Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Ярмулай ялне — 250 ҫул

Автор: Рудольф ПАВЛОВ

Ҫӑлкуҫ: «Урал сасси», 2016.06.22

Хушнӑ: 2016.06.28 11:39

Пуплевӗш: 37; Сӑмах: 410

Текст тӗсӗ: Хаҫат-журнал статьи

Вырӑсла Тема: Культура

Июнь уйӑхӗн 18-мӗшӗнче‚ Ҫимӗк кунӗ умӗн‚ Пелепей тӑрӑхӗнчи Ярмулай ялӗнче пысӑк уяв хаваслӑн кӗрлесе иртрӗ. Тӗп сӑлтавӗ — ял никӗсленнӗренпе 250 ҫул ҫитни.

Ҫуллахи хӗвеллӗ те ӑшӑ кун ваттине те‚ вӗттине те уяв лапамне пуҫтарчӗ. Паллах‚ ҫакӑн пек пӗлтерӗшлӗ те пысӑк мероприятие аякран та‚ таврари ялсенчен те хӑнасем килсе ҫитрӗҫ.

Уява ял администраци пуҫлӑхӗ Андрей Яковлев уҫрӗ. Вӑл пурне те ӑшӑ сӑмахсем каласа юбилей ячӗпе саламларӗ. Унтан Пелепей район администраци пуҫлӑхӗн пӗрремӗш ҫумӗ Ихсан Бадретдинов та сӑмах илчӗ. Вӑл чӑваш халӑхӗ пултаруллӑ та туслӑ пулнине палӑртрӗ. «Ҫакна шӑпах паянхи уява йӗркелеме пултарни ҫирӗплетет»‚ – терӗ Ихсан Ахсанович. Уява ертсе пыракансем, Лидия Маркеловапа Ирина Васильева, концерт программине малалла тӑсрӗҫ‚ килнӗ хӑнасене сӑмах пама та манмарӗҫ. Юрӑсемпе ташӑсем‚ сӑвӑсем тата ытти илемлӗ номерсем халӑхӑн кӑмӑлне ҫӗклерӗҫ. Ҫапла ял администраци пуҫлӑхӗпе чӑваш хастарӗсем халӑха чунтан савӑнтарма тӑрӑшни палӑрчӗ.

Пухӑннисем валли пӗчӗк суту-илӳ лавккисем ӗҫлерӗҫ. Ачасем ҫинчен те манман. Вӗсене выляма ятарласа лапам йӗркеленӗ.

Ярмулайсене саламлама Пелепей районӗнчи чӑвашсен наципе культура автономийӗн ертӳҫи Владимир Яковлев та килсе ҫитнӗ. Владимир Матвеевич кун пек уявсем йӗркелесе ирттерни ял ҫыннисемшӗн ҫеҫ мар‚ ҫитӗнекен ӑрушӑн та питӗ пӗлтерӗшлӗ те паха пулнине пӗлтерчӗ‚ праҫнике йыхравланӑшӑн тав турӗ. Уяв программине ертсе пыракансем ытти хӑнасемпе те паллаштарчӗҫ‚ сӑмах пачӗҫ. Вӗсен шутӗнче Ярмулайӗнче ҫуралнӑ‚ халӗ Ӗпхӳ район администрацинче вӑй хуракан Валерий Сидоров (вӑл чылай ҫул хушши Пушкӑртстанри чӑвашсен Канашне ертсе пычӗ)‚ Марина Прохорова поэтесса‚ Рудольф Илькелри ҫыравҫӑ тата «Урал сасси» хаҫатӑн ҫывӑх тусӗ Зоя Колесникова пулчӗҫ. Хӑнасем ырӑ сӑмахсем каласа пурне те уяв ячӗпе саламларӗҫ. Валерий Александрович ялти вулавӑша хӑйӗн кӗнекине парнелерӗ. Рудольф Илькелри те унран юлмарӗ. Вӑл Андрей Яковлева тата педагогика ветеранне‚ таврапӗлӳҫе Михаил Сидорова хӑйӗн кӗнекисене парнелерӗ. Сӑмах май каласан‚ Рудольф Матвеевич нумай пулмасть Ярмулай шкул вӗренекенӗсемпе тӗлпулу ирттернӗччӗ. Унти вулавӑш валли хӑйӗн темиҫе кӗнекине хӑварнӑччӗ.

Малалла программа тӑрӑх ӗҫ ветеранӗсен Канашӗн пуҫлӑхӗ Михаил Сидоров сӑмах илчӗ. Михаил Петрович Андрей Яковлевпа пӗрле ялти вӑтӑр ҫынна «Вӑрҫӑ ачисем» медальсемпе чысларӗҫ.

Уява ертсе пыракансем Ярмулайӗнчи ватӑсене те асӑнса хӑварчӗҫ‚ тав сӑмахӗсем каларӗҫ. Вӗсене Баймурза ялӗнче пурӑнакан 101 ҫулхи Минибика Асмандияроваран тӗслӗх илме хушрӗҫ‚ пурне те вӑрӑм ӗмӗр сунчӗҫ. 60 ҫул пӗрле пурӑнакан мӑшӑра, Исак Петровичпа Нина Михайловна Сидоровсене, ӑшӑ сӑмахсем каласа парнепе чысларӗҫ. Кӑҫал ача ҫуратакан хӗрарӑмсене те манмарӗҫ. «Ялта ачасем ҫурални — ырӑ пулӑм‚ апла пулсан ял пӗтмест‚ аталанать»‚ – савӑнӑҫлӑн пӗлтерчӗ администраци пуҫлӑхӗ. Хӗрарӑмсен Канашӗн председателӗ Сания Архипова кӑҫал ялти «Чи илемлӗ те йӗркеллӗ хуҫалӑх» конкурсра Надежда Федорова ҫӗнтерӳҫӗ пулнине хыпарларӗ. Ӑна та асӑнмалӑх парне пачӗ.

Уяв кӗрлерӗ те кӗрлерӗ. Мероприятие пухӑннисем пӗр-пӗринпе ӑшшӑн калаҫрӗҫ‚ тӗл пулнӑ тӑванӗсемпе ытакланчӗҫ. Чӑваш ҫыннисем тӑван чӗлхепе шӑкӑл-шӑкӑл калаҫни питӗ савӑнтарчӗ.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех