Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

асанне сăмах пирĕн базăра пур.
асанне (тĕпĕ: асанне) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Маня асанне вӑл, — ӑнлантарчӗ Федор.

— Это баба Маня, — пояснил Федор.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив

Эпӗ ҫав статьясене вуланипе те пӑшӑрхантӑм, Саньӑран килекен ҫырусем кая юлсан та ӑшӑм вӑркать, пӑшӑрханнӑ маях асанне те пӗр вӑхӑтра мана ҫиленсе, килкелесе кайми пулчӗ.

Я волновалась, читая статьи; волновалась, когда опаздывали письма от Сани; волновалась, потому что бабушка сердилась на меня и даже одно время перестала ходить.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Унтан вара ҫывратӑп та ыйхӑ витер асанне аннепе мӗн калаҫнине илтетӗп: — Манран хӑрарӗ вӑл, — тет анне.

Потом я сплю и слышу сквозь сон, как бабушка разговаривает с мамой, как мама говорит: «Она меня испугалась».

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Иртнӗ ҫулхине эпир ун патӗнче виҫҫӗн хӑна пултӑмӑр: Николай Антоныч та асанне тата эпӗ; асанне ҫавӑн чух ҫӗрӗпех темиҫе хут та асӑнтаркаларӗ, Ромашов унтан хӗрӗх тенкӗ илнӗччӗ те ҫаплах параймасӑр тӑратчӗ.

В прошлом году мы были у него в гостях втроём: Николай Антоныч, бабушка и я, и бабушка, между прочим, весь вечер намекала, что он взял у неё сорок рублей и не отдал.

Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Асанне ман пата куллен ҫӳретчӗ, кунсем питӗ лайӑх иртетчӗҫ, ҫинчен тата Кирӑпа Валя сасартӑк темле чӗнсех кайми пулчӗҫ, ларатчӗҫ те кухньӑра шӑппӑн калаҫатчӗҫ.

Бабушка приходила ко мне каждый день, и вообще всё было прекрасно — между прочим, ещё и потому, что Валя с Кирой вдруг стали какие-то молчаливые, серьёзные и всё время сидели и тихо разговаривали в кухне.

Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ытти картинӑсем ҫинче, пур ҫӗрте те, манӑн йӑмӑкӑма, Санькӑна ӳкернӗ: Саня кимӗ ҫинче ларать, Саня плита умӗнче тарать, Саня украинка пек, Саня асанне пек хӑйӗн кӗрӗкне тӑхӑннӑ.

Все остальные картины — это была моя сестра Саня. Саня в лодке и Саня у плиты, Саня в украинском костюме и Саня, как бабушка, в своем желтом меховом тулупе.

Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех