Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Шикленетӗп (тĕпĕ: шиклен) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ара, хӑҫан та пулин хӑвах ӑнланса илӗн-ха, анчах халӗ, — хушса хучӗ вӑл тарӑн шухӑшлӑн, — урӑххинчен шикленетӗп

Ну, да ты поймешь это когда-нибудь, а теперь, — прибавил он задумчиво, — боюсь я другого…

XI // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.

Эпӗ пӑртак шанатӑп та, ҫав вӑхӑтрах шикленетӗп те: сулӑ чулсем ҫумне пырса ҫапӑннӑ чухне пирӗн япаласем шыв тӗпне анса каймасӑр ниепле те юлмасӑр пултарайман пек.

Я питал надежду, переходившую в тревогу: мне казалось невозможным, чтобы при страшном ударе плота о скалы наш груз не пошел прахом.

XXXVI сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.

Манӑн тепӗр енчи ҫырана курассӑм та килет, анчах хам шикленетӗп те.

Я желал побывать там и в то же время опасался этой прогулки.

XXX сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.

— Эпӗ манӑн пуҫ мимми пӑсӑлнӑ пулӗ тесе шикленетӗп.

— Я опасаюсь, что пострадал мой мозг.

XXIX сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.

Шикленетӗп уншӑн.

Боюсь я за нее.

8 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Чӗре лӑпкӑ мар манӑн, шикленетӗп эпӗ саншӑн!

Нет покоя у меня на сердце — боюсь я за тебя!

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Островский, Николай Аслексеевич. Тӑвӑлпа ҫуралнисем: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1937. — 268 с.

«Атя, мучи, тет, пӗччен шикленетӗп.

«Пойдем, говорит, дедушка, а то одной-то страшно.

Председатель юлташ // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.

Вера Михайловнӑран эп кӑштах шикленетӗп те, тен, именетӗп те-и. Вӑл, хӑйне асла хурса, манпа пӗчӗк ачапа калаҫнӑ пек калаҫать, ман ҫине: кун тути ҫинче амӑш сӗчӗ типмен-ха, тенӗ пек пӑхать.

Я почему-то побаивался Веры Михайловны, а может, стеснялся. Мне казалось, что она относится ко мне, как к мальчишке, подчеркнуто матерински и снисходительно.

1943-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Наташӑпа пӗрле тухакан хӗрарӑмсенчен те шикленетӗп эпӗ.

Я пугался женщин, которые выходили из наркомата вместе с Наташей.

1941-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Тем пекех аслӑ шкула кӗрсе тарӑнрах пӗлӳ илесшӗн, анчах аннене, йӑмӑкпа шӑллӑма хӑйсене кӑна хӑварма шикленетӗп.

Куҫарса пулӑш

Иккӗмӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ

— Манӑн пӗр ҫӗре кайса килмелли пур-ха, — терӗ Маюк, — пӗччен шикленетӗп.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ

Лушин кунне икшер хут килсе каять, анчах нумай лармасть, юлашки хут курса калаҫнӑ хыҫҫӑн эпӗ унран шикленетӗп, ҫав хушӑрах ӑна килӗштеретӗп те.

Лушин приезжал раза по два в день, но оставался недолго; я немножко боялся его после нашего последнего объяснения и в то же время чувствовал к нему искреннее влечение.

XV // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 3–63 с.

— Катя, ыттисене эпӗ яланах: «чӑтатпӑр» тесе калатӑп, хам чӗрере: мӗнле-ха чӑтса ирттерӗпӗр тесе шикленетӗп.

— Другим-то, Катя, я все время говорю: «выдюжим», а на сердце тревога: ну, как не выдюжим?..

Вуннӑмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

 — Атту шикленетӗп сире ман казаксем лӑскаса тӑкасран… —

— А то боюсь, как бы вас мои казаки не потрепали… —

X // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Ун пек-тӗк эпӗ ахалех шикленетӗп.

В таком случае все опасения отпадают сами собой.

5 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Эпӗ ак ҫамрӑк мар, анчах эпӗ те шикленетӗп пек…

А выходит, что я уже и не молодой, а побаиваюсь…»

XXX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

— Эпӗ хам та шикленетӗп, — терӗ Марфа Игнатьевна.

— Я-то и сама побаиваюсь, — сказала Марфа Игнатьевна.

XXIV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Эпӗ урӑххинчен шикленетӗп.

Я боюсь другого.

XIX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Эпӗ шикленетӗп ак, хама намӑс та мар.

А я боюсь, и не совестно мне…

IV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Шикленетӗп паян темшӗн…

— Я чтой-то ноне робею…

IV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех