, сӑрт ҫине хӑпарса, хумлӑ-хумлӑ вылянса тӗрлӗ тӗслӗн йӑлтӑртатакан тайга тӑрри ҫине пӑхни, вӑл, Ҫӗпӗр вӑрманӗ, хӗлле те, ҫулла мӗнле шавланине итлени, — ҫаксем пурте кӑлӑх пулмарӗҫ…

Куҫарса пулӑш

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Анӑҫалла сулӑнса ҫинҫе вӑрӑм урисемпе инҫетри Сӑр хӗрринчи вӑрман ҫине чӗркуҫленнӗ хӗвел Автанкасси таврашӗнчи вӑрмана, улӑх-ҫарана, уй-хире кӗрен ҫутӑпа ачашлать.

Куҫарса пулӑш

11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Ман шухӑш-туйӑма Глафира витӗрех ӑнланчӗ пулмалла — нумаях калаҫса тӑмарӗ: «Ах, эп ҫакнашкал йывӑр хушлӑха ҫакланнӑшӑн хӑвӑр та айӑплӑ мар-и? Мӗншӗн ҫавӑн чух эсир мана Сардимировпа вӑрмана пӗрлӗхен ҫиме ятӑр-ши?» — тесе йӗрсе ячӗ те плащ аркине кайӑк ҫуначӗ пек варкӑштарса вӑрман карти ҫумӗпе ял еннелле чупрӗ.

Куҫарса пулӑш

11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Унтан ҫаксем, сӗм вӑрманпа пынӑ чухне, час-часах вӑрман ҫыннисем тапӑннинчен хӳтӗленмелле пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Улатӑр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Халӗ вара Ахмаршӑн хашместӗр тени вӑрман ҫынни, вӑрманта тарса ҫӳрекен тени.

Куҫарса пулӑш

Хӑшместӗр йывӑҫӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Ҫитмӗл те ҫичӗ тинӗс уттинче хура вӑрман, хура вӑрманта хура пурт, хура пӳртре хура сакай, хура сакайӗнче хура йӑва, хура йӑвара хура ҫӑмарта, хура ҫӑмартара хура чир.

Куҫарса пулӑш

Усалпа ҫӳрекен — усал айне пулать // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Шурлӑх ансӑрланнӑ тӗлте кӗпер пур, ун урлӑ каҫсан, каллех вӑрман, ҫакӑн пек вӗҫӗ-хӗррисӗр хыр вӑрманӗ тӑсӑлать.

Куҫарса пулӑш

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Федя вӑрман ӑшне кӗрсе кайрӗ, Кирук автомат илчӗ те анат еннелле вӑрманпа чупрӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Сасартӑк умра, вӑрманӑн хура чатӑрӗ сассӑр-мӗнсӗр йӑпӑр-япӑр татӑлса аннӑ пек, йывӑҫ та, тӗмӗ те, ытти чӑрмав та пач ҫухалчӗ — ҫӗр варринче «вӑрман талккӑшне виҫсе сехӗрленсе ҫӳрекен» ҫын темӗнле уҫланка (е парлак пулчӗ-ши?) ҫитсе тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ҫак сасӑсем илтӗннӗ тӗлелле ҫывхарас тӗллевпе арҫын прачак хӗррипе (кунтах унран ҫурҫӗрелле «туратланакан», ҫӗре алтӑкласа кӗрсе вӑрманалла хывнӑ машина — вӑрман кӑларакансен — ҫулӗ те курӑнчӗ), трактор йӗрӗ ҫине ӳксе, малалла кӗштӗртетрӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Прачакӑн тепӗр енӗпе лӑсӑллӑ, сайхахлӑ вӑрман (кӑтра лӑсси-турачӗсем чӑн тӑрринче пӗр-пӗринпе пӗрлешсе кайнӑ та вӑрмана ҫиелтен кӑпӑш симӗс ваткӑ пек витсе тӑраҫҫӗ) шав тӑсӑлать.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Вӑрман ячӗ те интереслӗ — Сухати вӑрманӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӗрленӗ, кӗрлетпӗр, малашне те кӗрлӗпӗр-ха! // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/6211.html

Паян эпир ҫак икӗ ҫамрӑка вӗсем ӗҫпе чапа тухнӑ ҫынна, ӗҫ ветеранне, патшалӑх вӑрманне тата халӑх пурлӑхне тӳрӗ кӑмӑлпа сыхланӑ вӑрман хуралҫине Михайлов Тимофей Михайловича тискеррӗн вӗлернӗшӗн суд умне тӑратрӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Вӑл вӑрманта ӗҫлекенсен кунӗ ячӗпе хатӗрлекен номер валли лайӑх ӗҫлекен вӑрман хуралҫи, вӑрман хуҫалӑхӗн ветеранӗ ҫинчен очерк ҫырма хушрӗ.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех