Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

выляма (тĕпĕ: выля) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Выляма пӗр патак кирлӗ пулать.

Чтобы играть, нужна одна палка.

Хурала (вӑйӑ) // Сувар. «Сувар», 26(704)№, 2007.06.29

Ҫак вӑййа ҫулла выляма питӗ лайӑх.

В эту игру лучше всего играть летом.

Хурала (вӑйӑ) // Сувар. «Сувар», 26(704)№, 2007.06.29

Спектакльсенче выляма чунтан кӑмӑллать.

От души любит играть в спектакле.

Иртнӗ ҫулла... // Элиза ВАЛАНС. «Тантӑш», 2016.06.30, 25№

Унсӑр пуҫне хӑйӗнпе пӗр ҫулхи ачасемпе (Коля Охотников, Петя Шингарев, Виталий Самуков тата ыттисем те) команда йӗркелесе хоккейла та выляма вӗренеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ырӑ кӑмӑллӑ, тӗслӗхлӗ юлташ // Виталий ВАСИЛЬЕВ. «Сувар», 20(698)№, 2007.05.18

Пире вӑрҫӑлла выляма вӗрентетчӗ.

Он нас учил играть в войну.

Выҫӑллӑ-тутӑллӑ ачалӑхӑм // Сувар. «Сувар», 16(697)№, 2007.05.11

Вӗсене выляма ятарласа лапам йӗркеленӗ.

Для них была организованная специальная игровая площадка.

Ярмулай ялне — 250 ҫул // Рудольф ПАВЛОВ. «Урал сасси», 2016.06.22

Пиччӗшӗ Сергей ӑна хоккейла выляма вӗрентнӗ.

Брат Сергей научил его играть в хоккей.

Нуша ӗҫе хӑнӑхтарнӑ // Любовь ПЕТРОВА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.06.16, 23 (6116) №

Роле ҫиелтен шӑйӑрттарса выляма ҫук, сӑнара пуҫӗпех путмалла.

Роль невозможно сыграть поверхностно, надо влиться в образ.

Праски кинеми пиллесе авлантарнӑ // Альбина ЮРАТУ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.06.16, 23 (6116) №

Хамра трагедиллӗ рольсене выляма пултаракан артиста уҫрӑм.

Куҫарса пулӑш

Праски кинеми пиллесе авлантарнӑ // Альбина ЮРАТУ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.06.16, 23 (6116) №

Амаҫын рольне выляма питӗ килӗшрӗ.

Куҫарса пулӑш

«Чӑваш чӗлхи кирлине туйрӑм» // Альбина ЮРАТУ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.05.19, 19 (6112) №

Лашана юратса ӳсни сана паян клипсем калӑплама та, «Чӑваш амаҫыннисем» фильмра выляма та пулӑшать.

Куҫарса пулӑш

«Чӑваш чӗлхи кирлине туйрӑм» // Альбина ЮРАТУ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.05.19, 19 (6112) №

«Тӳпере вертолет вӗҫнине курсан пилот вырӑнне ларас килетчӗ. Хутран самолет туса выляма юрататтӑм. Шкула тӗрлӗ ҫар училищинчен час-часах килсе ҫӳретчӗҫ. Сызраньти офицерсемпе йӗркеленӗ тӗлпулу хыҫҫӑн летчик пулас ӗмӗт ҫирӗпленчӗ», — пӗлтерчӗ авиаци аслӑ училищин 2-мӗш курс студенчӗ.

"Когда видел летающий вертолёт хотелось сесть вместо пилота. Любил играть самолетиками из бумаги. В школу часто приходили из разных военных училищ. После встречи с офицерами из Сызрани, разгорелась мечта стать лётчиком", - сказал студент 2-ого курса высшего авиационного училища.

Тӳпере вӗҫме ӗмӗтленет // Любовь ПЕТРОВА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.05.19, 19 (6112) №

Кӑҫал вара лупашкасем хӑйсен ачисене выляма ятарлӑ лапам тума пуҫланӑ.

Куҫарса пулӑш

Ачасем валли - спорт лапамӗ // Вера МОРОЗОВА. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.05.20

Ҫумӑрлӑ ҫанталӑкра выляма пӗчӗк пӳрт ҫӗклесе лартнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ачасем валли - спорт лапамӗ // Вера МОРОЗОВА. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.05.20

Анчах вӑйӑ выляма мар.

Но не для игры.

Виҫӗ мӑшӑр нуски укҫи вӑрҫтарать // Таисия Ташней. http://chuvash.org/blogs/comments/2758.html

Вӑл ҫут ҫанталӑка юратать, хоккейла выляма, пулла тата сунара ҫӳреме кӑмӑллать.

Куҫарса пулӑш

Николай Малов: «Вӑй-хӑват ҫӑлкуҫӗ — шалти килӗшӳлӗх» // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№

Специалистсем палӑртнӑ тӑрӑх, Раҫҫей команди туслӑрах, пӗрлӗхлӗрех выляма пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Асран кайми самантсем // Алексей ВОЛКОВ. «Елчӗк Ен», 2016.05.07

Раҫҫейре чи малтан ҫак вӑййа Мускав ҫывӑхӗнчи Орехово-Зуево хулинче выляма пуҫланӑ.

Куҫарса пулӑш

Асран кайми самантсем // Алексей ВОЛКОВ. «Елчӗк Ен», 2016.05.07

Урамри вӗтӗр-шакӑрпа пухӑнса ҫерем ҫине выляма каяттӑмӑр, килтен илсе тухнӑ тутлӑ апат-ҫимӗҫпе пӗр-пӗрне хӑналаттӑмӑр.

Собиравшись на улице, ходили играть на травку, угощали друг друга вкусной едой, которую выносили из дома.

Мӑнкун йӑли манӑҫать // Софья Савнеш. http://chuvash.org/blogs/comments/2739.html

— «Авлантарчӗҫ» спектакльте иксӗмӗрӗн пӗрлешекен каччӑпа хӗре выляма тӳр килнӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

Арҫын - тӗрев, мӑшӑрӗ - управҫӑ // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016.04.22, 61-62№

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех