Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Чикаркка (тĕпĕ: чикарккӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Унччен нихҫан та Ильинична табак тӗтӗмне юратни пулманччӗ, чӗлӗм туртакансене ялан кухньӑран хӳтерсе яратчӗ, анчах юлашки яхӑнта вӑл ку енӗпе те улшӑнчӗ: «Кайса чӗн-ха Прохора, — пӗрреччен ҫеҫ каламарӗ вӑл Дуняшкӑна, — хӑть килсе чикаркка та пулин туртса кайтӑр, атту кунта виле шӑрши те кӗрекен пулчӗ…

Никогда в жизни Ильинична не любила табачного дыма и всегда выгоняла курцов из кухни, но за последнее время она изменилась и в этом отношении; «Сходи покличь Прохора, — не раз говорила она Дуняшке, — нехай прийдет, выкурит цигарку, а то уже тут мертвежиной воняет.

II // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Тул ҫутӑлас умӗн Григорий крыльца ҫине тухрӗ, чӗтрекен аллисемпе чикаркка чӗркесе чӗртрӗ те чылайччен тӗтре нӳретнӗ стена ҫумне сӗвенсе тӑчӗ.

Перед рассветом Григорий вышел на крыльцо, дрожащими руками свернул папироску, закурил, долго стоял, прислонившись спиной к влажной от тумана стене.

XXVIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

— Вӑл, куҫкӗрет кӳренсе, укҫине Григорие тавӑрса пачӗ те, табак енчӗкӗ кӑларса, чикаркка пӗтӗрме тытӑнчӗ.

— С видимым сожалением он вернул Григорию деньги, достал кисет и начал сворачивать цигарку.

XXVI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Григорий чикаркка ҫавӑрнӑ хушӑра хутортан мӗнле каясси ҫинчен шухӑшларӗ:

Григорий, сворачивая папироску, обдумывал план поездки.

XXV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

— Прохор чикаркка чӗртрӗ, Григорие тапак хутаҫҫи тӑсса парса, васкамасӑр малалла калаҫрӗ:

— Прохор закурил, протянул Григорию кисет, не спеша продолжал:

XXV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Халӗ чип-чиперех ҫитсе ӳкет», — тинех ҫӑмӑллӑн сывласа ячӗ те Григорий, куринке хӗррине выртса, васкамасӑр чикаркка ҫавӑрчӗ.

Теперь доберется», — облегченно решил Григорий и прилег возле кургана, не спеша свернул цигарку.

XI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Хӗрлӗармеец алӑк патне ларчӗ, кӗсйинчен табак хутаҫҫи кӑларса чикаркка ҫавӑрнӑ хушӑра калаҫу пуҫларӗ:

А красноармеец присел около двери, вытащил кисет из кармана и, сворачивая папироску, затеял разговор:

IV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Ҫӗрпӳртсем патӗнче типӗтнӗ пулӑн ҫутӑ кӑвак хупписем, така шӑммисем, хӗвелҫаврӑнӑш кишӗкӗсем, чикаркка тӗпӗсем, темле ланчашкасем йӑваланса выртаҫҫӗ; туратсем ҫинче ҫуса тасатнӑ чӑлхасем, аялтан тӑхӑнакан пир кӗпе-йӗм таврашӗсем, пуртенккесем, хӗрарӑм кӗписемпе юбкисем ҫакӑнса тӑраҫҫӗ…

Около землянок валялись сизая шелуха сушеной рыбы, бараньи кости, подсолнечная лузга, окурки, какие-то лоскутья; на ветках висели выстиранные чулки, холстинные исподники, портянки, бабьи рубахи и юбки…

LXI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Хӑй кулать, чикаркка мӑкӑрлантарса пырать.

Он улыбался, на скаку дымил цигаркой.

LI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Унтан хутор хӗрринчи урамра ҫынсен сассисем янӑраса кайрӗҫ, чикаркка ҫутисем кӑварланма пуҫларӗҫ; лашасем хартлатни, ут чӗрнисем айӗнче шӑнса ларнӑ пылчӑк кӑчӑртатса ванни илтӗнчӗ.

А потом на крайней улице зазвучали людские голоса, рдяно загорелись огни цигарок, послышался конский храп, хруст промерзшей грязи, продавливаемой лошадиными копытами.

XLVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Григорий табак енчӗкӗ кӑларса, чикаркка ҫавӑрма пуҫларӗ.

Григорий достал кисет, стал делать цигарку.

XLVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Штокман чикаркка ҫавӑрса чӗртрӗ те вӑрах хушӑ лавҫӑ мӗн каласса кӗтрӗ.

Штокман свернул папироску, закурил и долго ждал ответа.

XXXIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Пиччӗшне хирӗҫ сак ҫине пырса ларнӑ Григорий чикаркка ҫавӑрчӗ, Петрон икӗ хӗррипе сарӑхнӑ пичӗ ҫине, кӑвакарса кайнӑ ҫаврака чӗрнеллӗ аллисем ҫине пӑхрӗ.

Григорий сидел на лавке против брата, крутил цигарку, смотрел на желтое по краям лицо Петра, на руки его с посинелыми круглыми ногтями.

XXXIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Христоньӑсен пӳртӗнче вӑл тул ҫутӑличченех кӑмака сакки ҫинче ларчӗ, чикаркка хыҫҫӑн чикаркка выҫлӑхланса туртрӗ; чуна кишӗклекен шухӑшсенчен, Петрошӑн хуйхӑрса ӑш хыпса ҫуннинчен мӗнле те пулин хӑпас тесе, унтан каллех, хыпкаланса ӳксе, кӗсйинчен табак енчӗкӗ туртса кӑларчӗ, — йӳҫек тӗтӗме кӑкӑр туллин ҫӑтса, тӗлӗрсе выртакан Христоньӑпа кирлӗ-кирлӗ мар япаласем пирки сӑмах пуҫларӗ.

До рассвета просидел он в Христониной хате около пригрубка; жадно выкуривал папироску и, словно боясь остаться с глазу на глаз со своими мыслями, с тоской по Петру, снова, торопясь, хватался за кисет, до отказа вдыхая терпкий дым, заводил с дремавшим Христоней посторонние разговоры.

XXXIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Штокман чикаркка чӗркерӗ те, Иван Алексеевич мӗн каласса кӗтсе, ун ҫинелле чалӑшшӑн пӑхкаласа илчӗ.

Штокман сворачивал папироску и изредка вкось поглядывал на Ивана Алексеевича, выжидая ответа.

XXV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ах, путсӗрскер! — темиҫе хутчен каларӗ вӑл, чӗтрекен пӳрнисемпе чикаркка ҫавӑрнӑ май.

Ах, подлюга! — повторял он, дрожащими пальцами сворачивая папироску.

XXIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Чикаркка туртса ячӗ те, типӗ илепер курӑкне июнь кунӗсен тутлӑ шӑрши ҫапакан утӑ ҫине пичӗпе выртса, сисмен ҫӗртенех ҫывӑрса кайрӗ.

Покурив, уткнулся лицом в сено, пропахшее сухим донником и сладостным куревом июньских дней, незаметно уснул.

XXI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Хӗрлӗармеец, ыттисене куҫ хӗссе, чикаркка тӗпне Григорий ури айне пӑрахрӗ.

Красноармеец бросил окурок под ноги Григорию, подмигнул остальным.

XVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Григорий чикаркка ҫавӑрнӑ хушӑра ӑшӗнче вӗчӗрхенӳллӗн савӑнса шухӑшларӗ:

А Григорий, сворачивая курить, с тихим злорадством решил про себя:

X // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Митька Коршунов кӑмака умне кукленсе ларнӑ та пӳрне вӗҫӗсене пӗҫерттерсе, чикаркка тӗксе ӗмет.

Митька Коршунов, сидя на корточках у печки, обжигая пальцы, докуривал цигарку.

IX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех