Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

аяккипе (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Речӗсем сайра пулаҫҫӗ, ҫавӑнпа та вӑл тунасене тивмест, унӑн ҫаннисем тунасен аяккипе иртсе каяҫҫӗ, ҫапла вара тунасем хушшине юр ҫуса лартать те вӑрахчен выртса юлать.

Ряды же редкие, через это она будылья не тронет, рукава ее мимо пойдут, стало быть, ляжет и задержится промеж будыльев снег.

21-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Пире вӑл хӗрсем, картишӗнче тӗл пулсан, е, кӳреннӗ пек тутисене персе, аяккипе иртетчӗҫ, е тӳрех пирӗн еннелле утатчӗҫ, эпир вӗсен ҫулӗ ҫинче ҫук та пекчӗ.

которые, встречаясь с нами на дворе, или, обидно поджимая губы, обходили нас сторонкой, или шли прямо на нас, как будто нас и не было на их дороге.

Ҫирӗм улттӑпа пӗрре // Петӗр Хусанкай. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 119–131 стр.

Икӗ аяккипе пуянсен мрамортан, гранитран, лабрадортан тунӑ масарӗсем чаплӑ ҫуртсем пек лараҫҫӗ.

По обе стороны были мраморные, гранитные, лабрадоровые фамильные склепы — эти маленькие роскошные виллы.

XLIII. Парус // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Унта, застава ҫумӗнче, тӑпӑлтарса кӑларнӑ чугун решеткесем, хӗреслӗ тӑратса лартнӑ винтовкӑсен аяккипе драп пальто тата кукӑль евӗрлӗ каракуль ҫӗлӗкӗ тӑхӑннӑ пӗр господин ҫӳрет.

Возле заставы, мимо вывернутых чугунных решеток сквера и винтовок, составленных в козлы, по мостовой прогуливался господин в драповом пальто и каракулевой шляпе пирожком.

XXXVII. Бомба // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Стенасен аяккипе пырӑр.

Держитесь возле стен.

XXXVI. Йывӑр сумка // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Тусанлӑ, анчах сулхӑн урам, ачана ӑшӑ тинӗсре шыва кӗмелли ваннӑсен аяккипе юнкерсен училищи тӗлне илсе тухрӗ.

Пыльный, но тенистый переулок вывел его мимо «Заведения теплых морских ванн» к юнкерскому училищу.

XII. «Лаша тейӗн тата!» // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

…Халь те пӗкӗрӗлмен иккен-ха вӑл, хуйха-суйха парӑнмасть, кӑшт ҫеҫ кӑвакарнӑ иккен те, усӑнарах аннӑ ҫӑвар аяккипе икӗ тарӑн йӗр хывӑннӑ.

…Она и теперь не согнулась, не поддалась горю, только поседела, и две большие, глубокие складки повисли над опустившимся ртом.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Казарма тата кордон мачти тӑракан Каролино-Бугаз текен хӑйӑрлӑ сӑмсах аяккипе икӗ рет буексемпе палӑртнӑ сарлака шыв ҫулӗ тинӗсе илсе тухать.

Мимо горючего песчаного мыса Каролино-Бугаз с казармой и мачтой кордона широкая водяная дорога, отмеченная двумя рядами буйков, выводила в открытое море.

VII. Фотографи карточки // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Ун аяккипе ӳссе ларакан вӑрмансем пӗрре ҫырма патне пырса перӗнеҫҫӗ, тепре кӑшт инҫетерех тӑрса юлаҫҫӗ.

Вдоль него шёл лес, то приближаясь, то удаляясь.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Пирӗн халӗ мӗнле ҫул тытмаллине суйласа илмелле: пурин те пӗрле япаласене хыҫран сӗтӗрсе икӗ ушкӑна уйрӑлса пӑр тӑрӑх каймалла, пӗр ушкӑнӗ — йӗлтӗрсемпе пӑр тӑрӑх шумалла, тепӗр ушкӑнӗ, пилӗк ҫын, пӑр аяккипе кимӗпе ишмелле пулать-и?

Нам предстоял выбор: идти ли всем по леднику и тащить за собой груз или разделиться на две партии, из которах одна шла бы на лыжах по леднику, а другая, в пять человек, плыла бы вдоль ледника на каяках.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпӗ чӑнкӑ ҫыран аяккипе аран-аран анкаларӑм та пӑхатӑп хайхи суккӑр ача аяла ансан кӑшт чарӑнса тӑчӗ, унтан сылтӑмалла пӑрӑнчӗ, шыв хӗррипе кӗҫех шыва кӗрсе каяс пек утса пырать; ӑна хум ҫӗклесе каяссӑнах туйӑнать, анчах вӑл ланкашкасенчен сыхланса, чул ҫинчен чул ҫине епле хӑюллӑн сиксе каҫнине аса илсен, вӑл кун пек ҫӗрте пӗр хут кӑна ҫӳременнине часах тавҫӑртӑм.

Я, с трудом спускаясь, пробирался по крутизне, и вот вижу: слепой приостановился, потом повернул низом направо; он шел так близко от воды, что казалось, сейчас волна его схватит и унесет, но видно, это была не первая его прогулка, судя по уверенности, с которой он ступал с камня на камень и избегал рытвин.

Тамань // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Чӑнах та, Гуд-Гора тӑвӗ ҫинче тӗтре йӑсӑрланса тӑрать, аяккипе ҫӑмӑл пӗлӗтсем юхаҫҫӗ, чи тӑрринче вара хура пӗлӗт выртать, ҫав тери хура вӑл, тӗттӗм тӳпере те ҫав пӗлӗт хура саплӑк пек палӑрарах курӑнать.

И в самом деле, Гуд-гора курилась; по бокам ее ползали легкие струйки — облаков, а на вершине лежала черная туча, такая черная, что на темном небе она казалась пятном.

Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех