Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

асанне сăмах пирĕн базăра пур.
асанне (тĕпĕ: асанне) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Манӑн калавӑн тӗп геройӗсен: Вера Павловнӑн, Кирсановпа Лопуховӑн йӑхӗ-шывӗ, тӗрӗссипе каласан, асаттесемпе асаннесенчен мала иртмест, питех те тӑрӑшса асаилме хӑтлансан, тен, кӑштах мӗнле те пулин мӑн асанне ҫинчен калама пулӗ (мӑн асаттене, тем пулсан та, манӑҫ тусанӗ витнӗ ӗнтӗ; вӑл мӑн асаннен упӑшки пулни, ӑна Кирил тесе чӗнни ҫеҫ паллӑ пире, мӗншӗн тесен асатте Герасим Кирилыч ятлӑ пулнӑ).

Генеалогия главных лиц моего рассказа: Веры Павловны, Кирсанова и Лопухова, не восходит, по правде говоря, дальше дедушек с бабушками, и разве с большими натяжками можно приставить сверху еще какую-нибудь прабабушку (прадедушка уже неизбежно покрыт мраком забвения, известно только, что он был муж прабабушки и что его звали Кирилом, потому что дедушка был Герасим Кирилыч).

XXIX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Асанне, асанне! — тесе Алексей ун еннелле туртӑнчӗ.

– Бабушка, бабушка! – Алексей рванулся к ней.

17 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Эпӗ каллех асаннене кӑшкӑратӑп: «Асанне! Атте килчӗ!».

Я опять бабушке кричу: "Бабушка! Папа пришел!"

Выҫӑллӑ-тутӑллӑ ачалӑхӑм // Сувар. «Сувар», 16(697)№, 2007.05.11

Асаннене суеҫтерсе: «Асанне! Атте килчӗ!» – тесе кӑшкӑрса ятӑм.

"Бабушка! Папа вернулся!", - кричу, обманывая бабушку.

Выҫӑллӑ-тутӑллӑ ачалӑхӑм // Сувар. «Сувар», 16(697)№, 2007.05.11

Шурӑмпуҫсем килеҫҫӗ шуралса, Ват асаннем ларать пуҫ тураса, Шурӑмпуҫран та шурӑ сурпанне Тирпейлӗн сырӑнать ыр асанне.

Куҫарса пулӑш

Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.

Асанне кӑштах макӑрса ячӗ те, аттене чуптума пуҫларӗ, унтан вӑл мана алла илчӗ, мана та пӗрмай чуптума тытӑнчӗ, хӑй текех: — Ан ман, Алёшенька, асаннӳне, терӗ.

Бабушка немножко заплакала и стала целовать папу, а потом меня на руки взяла и тоже очень целовала и говорила: — Не забывай, Алёшенька, бабушку.

Асанне макӑрни // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

Хӑвӑртрах тумлантӑм та асаннене каллех кимӗ тума ыйтрӑм, анчах асанне кайма вӑхӑт ҫитнӗ, пирӗн инҫе каймалла, терӗ.

Я оделся и просил, чтоб опять лодочку сделать, а бабушка сказала, что надо идти уже, а то ещё далеко.

Пулӑ тытнӑ ҫӗре ҫитрӗмӗр // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

Эпир асаннепе иксӗмӗр сулхӑна кайрӑмӑр, асанне хӑйӗн юбкине хыврӗ те сарса хучӗ.

И мы пошли с бабушкой, где нет солнца; бабушка сняла свою юбку и постелила.

Асанне мана пӗчӗк карап туса пачӗ // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

Акӑ асаннепе веранда тӑрӑх утрӑмӑр, анчах асанне мана: ку веранда мар, палуба, терӗ.

Мы пошли с бабушкой по веранде, а бабушка говорит, что это не веранда, а палуба.

Эпир чи ҫӳле хӑпарни // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

Наҫтук асанне пӳрчӗ пушӑ пулсан — мӑн асанне вилнӗ ӗнтӗ: вӗсем иккӗн пурӑнатчӗҫ вӗт-ха; апла пулсан, вӑл Настя асаннен амӑшӗ пулнӑ ӗнтӗ.

Если дом бабушки Насти теперь пустой, значит, умерла прабабушка: они ведь вдвоем жили; она, значит, была бабушки Настиной мамой.

Мӑн асламӑшне пытарни // Василий Игнатьев. Панова В. Ф. Серёжа: повесть; Василий Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 116 с.

Эпӗ хунара аттерен парса яратӑп, атте асаннене парать, асанне — сана.

Я его передам отцу, отец отдаст бабке, а она — тебе.

Параппанҫӑ кун-ҫулӗ // Леонид Агаков. Гайдар, Аркадий Петрович. Параппанҫӑ кун-ҫулӗ: повесть; вырӑсларан Л.Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1957. — 132 с.

— Манефа, асанне, ау!

— Бабка Манефа, ау!

36-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Асанне, ан пӑшӑрхан эсӗ, киле кай, — ӳкӗтлерӗ ӑна Маша.

— Бабушка, ты не убивайся, иди домой, — уговаривала ее Маша.

35-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Асанне, — ӑна хирӗҫ чупрӗ Маша.

— Бабушка, — побежала ей навстречу Маша.

35-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Обломов кил хуҫи арӑмне кӗнеке вулама парасшӑнччӗ, анчах лешӗ, тутине хуллен мӑкӑртаттарса, кӗнеке ятне хӑй ӑшӗнче вуласа тухрӗ те каялла тавӑрса пачӗ: светка ҫитсен илетӗп те Ваньӑна сасӑпа вулаттаратӑп, ун чухне асанне те итлӗ, халӗ вӑхӑт ҫук, терӗ.

Он хотел было дать ей книгу прочесть. Она, медленно шевеля губами, прочла про себя заглавие и возвратила книгу, сказав, что когда придут Святки, так она возьмет ее у него и заставит Ваню прочесть вслух, тогда и бабушка послушает, а теперь некогда.

VI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

— Илӗртмен эпӗ ӑна, асанне

— Не манил я ее, бабка…

XIII сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.

— Итлесем, асанне, — хирӗҫлерӗм эпӗ сиввӗн, — вӑхӑт мар халь хисеплешме те питлешме.

— Послушай, бабка, — возразил я сурово, — теперь не время считаться и выговаривать.

XIII сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.

Асанне.

— Это бабушка;

III сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

— Тата чирлӗ асанне пур, аран ҫеҫ ҫӳрекелет; ҫӳрессе те чиркӗве ҫеҫ кайкаласа килет.

еще бабушка наша, больная, еле ходит, и то в церковь только;

II сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Штольцӑн Андрей ятлӑ ывӑлӗ пур, вӑл Обломовпа пӗр ҫулсенчех, тата Штольца тепӗр ача панӑ, ҫак ача унччен ниҫта та вӗренмен тесен те юрать, ытларах шӑтан-юхан чирпе тертленнӗ, куҫне е хӑлхине ҫыхса ҫӳресех ачалӑхне ирттернӗ; вӑл яланах эпӗ хам асанне патӗнче мар, ют кил-ҫуртра, вӑрӑ-хурахсем патӗнче пурӑнатап, мана ачашлакан никам та ҫук, никам та мана хам юратакан кукӑле пӗҫерсе памасть, тесе хурланса вӑрттӑн макӑрать.

У него был свой сын, Андрей, почти одних лет с Обломовым, да еще отдали ему одного мальчика, который почти никогда не учился, а больше страдал золотухой, все детство проходил постоянно с завязанными глазами или ушами да плакал все втихомолку о том, что живет не у бабушки, а в чужом доме, среди злодеев, что вот его и приласкать-то некому, и никто любимого пирожка не испечет ему.

IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех