Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

выляма (тĕпĕ: выля) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«Ҫитрӗ иккен эп тухатни. Вӑрман шуйттанӗсем чӑмласа хучӗҫ ӗнтӗ ӑна. Пӗтӗм усал сывлӑша выляма хушсаттӑм. Пыршине кумрӗҫ апла. У-у…»

Куҫарса пулӑш

Лаох // Василий Алентей. Василий Алентей. Лаох. Хырсем ӗмӗрех ем-ешӗл. Повестьсем. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970

Акӑ шоссе ҫулӗ ҫине пухӑннӑ нимӗҫсем пӗр-пӗринпе кӗрешме, выляма пуҫларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Лаох // Василий Алентей. Василий Алентей. Лаох. Хырсем ӗмӗрех ем-ешӗл. Повестьсем. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970

Эпӗ вӗсене пианинӑпа калама вӗрентрӗм, ашшӗ шахматла выляма вӗрентет пушӑ вӑхӑтра.

Куҫарса пулӑш

Надина Джавадова: «Ӑнӑҫуллӑ пулас тесен – вӗренмелле» // Вера Александрова. «Сувар», 2019.05.27, http://suvargazeta.ru/news/intervyu-statyasem/nadina-dzhavadova-anaculla-pulas-tesen-vrenmelle

:) Тӗрӗссипе вара футбол курма халӑх туртӑнать, анчах та пирӗн футболҫӑсем лайӑх выляма вӗренсе ҫитеймеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӗнче Кубокӗ // Аҫтахар Плотников. https://pcode.livejournal.com/81258.html

Аптӑранӑ енне хӗрача шӑккалатсемпе выляма та тытӑнчӗ, вӗсене пукане ҫӑварне чикнӗ пек тӑвать, ун тутине сӗрсе ярать.

Будучи в растерянности девочка начала играть с шоколадками, делает вид, будто их кладет в рот куклы, замазывает ей губы.

Сахӑр катӑкӗ // Николай Ларионов. https://chuvash.org/lib/haylav/7332.html

Вера Кожемановапа ӗҫлекен музыкантсем хӑйсене вырӑнтан ытла мӗн выляма тивни интереслентернине, халӑх музыкине хальхипе хутӑштарма интереслӗ пулнине пӗлтерчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Паян трендра — этника // Ирина Трифонова. «Сувар», 2019.02.21

Февралӗн 22-мӗшӗнче Тӑманлӑ Выҫли тӗп шкулӗн спортзалӗнче те волейболла выляма юратакансем пухӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Уяв кунӗнче ӑмӑртусенче тупӑшнӑ, сывлӑха ҫирӗплетнӗ // Каҫал Ен. Каҫал Ен, 2019.02.26

Парти юхӑмӗсем вӑйӑ выляма кирлӗ, анчах та вӗсен вӑййисем илсе пыраҫҫӗ яланах вӑрҫӑ, харкашу патне.

Куҫарса пулӑш

Тӗнче шайӗнчи Мӗтри мучи // Юрий Яковлев. Хыпар, 1995.12.19

Улӑм витнӗ ҫуртсен тӑрринчи мӑян ачасене пытанмалла выляма аванччӗ.

Лебеда, что росла на крыше соломенных домов, была хороша детворе для игр в прятки.

Ӳпне ҫӑпан // Вир Мӗтри. Вир Мӗтри. Хӗрлӗ гварди. — Шупашкар, 1980

Юрккӑпа Гена, кашни ача пекех, вӑрҫӑлла выляма юратнӑ.

Куҫарса пулӑш

Паттӑр салтак ячӗпе // Хыпар. Хыпар, 2011,01,15

Футболла выляма кайнӑскер тӗттӗмленме пуҫласан ҫул урлӑ каҫма тӑнӑ.

Куҫарса пулӑш

Шухӑ водительсем саккуна уямаҫҫӗ, ҫынсене шеллемеҫҫӗ // Марина ГРИГОРЬЕВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.06.18, 23(945)№

Вӗсем мана хӑйӑр купи ҫине выляма та пӗрле илсе ҫӳреместчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Упӑшкана савакан хӗр кашни утӑма йӗрлет // Галина. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.09.29, 38 (6131) №

Хальлӗхе вара эпӗ аппан ачипе, виҫҫӗри Никӑпа, тухтӑрла выляма кӑмӑллатӑп.

Пока я люблю играть в доктора с трёхлетней Никой, племянницей.

Шкул ятне ҫӳлте тытаканскер // Элиза ВАЛАНС. «Тантӑш», 2016.09.29, 38№

Ҫакӑ пире официаллӑ кирек хӑш тӗп лигӑра та фестиваль тапхӑрӗсем витӗр тухмасӑрах выляма ирӗк парать, — хавхаланса пӗлтерет шӳте юратакан каччӑ.

Это нам дает преимущество играть в любой официальной главной лиге без прохождения всех этапов фестиваля, - воодушевленно сообщает юноша, любящий пошутить.

Шӳт пурнӑҫра пулӑшать // Хыпар. «Хыпар», 2016.08.02, 120№

Щирий шӳтсем тата сценарисем ҫырас ӗҫе хастар хутшӑнма та, сцена ҫинче чӑнласах выляма та пуҫланӑ.

Щирий начал активно участвовать в написании сценарий, на самом деле играть на сцене.

Шӳт пурнӑҫра пулӑшать // Хыпар. «Хыпар», 2016.08.02, 120№

Чӑн та, унӑн ҫулталӑка яхӑн пӗр сӑмахсӑрах выляма тивнӗ.

И вправду, ему около года пришлось играть без слов.

Шӳт пурнӑҫра пулӑшать // Хыпар. «Хыпар», 2016.08.02, 120№

Юра яланах старик рольне выляма юрататчӗ.

Юра всегда любил играть роль стариков.

Асран кайми Юрий Скворцов // Ҫӗнтерӳ ялавӗ. «Ҫӗнтерӳ ялавӗ», 2006.01.18

— Пурнӑҫупа тачӑ ҫыхӑннӑ пулӑмсене сцена ҫинче выляма тӳр килнӗ-и?

- Приходилось ли играть события тесно связанные с жизнью?

Ҫывӑх ҫыннисен шухӑшӗпе — Валера нихӑҫан та йӑнӑшмасть // Альбина ЮРАТУ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.07.28, 29 (6122) №

Чӗрине хытарса, куҫҫуле пыр тӗпӗнче тытса малалла выляма тивнӗ.

Приходилось скрепив сердце, сдерживая слезы в горле продолжать игру.

Ҫывӑх ҫыннисен шухӑшӗпе — Валера нихӑҫан та йӑнӑшмасть // Альбина ЮРАТУ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.07.28, 29 (6122) №

Унпа выляма юрамасть.

С ним играть нельзя.

Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех